Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

8-МӖШ ПАЙӖ

Библире пуласлӑх пирки каласа хуни чӑннипех пурнӑҫланса пырать

Библире пуласлӑх пирки каласа хуни чӑннипех пурнӑҫланса пырать

Библи ӗлӗк-авал мӗн пулса иртни ҫинчен кӑна мар, ҫавӑн пекех пуласлӑх ҫинчен те каласа парать. Ҫынсем малашне мӗн пуласси ҫинчен каласа пама пултараймаҫҫӗ. Акӑ мӗншӗн эпир Библи Турӑран пулнине пӗлетпӗр. Пуласлӑх пирки Библи мӗн калать-ши?

Вӑл Туррӑн аслӑ вӑрҫи пирки пӗлтерет. Ҫав вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Турӑ ҫӗре пур усалтан та, усал ҫынсенчен те тасатать, ҫав вӑхӑтрах хӑйӗншӗн ӗҫлесе тӑракансене хӳтӗлет. Ҫак ҫынсем мирлӗ, телейлӗ, нихӑҫан та чирлемесӗр тата вилмесӗр пурӑнччӑр тесе Турӑ лартнӑ патша Иисус Христос пӑхса тӑрӗ.

Турӑ ҫӗр ҫинче ҫӗнӗрен рай тӑвасси пире савӑнтармасть-и? Анчах та ҫав райра пурӑнас килет пулсан, пирӗн мӗн те пулин тумалла. Турӑ хӑйӗншӗн ӗҫлесе тӑракан ҫынсем валли хатӗрлесе хунӑ тӗлӗнмелле пиллӗхсене илес тесен мӗн тумаллине ҫак кӗнекен юлашки калавӗнчен пӗлӗпӗр. Ҫавӑнпа та Библи малашне мӗн пуласси ҫинчен каланине пӗлме САККӐРМӖШ пайне вуласа тух.

 

ҪАК УЙРӐМРА

114-МӖШ КАЛАВ

Пур усаллӑх пӗтни

Мӗншӗн Турӑ Иисуспа пӗлӗтри ҫарне Армагеддон вӑрҫине ярать?

115-МӖШ КАЛАВ

Ҫӗр ҫинче — ҫӗнӗ рай

Тахҫан ҫынсем ҫӗр ҫинче райра пурӑннӑ, пуласлӑхра та райра пурӑнӗҫ.

116-МӖШ КАЛАВ

Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ илес тесен пирӗн мӗн тумалла

Иегова Турӑпа Иисус Христос ҫинчен пӗлӳ илни ҫителӗклӗ-и? Ҫук пулсан, тата мӗн тумалла?