Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

88-МӖШ КАЛАВ

Иоанн Иисуса шыва кӗртет

Иоанн Иисуса шыва кӗртет

ҪАК ҫыннӑн пуҫӗ ҫине кӑвакарчӑн анни ҫине пӑх-ха. Ку вӑл Иисус. Халӗ вӑл пӗр вӑтӑр ҫулсенче. Унпа юнашар Иоа́нн тӑрать. Мария хӑйӗн Елисаве́та хурӑнташне курма кайсан, Елисаве́та ӑшӗнче ача савӑннипе сиксе илнине астӑватӑн-и? Ҫак Елисаве́та ӑшӗнчи ача Иоа́нн пулнӑ. Халӗ вара Иисуспа Иоа́нн мӗн тӑваҫҫӗ?

Иоа́нн тин ҫеҫ Иисуса Иорда́н юханшывӗнче шыва чиксе кӑларнӑ. Ҫынна ҫакӑн пек шыва кӗртеҫҫӗ. Малтан ӑна шыв айне тӑваҫҫӗ, кайран ҫӗклесе кӑлараҫҫӗ. Иоа́нн ҫынсене шыва кӗртнӗрен ӑна Шыва Кӗртекен Иоа́нн тесе чӗнеҫҫӗ. Анчах Иоа́нн Иисуса мӗншӗн шыва кӗртет-ши?

Иисус Иоа́нн патне пынӑ та хӑйне шыва кӗртме ыйтнӑ. Тӗрӗс мар ӗҫсем тунӑшӑн ӳкӗннине кӑтартас текен ҫынсене Иоа́нн шыва кӗртет. Ӳкӗнмешкӗн Иисус мӗнле те пулин япӑх ӗҫ тунӑ-и? Ҫук, нихӑҫан та туман, мӗншӗн тесен вӑл пӗлӗтрен аннӑ Турӑ Ывӑлӗ. Апла пулсан, Иоанра́н хӑйне шыва кӗртме ыйтма Иисусӑн урӑх сӑлтав пулнӑ. Мӗнле сӑлтав пулнине айта пӑхса тухар.

Ку таранччен Иисус платник пулса ӗҫленӗ. Платник вӑл — йывӑҫран тӗрлӗ япаласем, сӑмахран, сӗтелсем, пукансем, саксем тӑвакан ҫын. Марийӑн упӑшки, Иосиф, платник пулнӑ, ҫавӑнпа та вӑл ҫак ӗҫе Иисуса та вӗрентнӗ. Анчах та Иегова Иисуса ҫӗр ҫине платник пулса ӗҫлеме яман. Вӑл Иисуса ятарлӑ ӗҫ хушнӑ, халӗ вара ҫак ӗҫе тума вӑхӑт ҫитнӗ. Туррӑн ирӗкне тума килнине кӑтартас тесе Иисус Иоана́ шыва кӗртме ыйтать. Турӑ ҫакна ырлать-и?

Паллах, мӗншӗн тесен Иисус шывран тухсан пӗлӗтрен сасӑ илтӗнет: «Ҫакӑ манӑн Ывӑлӑм, эпӗ ӑна ырлатӑп». Ҫавӑн чухне пӗлӗт уҫӑлса кайнӑ пекех пулать, вара Иисус ҫине кӑвакарчӑн анать. Ку чӑн-чӑн кӑвакарчӑн мар. Вӑл ҫавӑн пек курӑнать кӑна. Чӑннипе вара ҫакӑ — Туррӑн святой сывлӑшӗ.

Халӗ Иисусӑн шухӑшламалли питӗ нумай, ҫавӑнпа вӑл ҫын ҫук вырӑна 40 кунлӑха каять. Унта ун патне Сатана пырать. Турӑ законӗсене хирӗҫ Иисуса мӗн те пулин тутармашкӑн Сатана́ виҫӗ хутчен тӑрӑшса пӑхать. Анчах Иисус ҫакна ним парсан та тӑвасшӑн мар.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Иисус таврӑнать те темиҫе ҫынна тӗл пулать, вӗсем унӑн пӗрремӗш вӗренекенӗсем пулса тӑраҫҫӗ. Акӑ вӗсенчен хӑш-пӗрисен ячӗсем: Андре́й, Петр (ҫавӑн пекех ӑна Си́мон тесе чӗнеҫҫӗ), Фили́пп тата Нафанаи́л (ҫавӑн пекех ӑна Варфоломе́й тесе чӗнеҫҫӗ). Иисус ҫӗнӗ вӗренекенсемпе Галилея таврашне тухса каять. Галилейӑра́ вӗсем Нафанаи́лӑн тӑван хулинче Канӑра чарӑнса тӑраҫҫӗ. Кунта Иисус пысӑк туя пырать те пӗрремӗш хут тӗлӗнмелле ӗҫ тӑвать. Мӗн тунине пӗлетӗн-и? Шывран эрех тӑвать.