Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

5-МӖШ ПАЙӖ

Вавилон тыткӑнӗнчен пуҫласа Иерусалим стенисене ҫӗнӗрен туса лартиччен

Вавилон тыткӑнӗнчен пуҫласа Иерусалим стенисене ҫӗнӗрен туса лартиччен

Вавилонра́ тыткӑнра пулнӑ чухне Изра́иль ҫыннисен ӗненӳ пуррипе ҫукки нумай хут тӗрӗсленнӗ. Седраха́, Мисаха́ тата Авденагӑна́ ҫунса тӑракан кӑмакана пӑрахнӑ, анчах та Турӑ вӗсене чӗрӗ хӑварнӑ. Каярахпа, Вавилона́ Мидипе́ Пе́рси ҫыннисем ҫӗнсе илнӗ хыҫҫӑн, Даниила́ арӑслансем патне шӑтӑка пӑрахаҫҫӗ, анчах ку хутӗнче те Турӑ арӑслансен ҫӑварӗсене хупласа ӑна ҫӑлать.

Юлашкинчен Изра́иль ҫыннисене Пе́рси патши Кир ирӗке кӑларать. Вавило́н тыткӑнӗнчен вӗсем тӑван ҫӗршывне шӑпах 70 ҫултан таврӑннӑ. Иерусалима́ таврӑнсанах чи малтан вӗсем Иегова храмне тума пуҫланӑ. Кӗҫех тӑшмансем ҫак ӗҫе чарса лартнӑ. Ҫавӑнпа та вӗсем Иерусалима́ таврӑннӑранпа храма туса пӗтериччен 22 ҫула яхӑн вӑхӑт иртнӗ.

Кайран эпир Е́здра Иерусалима́ храма илемлетме кайнине пӗлӗпӗр. Ҫакӑ храма туса пӗтернӗ хыҫҫӑн 47 ҫула яхӑн вӑхӑт иртсен пулнӑ. Е́здра хыҫҫӑн тата тепӗр 13 ҫултан Нееми́я Иерусали́мӑн аркатса пӗтернӗ стенисене туса лартма пулӑшнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, ПИЛЛӖКМӖШ пайӗнче 152 ҫул хушшинче пулса иртнӗ ӗҫсем ҫинчен ҫырса панӑ.

 

ҪАК УЙРӐМРА

77-МӖШ КАЛАВ

Вӗсем ним тусан та пуҫҫапмаҫҫӗ

Турӑ виҫӗ ҫамрӑка вӗри кӑмакаран хӑтарӗ-и?

78-МӖШ КАЛАВ

Алӑ стена ҫине ҫырать

Даниил пророк тӑватӑ тӗлӗнмелле сӑмахсен пӗлтерӗшне калать.

79-МӖШ КАЛАВ

Даниил арӑслансемпе шӑтӑкра

Даниила вӗлерме приговор тунӑ. Вӑл вилӗмрен ҫӑлӑнса юлма пултарӗ-и?

80-МӖШ КАЛАВ

Турӑ халӑхӗ Вавилонран тухса каять

Вавилона ҫӗнтерсе илсе Перси патши Кир пророкла сӑмахсене пурнӑҫлать, халӗ вӑл тата урӑх пророкла сӑмахсене пурнӑҫлать.

81-МӖШ КАЛАВ

Турӑ пулӑшасса шаннӑ

Турӑ ирӗкне пурнӑҫлас тесе израильтянсем ҫынсен саккунӗсене пӑсаҫҫӗ. Турӑ вӗсене пиллӗ-и?

82-МӖШ КАЛАВ

Мардохей тата Есфирь

Астинь хӗрарӑм патша хитре пулнӑ, анчах Ахашверош патша ун вырӑнне Эсфире хӗрарӑм патша тунӑ. Мӗншӗн?

83-МӖШ КАЛАВ

Иерусалим стенисем

Иерусалим стенисене ҫӗнӗрен туса лартнӑ чухне ӗҫлекенсен ир те, каҫ та хӗҫпе сӑнӑсене хатӗр тытса тӑмалла.