Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

94-МӖШ КАЛАВ

Вӑл пӗчӗк ачасене юратать

Вӑл пӗчӗк ачасене юратать

ИИСУС ҫак пӗчӗк ачана ыталаса илни ҫине пӑх-ха. Иисус чӑннипех ачасемшӗн тӑрӑшни курӑнса тӑрать. Ҫакна сӑнаса тӑракан арҫынсем — Иисусӑн апостолӗсем. Халӗ Иисус мӗн калать-ши вӗсене? Айта пӑхса тухар.

Иисуспа унӑн апостолӗсем тин кӑна ҫул ҫӳресе таврӑннӑ. Ҫул ҫинче апостолсем пӗр-пӗринпе тавлашнӑ. Ҫавӑнпа та ҫитсенех Иисус вӗсенчен ыйтать: «Ҫул ҫинче эсир мӗн пирки тавлашрӑр?» Тӗрӗссипе каласан, мӗн пирки тавлашнине Иисус пӗлет. Анчах та вӗсем тӗрӗссине калӗҫ-и е каламӗҫ-и тесе вӑл ыйтса пӑхать.

Апостолсем чӗнмеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем ҫул ҫинче вӗсенчен хӑшӗ аслӑрах тесе тавлашса пынӑ. Хӑш-пӗр апостолсем ыттисенчен аслӑрах пуласшӑн. Ыттисенчен аслӑ пулас килни тӗрӗс маррине Иисус мӗнле ӑнлантарса парӗ-ши?

Вӑл пӗчӗк арҫын ачана чӗнсе илет те вӗсен умне тӑратать. Унтан вӗсене калать: «Манӑн сире ҫакна ӑнлантарас килет: эсир улшӑнса пӗчӗк ачасем пек пулмасан, эсир нихӑҫан та Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗр. Кам ҫак ача пек пулать, ҫав Турӑ Патшалӑхӗнче асли пулать». Мӗншӗн Иисус ҫапла каланине пӗлетӗн-и?

Ялан тенӗ пекех, пӗчӗк ачасем ыттисенчен аслӑрах е чаплӑрах пулас тесе шухӑшламаҫҫӗ те. Ҫавӑнпа та апостолсен ачасенчен вӗренмелле те аслӑрах е чаплӑрах пуласси пирки тавлашмалла мар.

Иисус пӗчӗк ачасемпе чӗререн интересленнине пӗрре кӑна мар кӑтартать. Темиҫе уйӑхран хӑш-пӗрисем Иисус патне хӑйсен ачисене илсе пыраҫҫӗ. Апостолсем вара вӗсене ун патне ярасшӑн мар. Анчах Иисус вӗсене калать: «Ачасене ярӑр, вӗсене ман патӑма килме ан чарӑр, мӗншӗн тесен Турӑ Патшалӑхӗ ҫакӑн пеккисемшӗн». Унтан ачасене ыталаса Иисус вӗсене пиллет. Иисус ачасене юратнине пӗлни савӑнтармасть-и вара?