Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

74-МӖШ КАЛАВ

Хӑраман ҫын

Хӑраман ҫын

ПӐХ-ХА, ҫынсем ҫак ҫамрӑкран тӑрӑхласа кулаҫҫӗ. Вӑл кам пулнине пӗлетӗн-и? Вӑл — Иереми́я. Туррӑн питӗ паллӑ пророкӗ.

Ио́сия патша ҫӗршывра йӗрӗхсене пӗтерме пуҫласанах, Иегова Иеремийӑна́ Хӑйӗн пророкӗ пулма хушать. Анчах та Иереми́я хӑйӗн пирки пророк пулма ытла та ҫамрӑк тесе шутлать. Иегова вара ӑна пулӑшма сӑмах парать.

Иереми́я Изра́иль халӑхне усал ӗҫсем тума чарӑнӑр тесе чӗнсе калать. «Халӑхсем пуҫҫапакан турӑсем — суя турӑсем»,— тет вӑл. Анчах та Изра́иль ҫыннисенчен нумайӑшӗ чӑн Турра Иеговӑна пуҫҫапас вырӑнне йӗрӗхсене пуҫҫапаҫҫӗ. Турӑ халӑха усал ӗҫсемшӗн наказани парать тесе Иереми́я пӗлтерсен, вӗсем унран кулаҫҫӗ кӑна.

Ҫулсем иртеҫҫӗ. Ио́сия вилет те, виҫӗ уйӑхран унӑн ывӑлӗ Иоаки́м патшана ларать. Иереми́я унчченхи пекех халӑха калать: «Эсир усал ӗҫӳсене тума пӑрахмасан, Иерусалима́ аркатса тӗп тӑвӗҫ». Священниксем вара Иеремийӑна́ ярса илеҫҫӗ те хытӑ кӑшкӑраҫҫӗ: «Ҫак сӑмахсемшӗн сана вӗлермелле». Ҫакӑн хыҫҫӑн вӗсем Изра́иль кнеҫӗсене калаҫҫӗ: «Иеремийӑна́ вӗлермелле, мӗншӗн тесен вӑл пирӗн хула пирки хирӗҫ калаҫать».

Халӗ вара Иереми́я мӗн тӑвӗ-ши? Вӑл хӑраса ӳкмест! Вӑл пурне те калать: «Эпӗ Иеговӑн сӑмахӗсене калатӑп. Эсир усал ӗҫӳсене тума пӑрахмасан, Иегова Иерусалима́ аркатса тӗп тӑвӗ. Анчах та пӗлӗр: эсир мана вӗлерсен, эсир тӳрӗ ҫынна вӗлеретӗр».

Кнеҫсем Иеремийӑна́ вӗлермеҫҫӗ, анчах та Изра́иль ҫыннисем усал ӗҫсем тума пӑрахмаҫҫӗ. Каярахпа Вавило́н патши Навуходоно́сор килет те Иерусалима́ хирӗҫ ҫапӑҫать. Юлашкинчен Навуходоно́сор Изра́иль халӑхне хӑйӗн тарҫисем туса хурать. Навуходоно́сор Израиль ҫыннисене пинӗ-пинӗпе Вавилона́ илсе каять. Шухӑшласа пӑх кӑна, пач палламан ҫынсем сана ют ҫӗршыва илсе каяҫҫӗ!

Иеремия 1:1—8; 10:1—5; 26:1—16; 2 Патшасен 24:1—17.