Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

76-МӖШ КАЛАВ

Иерусалима аркатса тӑкни

Иерусалима аркатса тӑкни

НАВУХОДОНО́СОР Израильти́ вӗреннӗ ҫынсенчен чи лайӑххисене Вавилона́ илсе кайнӑранпа 10 ҫул ытла вӑхӑт иртнӗ. Пӑх-ха, халӗ вара мӗн пулса тухрӗ! Иерусали́м ҫунать. Чӗрӗ тӑрса юлнӑ Изра́иль ҫыннисене Вавилона́ тыткӑна илсе каяҫҫӗ.

Халӑх усал ӗҫсем тума пӑрахмасан ҫакӑн пекки пулать тесе Иеговӑн пророкӗсем асӑрхаттарса тӑнине аса ил-ха. Анчах та Изра́иль ҫыннисем пророксене итлемен. Иеговӑна пуҫҫапас вырӑнне вӗсем ҫине тӑрсах суя турӑсене пуҫҫапаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӗсем наказани илме тивӗҫлӗ. Израиль ҫыннисен усал ӗҫӗсем ҫинчен эпир Иезекии́ль пророк каласа панинчен пӗлетпӗр.

Иезекии́ль кам пулнине пӗлетӗн-и? Вӑл Навуходоно́сор патша Вавилона́ тыткӑна илсе кайнӑ ҫамрӑксенчен пӗри, тыткӑна вӗсене Иерусалима́ тӗппипе аркатас умӗн пӗр 10 ҫул маларах илсе кайнӑ. Ҫав вӑхӑтрах Даниилпа́ унӑн виҫӗ тусне те — Седраха́, Мисаха́ тата Авденагӑна́ та — Вавилона илсе кайнӑ.

Иезекии́ль Вавилонта́ пулнӑ чухне Иегова ӑна Иерусалимри храмра мӗнле усал ӗҫсем тунине кӑтартса парать. Иегова ҫакна тӗлӗнмелле майпа тӑвать. Иезекии́ль Вавилонта́х пулсан та, Иегова ӑна храмра мӗн пулса иртнине пӗтӗмпех кӑтартса парать. Иезекииль питӗ ирсӗр ӗҫсем тунине курать!

— Храмра тӑвакан йӗрӗнмелли ирсӗр ӗҫсем ҫине пӑх-ха,— тесе калать Иегова Иезекииле́.— Пӑх-ха, стенасем ҫине ҫӗленсемпе ытти чӗрчунсене ӳкерсе тултарнӑ. Ҫавӑн пекех ҫавсене пуҫҫапакан Изра́иль ҫыннисем ҫине пӑх-ха! Иезекии́ль ҫакна курса пӗтӗмпех ҫырса пырать.

— Изра́иль пуҫлӑхӗсем вӑрттӑн мӗн тунине куратӑн-и?— тесе ыйтать Иегова Иезекиильре́н. Ҫапла, ҫакна та вӑл курать. Унта 70 арҫын тӑраҫҫӗ, вӗсем вара пурте суя турӑсене пуҫҫапаҫҫӗ. «Пире Иегова курмасть. Вӑл ку ҫӗре пӑрахнӑ»,— теҫҫӗ вӗсем.

Ун хыҫҫӑн Иегова Иезекииле́ храмӑн ҫурҫӗр енчи хапхи умӗнче ларакан темиҫе хӗрарӑма кӑтартать. Вӗсем унта суя турра, Фаммуза́, пуҫҫапаҫҫӗ. Халӗ вара Иегова храмне кӗмелли алӑкӗ патӗнчи арҫынсем ҫине пӑх-ха! Унта 25-е яхӑн арҫын тӑрать. Иезекии́ль вӗсем ҫине пӑхать. Ҫав вӑхӑтра вӗсем хӗвелтухӑҫ еннелле ҫаврӑнса хӗвеле пуҫҫапаҫҫӗ!

— Ҫак халӑх мана ним вырӑнне те хумасть,— тесе калать Иегова. Усал ӗҫ туни ҫитмен-ха вӗсене, ҫав ӗҫсене вӗсем манӑн храмрах тӑваҫҫӗ! Ҫавӑнпа та Иегова сӑмах парать: «Вӗсем манӑн хаярлӑха курӗҫ. Вӗсене пӗтернӗ чухне эпӗ вӗсене хӗрхенмӗп».

Иегова Иезекииле́ ҫакна кӑтартнӑ хыҫҫӑн виҫӗ ҫул та иртмест, Изра́иль ҫыннисем Навуходоно́сор патшана хирӗҫ пӑлхав ҫӗклеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӑл вӗсене хирӗҫ вӑрҫӑпа тухать. Ҫулталӑк ҫурӑ иртсен Вавило́н ҫыннисем Иерусали́м стенисене аркатаҫҫӗ те хулана вара тӗппипех ҫунтарса яраҫҫӗ. Ҫынсенчен нумайӑшне вӗлернӗ е Вавилона́ тыткӑна илсе кайнӑ.

Мӗншӗн-ха Иегова Изра́иль ҫыннисемпе ҫакӑн пек хӑрушӑ инкек пулса тухма панӑ? Тӗрӗс, мӗншӗн тесен вӗсем Иеговӑна итлемен тата унӑн законӗсене пӑхӑнса тӑман. Ҫакӑ пире Турӑ мӗн каланине яланах туса тӑни питӗ кирлине кӑтартса парать.

Малтанах Изра́иль ҫӗрӗнче сахал ҫынна тӑрса юлма ирӗк панӑ. Тӑрса юлнӑ халӑха тытса тӑма Навуходоно́сор патша Годолия ятлӑ иудей ҫыннине пуҫлӑха лартать. Анчах та каярахпа Изра́иль ҫыннисенчен хӑш-пӗрисем Годолийӑна́ вӗлереҫҫӗ. Ҫакна тунӑшӑн халӑх Вавило́н ҫыннисем килсе вӗлересрен хӑрать. Ҫавӑнпа вӗсем Иеремийӑна́ вӑйпах хӑйсемпе пӗрле илеҫҫӗ те Египета́ тараҫҫӗ.

Изра́иль ҫӗрӗнче пӗр ҫын та тӑрса юлмасть. Ҫав ҫӗр ҫинче 70 ҫул хушши никам та пурӑнмасть. Ҫӗр пушансах юлать. Анчах Иегова тепӗр 70 ҫултан хӑйӗн халӑхне ҫак ҫӗр ҫине тавӑрма сӑмах парать. Ҫав вӑхӑтра Вавилона́ тыткӑна илсе кайнӑ Турӑ халӑхӗпе мӗн пулса иртет-ха? Айта, пӑхса тухар.

2 Патшасен 25:1—26; Иеремия 29:10; Иезекииль 1:1—3; 8:1—18.