Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

100-МӖШ КАЛАВ

Иисус садра

Иисус садра

ИИСУСПА унӑн апостолӗсем ҫӳлти пӳлӗмрен тухаҫҫӗ те Гефсима́ния садне каяҫҫӗ. Кунта вӗсем пӗрре кӑна мар пулнӑ ӗнтӗ. Иисус апостолсене ан ҫывӑрӑр, кӗлтӑвӑр тесе калать. Хӑй вара кӑшт аяккарах кайса чӗркуҫленсе ларать те пуҫне ҫӗрелле тайӑлтарса кӗлтӑвать.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Иисус апостолсем патне таврӑнать. Мӗн тӑваҫҫӗ-ши вӗсем, эсӗ мӗнле шутлатӑн? Вӗсем ҫывӑраҫҫӗ! Виҫӗ хутчен Иисус вӗсене ан ҫывӑрӑр тесе ыйтать, анчах та кашни таврӑнмассерен, виҫӗ хутӗнче те, вӑл вӗсем ҫывӑрнӑ тӗле пулать. «Ҫакӑн пек вӑхӑтра эсир мӗнле ҫывӑрма пултаратӑр?» — тесе ыйтать Иисус вӗсенчен виҫҫӗмӗш хут таврӑнсан.— Ҫак вӑхӑтра ӗнтӗ мана тӑшмансен аллине тытса параҫҫӗ».

Ҫав самантрах халӑх шавлани илтӗнсе каять. Пӑх-ха! Хӗҫсемпе шалҫасем йӑтнӑ ҫынсем курӑнса каяҫҫӗ! Вӗсен аллисенче хӑйсен ҫулне ҫутатса пыма факелсем ҫунса тӑраҫҫӗ. Ҫынсем ҫывхарсан, вӗсен хушшинчен пӗр ҫын тухать те Иисус патне пырать. Вӑл Иисуса чуптунине эсӗ ӳкерчӗкре курма пултаратӑн. Ку вӑл — Иу́да Искарио́т! Мӗншӗн Иисуса чуптӑвать вӑл?

— Иу́да, чуптусах тытса паратӑн-и вара мана? — ыйтать Иисус. Ҫапла, чуптуни паллӑ панине пӗлтерет. Чуптунипе Иу́да хӑйӗнпе пӗрле килнӗ ҫынсене хӑшӗ Иисус пулнине кӑтартать. Вара Иисусӑн тӑшманӗсем ӑна ярса илес тесе малалла ыткӑнаҫҫӗ. Анчах та Петр Иисуса ҫапӑҫмасӑр парасшӑн мар. Вӑл хӗҫне туртса кӑларать те ҫумӗнче тӑракан ҫын ҫине сулса ярать. Хӗҫӗ пуҫ патӗнченех иртсе кайса унӑн сылтӑм хӑлхине касса татать. Анчах Иисус унӑн хӑлхине сӗртӗнсе сыватать.

Иисус Петра хушать: «Хӗҫне хӑй вырӑннех хур. Эпӗ хама пулӑшма Аттемрен пиншер ангел ыйтса илме пултараймастӑп тесе шухӑшлатӑн-и-мӗн эсӗ?» Чӑннипе каласан, вӑл ҫакна тума пултарать! Анчах та Иисус Ашшӗнчен ангелсем ярса пама йӑлӑнмасть, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн тӑшманӗсен ӑна тытса кайма вӑхӑт ҫитнине пӗлет. Ҫавӑнпа та вӑл вӗсене пӑхӑнать, вара ӑна илсе каяҫҫӗ. Малалла Иисуспа мӗн пулса иртет, айта пӑхса тухар.