Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

84-МӖШ КАЛАВ

Мария патне ангел килет

Мария патне ангел килет

ҪАК хитре хӗрарӑма Мария тесе чӗнеҫҫӗ. Вӑл Назаре́т хулинче пурӑнакан Изра́иль ҫынни. Вӑл питӗ лайӑх ҫын пулнине Турӑ пӗлет. Ҫавӑнпа та вӑл унпа калаҫма Гаврии́л ятлӑ ангела ярать. Гаврии́л Марийӑна мӗн ҫинчен каланине пӗлетӗн-и? Айта пӑхса тухар.

— Сывлӑх сунатӑп, ырӑлӑх тупнӑскер! — тесе калать ангел Марийӑна.— Санпала Иегова.— Мария ӑна ку таранччен нихӑҫан та курман. Вӑл ним тума аптӑраса тӑрать, мӗншӗн тесен ангел мӗн каласшӑн пулнине ӑнланмасть. Анчах Гаврии́л ҫавӑнтах ӑна лӑплантарать.

— Ан хӑра, Мария,— тесе калать ангел.— Турӑ санпа кӑмӑллӑ. Ҫавӑнпа вӑл саншӑн темскер тӗлӗнмелли тӑвасшӑн. Кӗҫех санӑн ача ҫуралӗ. Эсӗ ӑна Иисус ятлӑ хурӑн.

Гаврии́л малалла ӑнлантарать: «Вӑл ача аслӑ пулӗ, тата ӑна Ҫӳлти Туррӑн Ывӑлӗ тесе чӗнӗҫ. Иегова ӑна Дави́д пекех патша тӑвӗ. Анчах та Иисус ӗмӗрлӗхех патша пулӗ тата унӑн патшалӑхӗ нихӑҫан та пӗтмӗ!»

— Ҫакӑ епле пулма пултарать?— тӗлӗнет Мария.— Эпӗ качча кайман вӗт. Арҫынпа та пурӑнман, ҫавӑнпа та мӗнле-ха манӑн ача пулӗ?

— Сан ҫине Туррӑн вӑйӗ анӗ,— ӑнлантарать ӑна Гаврии́л.— Ҫавӑнпа ачана Туррӑн Ывӑлӗ тесе чӗнӗҫ,— тата хушса калать — хӑвӑн Елисаве́та хурӑнташна аса ил-ха. Ача ҫуратма вӑл ватӑ тетчӗҫ ҫынсем. Кӗҫех унӑн ывӑл ача пулать. Куратӑн-и, Турӑ тума пултарайманни нимӗн те ҫук.

Ҫав вӑхӑтрах Мария калать: «Эпӗ — Иеговӑн чури! Эсӗ каланӑ пек пултӑр мана». Ангел вара ҫухалать.

Мария Елисаветӑна́ курма васкать. Елисаве́та Марийӑн сассине илтсен, унӑн ӑшӗнчи ачи савӑннипе сиксе илет. Елисаве́та святой сывлӑшпа тулать те Марийӑна калать: «Эсӗ пур хӗрарӑмсенчен те уйрӑмах пиллӗхлӗ». Мария Елисаве́та патӗнче виҫӗ уйӑха яхӑн пурӑнать, кайран Назарета́ килне таврӑнать.

Марийӑн кӗҫех Иосиф ятлӑ арҫынна качча тухмалла. Анчах та, Марийӑн ача пулассине пӗлсен, Иосиф ӑна качча илес мар тесе шухӑшлать. Вара Туррӑн ангелӗ ӑна калать: «Марийӑна качча илме ан хӑра. Мӗншӗн тесен Турӑ ӑна ывӑл панӑ». Ҫапла вара Иосифпа Мария мӑшӑрланаҫҫӗ те Иисус ҫураласса кӗтеҫҫӗ.