Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

7-МӖШ СЫПӐК

Иисус чӗрӗлсе тӑнинчен пуҫласа Павела тӗрмене хупиччен

Иисус чӗрӗлсе тӑнинчен пуҫласа Павела тӗрмене хупиччен

Виҫҫӗмӗш кунне Иисус вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ. Вара ҫав кунах вӑл пилӗк хутчен хӑйӗн вӗренекенӗсене курӑннӑ. Ҫапла вӑл вӗсене 40 кун хушши курӑннӑ. Ун хыҫҫӑн темиҫе вӗренекенӗ пӑхса тӑнӑ вӑхӑтра Иисус пӗлӗте хӑпарса кайнӑ. Вунӑ кун иртсен, Иерусалимра́ кӗтсе тӑракан Иисусӑн вӗренекенӗсем ҫине Турӑ святой сывлӑшне янӑ.

Каярахпа Туррӑн тӑшманӗсен апостолсене тӗрмене лартма май килет, анчах та вӗсене ангел ирӗке кӑларать. Стефана́, Иисусӑн вӗренекенне, чулпа персе вӗлереҫҫӗ. Иисус ҫак хирӗҫ тӑракансенчен пӗрне хӑйӗн ятарлӑ ӗҫлекенӗ пулма суйласа илни ҫинчен эпир пӗлӗпӗр, вӑл Павел апостол пулса тӑрать. Иисус вилнӗ хыҫҫӑн виҫӗ ҫул ҫурӑ иртсен, Турӑ Петр апостола Корнилие — вӑл иуде́й ҫынни мар — тата пӗтӗм унӑн кил-йышне ырӑ хыпар калама ярать.

Вунвиҫӗ ҫул иртсен Павел ырӑ хыпар калама хӑйӗн пӗрремӗш ҫулҫӳревне тухать. Иккӗмӗш ҫулҫӳреве унпа пӗрле Тимофе́й каять. Турӑшӑн сӑваплӑ ӗҫ тунӑ чухне Павелпа́ тата унӑн юлташӗсемпе ҫул ҫинче пулса иртнӗ чуна хумхантаракан ӗҫсем ҫинчен эпир пӗлӗпӗр. Каярахпа Павела Римра́ тӗрмене лартаҫҫӗ. Тепӗр икӗ ҫултан ӑна ирӗке кӑлараҫҫӗ, анчах та кайран каллех тӗрмене лартаҫҫӗ те, унтан вӗлереҫҫӗ. ҪИЧЧӖМӖШ пайӗнче каласа панӑ ӗҫсем 32 ҫула яхӑн тӑсӑлакан вӑхӑт хушшинче пулса иртеҫҫӗ.

 

ҪАК УЙРӐМРА

102-МӖШ КАЛАВ

Иисус чӗрӗ

Ангел склеп ҫумӗнчен чула аяккалла йӑвантарса янӑ хыҫҫӑн салтаксем склеп ӑшне пӑхаҫҫӗ те тӗлӗннипе аптраса каяҫҫӗ.

103-МӖШ КАЛАВ

Питӗрнӗ алӑк витӗр — пӳлӗме

Мӗншӗн вӗренекенсем чӗрӗлсе тӑнӑ Иисуса палласа илеймеҫҫӗ?

104-МӖШ КАЛАВ

Иисус пӗлӗт ҫине таврӑнать

Иисус пӗлӗт ҫине хӑпарса каяс умӗн хӑйӗн вӗренекенӗсене пӗр ӗҫ хушса парать.

105-МӖШ КАЛАВ

Иерусалимра кӗтни

Мӗншӗн Иисус Аллӑмӗш кун уявӗнче хӑйӗн вӗренекенӗсем ҫине святой сывлӑш янӑ?

106-МӖШ КАЛАВ

Тӗрмерен ирӗке тухни

Иудейсен тӗн пуҫлӑхӗсем апостолсене ырӑ хыпар каласа ҫӳреме чарас тесе вӗсене тӗрмене хупаҫҫӗ. Анчах та Туррӑн урӑх плансем.

107-МӖШ КАЛАВ

Стефана чулпа персе вӗлереҫҫӗ

Стефана вӗлернӗ чухне вӑл тӗлӗнтерекен кӗлӗ калать.

108-МӖШ КАЛАВ

Дамаска каякан ҫул ҫинче

Дамаска пынӑ чухне Савл ҫине пӗлӗтрен ҫутӑ ҫутатса ярсан унӑн пурнӑҫӗ тӗппипех улшӑнать.

109-МӖШ КАЛАВ

Петр Корнилий патне килет

Турӑ пӗр халӑха тепӗр халӑхран мала хурать-и?

110-МӖШ КАЛАВ

Тимофей — Павелӑн ҫӗнӗ пулӑшаканӗ

Тимофей хӑйӗн ҫемйине хӑварать те Павелпа пӗрле аякри ҫӗршывсенче ырӑ хыпара пӗлтерсе ҫӳрет.

111-МӖШ КАЛАВ

Ҫывӑрса кайнӑ пӗр арҫын ача

Павел вӗренекенсем умӗнче пӗрремӗш хут сӑмах тухса каланӑ чухне Евтих ҫывӑрса каять, иккӗмӗш хутӗнче вара ун пекки пулман. Ҫак икӗ событи хушшинче тӗлӗнмелле ӗҫ пулса иртет.

112-МӖШ КАЛАВ

Карап путсан, ҫынсем утрав ҫине лекеҫҫӗ

Ҫӑлӑнас шанчӑк пӗтсен Турӑ Павела шанчӑк паракан хыпара пӗлтерет.

113-МӖШ КАЛАВ

Павел Римра

Арестра пулнӑ чухне Павел сӑваплӑ ӗҫе малалла мӗнле туса тӑрать?