Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

81-МӖШ КАЛАВ

Турӑ пулӑшасса шаннӑ

Турӑ пулӑшасса шаннӑ

ВАВИЛОНРА́Н Иерусалима́ кайма нумай пин ҫын вӑрӑм ҫула тухать. Анчах Иерусалима́ ҫитсен, унта пысӑк ишӗлчӗк купи кӑна кураҫҫӗ. Кунта никам та пурӑнмасть. Пурне те ҫӗнӗрен туса лартма тивет.

Чи малтанах вӗсем парне вырӑнӗ туса лартаҫҫӗ. Ку вӑл — Иеговӑна чӗрчунсене парне кӳмелли ятарлӑ вырӑн. Тепӗр темиҫе уйӑхран Изра́иль ҫыннисем храм тума пуҫлаҫҫӗ. Анчах ҫывӑхри ҫӗрсенче пурӑнакан тӑшмансем храма тутарасшӑн мар. Ҫавӑнпа та ҫак ӗҫе чарса лартас тесе вӗсем Изра́иль ҫыннисене хӑратса ӳкерме тӑрӑшаҫҫӗ. Юлашкинчен ҫак тӑшмансем хистенипе Пе́рси ҫӗнӗ патши храм тӑвас ӗҫе чарса лартма хушакан закон кӑларать.

Ҫулсем иртеҫҫӗ. Израиль ҫыннисем Вавилонра́н таврӑннӑранпа 17-мӗш ҫул пырать ӗнтӗ. Храма тума пуҫлаччӑр тесе калама Иегова Аггейпа́ Захарийӑна́, хӑйӗн пророкӗсене, ярать. Халӑх Турӑ пулӑшасса шанать те пророксем каланине итлет. Закон ҫакна тума хушмасть пулин те, вӗсем храм тума чарӑнмаҫҫӗ.

Ҫавӑнпа та Персирен Фафна́й ятлӑ пуҫлӑх килет те храм тума кам ирӗк пани ҫинчен Израиль ҫыннисенчен ыйтать. Израиль ҫыннисем Вавилонра́ пулнӑ чухне Кир патша вӗсене: «Халех Иерусалима́ кайӑр та хӑвӑр Туррӑр, Иегова, валли храм туса лартӑр»,— тесе хушни пирки Фафная́ пӗлтереҫҫӗ.

Кир ҫак сӑмахсене чӑнах та каланине пӗлес тесе Фафна́й Вавилона́ ҫыру ҫырса ярать, ку вӑхӑт тӗлне Кир вилнӗ ӗнтӗ. Кӗҫех Пе́рси ҫӗнӗ патшинчен ҫыру килет. Унта вӑл Кир чӑнах та ҫак сӑмахсене каланӑ тесе ҫирӗплетсе парать. Ҫавӑн пекех патша ҫырать: «Израиль ҫыннисене хӑйсен Туррин храмне тума ан чарӑр. Эпӗ вара сире ҫак ӗҫре вӗсене пулӑшма хушатӑп». Тепӗр тӑватӑ ҫултан храма туса пӗтереҫҫӗ, Израиль халӑхӗ ҫакӑншӑн питӗ савӑнать.

Нумай ҫул иртет. Храм туса лартнӑранпа 48 ҫула яхӑн вӑхӑт иртет. Иерусалимра́ халӑх питӗ чухӑн пурӑнать тата хулапа Туррӑн храмӗ те чаплах курӑнса лармаҫҫӗ. Ҫак вӑхӑтра Вавилонра́ Е́здра ятлӑ Израиль ҫынни Туррӑн храмне юсама кирли ҫинчен пӗлет. Ҫавӑнпа та вӑл мӗн тунине пӗлетӗн-и?

Е́здра Пе́рси патши Артаксе́ркс патне каять, вара ҫак ырӑ патша Ездрӑна́ Иерусалима́ илсе кайма нумай парне парать. Ҫак парнесене Иерусалима́ илсе ҫитерме Е́здра Вавилонта́ пурӑнакан Израиль ҫыннисенчен пулӑшма ыйтать. Израиль ҫыннисенчен 6 000-е яхӑнӑшӗ кайма килӗшеҫҫӗ. Хӑйсемпе пӗрле вӗсем темӗн чухлӗ кӗмӗл, ылтӑн тата ытти хаклӑ япаласене илсе каяҫҫӗ.

Е́здра канӑҫа ҫухатать, мӗншӗн тесен ҫул ҫинче усал ҫынсем нумай. Ҫав ҫынсем вӗсен кӗмӗлне, ылтӑнне туртса илме, хӑйсене вара вӗлерме пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа, ӳкерчӗкре кӑтартнӑ пек, Е́здра халӑха пӗрле пуҫтарать. Иерусалима́ каякан ҫул ҫинче вӗсене Иегова сыхлатӑр тесе пурте пӗрле кӗлтӑваҫҫӗ.

Иегова вӗсене сыхлать. Тӑватӑ уйӑхран вӗсем чиперех Иерусалима́ ҫитеҫҫӗ. Ҫакӑ Турӑ пулӑшасса шанакансене Иегова сыхлама пултарнине кӑтартса памасть-и вара?

Ездра, 2—8-мӗш сыпӑксем.