Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

112-МӖШ КАЛАВ

Карап путсан, ҫынсем утрав ҫине лекеҫҫӗ

Карап путсан, ҫынсем утрав ҫине лекеҫҫӗ

ПӐХ-ХА, карапа мӗн пулнӑ! Вӑл арканса пырать! Ҫынсем пурте шыва сикнине куратӑн-и? Хӑш-пӗрисем ҫыран патнелле ишеҫҫӗ. Ку Павел мар-и вара? Унпа мӗн пулса тухнине айта пӑхса тухар.

Павел икӗ ҫул Кесарийӑра́ тӗрмере ларнине аса ил-ха. Унтан ӑна тата тӗрмере ларакан темиҫе ҫынна карап ҫине лартаҫҫӗ те Рима́ ӑсатаҫҫӗ. Крит утравӗ тӗлне ҫитсен, тинӗсре питӗ вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл тухать. Ҫил ҫав тери вӑйлӑ пулнӑран вӗсем карапа тытса пыма пултараймаҫҫӗ. Хӗвел те, ҫӑлтӑрсем те курӑнмаҫҫӗ. Юлашкинчен, нумай кун иртсен, карап ҫинчи ҫынсем ҫӑлӑнас шанчӑка пӗтӗмпех ҫухатаҫҫӗ.

Унтан Павел тӑрать те калать: «Сирӗнтен никам та пӗтмӗ, карап анчах пӗтӗ. Кӗҫӗр ман пата Турӑ ангелӗ килчӗ те каларӗ: “Ан хӑра, Павел! Санӑн Рим пуҫлӑхӗ, ке́сарь, умне тӑмалла. Вара Турӑ санпа пӗрле карап ҫинчи ҫынсене пурне те ҫӑлӗ”».

Ҫил-тӑвӑл пуҫланнӑранпа вунтӑваттӑмӗш кунне, ҫурҫӗр тӗлӗнче, шыв тарӑнӑшӗ пӗчӗкленсе пынине моряксем асӑрхаҫҫӗ! Тӗттӗмре чуллӑ вырӑна пырса ҫапӑнасран вӗсем якорьсем яраҫҫӗ. Ирхине вара вӗсем тинӗс авӑрне кураҫҫӗ. Вӗсем караппа ҫыран хӗрне ҫитичченех ишсе пыма шутлаҫҫӗ.

Ҫыран хӗрне ҫывхарсан карап хӑйӑрлӑ ӑшӑх вырӑна пырса тӑрӑнать те чарӑнса ларать. Унтан хумсем пыра-пыра ҫапнине пула карап арканма пуҫлать. Ҫӗр ҫын пуҫлӑхӗ калать: «Кам ишме пӗлет, ҫавсем пурте шыва сикӗр те ҫыран хӗрне ишӗр, ыттисем вара вӗсем хыҫҫӑн сикӗр, путас мар тесе карап ҫӗмрӗкӗсенчен ярса тытӑр». Вӗсем ҫапла тӑваҫҫӗ те. Карап ҫинчи 276 ҫын пурте, ангел каланӑ пекех, ҫыран хӗрне чиперех ишсе тухаҫҫӗ.

Вӗсем Мели́т ятлӑ утрав ҫине тухаҫҫӗ. Ҫакӑнта пурӑнакансем хӑйсене питӗ ырӑ кӑмӑллӑ тытаҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсем карап ҫинчен ишсе тухнӑ ҫынсене пулӑшаҫҫӗ. Ҫанталӑк лайӑхлансан, Павела урӑх карап ҫине лартаҫҫӗ те Рима́ ӑсатаҫҫӗ.