Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

95-МӖШ КАЛАВ

Иисусӑн вӗрентмелли меслечӗ

Иисусӑн вӗрентмелли меслечӗ

ПӖРРЕХИНЧЕ Иисус пӗр ҫынна унӑн хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине юратмалла тесе калать. Вара ҫав ҫын Иисусран: «Кама манӑн ҫывӑх ҫын тесе калама пулать?» — тесе ыйтать. Анчах та Иисус ҫак ҫын мӗн шухӑшланине пӗлет. Вӑл хӑйӗн расинчи тата хӑйӗн тӗнӗнчи ҫынсене ҫеҫ ҫывӑх ҫынсем тесе шутлать. Иисус ӑна мӗн каланине айта пӑхса тухар.

Хӑш-пӗр чухне Иисус мӗне те пулин вӗрентес тесе пӗр-пӗр ӑс паракан калав каласа парать. Ку хутӗнче те вӑл ҫапла тӑвать. Вӑл пӗр иудейпа Сама́ри ҫынни ҫинчен каласа парать. Иудейсенче́н нумайӑшӗ Сама́ри ҫыннисене юратманни ҫинчен эпир унччен малтан пӗлтӗмӗр ӗнтӗ. Иисус акӑ мӗн каласа парать.

Пӗррехинче пӗр иуде́й ту ҫинчи ҫулпа Иерихо́н хулине аннӑ. Сасартӑк ун ҫине вӑрӑ-хурахсем тапӑннӑ. Унӑн укҫи-тенкине туртса илнӗ те хӑйне вӗлерес пек хӗнесе тӑкнӑ.

Кӑшт вӑхӑт иртсен ҫак ҫулпа иудейсе́н священникӗ иртсе пынӑ. Вӑл хӗнесе тӑкнӑ ҫынна курнӑ. Эсӗ мӗнле шутлатӑн, вӑл мӗн тунӑ-ши? Ахух, вӑл ҫул тепӗр енне каҫать те малалла уттара парать. Кайран тата Турра питӗ ӗненекен тепӗр ҫын иртсе пынӑ. Ҫак ҫын левит пулнӑ. Вӑл чарӑнса тӑнӑ-ши? Ҫук, вӑл та хӗнесе тӑкнӑ ҫынна пулӑшма чарӑнса тӑман. Священникпа левит ҫулпа мӗнле анса кайнине эсӗ ӳкерчӗкре курма пултаратӑн.

Анчах пӑх-ха, хӗнесе тӑкнӑ ҫын ҫумӗнче такам ларать. Вӑл Сама́ри ҫынни. Халӗ вӑл иудее́ пулӑшать. Унӑн суранӗсем ҫине вӑл эмел хурать. Ун хыҫҫӑн вара ӑна канма тата сывалма май пур вырӑна илсе каять.

Каласа пӗтерсен Иисус хӑйне ыйту паракан ҫынран ыйтать: «Сан шутпа, ҫак виҫҫӗшӗнчен хӑшӗ хӗнесе тӑкнӑ ҫыншӑн хӑйне ҫывӑх ҫын пек тытнӑ? Священник-и, левит-и е Сама́ри ҫынни-и?»

— Сама́ри ҫынни. Вӑл хӗнесе тӑкнӑ ҫынна ырӑлӑх тунӑ,— тесе калать арҫын.

— Тӗрӗс. Ҫавӑнпа та кай та эсӗ те хӑвна ытти ҫынсемпе ҫак ҫын пекех тыт.

Иисус чӑнах та лайӑх вӗрентет, эсӗ те ҫапла шутлатӑн-и? Библире Иисус мӗн каланине итлесен эпир унран нумай вӗренме пултаратпӑр, ҫапла мар-и?