Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

87-МӖШ КАЛАВ

Ҫамрӑк Иисус храмра

Ҫамрӑк Иисус храмра

АСЛИСЕМПЕ калаҫса ларакан арҫын ача ҫине пӑх-ха. Ҫак ҫынсем — Иерусалимри́ Турӑ храмӗнче вӗрентекенсем. Арҫын ача вара — Иисус. Вӑл пӗчӗк ача мар ӗнтӗ. Халӗ вӑл 12 ҫулта.

Турӑ ҫинчен тата Библире мӗн калани ҫинчен Иисус ҫав тери нумай пӗлни вӗрентекенсене питӗ тӗлӗнтернӗ. Анчах мӗншӗн-ха кунта Иосифпа Мария ҫук? Ӑҫта-ши вӗсем? Айта пӑхса тухар.

Кашни ҫул Иосиф хӑйӗн ҫемйине Иерусалима́ Па́сха теекен ятарлӑ праҫнике илсе каять. Назаре́т хули Иерусалимра́н аякра вырнаҫнӑ. Никамӑн та машина ҫук, поездсем те ҫук. Вӑл вӑхӑтра машинӑсемпе поездсем пачах та пулман. Ҫынсем нумайӑшӗ ҫуран ҫӳреҫҫӗ, вӗсене Иерусалима́ ҫитме виҫӗ кун кирлӗ.

Ҫак вӑхӑталла Иосифӑн ҫемйи пысӑк ӗнтӗ. Ҫавӑнпа унӑн Иисусӑн шӑллӗсемпе йӑмӑкӗсене пӑхмалла пулнӑ. Акӑ Иосифпа Мария хӑйсен ачисемпе пӗрле киле, инҫетре вырнаҫнӑ Назарета́, кайма тухаҫҫӗ. Вӗсем Иисус ыттисемпе пӗрле пырать тесе шутлаҫҫӗ. Анчах та вӗсем кунӗпе утнӑ хыҫҫӑн чарӑнса тӑраҫҫӗ те Иисуса ниҫта та тупаймаҫҫӗ. Тӑванӗсем хушшинче те, паллакансем хушшинче те вӑл ҫук! Ҫавӑнпа та вӗсем Иисуса шыраса Иерусалима́ таврӑнаҫҫӗ.

Юлашкинчен Иисуса ҫак вӗрентекенсем хушшинче тупаҫҫӗ. Иисус питӗ тимлӗ итлет тата вӗрентекенсене ыйтусем парать. Унӑн ӑслӑлӑхӗнчен вӗсем питӗ тӗлӗнеҫҫӗ. Анчах та Мария ыйтать: «Ачам, мӗн турӑн эсӗ пирӗнпе капла? Акӑ аҫу та, эпӗ те тем пек хуйхӑрса шырарӑмӑр сана».

— Мана мӗн тума шырамаллаччӗ сирӗн?— тӗлӗнет Иисус.— Эсир эпӗ хам Аттем ҫуртӗнче пулмаллине пӗлместӗр-и-мӗн?

Ҫапла, Турӑ ҫинчен ӑҫта вӗренме пулать, Иисус ҫавӑнта пулма юратать. Пирӗн те ҫавнах юратмалла мар-и? Иисус кашни эрнере Назаретра́, хӑй пурӑннӑ вырӑнта, Турра пуҫҫапмалли тӗлпулусене ҫӳрет. Яланах тимлӗ пулнӑран вӑл Библире мӗн ҫинчен каланине лайӑх пӗлет. Айтӑр эпир те Иисус пекех пулар.