Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

108-МӖШ КАЛАВ

Дамаска каякан ҫул ҫинче

Дамаска каякан ҫул ҫинче

ҪӖР ҫинче выртакан ҫын кам пулнине пӗлетӗн-и? Ку вӑл — Савл. Вӑл Стефана́ чулпа персе вӗлерекенсен тумтирӗсене сыхласа тӑнине аса ил-ха. Пӑх-ха, епле хӑватлӑ ҫутӑ! Ҫакӑ мӗне пӗлтерет-ши?

Стефана́ вӗлернӗ хыҫҫӑн Иисусӑн вӗренекенӗсене асаплантарма тытса парас ӗҫе Савл ертсе пырать. Вӑл килтен киле кӗрсе христиансене сӗтӗре-сӗтӗре тухса тӗрмене лартать. Христиансенчен нумайӑшӗ ытти хуласене тараҫҫӗ те унта «ырӑ хыпар» каласа ҫӳреҫҫӗ. Анчах Савл ытти хуласене те вӗсене шырама каять. Халӗ вара вӑл Дамаска́ кайма тухнӑ. Анчах ҫул ҫинче тӗлӗнмелле ӗҫ пулса иртет.

Кӗтмен ҫӗртен пӗлӗтрен Савл ҫине ҫутӑ ҫутатса ярать. Ӳкерчӗк ҫинче кӑтартнӑ пек, Савл ҫӗр ҫине ӳкет. Кайран сасӑ калать: «Савл, Савл! Мӗншӗн эсӗ мана хӑвалатӑн?» Савлпа́ пӗрле пулнисем те ҫав ҫутта кураҫҫӗ, сасӑ та илтеҫҫӗ, анчах сасӑ мӗн каланине ӑнланмаҫҫӗ.

— Кам эсӗ, Ҫӳлхуҫа?— ыйтать Савл.

— Эпӗ, эсӗ хӑвалакан Иисус,— калать сасӑ. Мӗншӗн Иисус ҫакӑн пек калать? Мӗншӗн тесен Савл унӑн вӗренекенӗсене хӑваланӑ чухне Иисус хӑйне хӑваланӑ пекех туять.

— Ҫӳлхуҫам, манӑн мӗн тӑвас? — ыйтать халӗ Савл.

— Тӑр та Дамаска́ кай,— тесе калать ӑна Иисус.— Мӗн тумаллине унта сана калӗҫ. Савл тӑрать те куҫне уҫать, анчах та нимӗн те курмасть. Вӑл суккӑр пулса ларнӑ! Ҫавӑнпа та пӗрле пулнисем ӑна алӑран ҫавӑтса Дамаска́ илсе каяҫҫӗ.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Иисус Дамаскри́ хӑйӗн вӗренекенӗсенчен пӗрне хушать: «Ана́ния, тӑр. Тӳрӗ теекен урама кай. Иу́да килӗнче Савл ятлӑ ҫынна ыйт. Эпӗ ӑна хамӑн ятарлӑ ӗҫлекен пулма суйласа илтӗм».

Ана́ния ҫапла тӑвать те. Савла шыраса тупсан вӑл ун ҫине аллисене хурать те калать: «Ҫӳлхуҫа сана каллех куракан тума тата сан ҫине святой сывлӑш яма мана ячӗ». Ҫав вӑхӑтрах куҫӗнчен хупӑ пекки хӑпӑнса ӳкет те, Савл вара каллех куракан пулать.

Савл ытти халӑхсенчи ҫынсене ырӑ хыпар нумай каласа ҫӳрет. Халӗ вара ӑна Павел апостол тесе чӗнеҫҫӗ, малалли сыпӑксенчен ун ҫинчен тата нумайрах пӗлӗпӗр. Анчах чи малтан Турӑ Петра мӗнле ӗҫ тума янине айта пӑхса тухар.