Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

113-МӖШ КАЛАВ

Павел Римра

Павел Римра

ПӐХ-ХА, Па́велӑн аллисене сӑнчӑрланӑ, тата ӑна Рим салтакӗ хуралласа тӑрать. Халӗ Павел Римра, тӗрмере ларать. Вӑл Рим ке́сарӗ унпа малашне мӗн тумаллине татса парасса кӗтет. Павел тӗрмере пулин те, ун патне ҫынсем пыма пултараҫҫӗ. Рима килнӗренпе виҫӗ кун иртсен, Павел хӑй патне иудейсен пуҫлӑхӗсене чӗнтерет. Вара ун патне Римра пурӑнакан нумай иудейсем килеҫҫӗ. Павел вӗсене Иисус ҫинчен тата Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар каласа пӗлтерет. Хӑш-пӗрисем ӗненеҫҫӗ те христиансем пулса тӑраҫҫӗ, теприсем вара ӗненмеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Павел хӑйне хураллакан тӗрлӗ салтака ырӑ хыпар каласа пӗлтерет. Ҫак икӗ ҫул хушшинче тӗрмере Павел май килнӗ таран пурне те ырӑ хыпар калать. Ке́сарь килӗнчисем те Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар илтеҫҫӗ, вӗсенчен хӑш-пӗрисем вара христиансем пулса тӑраҫҫӗ.

Сӗтел хушшинче ҫырса ларакан ҫын кам пулнине пӗлетӗн-и? Тавҫӑрса илме пултаратӑн-и? Тӗрӗс, ку — Тимофе́й. Тимофе́й та Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен хыпар сарнӑшӑн тӗрмере ларнӑ пулнӑ, халӗ вара вӑл ирӗке тухнӑ. Кунта вӑл Павела пулӑшма килнӗ. Тимофе́й мӗн ҫырнине пӗлетӗн-и? Айта пӑхса тухар.

Ҫӗр вуннӑмӗш калавра Фили́ппы тата Ефе́с хулисем пирки каланине астӑватӑн-и? Ҫак хуласенче Павел христиан пухӑвӗсене йӗркелесе яма пулӑшнӑ. Халӗ вара, тӗрмере ларнӑ вӑхӑтра, Павел ҫав христиансем патне ҫырусем ҫырать. Ҫак ҫырусем Библире пур, вӗсен ячӗсем ак ҫапла — «Ефе́с ҫыннисем патне янӑ ҫыру» тата «Фили́ппы ҫыннисем патне янӑ ҫыру». Халӗ вара Павел Филиппыри́ христиансем патне мӗн ҫырмаллине каласа тӑрать, Тимофе́й ҫавна пурне те ҫырса пырать.

Фили́ппы ҫыннисем Па́велшӑн нумай ырӑ ӗҫ тунӑ. Ун валли вӗсем тӗрмене парне парса яраҫҫӗ, ҫавӑншӑн Павел вӗсене тав тӑвать. Парнене Епафроди́т илсе килнӗ пулнӑ. Анчах та вӑл хытӑ чирлесе ӳкет те вилес патнех ҫитет. Халӗ вӑл хӑйне лайӑх туять, ҫавӑнпа та вӑл киле таврӑнма хатӗр. Вӑл хӑйпе пӗрле Филиппына́ Павелпа Тимофейра́н ҫак ҫырӑва илсе кайӗ.

Павел тӗрмере ларнӑ вӑхӑтра тата икӗ ҫыру ҫырать, вӗсем те Библире пур. Вӗсенчен пӗрне Коло́ссы хулинчи христиансем патне ҫырнӑ. Ҫак ҫыру мӗн ятлӑ пулнине пӗлетӗн-и? «Коло́ссы ҫыннисем патне янӑ ҫыру». Иккӗмӗш ҫырӑва Павел Коло́ссы хулинче пурӑнакан Филимо́н ятлӑ ҫывӑх тусӗ патне ярать. Ҫак ҫырура Филимо́нӑн Они́сим чури пирки каланӑ.

Они́сим Филимонра́н тухса тарнӑ та Рима килнӗ. Темле майпа вӑл кунта тӗрмере Павел ларнине пӗлнӗ. Вӑл Павела курма пырсан, Павел ӑна ырӑ хыпар каласа пӗлтерет. Кӗҫех Они́сим та христианин пулса тӑрать. Халӗ Они́сим хӑй тухса тарнишӗн ӳкӗнет. Ҫавӑнпа та, Павел Филимо́н патне мӗн ҫырнине пӗлетӗн-и?

Павел Филимонра́н Онисима́ каҫарма ыйтать. «Эпӗ сан патна Онисима́ каялла яратӑп,— пӗлтерет вӑл Филимона́.— Анчах халӗ вӑл саншӑн чура кӑна мар. Ҫавӑн пекех вӑл питӗ хаклӑ христианла тӑван». Они́сим Колоссыне́ кайнӑ чухне ҫак икӗ ҫырӑва илсе каять: пӗри — Коло́ссыри христиансем патне, тепри — Филимо́н патне. Хӑйӗн чури христианин пулнине пӗлсен Филимо́н мӗн тери савӑннине ӑнланма пулать ӗнтӗ.

Фили́ппы ҫыннисем тата Филимо́н патне ҫырнӑ чухне Па́велӑн чӑннипех савӑнтаракан хыпар пулнӑ. «Эпӗ сирӗн пата Тимофее́ яратӑп,— пӗлтерет Фили́ппы ҫыннисене Павел.— Кӗҫех эпӗ те сирӗн пата пырӑп». Филимо́н патне вӑл ҫырать: «Чарӑнса тӑма ман валли вырӑн хатӗрлесе хур».

Павел ирӗке тухсан хӑйӗн христианла тӑванӗсем пурӑнакан нумай вырӑнсенче пулать. Анчах кайран Павела Римра каллех тӗрмене лартаҫҫӗ. Ку хутӗнче вӑл хӑйне вӗлерессине пӗлет. Ҫаванпа та вӑл Тимофее́ хӑвӑртрах пыма ыйтса ҫырать. «Эпӗ Турра шанчӑклӑ тӑрса юлтӑм,— ҫырать ҫырура Павел,— вара Турӑ мана ырӑпа тавӑрса парӗ». Павела вӗлернӗ хыҫҫӑн темиҫе ҫул иртсен, Иерусалима́ иккӗмӗш хут аркатаҫҫӗ, ку хутӗнче вара — Рим ҫыннисем.

Анчах та Библире ҫакӑн ҫинчен кӑна мар ҫырса панӑ. Иегова Турӑ Иоа́нн апостола Библин юлашки кӗнекисене ҫырма хавхалантарнӑ, вӗсен шутне Апокалипсис кӗнеки те кӗрет. Ҫак Библи кӗнекинче пуласлӑх пирки каланӑ. Пуласлӑхра мӗн пулассине айта пӑхса тухар.