Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

101-МӖШ КАЛАВ

Иисуса асаплантарса вӗлереҫҫӗ

Иисуса асаплантарса вӗлереҫҫӗ

ПӐХ-ХА, питӗ тискер ӗҫ пулса иртет! Иисуса асаплантарса вӗлереҫҫӗ. Ӑна юпа ҫине пӑталанӑ. Аллисемпе урисене пӑтасемпе ҫапса хунӑ. Иисуспа ҫапла тума кама ҫакӑн пек шухӑш кӗнӗ-ши?

Иисуса хӑш-пӗрисем кураймаҫҫӗ. Вӗсем камсем пулнине пӗлетӗн-и? Вӗсенчен пӗри — Сатана́ Шуйттан. Адампа́ Евӑна́ та вӑлах Иеговӑна хирӗҫ кайма хистенӗ. Шӑпах вӑл ӗнтӗ Иисусӑн тӑшманӗсене ҫак усал ӗҫе тума хистенӗ.

Иисуса пӑталас умӗн тӑшманӗсем ӑна асаплантараҫҫӗ тата унран мӑшкӑллаҫҫӗ. Вӗсем Гефсима́ния садне пырса Иисуса тытса кайнине астӑватӑн-и? Ҫак тӑшмансем камсем пулнӑ? Тӗрӗс — тӗн пуҫлӑхӗсем. Малалла мӗн пулассине айта пӑхса тухар.

Тӗн пуҫлӑхӗсем Иисуса ярса илсен, апостолӗсем тарса пӗтеҫҫӗ. Хӑранипе вӗсем Иисуса пӗчченех тӑшманӗсем хушшинче пӑрахса хӑвараҫҫӗ. Анчах Петрпа Иоа́нн кӑна ытла аякка каймаҫҫӗ. Вӗсем Иисуспа малалла мӗн пулассине курас тесе хыҫҫӑн пыраҫҫӗ.

Иисуса Анна ятлӑ ватӑ ҫын патне илсе пыраҫҫӗ, вӑл унччен чи аслӑ священник пулса ӗҫленӗ. Анчах та кунта вӗсем нумай тӑмаҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн Иисуса Каиа́фа патне илсе каяҫҫӗ, ҫав вӑхӑтра вӑл чи аслӑ священник пулса ӗҫлет. Ун килӗнче тӗн пуҫлӑхӗсем нумаййӑн пуҫтарӑнаҫҫӗ.

Ҫакӑнта вара, Каиа́фа килӗнче, Иисуса суд тӑваҫҫӗ. Иисус ҫинчен суйса калакан ҫынсене илсе килеҫҫӗ. Тӗн пуҫлӑхӗсем пӗр шухӑшлӑ пулса калаҫҫӗ: «Иисуса вӗлермелле». Унтан Ӑна питрен сураҫҫӗ тата чышкӑпа ҫапаҫҫӗ.

Ҫак вӑхӑтра Петр кил хушшинче пулнӑ. Ҫӗрле сивӗ, ҫавӑнпа та ҫынсем кӑвайт чӗртеҫҫӗ. Вӗсем кӑвайт тавралла ӑшӑнса тӑнӑ чухне пӗр хӗрарӑм тарҫӑ Петр ҫине пӑхса калать: «Вӑл та Иисуспа пӗрлеччӗ».

— Ҫук, эпӗ унпа пӗрле пулман! — хуравлать Петр.

Иисуспа пӗрле пулнӑ тесе Петра́ виҫӗ хутчен калаҫҫӗ. Анчах Петр кашни хутӗнче тӗрӗссине каламасть. Вӑл виҫҫӗмӗш хут ҫакӑн пек каланӑ чухне Иисус ун еннелле ҫаврӑнса пӑхать. Петр суйнӑшӑн питӗ кулянать, вара вӑл тухать те питӗ хытӑ йӗрет.

Тул ҫутӑлсан, эрнекун священниксем Иисуса Синедриона́, пуху иртекен пысӑк зала, илсе каяҫҫӗ. Кунта вӗсем Иисуспа малалла мӗн тӑвасси пирки канашлаҫҫӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн ӑна Иуде́я пуҫлӑхӗ, По́нтий Пила́т, патне илсе каяҫҫӗ.

— Вӑл усал ҫын,— тесе священниксем Иисус ҫинчен суйса калаҫҫӗ.— Ӑна вӗлермелле.— Иисусран кӗскен ыйтса пӗлнӗ хыҫҫӑн Пила́т калать: «Эпӗ унра нимӗн япӑххи те курмастӑп». Вара Пила́т Иисуса И́род Антипа патне ярать. И́род Галиле́я пуҫлӑхӗ, анчах та ҫак вӑхӑтра вӑл Иерусалимра́ пулнӑ. И́род та Иисусра нимӗнле айӑп та курмасть, ҫавӑнпа та Иисуса Пила́т патне каялла ярать.

Пила́т Иисуса ирӗке кӑларасшӑн. Анчах Иисусӑн тӑшманӗсем ун вырӑнне тӗрмере ларакан тепӗр ҫынна ирӗке яртарасшӑн. Ҫав ҫын Вара́вва ятлӑ вӑрӑ-хурах пулнӑ. Кӑнтӑрла тӗлнелле Пила́т Иисуса халӑх патне илсе тухать. Вӑл халӑха калать: «Пӑхӑр! Акӑ сирӗн патша!» — «Илсе кай ӑна! Вӗлер ӑна! Вӗлер!»— кӑшкӑраҫҫӗ священниксем. Ҫавӑнпа та Пила́т Вараввӑна́ ирӗке кӑларать, Иисуса вара вӗлерме илсе каяҫҫӗ.

Эрнекун кӑнтӑрла Иисуса юпа ҫумне пӑталаҫҫӗ. Иисуспа пӗрле икӗ енче юпа ҫумне икӗ ҫынна пӑталанӑ, вӗсене йӗркесӗр ӗҫсем тунӑшӑн вӗлерме йышӑннӑ, анчах вӗсем ӳкерчӗк ҫинче курӑнмаҫҫӗ. Вилес умӗн вӗсенчен пӗри Иисусран ыйтать: «Хӑвӑн патшалӑхна ҫитсен аса илсем мана».— «Сӑмах паратӑп сана, эсӗ манпа пӗрле Райра пулӑн»,— хуравласа калать Иисус.

Ҫакӑн пек сӑмах пани питӗ чаплӑ, ҫапла мар-и? Иисус мӗнле рай ҫинчен каланине пӗлетӗн-и? Чи малтанах Турӑ тунӑ рай ӑҫта пулнӑ? Тӗрӗс, ҫӗр ҫинче. Иисус пӗлӗтре патша пулса ертсе пынӑ чухне ҫак ҫынна ҫӗр ҫинчи ҫӗнӗ райра савӑнса пурӑнма чӗртсе тӑратӗ. Ҫакӑншӑн савӑнмастпӑр-и вара эпир?