Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

116-МӖШ КАЛАВ

Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ илес тесен пирӗн мӗн тумалла

Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ илес тесен пирӗн мӗн тумалла

ҪАК пӗчӗк хӗрачапа унӑн тусӗсем мӗн вуланине калама пултаратӑн-и? Тӗрӗс, вӗсем эсӗ халӗ вулакан кӗнекенех — «Библи калавӗсен кӗнекине» — вулаҫҫӗ. Вӗсем эсӗ вулакан «Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ илес тесен пирӗн мӗн тумалла» ятлӑ калавах вулаҫҫӗ.

Ҫак кӗнекерен вӗсем мӗне вӗреннине пӗлетӗн-и? Пирӗн ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ илес килет пулсан, чи малтан Иеговӑпа унӑн Ывӑлӗ Иисус ҫинчен пӗлӳ илмелле. Библире каланӑ: «Акӑ мӗнле ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ илме пулать. Пӗр чӑн Турӑ ҫинчен тата вӑл ҫӗр ҫине янӑ Ывӑлӗ, Иисус Христос, ҫинчен пӗлӳ илсе пыр».

Мӗнле майпа эпир Иегова Турӑпа унӑн Ывӑлӗ Иисус ҫинчен пӗлсе пыма пултаратпӑр? Пӗлсе пымалли майсенчен пӗри — «Библи калавӗсен кӗнекине» малтан пуҫласа вӗҫне ҫитиччен вуласа тухасси. Ҫак кӗнеке Иеговӑпа Иисус ҫинчен нумай каласа парать, ҫапла-и? Ҫавӑн пекех ҫак кӗнеке вӗсем халиччен тунӑ тата пуласлӑхра тӑвакан ӗҫсем ҫинчен нумай каласа парать. Анчах та ҫак кӗнекене вуланипе кӑна ҫырлахмалла мар.

Урайӗнче тепӗр кӗнеке выртнине куратӑн-и? Ку Библи. Ҫак кӗнекери калавсене Библин хӑш сыпӑкӗсемпе усӑ курса ҫырса панӑ, ҫав сыпӑксене кам та пулин сана вуласа патӑр. Иеговӑн сӑваплӑ ӗҫне тӗрӗс тума тата ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илме мӗн кирлӗ, ҫавсем пурте Библире пур. Ҫавӑнпа та пирӗн Библие пӗрмаях вӗренес йӑла пулмалла.

Анчах та Иегова Турӑпа Иисус Христос ҫинчен пӗлни кӑна ҫителӗклӗ мар. Эпир вӗсем ҫинчен тата вӗсем мӗне вӗрентни ҫинчен нумай пӗлӳ илсен те ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илеймесен те пултаратпӑр. Унсӑр пуҫне тата мӗн кирлине пӗлетӗн-и?

Ҫавӑн пекех пирӗн вӗренни тӑрӑх пурӑнмалла. Иу́да Искариота́ астӑватӑн-и? Вӑл Иисус суйласа илнӗ 12 апостолсенчен пӗри пулнӑ. Иу́да Иеговӑпа Иисус ҫинчен нумай пӗлнӗ. Анчах унпа мӗн пулса тухнӑ? Кӑшт вӑхӑт иртсен вӑл хӑйӗн ҫинчен кӑна шухӑшлакан пулса кайнӑ та Иисуса 30 кӗмӗл укҫашӑн тӑшмансене сутнӑ. Ҫавӑнпа Иу́да ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илеймӗ.

Гие́зий ятлӑ ҫынна астӑватӑн-и, эпир ун ҫинчен 69-мӗш калавра вуланӑччӗ? Унӑн ют япаласем, тумтирсемпе укҫа, илес килсе кайнӑ. Ҫав япаласене илессишӗн вӑл суйнӑ. Анчах та Иегова ҫакӑншӑн ӑна наказани панӑ. Унӑн законӗсене итлемесен, вӑл пире те наказани парать.

Ҫавӑн пекех Иеговӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑракан лайӑх ҫынсем те нумай пулнӑ. Эпир те вӗсем пекех пуласшӑн, ҫапла мар-и? Пӗчӗк Самуи́л лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Вӑл чатӑр патӗнче Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫланӑ чухне тӑватӑ-пилӗк ҫулта кӑна пулнине аса ил-ха, ун ҫинчен эпир 55-мӗш калавран пӗлтӗмӗр. Ҫавӑнпа та эсӗ кирек миҫе ҫулта пулсан та, Иеговӑшӑн ӗҫлеме эпӗ пӗчӗккӗ-ха тесе калама кирлӗ мар.

Паллах ӗнтӗ, пирӗн пурин те Иисус Христос пек пулас килет. Эпир 87-мӗш калавран Иисус питӗ ҫамрӑк чухнех ытти ҫынсемпе храмра хӑйӗн пӗлӗтри Ашшӗ ҫинчен калаҫни пирки пӗлтӗмӗр. Айта, унран тӗслӗх илсе тӑрар. Айтӑр, хамӑрӑн тӗлӗнмелле чаплӑ Иегова Турӑпа унӑн Ывӑлӗ Иисус Христос ҫинчен май ҫитнӗ таран нумайрах ҫынна каласа парар. Ҫапла тусан эпир ҫӗр ҫинче Туррӑн ҫӗнӗ райӗнче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултаратпӑр.

Иоанн 17:3; Псалом 144:1—21.