Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

103-МӖШ КАЛАВ

Питӗрнӗ алӑк витӗр — пӳлӗме

Питӗрнӗ алӑк витӗр — пӳлӗме

ПЕТРПА Иоа́нн Иисус кӗлетки выртнӑ склепран тухса каяҫҫӗ, Мария вара пӗчченех тӑрса юлать. Вӑл йӗме пуҫлать. Кайран вӑл, унчченхи ӳкерчӗкре кӑтартнӑ пек, пӗшкӗнсе склеп ӑшнелле пӑхать. Вӑл унта икӗ ангела курать! Вӗсем унран: «Мӗншӗн йӗретӗн?» — тесе ыйтаҫҫӗ.

Мария калать: «Манӑн Вӗрентекене илсе кайнӑ, тата ӑна ӑҫта хунине пӗлместӗп». Кайран вӑл ҫавӑрӑнса пӑхать те пӗр ҫынна курать. Ҫав ҫын унран ыйтать: «Эсӗ кама шыратӑн?»

Мария ӑна пахчаҫӑ вырӑнне хурать, вара Иисусӑн кӗлеткине вӑл илсе кайнӑ пулӗ тесе шутлать. Ҫавӑнпа та вӑл ыйтать: «Эсӗ кӗлеткене илсе кайрӑн пулсан, ӑҫта хунине каласам мана». Анчах та, чӑннипе, ҫак ҫын вӑл — Иисус. Иисусӑн урӑх кӗлетке пулнӑ, ҫавӑнпа та ӑна Мария палласа илеймест. Анчах хӑйне ятран чӗнсен, ҫак ҫын Иисус пулнине Мария ӑнланса илет. Вӑл чупса кайса вӗренекенсене пӗлтерет: «Эпӗ Вӗрентекене куртӑм!»

Ҫав кунах Эмма́ус ялне каякан икӗ вӗренекен патне пӗр ҫын пырать. Вӗренекенсем Иисус вилнишӗн питӗ хуйхӑраҫҫӗ. Ҫулпа пынӑ май ҫак ҫын Библири нумай япаласем ҫинчен ӑнлантарса парать, ҫакӑ вара вӗсен кӑмӑлне ҫӗклет. Юлашкинчен апатланма чарӑнса тӑрсан, вӗсем Иисуса палласа илеҫҫӗ. Вара Иисус куҫран ҫухалать, вӗренекенӗсем ҫакӑн ҫинчен апостолсене каласа пӗлтерес тесе каялла Иерусалима́ чупса каяҫҫӗ.

Ҫав вӑхӑтра Иисус Петра та курӑнать. Ытти вӗренекенӗсем те ҫакӑн ҫинчен пӗлсен питӗ савӑнаҫҫӗ. Каярахпа ҫак икӗ вӗренекен Иерусалима́ килеҫҫӗ те апостолсене шыраса тупаҫҫӗ. Ҫул ҫинче Иисус вӗсене те курӑнни ҫинчен пӗлтереҫҫӗ. Ҫакӑн ҫинчен каласа панӑ вӑхӑтра мӗн пулса иртнине пӗлетӗн-и?

Ӳкерчӗке пӑх-ха. Алӑка питӗрнӗ пулин те, пӳлӗмре Иисус тухса тӑрать. Вӗренекенӗсем калама ҫук савӑнӑҫлӑ! Ҫакӑ асран кайми кун мар-и вара? Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене миҫе хутчен курӑннине шутласа тухма пултаратӑн-и? Пилӗк хутчен пулчӗ-и?

Иисус вӗренекенӗсене курӑннӑ чухне вӗсемпе пӗрле Фома́ апостол пулман. Ҫавӑнпа та кайран: «Эпир Вӗрентекене куртӑмӑр!» — тесе ӑна каласа параҫҫӗ. Анчах та Фома́ Иисуса хӑй куҫӗпе курмасӑр ӗненместӗп тесе калать. Акӑ, сакӑр кун иртсен, вӗренекенсем каллех пӗр пӳлӗмре пуҫтарӑнаҫҫӗ те алӑка питӗрсе илеҫҫӗ, ку хутӗнче вара вӗсен хушшинче Фома́ та пур. Сасартӑк пӳлӗмре Иисус тухса тӑрать. Халӗ вара Фома́ та ӗненет.