Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

71-МӖШ КАЛАВ

Турӑ рай пулать тесе сӑмах парать

Турӑ рай пулать тесе сӑмах парать

ҪАК ӳкерчӗк ҫинче Турӑ хӑйӗн Иса́ия пророкне кӑтартнӑ рая ӳкерсе хунӑ. Иса́ия Ио́на хыҫҫӑнах пурӑннӑ.

Рай «пахча» е «парк» тенине пӗлтерет. Ҫакӑ сана ҫак кӗнекере унччен малтан курнине мӗне те пулин аса илтермест-и? Ҫакӑ Иегова Турӑ Адампа́ Е́ва валли тунӑ питӗ хитре пахча пекех курӑнса тӑмасть-и? Анчах пӗтӗм ҫӗр хӑҫан та пулин рай пулса тӑрӗ-и?

Турӑ халӑхӗ валли пулакан ҫӗнӗ рай ҫинчен Иегова хӑйӗн Иса́ия пророкне ҫырса хума хушнӑ. Вӑл каланӑ: «Кашкӑрсемпе сурӑхсем пӗрле мирлӗ пурӑнӗҫ. Пӑрусемпе арӑслан ҫурисем пӗрле ҫийӗҫ, вӗсене пӗчӗк ачасем пӑхӗҫ. Пӗчӗк ачана наркӑмӑшлӑ ҫӗлен ҫумӗнче вылянӑ чухне те сиен пулмӗ».

— Кун пекки нихӑҫан та пулмасть,— тейӗҫ нумайӑшӗ.— Ҫӗр ҫинче яланах инкек-синкек пулнӑ, вӗсем нихӑҫан та пӗтмӗҫ. Анчах шухӑшласа пӑх-ха: Турӑ Адампа́ Евӑна́ пурӑнма ӑҫта вырнаҫтарнӑ?

Рая вырнаҫтарнӑ. Турра итлеменнишӗн кӑна вӗсем хӑйсен илемлӗ килӗсӗр тӑрса юлнӑ та ватӑлса вилнӗ. Турӑ хӑйне юратакан ҫынсене Адампа́ Е́ва ҫухатнӑ лайӑх пурнӑҫа туса паратӑп тесе сӑмах парать.

Пулас ҫӗнӗ райра нимӗн те сиен кӳрсе пӗтерсе тӑмӗ. Пур ҫӗрте те мирлӗ пурӑнӗҫ. Пӗр ҫын та чирлемӗ, тата пурте телейлӗ пулӗҫ. Турӑ малтан мӗн шутласа хунӑ, пурте ҫавӑн пек пулӗ. Турӑ ҫакӑн пек пурнӑҫа мӗнле майпа тунине каярахпа пӗлӗпӗр.

Исаия 11:6—9; Апокалипсис 21:3, 4.