Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

106-МӖШ КАЛАВ

Тӗрмерен ирӗке тухни

Тӗрмерен ирӗке тухни

ПӐХ-ХА, ангел тӗрме алӑкне уҫать. Вӑл ирӗке кӑларакан ҫынсем — Иисусӑн апостолӗсем. Тӗрмене вӗсем мӗнле лекнине айта пӑхса тухар.

Иисусӑн вӗренекенӗсем ҫине святой сывлӑш янӑранпа нумаях та вӑхӑт иртмест ӗнтӗ. Вара акӑ мӗн пулса иртнӗ: пӗррехинче, кӑнтӑрла иртсен, Петрпа Иоа́нн Иерусалимри́ храма каяҫҫӗ. Храм алӑкӗ ҫумӗнче уксах ҫуралнӑ ҫын ларать. Кашни кунах ӑна ҫакӑнта ҫӗклесе килсе лартаҫҫӗ, вара вӑл храма килекен ҫынсенчен укҫа ыйтса ларать. Вӑл Петрпа Иоана́ курсан, мӗн те пулин пама вӗсенчен йӑлӑнса ыйтать. Апостолсем мӗн тӑвӗҫ-ши?

Вӗсем чарӑнса тӑраҫҫӗ те чухӑн ҫын ҫине пӑхаҫҫӗ. «Манӑн укҫа ҫук,— тет Петр,— анчах та эпӗ хамӑн мӗн пур, ҫавна сана паратӑп. Иисус ячӗпе тӑр та ҫӳре!» Петр ҫав ҫынна сылтӑм аллинчен тытать, вӑл вара ҫавӑнтах сиксе тӑрать те ҫӳреме пуҫлать. Ҫак тӗлӗнмелле ӗҫе курсан халӑх тӗлӗнмеллипех тӗлӗнет тата питӗ савӑнать.

— Ҫак тӗлӗнмелле ӗҫе эпир Иисуса вилӗмрен чӗртсе тӑратакан Турӑ хӑвачӗпе турӑмӑр,— тесе ӑнлантарать Петр. Халӑха ҫакна ӑнлантарнӑ чухне тӗн пуҫлӑхӗсем пырса тӑраҫҫӗ. Петрпа Иоа́нн Иисус вилӗмрен чӗрӗлни ҫинчен каласа панишӗн вӗсем ҫилленсе каяҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӗсене ярса тытаҫҫӗ те тӗрмене хупаҫҫӗ.

Тепӗр кунне тӗн пуҫлӑхӗсем пысӑк пуху ирттереҫҫӗ. Унта Петра, Иоана́ тата вӗсем сыватнӑ ҫынна илсе пыраҫҫӗ. «Ҫак тӗлӗнмелле ӗҫе мӗнле вӑйпа турӑр эсир?» — тесе ыйтаҫҫӗ вӗсем апостолсенчен.

— Иисуса вилӗмрен чӗртсе тӑратакан Турӑ хӑвачӗпе,— тесе ӑнлантарать Петр. Священниксем нимӗн тума та пӗлмеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем ҫак тӗлӗнмелле ӗҫ нихӑҫан та пулман тесе калама пултараймаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та, вӗсем апостолсене Иисус ҫинчен каласа ҫӳреме чарса, вӗсене кӑларса яраҫҫӗ.

Кунсем иртеҫҫӗ, апостолсем Иисус ҫинчен каласа ҫӳреме тата чирлисене сыватма чарӑнмаҫҫӗ. Ҫак тӗлӗнмелле ӗҫсем ҫинчен хыпар йӗри-тавра сарӑлать. Ҫавӑнпа та Иерусали́м таврашӗнчи хуласенчен ҫынсем чирлисене сыватас тесе вӗсене апостолсем патне илсе пыраҫҫӗ. Ҫакӑншӑн тӗн пуҫлӑхӗсем кӗвӗҫеҫҫӗ, вара апостолсене ярса тытаҫҫӗ те тӗрмене хупаҫҫӗ. Анчах та апостолсем унта нумайлӑха юлмаҫҫӗ.

Каҫхине, ӳкерчӗкре кӑтартнӑ пек, Туррӑн ангелӗ тӗрме алӑкне уҫать. Вара ангел калать: «Тухӑр, храма кайӑр та халӑха каласа парса тӑрӑр». Тепӗр ирхине тӗн пуҫлӑхӗсем янӑ ҫынсем апостолсем тӗрмере ҫуккине кураҫҫӗ. Каярахпа вӗсем апостолсене храмра халӑха вӗрентнӗ вӑхӑтра тупаҫҫӗ, вара вӗсене Синедрио́н залне илсе пыраҫҫӗ.

— Эпир сире Иисус ҫинчен вӗрентме хытах каласа чармарӑмӑр-и,— теҫҫӗ тӗн пуҫлӑхӗсем.— Акӑ эсир хӑвӑр вӗрентнине пӗтӗм Иерусалима́ тултартӑр.— Этемрен ытла пирӗн Турра пуҫлӑх тесе пӑхӑнмалла,— хуравласа калаҫҫӗ апостолсем. Ҫавӑнпа вӗсем «ырӑ хыпар» каласа ҫӳреме чарӑнмаҫҫӗ. Пирӗн те хамӑра ҫакӑн пекех тытмалла мар-и?