Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

102-МӖШ КАЛАВ

Иисус чӗрӗ

Иисус чӗрӗ

ҪАК хӗрарӑмпа икӗ арҫын камсем пулнине пӗлетӗн-и? Ку хӗрарӑм — Мария Магдали́на, вӑл Иисуса лайӑх пӗлекенсенчен пӗри. Шурӑ тумтирлӗ арҫынсем — ангелсем. Мария Иисусӑн кӗлеткине хунӑ пӗчӗк пӳлӗм ӑшнелле пӑхать. Ҫак пӳлӗме склеп тесе калаҫҫӗ. Анчах та кӗлетке кунта ҫук! Кам илсе кайнӑ-ши ҫак кӗлеткене? Айта пӑхса тухар.

Иисус вилсен священниксем Пилата́ калаҫҫӗ: «Виличчен Иисус виҫӗ кунтан чӗрӗлсе тӑрӑп тесе каланӑччӗ. Ҫавӑнпа та склепа хураллама хуш. Вара унӑн вӗренекенӗсем ун кӗлеткине вӑрлама пултараймӗҫ, вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑчӗ тесе калаймӗҫ!» Пила́т священниксене склепа хураллама салтаксем яма хушать.

Иисус вилнӗ хыҫҫӑн виҫҫӗмӗш кунне, ирхине ирех, кӗтмен ҫӗртен Иеговӑн ангелӗ курӑнса каять. Вӑл склеп ҫумӗнчен чула аяккалла йӑвантарса ярать. Салтаксем ҫав тери хӑранипе хускалма та пултараймаҫҫӗ. Юлашкинчен вӗсем склеп ӑшне пӑхаҫҫӗ те кӗлетке ҫуккине кураҫҫӗ! Пулса иртни ҫинчен священниксене пӗлтерме темиҫе салтак хулана чупса каяҫҫӗ. Усал священниксем мӗн тунине эсӗ пӗлетӗн-и? Суйса каласа паччӑр тесе вӗсем салтаксене укҫа параҫҫӗ. Священниксем салтаксене: «Ҫӗрле, эпир ҫывӑрнӑ чухне, унӑн вӗренекенӗсем килсе кӗлеткене вӑрласа кайрӗҫ»,— тесе калама хушаҫҫӗ.

Ҫав вӑхӑтра склеп патне Иисуса лайӑх пӗлнӗ хӗрарӑмсем пыраҫҫӗ. Склеп пушӑ пулнине курсан вӗсем питӗ тӗлӗннӗ! Сасартӑк ҫап-ҫутӑ тумлӑ икӗ ангел вӗсене курӑнса каяҫҫӗ. «Эсир мӗншӗн Иисуса кунта шыратӑр?— ыйтаҫҫӗ вӗсем хӗрарӑмсенчен.— Вӑл чӗрӗлсе тӑнӑ. Хӑвӑртрах кайӑр та ҫакӑн ҫинчен вӗренекенӗсене пӗлтерӗр». Хӗрарӑмсем хытӑ чупса каяҫҫӗ! Сасартӑк ҫул ҫинче вӗсене пӗр ҫын тытса чарать. Пӗлетӗн-и кам вӑл? Иисус! «Кайӑр та манӑн вӗренекенсене пӗлтерӗр»,— хушать вӑл.

Анчах та хӗрарӑмсем Иисус чӗрӗ тата эпир ӑна куртӑмӑр тесен, вӗренекенӗсене ҫакна ӗненме йывӑр пулнӑ. Ҫавӑнпа та Петрпа Иоа́нн хӑйсен куҫӗпе курас тесе склеп патне чупса каяҫҫӗ, анчах склеп пуш-пушӑ! Петрпа Иоа́нн каяҫҫӗ, Мария Магдали́на вара тӑрса юлать. Вӑл склеп ӑшне пӑхать те сасартӑк икӗ ангела курать.

Иисус кӗлеткипе мӗн пулнине пӗлетӗн-и? Турӑ унӑн кӗлеткине ҫухалмалла тунӑ. Турӑ Иисуса вилнӗ чухнехи кӗлеткепе чӗртсе тӑратман. Вӑл Иисуса пӗлӗтри ангелсен куҫа курӑнман кӗлетки пек ҫӗнӗ кӗлетке панӑ. Анчах, хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗрӗ пулнине кӑтартас тесе, Иисус куҫа курӑнакан кӗлеткепе ҫынсене курӑнать, эпир ун ҫинчен пӗлӗпӗр.