Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

89-МӖШ КАЛАВ

Иисус храма тасатать

Иисус храма тасатать

КУНТА Иисус чӑннипех тарӑхса кайни курӑнса тӑрать, ҫапла-и? Мӗн ӑна ҫав тери тарӑхтарса янине пӗлетӗн-и? Турӑ храмӗнче ҫынсем питӗ ҫӑткӑн пулни. Вӗсем храма Турра пуҫҫапма килнӗ ҫынсенчен нумай укҫа сӑптӑрма тӑрӑшаҫҫӗ.

Унта пӑрусене, сурӑхсене тата кӑвакарчӑнсене куратӑн-и? Ҫак ҫынсем ҫав чӗрчунсене храмрах сутаҫҫӗ. Пӗлетӗн-и мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Изра́иль ҫыннисене Турра парне кӳме чӗрчунсемпе кайӑксем кирлӗ.

Изра́иль ҫынни усал ӗҫ тусан, Турӑ законӗ тӑрӑх, унӑн Турра парне кӳмелле. Изра́иль ҫыннисен ытти чухне те парнесем кӳмелле пулнӑ. Анчах та Турра парне кӳме Изра́иль ҫынни кайӑксемпе чӗрчунсене ӑҫта илме пултарнӑ?

Хӑш-пӗрисен харпӑр хӑйӗн кайӑксемпе чӗрчунсем пулнӑ. Ҫавӑнпа та вӗсене парне кӳме пултарнӑ. Анчах Изра́иль ҫыннисенчен нумайӑшӗн харпӑр хӑйӗн кайӑксемпе чӗрчунсем пулман. Ытти Изра́иль ҫыннисем Иерусалимра́н питӗ аякра пурӑннӑ пирки хӑйсен чӗрчунӗсене илсе килме пултарайман. Ҫавӑнпа та вӗсем кирлӗ чӗрчунсене е кайӑксене ҫакӑнтах туяннӑ. Анчах та сутакансем ҫынсенчен питӗ пысӑк хак ыйтнӑ. Вӗсем халӑха улталанӑ. Унсӑр пуҫне тата, вӗсен Туррӑн храмӗнче пачах сутмалла пулман.

Акӑ мӗн Иисуса тарӑхтарнӑ. Вӑл укҫа улӑштаракансен сӗтелӗсене тӳнтере-тӳнтере ярса вӗсен вак укҫисене сапса ярать. Ҫавӑн пекех вӑл кантраран пушӑ тӑвать те храмран пӗтӗм чӗрчуна хӑваласа кӑларса ярать. Кӑвакарчӑн сутакансене вара хушать: «Хӑвӑртрах илсе тухӑр вӗсене кунтан! Манӑн Атте ҫуртне укҫа тумалли вырӑн ан тӑвӑр».

Иисуспа пӗрле Иерусали́м храмӗнче унӑн темиҫе вӗренекенӗ пулнӑ. Иисус мӗн тунинчен вӗсем питӗ тӗлӗнеҫҫӗ. Каярахпа вӗсем Турӑ Ывӑлӗ ҫинчен: «Туррӑн ҫуртне юратни унра ҫулӑм пек ҫунса тӑрӗ»,— тесе калакан Библири пӗр вырӑна аса илеҫҫӗ.

Иерусалимра́ Па́сха праҫникӗ вӑхӑтӗнче Иисус нумай тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑвать. Праҫник хыҫҫӑн вӑл Иудейӑран Галилейӑна́ таврӑнать. Унӑн Сама́рия ҫӗрӗ урлӑ каймалла пулнӑ. Кунта мӗн пулса иртнине айта пӑхса тухар.