Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

83-МӖШ КАЛАВ

Иерусалим стенисем

Иерусалим стенисем

ПӐХ-ХА, ӗҫ вӗресе тӑрать кунта. Израиль ҫыннисем Иерусали́м стенисене тӑваҫҫӗ. Навуходоно́сор патша 152 ҫул каялла Иерусалима́ аркатса пӗтернӗ чухне унӑн стенисене ишӗлтерсе антарнӑ тата хула хапхисене ҫунтарса янӑ. Вавилонра́н киле чи малтан таврӑннӑ Изра́иль ҫыннисем ҫӗнӗ стенасем туса лартман.

Хула стенисем пулман пирки унта пурӑнакансем хӑйсене мӗнле туйнӑ-ши, эсӗ мӗнле шутлатӑн? Канӑҫ пулман вӗсене. Тӑшмансем ҫӑмӑллӑнах килсе вӗсем ҫине тапӑнма пултарнӑ. Халӗ вара Нееми́я халӑха ҫӗнӗ стенасем тума пулӑшать. Нееми́я кам пулнине пӗлетӗн-и?

Нееми́я — Су́зы хулинче пурӑнакан Изра́иль ҫынни, ҫавӑн пекех унта Мардохейпа Есфи́рь пурӑнаҫҫӗ. Нееми́я патша керменӗнче ӗҫлесе тӑнӑ, тен, ҫавӑнпа та вӑл Мардохейпа тата Есфи́рь хӗрарӑм патшапа туслӑ пулнӑ пуль. Анчах та Нееми́я Есфи́рь упӑшки, Артаксе́ркс патша, патӗнче ӗҫлесе тӑнӑ тесе Библи каламасть. Вӑл урӑх Артаксе́ркс патша патӗнче ӗҫлесе тӑнӑ.

Артаксе́ркс — лайӑх патша, вӑл Ездрӑна́ Иерусалимри́ Иеговӑн храмне юсама укҫа-тенкӗ панине аса ил-ха. Анчах та Е́здра хулан ишӗлчӗк стенисене юсаса лартман. Ҫак ӗҫе Нееми́я мӗнле тума пултарнине айта пӑхса тухар.

Артаксе́ркс Ездрӑна́ храм юсама укҫа-тенкӗ панӑранпа 13 ҫул иртет. Ҫак вӑхӑтра Нееми́я Артаксе́ркс патшан эрех парса тӑракансен пуҫлӑхӗ пулса ӗҫлет. Вӑл патшана эрех парса тӑрать тата ӑна никам та наркӑмӑш ярса парса ан вӗлертӗр тесе сыхласа тӑрать. Ҫакӑ питӗ яваплӑ ӗҫ.

Пӗррехинче Неемийӑна́ курма Изра́иль ҫӗрӗнчен Ханани пӗртӑванӗпе тата темиҫе ҫын килеҫҫӗ. Вӗсем Изра́иль ҫыннисем мӗнле йывӑрлӑхсенче пурӑнни ҫинчен тата Иерусали́м стенисене халӗ те туса лартманни ҫинчен каласа параҫҫӗ. Нееми́я хытӑ кулянса ӳкет, вара ҫакӑн пирки Иеговӑна кӗлтӑвать.

Пӗррехинче Нееми́я питӗ хытӑ куляннине патша курать те ыйтать: «Мӗншӗн эсӗ кулянатӑн?» Иерусалимра питӗ йывӑр лару-тӑру пулнӑшӑн тата хула стенисем ишӗлнипех выртнӑшӑн кулянни пирки ӑнлантарса парать Неемия. «Апла пулсан, сана мӗн кирлӗ?» — тесе ыйтать патша.

— Мана Иерусалима́ кайса унӑн стенисене ҫӗнӗрен тума ирӗк парсамччӗ,— тесе ыйтать Нееми́я. Артаксе́ркс патша питӗ ырӑ ҫын. Вӑл Неемийӑна́ кайма ирӗк парать тата стенасене тӑвас ӗҫре кирлӗ пӗренесемпе хӑмасем илме пулӑшать. Иерусалима́ ҫитсен Нееми́я хӑй мӗн тума килни ҫинчен халӑха тӳрех пӗлтерет. Ҫакӑ ҫынсен кӑмӑлне каять, ҫавӑнпа та вӗсем калаҫҫӗ: «Стенасене тума пуҫлар».

Стенасене хӑпартнине курсан, тӑшмансем калаҫса татӑлаҫҫӗ: «Айтӑр кайса вӗлерер вӗсене, вара ӗҫ чарӑнса ларӗ». Ҫакӑн ҫинчен пӗлсен Нееми́я ӗҫлекенсене хӗҫсемпе сӑнӑсем парса тухать. Вара вӑл калать: «Хамӑр тӑшмансенчен ан хӑрӑр. Хӑвӑр тӑванусемшӗн, ачусемшӗн, арӑмусемшӗн тата хӑвӑр килӳсемшӗн ҫапӑҫӑр».

Ҫынсем хӑраса тӑмаҫҫӗ. Ир те, каҫ та вӑрҫӑ хатӗрӗсене хатӗр тытса ӗҫлеҫҫӗ. Ҫапла вара стенасене 52 кунра туса пӗтереҫҫӗ. Халӗ вара халӑх хӑрамасӑр пурӑнать. Неемийӑпа́ Е́здра халӑха Турӑ законне вӗрентеҫҫӗ, ҫавӑнпа та ҫынсем питӗ телейлӗ.

Ҫапах та пурнӑҫ Вавилона́ тыткӑна илсе кайичченхи пек мар. Халӑха Пе́рси патши пуҫ пулса тытса тӑрать, ҫынсен вара уншӑн ӗҫлесе тӑмалла. Анчах Иегова ҫынсем валли мир илсе килекен ҫӗнӗ патша ярса пама сӑмах панӑ. Кам-ши ҫав патша? Мӗнле майпа вӑл ҫӗр ҫинче мир туса парӗ. Ҫакӑн ҫинчен мӗн те пулин паллӑ пуличчен тепӗр 450 ҫула яхӑн вӑхӑт иртет. Ҫавӑн чухне ача ҫуралать, ҫакӑ вара пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Анчах ҫакӑн ҫинчен — тепӗр калавра.

Неемия, 1—6 сыпӑксем.