Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

70-МӖШ КАЛАВ

Иона тата пысӑк пулӑ

Иона тата пысӑк пулӑ

ШЫВА путакан ҫын ҫине пӑх-ха. Вӑл мӗнле хӑрушлӑха лекнине куратӑн-и? Кӗҫ-вӗҫех ӑна пулӑ ҫӑтса ярать! Ҫак ҫын кам пулнине пӗлетӗн-и эсӗ? Ӑна Ио́на тесе чӗнеҫҫӗ. Вӑл ҫак инкеке мӗнле лекнине айта пӑхса тухар.

Ио́на — Иеговӑн пророкӗ. Елисе́й пророк вилсен кӑшт вӑхӑт иртсен, Иегова Ионӑна́ хушать: «Ниневие́, аслӑ хулана, кай. Ҫак хула ҫыннисен усал ӗҫӗсем питӗ нумай, ҫавӑнпа та манӑн вӗсене ҫакӑн ҫинчен сан урлӑ пӗлтерес килет».

Анчах Ио́на ҫакна тӑвасшӑн мар. Вӑл Нине́ви еннелле мар, тепӗр еннелле каякан карап ҫине ларать. Иегова ҫакна кӑмӑлламасть. Ҫавӑнпа та Вӑл тинӗсре вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл кӑларать. Ҫил-тӑвӑл ҫав тери вӑйлӑ пулнипе карап кӗҫ-вӗҫ путас патнех ҫитет. Моряксем ҫав тери хӑраса ӳкнине пула кашнийӗ хӑйӗн туррине пулӑшма йӑлӑнаҫҫӗ.

Юлашкинчен Ио́на калать: «Эпӗ Иеговӑна, ҫӗрпе тӳпене тунӑ Турра, пуҫҫапса пурӑнатӑп. Халӗ вара эпӗ Иегова тума хушнине тӑвас мар тесе тарса ҫӳретӗп». Вара моряксем ыйтаҫҫӗ: «Тинӗсре ҫил-тӑвӑл чарӑнтӑр тесен, пирӗн сана мӗн тумалла?»

— Мана тинӗсе ывӑтӑр, вара тинӗс лӑпланӗ,— хуравлать Ио́на. Моряксем ҫакна тӑвасшӑн мар, анчах тинӗсре ҫил-тӑвӑл вӑйлансах пырать, юлашкинчен вара вӗсем Ионӑна́ тинӗсе ывӑтаҫҫӗ. Ҫил-тӑвӑл тӳрех чарӑнать, вара тинӗс малтанхи пекех лӑпланать.

Шывра Ионӑна́ пысӑк пулӑ ҫӑтса ярать. Анчах вӑл вилмест. Виҫӗ кун та виҫӗ ҫӗр вӑл пулӑ хырӑмӗнче пурӑнать. Иеговӑна итлеменшӗн тата Ниневие́ кайманшӑн вӑл питӗ ӳкӗнет. Ҫавӑнпа та мӗн тӑвать-ши вӑл?

Ио́на Иеговӑна кӗлтуса пулӑшу ыйтать. Иегова вара пулла хырӑмӗнчен Ионӑна́ ҫӗр ҫине кӑларса пӑрахтарттарать. Ҫакӑн хыҫҫӑн Ио́на Ниневие́ каять. Ҫак тӗслӗх пире Иегова хушнӑ кирек мӗнле ӗҫе те тума кирлине вӗрентмест-им?

Ио́на ятлӑ Библи кӗнеки.