Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

«Библи калавӗсен кӗнеки» кӗнекене вӗренме пулӑшакан ыйтусем

«Библи калавӗсен кӗнеки» кӗнекене вӗренме пулӑшакан ыйтусем

1-мӗш калав

Турӑ тума пуҫлать

  1. Пирӗн мӗн лайӑххи пур, ҫавна эпир камран илетпӗр? Тӗслӗх илсе пар.

  2. Турӑ пӗрремӗш кама тунӑ?

  3. Пӗрремӗш ангел ыттисенчен мӗншӗн уйрӑлса тӑнӑ?

  4. Ҫӗр малтан мӗнле курӑнса тӑнине каласа пар. (Ӳкерчӗк ҫине пӑх.)

  5. Ҫӗре чӗрчунсемпе ҫынсем валли хатӗрлеме пуҫланӑ чухне Турӑ мӗн тунӑ?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Иеремия 10:12 вуласа тух.

    Хӑй пултарнӑ япаласенче Туррӑн мӗнле паха енӗсем курӑнса тӑраҫҫӗ? (Ис. 40:26; Рим 11:33).

  2. Колоссы 1:15—17 вуласа тух.

    Пурне те тунинче Иисус мӗнле вырӑн йышӑннӑ, ҫавӑнпа та пирӗн ун ҫине мӗнле пӑхмалла? (Кол. 1:15—17).

  3. Пултарни 1:1—10 вуласа тух.

    1. Ҫӗре кам тунӑ? (Пулт. 1:1).

    2. Пӗрремӗш пултарулӑх кунӗнче мӗн пулса иртнӗ? (Пулт. 1:3—5).

    3. Иккӗмӗш пултарулӑх кунӗнче мӗн пулса иртнине каласа пар (Пулт. 1:7, 8).

2-мӗш калав

Илемлӗ сад

  1. Турӑ ҫӗре пире валли мӗнле хатӗрленӗ?

  2. Турӑ мӗнле тӗрлӗ чӗрчунсене тунине каласа пар. (Ӳкерчӗк ҫине пӑх.)

  3. Едем сачӗ мӗншӗн ятарласа тунӑ вырӑн пулнӑ?

  4. Турӑ шухӑшласа хунӑ тӑрӑх, пӗтӗм ҫӗр мӗнле пулмалла пулнӑ?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Пултарни 1:11—25 вуласа тух.

    1. Турӑ виҫҫӗмӗш пултарулӑх кунӗнче мӗн тунӑ? (Пулт. 1:12).

    2. Тӑваттӑмӗш пултарулӑх кунӗнче мӗн пулса иртнӗ? (Пулт. 1:16).

    3. Турӑ пиллӗкмӗш тата улттӑмӗш пултарулӑх кунӗсенче мӗнле чӗрчунсем тунӑ? (Пулт. 1:20, 21, 25).

  2. Пултарни 2:8, 9 вуласа тух.

    Турӑ садра мӗнле икӗ уйрӑм йывӑҫ ӳстернӗ тата вӗсем мӗне сӑнарласа параҫҫӗ?

3-мӗш калав

Пӗрремӗш арҫынпа хӗрарӑм

  1. Виҫҫӗмӗш калаври ӳкерчӗк 2-мӗш калаври ӳкерчӗкрен мӗнпе уйрӑлса тӑрать?

  2. Пӗрремӗш арҫынна кам тунӑ тата ҫак арҫын мӗн ятлӑ?

  3. Турӑ Адама мӗнле ӗҫ хушнӑ?

  4. Турӑ Адама мӗншӗн тарӑн ыйхӑпа ҫывратса янӑ?

  5. Адампа Ева мӗн чухлӗ пурӑнма пултарнӑ тата Турӑ шухӑшласа хунӑ тӑрӑх, вӗсен мӗн тумалла пулнӑ?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Тухни 33:19 вуласа тух.

    Турӑ мӗн ятлӑ тата ҫӗр тӗлӗшӗнчен вӑл мӗнле вырӑн йышӑнать? (Тух. 15:3; Дан. 4:14).

  2. Пултарни 1:26—31 вуласа тух.

    1. Турӑ улттӑмӗш кунӗнче мӗнле тӗлӗнмелле япала пултарнӑ тата ҫак пултарни чӗрчунсенчен мӗнпе уйрӑлса тӑнӑ? (Пулт. 1:26).

    2. Турӑ ҫынна тата чӗрчунсене апат валли мӗн панӑ? (Пулт. 1:30).

  3. Пултарни 2:7—25 вуласа тух.

    1. Адамӑн пур чӗрчуна ят парас ӗҫе пурнӑҫлас тесен, мӗн тумалла пулнӑ? (Пулт. 2:19).

    2. Пултарни 2:24-мӗшӗнчи сӑмахсем Иегова мӑшӑрланни, мӑшӑрсем уйрӑм пурӑнасси тата хут уйӑрттарасси ҫине епле пӑхнине ӑнланма пире мӗнле пулӑшаҫҫӗ? (Матф. 19:4—6, 9).

4-мӗш калав

Мӗншӗн вӗсем хӑйсен килӗсӗр тӑрса юлнӑ

  1. Ӳкерчӗк ҫине пӑх-ха. Адампа тата Евӑпа мӗн пулса тухнӑ?

  2. Иегова мӗншӗн вӗсене наказани панӑ?

  3. Ҫӗлен Евӑна мӗн каланӑ?

  4. Ҫӗленпе усӑ курса Евӑпа кам калаҫнӑ?

  5. Мӗншӗн Адампа Ева хӑйсен райри килӗсӗр тӑрса юлнӑ?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Пултарни 2:16, 17 тата 3:1—13, 24 вуласа тух.

    1. Ҫӗлен Евӑна панӑ ыйту мӗншӗн Иегова ҫинчен тӗрӗс мар кӑтартса панӑ? (Пулт. 3:1—5; 1 Иоан. 5:3).

    2. Мӗншӗн Евӑпа пулса тухни пирӗншӗн асӑрхаттаракан тӗслӗх пулса тӑрать? (Флп. 4:8; Иак. 1:14, 15; 1 Иоан. 2:16).

    3. Адампа Ева хӑйсем тунӑ ӗҫсемшӗн явап тытасшӑн пулманнине мӗнле кӑтартнӑ? (Пулт. 3:12, 13).

    4. Едем сачӗн хӗвелтухӑҫ енче тӑратнӑ херувимсем Иеговӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ пулнине мӗнле кӑтартнӑ? (Пулт. 3:24).

  2. Апокалипсис 12:9 вуласа тух.

    Сатана ҫынсене Турӑ влаҫне хирӗҫ тӑратас енчен мӗн тери ӑнӑҫлӑ пулнӑ? (1 Иоан. 5:19).

5-мӗш калав

Йывӑр пурнӑҫ пуҫланать

  1. Адампа Евӑн Едем сачӗн тулашӗнче пурнӑҫӗ мӗнле пулнӑ?

  2. Адампа тата Евӑпа мӗн пулма пуҫланӑ тата мӗншӗн?

  3. Мӗншӗн Адампа Евӑн ачисен те ватӑлса вилме тивнӗ?

  4. Адампа Ева Иеговӑна итленӗ пулсан, вӗсен тата вӗсен ачисен пурнӑҫӗ мӗнле пулнӑ пулӗччӗ?

  5. Турра итлеменшӗн Ева мӗнле ыратупа хуйхӑ тӳсме пуҫланӑ?

  6. Адампа Евӑн малтанхи икӗ ывӑлӗ мӗн ятлӑ пулнӑ?

  7. Эсӗ ӳкерчӗк ҫинче куракан ытти ачасем камсем вӗсем?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Пултарни 3:16—23 тата 4:1, 2 вуласа тух.

    1. Ҫӗр ылханлӑ пулни Адамӑн пурнӑҫне мӗнле пырса тивнӗ? (Пулт. 3:17—19; Рим 8:20, 22).

    2. Мӗншӗн Ева тесе ят пани — ҫак ят «пурнӑҫ», е «пурӑнакан», тенине пӗлтерет — вырӑнлӑ пулнӑ? (Пулт. 3:20).

    3. Адампа Ева ҫылӑха кӗнӗ хыҫҫӑн та Иегова вӗсемпе тимлӗ пулнине мӗнле кӑтартнӑ? (Пулт. 3:7, 21).

  2. Апокалипсис 21:3, 4 вуласа тух.

    Эсӗ «ӗлӗкхисенчен» хӑшӗ пӗтессине уйрӑмах кӗтетӗн?

6-мӗш калав

Лайӑх ывӑлпа япӑх ывӑл

  1. Каинпа Авель мӗнле ӗҫпе ӗҫлеҫҫӗ?

  2. Каин Иеговӑна мӗнле парне кӳрет, Авель — мӗнле парне?

  3. Мӗншӗн Иеговӑна Авелӗн парни кӑмӑла каять, Каинӑн парни кӑмӑла каймасть?

  4. Каин пирки мӗнле ҫын теме пулать тата Иегова ӑна мӗнле улшӑнма пулӑшать?

  5. Каин шӑллӗпе хирте пӗччен тӑрса юлсан, вӑл мӗн тӑвать?

  6. Каин хӑйӗн шӑллӗне вӗлернӗ хыҫҫӑн унпа мӗн пулса тухнине каласа пар.

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Пултарни 4:2—26 вуласа тух.

    1. Каина кӗтсе тӑракан хӑрушлӑх пирки Иегова мӗн каланӑ? (Пулт. 4:7).

    2. Каин хӑй мӗнле чӗреллӗ пулнине епле кӑтартнӑ? (Пулт. 4:9).

    3. Айӑп ҫук ҫӗртен юн тӑкни ҫине Иегова мӗнле пӑхать? (Пулт. 4:10; Ис. 26:21).

  2. 1 Иоанн 3:11, 12 вуласа тух.

    1. Каин мӗншӗн питӗ тарӑхнӑ тата ҫакӑ пире мӗн пирки асӑрхаттарса тӑрать? (Пулт. 4:4, 5; Ытар. 14:30; 28:22).

    2. Пирӗн пӗтӗм ҫемье Иеговӑна хирӗҫ тӑнӑ чухне те эпир айӑпсӑр тӑрса юлма пултарнине Библи мӗнле кӑтартса парать? (Пс 26:10; Матф. 10:21, 22).

  3. Иоанн 11:25 вуласа тух.

    Тӳрӗлӗхшӗн вилнисем пирки Иегова мӗн шантарса калать? (Иоан. 5:24).

7-мӗш калав

Хӑюллӑ ҫын

  1. Енох ыттисенчен мӗнпе уйрӑлса тӑнӑ?

  2. Енох вӑхӑтӗнче ҫынсем мӗншӗн нумай усал ӗҫсем тунӑ?

  3. Ҫынсем мӗнле усал ӗҫсем тунӑ? (Ӳкерчӗк ҫине пӑх.)

  4. Енохӑн мӗншӗн хӑюллӑ пулмалла пулнӑ?

  5. Вӑл вӑхӑтра ҫынсем мӗн чухлӗ пурӑннӑ, Енох вара мӗн чухлӗ пурӑннӑ?

  6. Енох вилнӗ хыҫҫӑн мӗн пулса кайнӑ?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Пултарни 5:21—24, 27 вуласа тух.

    1. Енохпа Иегова хушшинче мӗнле хутшӑнусем пулнӑ? (Пулт. 5:24).

    2. Библи каланӑ тӑрӑх, ҫынсенчен кам пуринчен те нумай пурӑннӑ тата вӑл миҫе ҫулта вилнӗ? (Пулт. 5:27).

  2. Пултарни 6:5 вуласа тух.

    Енох вилнӗ хыҫҫӑн ҫӗр ҫинчи пурнӑҫ мӗн тери япӑхланса кайнӑ тата хальхи вӑхӑт пирки мӗн калама пулать? (2 Тим. 3:13).

  3. Еврейсем 11:5 вуласа тух.

    Мӗнпе Енох «Турра юранӑ» тата Турӑ ӑна мӗнле пилленӗ? (Пулт. 5:22).

  4. Иуда 14, 15 вуласа тух.

    Христиансем Армагеддон вӑрҫи ҫывхарса килни ҫинчен ҫынсене асӑрхаттарса ҫӳренӗ чухне Енох пек мӗнле хӑюллӑ пулма пултараҫҫӗ? (2 Тим. 4:2; Евр. 13:6).

8-мӗш калав

Ҫӗр ҫинчи улӑпсем

  1. Туррӑн хӑш-пӗр ангелӗсем Сатанана итленӗ хыҫҫӑн мӗн пулса тухнӑ?

  2. Мӗншӗн хӑш-пӗр ангелсем хӑйсене пӗлӗтре хушнӑ ӗҫӗсене тума пӑрахнӑ та ҫӗр ҫине аннӑ?

  3. Ангелсем хӑйсем валли этем кӗлеткисем туса ҫӗр ҫине анни мӗншӗн тӗрӗс мар пулнӑ?

  4. Ангелсен ачисем ытти ҫынсенчен мӗнпе уйрӑлса тӑнӑ?

  5. Ӳкерчӗк ҫине пӑх. Ангелсен ачисем ӳссе ҫитсен тата улӑпсем пулса тӑрсан мӗн тунӑ?

  6. Енох хыҫҫӑн ҫӗр ҫинче тата мӗнле лайӑх ҫын пурӑннӑ тата Турӑ ӑна мӗншӗн юратнӑ?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Пултарни 6:1—8 вуласа тух.

    Хамӑра мӗнле тытни Туррӑн туйӑмӗсем ҫине витӗм кӳни ҫинчен Пултарни 6:6-мӗшӗнчен эпир мӗн пӗлетпӗр? (Пс. 77:40, 41; Ытар. 27:11).

  2. Иуда 6 вуласа тух.

    Мӗншӗн Ной вӑхӑтӗнчи «хӑйсен тивӗҫне сыхласа усрайман» ангелсен тӗслӗхӗ пирӗншӗн асӑрхаттару пулса тӑрать? (1 Кор. 3:5—9; 2 Пет. 2:4, 9, 10).

9-мӗш калав

Ной ковчег тӑвать

  1. Ной ҫемйинче миҫе ҫын пулнӑ тата унӑн виҫӗ ывӑлӗ мӗн ятлӑ пулнӑ?

  2. Турӑ Ноя мӗнле тӗлӗнмелле ӗҫ хушнӑ тата мӗншӗн?

  3. Ной ковчег ҫинчен каласа пани ҫине таврари ҫынсем мӗнле пӑхнӑ?

  4. Турӑ Ноя чӗрчунсемпе мӗн тума хушнӑ?

  5. Турӑ ковчег алӑкне хупнӑ хыҫҫӑн Нойпа унӑн ҫемйин мӗн тумалла пулнӑ?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Пултарни 6:9—22 вуласа тух.

    1. Мӗншӗн Ной пирки Туррӑн паллӑ ӗҫлекенӗ тесе калама пулать? (Пулт. 6:9, 22).

    2. Иегова пусмӑрласси ҫине мӗнле пӑхать тата ҫакӑ эпир вӑйӑ-кулӑ суйласа илесси ҫине мӗнле витӗм кӳмелле? (Пулт. 6:11, 12; Пс. 10:5).

    3. Иеговӑн организацийӗ пире мӗн тумаллине кӑтартса панӑ чухне эпир Ной евӗрлӗ мӗнле пулма пултаратпӑр? (Пулт. 6:22; 1 Иоан. 5:3).

  2. Пултарни 7:1—9 вуласа тух.

    Нойӑн ҫитменлӗхсем пулнӑ пулин те, Иегова ӑна тӳрӗ ҫын тесе шутлани пире мӗнле хавхалантарать? (Пулт. 7:1; Ытар. 10:16; Ис. 26:7).

10-мӗш калав

Пӗтӗм ҫӗре шыв илни

  1. Ҫумӑр ҫума пуҫласан мӗншӗн никам та ковчега кӗме пултарайман?

  2. Иегова ҫӗр ҫине миҫе кун та миҫе каҫ ҫумӑр ҫутарнӑ тата шыв мӗн чухлӗ хӑпарнӑ?

  3. Ҫӗре шыв илме пуҫласан, ковчегпа мӗн пулса тухнӑ?

  4. Ҫӗре шыв илнине улӑпсем пурӑнса ирттернӗ-и тата вӗсен ашшӗсемпе мӗн пулса тухнӑ?

  5. Пилӗк уйӑхран ковчегпа мӗн пулса тухнӑ?

  6. Мӗншӗн Ной ковчегран ҫӑхана кӑларса янӑ?

  7. Ҫӗр ҫинчен шыв кайса пӗтнине Ной мӗнле пӗлнӗ?

  8. Нойпа унӑн ҫемйи ковчегра ҫулталӑк ытла пулнӑ хыҫҫӑн Турӑ Ноя мӗн каланӑ?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Пултарни 7:10—24 вуласа тух.

    1. Ҫӗр ҫинчи пурнӑҫа мӗн таран пӗтернӗ? (Пулт. 7:23).

    2. Шыв чакма пуҫличчен мӗн чухлӗ вӑхӑт иртнӗ? (Пулт. 7:24).

  2. Пултарни 8:1—17 вуласа тух.

    Иегова ҫӗр пирки малтанах мӗн шутласа хуни улшӑнманнине Пултарни 8:17 мӗнле кӑтартса парать? (Пулт. 1:22).

  3.  

    1. Пӑлхав ҫӗкленӗ ангелсем пӗлӗт ҫине таврӑнсан, вӗсем пирки мӗнле приговор йышӑннӑ? (Иуда 6).

    2. Нойпа тата унӑн ҫемйипе мӗн пулса тухни Иегова хӑйӗн халӑхне ҫӑлма пултарать тесе эпир ӗненнине мӗнле ҫирӗплетет? (2 Пет. 2:9).

11-мӗш калав

Пӗрремӗш асамат кӗперӗ

  1. Ной ковчегран тухсан чи малтанах мӗн тунӑ? (Ӳкерчӗк ҫине пӑх).

  2. Пӗтӗм ҫӗре шыв илнӗ хыҫҫӑн Турӑ Нойпа унӑн ҫемйине мӗн тума хушнӑ?

  3. Турӑ мӗн пирки сӑмах панӑ?

  4. Асамат кӗперӗ пире мӗн ҫинчен аса илтермелле?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Пултарни 8:18—22 вуласа тух.

    1. Эпир Иеговӑна «ырӑ шӑршӑ» мӗнле парса тӑма пултаратпӑр? (Пулт. 8:21; Евр. 13:15, 16).

    2. Иегова этем чӗринче мӗн пурри ҫинчен мӗн каланӑ тата пирӗн хӑш енчен асӑрхануллӑ пулмалла? (Пулт. 8:21; Матф. 15:18, 19).

  2. Пултарни 9:9—17 вуласа тух.

    1. Иегова ҫӗр ҫинче пурӑнакансемпе пуринпе те мӗнле халал хывнӑ? (Пулт. 9:10, 11).

    2. Асамат кӗперӗн халалӗ хӑҫанччен витӗм кӳрсе тӑрӗ? (Пулт. 9:16).

12-мӗш калав

Ҫынсем ҫӳллӗ башня тӑваҫҫӗ

  1. Кам вӑл Нимрод тата Турӑ ун ҫине мӗнле пӑхнӑ?

  2. Ӳкерчӗк ҫинче кӑтартнӑ ҫынсем мӗн валли кирпӗчсем тунӑ?

  3. Мӗншӗн Иеговӑна ҫак ӗҫ килӗшмен?

  4. Турӑ башня тӑвас ӗҫе мӗнле чарса лартнӑ?

  5. Вӗсен хулине мӗнле ят панӑ тата ҫак ят мӗне пӗлтерет?

  6. Турӑ ҫынсен чӗлхисене арпаштарса янӑ хыҫҫӑн вӗсемпе мӗн пулса тухнӑ?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Пултарни 10:1, 8—10 вуласа тух.

    Нимрод мӗнле япӑх енсем кӑтартнӑ тата ҫакӑ пире хӑш енчен асӑрхаттарса тӑрать? (Ытар. 3:31).

  2. Пултарни 11:1—9 вуласа тух.

    Башньӑна мӗнле тӗллевпе тунӑ тата мӗншӗн ҫак ӗҫ ӑнмасть тесе калама пулать? (Пулт. 11:4; Ытар. 16:18; Иоан. 5:44).

13-мӗш калав

Авраам — Туррӑн тусӗ

  1. Ур хулинче мӗнле ҫынсем пурӑннӑ?

  2. Ӳкерчӗк ҫинче кама ӳкерсе хунӑ, вӑл хӑҫан ҫуралнӑ тата вӑл ӑҫта пурӑннӑ?

  3. Турӑ Авраама мӗн тума хушнӑ?

  4. Мӗншӗн Авраама Туррӑн тусӗ тесе чӗннӗ?

  5. Ур хулинчен Авраампа пӗрле кам тухнӑ?

  6. Ханаан ҫӗрне ҫитсен, Авраама Турӑ мӗн каланӑ?

  7. Авраам 99 ҫулта чухне Турӑ ӑна мӗн пирки сӑмах панӑ?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Пултарни 11:27—32 вуласа тух.

    1. Авраам Лотшӑн кам енчен хурӑнташлӑ пулнӑ? (Пулт. 11:27).

    2. Фарра пирки вӑл «Ханаан ҫӗрне кайма» хӑйӗн ҫемйине «ертсе» кайнӑ тесе каланӑ пулин те, ҫемье Авраам пуҫарса янипе куҫса кайнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? Мӗншӗн вӑл ҫапла тунӑ? (Пулт. 11:31; Апост. ӗҫ. 7:2—4).

  2. Пултарни 12:1—7 вуласа тух.

    Авраам Ханаан ҫӗрне ҫитсен, Иегова Авраампа халал хывни ҫумне мӗн хушса панӑ? (Пулт. 12:7).

  3. Пултарни 17:1—8, 15—17 вуласа тух.

    1. Аврам 99 ҫулта чухне унӑн ятне мӗнле ятпа улӑштарнӑ тата мӗншӗн? (Пулт. 17:5).

    2. Иегова Саррӑна мӗнле пиллӗхсем паратӑп тесе сӑмах панӑ? (Пулт. 17:15, 16).

  4. Пултарни 18:9—19 вуласа тух.

    1. Пултарни 18:19-мӗш сӑвӑ йӗрки ашшӗсен мӗнле тивӗҫсем пурри ҫинчен калать? (Сакк. аст. 6:6, 7; Еф. 6:4).

    2. Эпир Иеговӑран нимӗн те пытарма пултарайманнине Саррӑпа пулса иртнӗ мӗнле ӗҫ кӑтартса парать? (Пулт. 18:12, 15; Пс. 43:22).

14-мӗш калав

Турӑ Авраамӑн ӗненӗвне тӗрӗслет

  1. Турӑ Авраама мӗн пирки сӑмах панӑ тата вӑл хӑй сӑмах панине мӗнле пурнӑҫланӑ?

  2. Турӑ Авраамӑн ӗненӗвне мӗнле тӗрӗсленӗ? (Ӳкерчӗк ҫине пӑх).

  3. Турӑ Исаака парне кӳме мӗншӗн хушнине Авраам ӑнланман пулин те, вӑл мӗн тунӑ?

  4. Авраам хӑйӗн ывӑлне вӗлерес тесе ҫӗҫӗ туртса кӑларсан, мӗн пулса тухнӑ?

  5. Авраам Турра мӗн тери хытӑ ӗненнӗ?

  6. Авраам парне кӳме пултартӑр тесе Турӑ ӑна мӗн панӑ тата ҫакӑ мӗнле пулса тухнӑ?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Пултарни 21:1—7 вуласа тух.

    Мӗншӗн саккӑрмӗш кунне Авраам хӑйӗн ывӑлӗн ӳтне кастарнӑ? (Пулт. 17:10—12; 21:4).

  2. Пултарни 22:1—18 вуласа тух.

    Исаак Авраама, хӑйӗн ашшӗне, пӑхӑннине мӗнле кӑтартнӑ тата ҫакӑ пуласлӑхри пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫӗн сӑнарӗ мӗнле пулса тӑнӑ? (Пулт. 22:7—9; 1 Кор. 5:7; Флп. 2:8, 9).

15-мӗш калав

Лотӑн арӑмӗ ҫаврӑнса пӑхнӑ

  1. Мӗншӗн Авраампа Лот уйрӑлса кайнӑ?

  2. Мӗншӗн Лот Содомра пурӑнма шут тытнӑ?

  3. Содомра мӗнле ҫынсем пурӑннӑ?

  4. Икӗ ангел Лота мӗн пирки асӑрхаттарнӑ?

  5. Мӗншӗн Лот арӑмӗ тӑвар юпа пулса тӑнӑ?

  6. Лот арӑмӗпе мӗн пулса тухнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Пултарни 13:5—13 вуласа тух.

    Ҫынсем хушшинче сиксе тухнӑ йывӑрлӑхсене татса парас енчен эпир Авраамран мӗне вӗренме пултаратпӑр? (Пулт. 13:8, 9; Рим 12:10; Флп. 2:3, 4).

  2. Пултарни 18:20—33 вуласа тух.

    Иеговӑпа Иисус тӑвакан суд тӗрӗс суд пулать тесе Иегова Авраампа калаҫни мӗнле пире шантарать? (Пулт. 18:25, 26; Матф. 25:31—33).

  3. Пултарни 19:1—29 вуласа тух.

    1. Турӑ гомосексуализм ҫине епле пӑхни ҫинчен Библири ҫак пӗлтерӳ мӗнле кӑтартса парать? (Пулт. 19:5, 13; Лев. 20:13).

    2. Турӑ мӗн тума хушнине Лотпа Авраам епле итленинче мӗнле уйрӑмлӑх асӑрхама пулать тата ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? (Пулт. 19:15, 16, 19, 20; 22:3).

  4. Лука 17:28—32 вуласа тух.

    Пурлӑх тӗлӗшӗнчен Лот арӑмӗн чӗринче мӗнле кӑмӑл-шухӑш пулнӑ тата ҫакӑ пире мӗн пирки асӑрхаттарса тӑрать? (Лука 12:15; 17:31, 32; Матф. 6:19—21, 25).

  5. 2 Петр 2:6—8 вуласа тух.

    Лот пекех пирӗн Турра ӗненмен тӗнче ҫине мӗнле пӑхмалла? (Иез. 9:4; 1 Иоан. 2:15—17).

16-мӗш калав

Исаак лайӑх арӑм илет

  1. Ӳкерчӗк ҫинчи арҫынпа хӗрарӑм камсем вӗсем?

  2. Авраам хӑйӗн ывӑлӗ валли арӑм тупас тесе мӗн тунӑ тата вӑл мӗншӗн ҫавӑн пек тунӑ?

  3. Авраам тарҫи кӗлтуни ҫине мӗнле хуравланӑ?

  4. Ревеккӑран Исаака качча тухма килӗшетӗн-и тесе ыйтсан, вӑл мӗн каланӑ?

  5. Мӗншӗн Исаак каллех телейлӗ пулса тӑнӑ?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Пултарни 24:1—67 вуласа тух.

    1. Ревекка, Авраам тарҫине ҫӑл патӗнче тӗл пулсан, мӗнле питӗ паха енсем кӑтартнӑ? (Пулт. 24:17—20; Ытар. 31:17, 31).

    2. Авраам Исаак валли лайӑх арӑм тупса парас тесе тӑрӑшнипе хальхи христиансене мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ? (Пулт. 24:37, 38; 1 Кор. 7:39; 2 Кор. 6:14).

    3. Исаак пекех, мӗншӗн пирӗн те шухӑшлама вӑхӑт уйӑрмалла? (Пулт. 24:63; Пс. 76:13; Флп. 4:8).

17-мӗш калав

Пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑракан йӗкӗрешсем

  1. Исавпа Иаков камсем пулнине пӗлетӗн-и тата вӗсем пӗр-пӗринчен мӗнпе уйрӑлса тӑнӑ?

  2. Авраам аслашшӗ вилнӗ чухне Исавпа Иаков миҫе ҫулта пулнӑ?

  3. Исав мӗн туни унӑн ашшӗпе амӑшне питӗ хурлантарнӑ?

  4. Мӗншӗн Исав хӑйӗн Иаков шӑллӗ ҫине питӗ вӑйлӑ тарӑхнӑ?

  5. Исаак хӑйӗн Иаков ывӑлне мӗн тума хушнӑ?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Пултарни 25:5—11, 20—34 вуласа тух.

    1. Ревеккӑн икӗ ывӑлӗ пирки Иегова малтанах мӗн каласа хунӑ? (Пулт. 25:23).

    2. Малтан ҫурални ҫине Иаков мӗнле пӑхнӑ, Исав — мӗнле? (Пулт. 25:31—34).

  2. Пултарни 26:34, 35; 27:1—46 тата 28:1—5 вуласа тух.

    1. Исав Турӑпа ҫывӑх хутшӑнусенче пулассине хакламанни мӗнре курӑнса тӑнӑ? (Пулт. 26:34, 35; 27:46).

    2. Туррӑн пиллӗхне илме пултартӑр тесе Исаак Иакова мӗн тума хушнӑ? (Пулт. 28:1—4).

  3. Еврейсем 12:16, 17 вуласа тух.

    Сӑваплӑ япаласене ним вырӑнне хуманни мӗн патне илсе пынине Исав тӗслӗхӗ мӗнле кӑтартса парать?

18-мӗш калав

Иаков Харрана каять

  1. Ӳкерчӗк ҫинчи хӗр кам вӑл тата ун валли Иаков мӗн тунӑ?

  2. Рахиле качча илес тесе Иаков мӗн тума хатӗр пулнӑ?

  3. Рахиле качча пама вӑхӑт ҫитсен, Лаван мӗн тунӑ?

  4. Рахиле качча илес тесе Иаков мӗн тума килӗшнӗ?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Пултарни 29:1—30 вуласа тух.

    1. Хӑйне Лаван улталасан та, Иаков суйса улталакан ҫын пулманнине мӗнле кӑтартнӑ тата ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренетпӗр? (Пулт. 29:26—28; Матф. 5:37).

    2. Иаков тӗслӗхӗнчен килӗштерсе пӑрахнипе юрату хушшинчи уйрӑмлӑха мӗнле курма пулать? (Пулт. 29:18, 20, 30; Юр. юр. 8:6).

    3. Иаков ҫемйинчи тӑватӑ хӗрарӑма — Иакова каярахпа ывӑлсем ҫуратса панӑскерсене — пӗлетӗн-и? (Пулт. 29:23, 24, 28, 29).

19-мӗш калав

Иаковӑн пысӑк ҫемйи

  1. Иакова унӑн пӗрремӗш арӑмӗ, Лия, ҫуратса панӑ ултӑ ывӑлӗ мӗн ятлӑ пулнине пӗлетӗн-и?

  2. Лийӑн тарҫи, Зелфа, Иакова ҫуратса панӑ икӗ ывӑлӗ мӗн ятлӑ пулнине пӗлетӗн-и?

  3. Рахилӗн тарҫи, Валла, Иакова ҫуратса панӑ икӗ ывӑлӗ мӗн ятлӑ пулнине пӗлетӗн-и?

  4. Рахилӗн икӗ ывӑлӗ мӗн ятлӑ пулнине пӗлетӗн-и тата вӑл иккӗмӗш ывӑлне ҫуратнӑ чухне унпа мӗн пулса тухнӑ?

  5. Иаковӑн пӗтӗмпе миҫе ывӑл пулнӑ тата вӗсенчен мӗнле халӑх пулса кайнӑ? (Ӳкерчӗк ҫине пӑх.)

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Пултарни 29:32—35; 30:1—26 тата 35:16—19 вуласа тух.

    Авалхи вӑхӑтра еврей арҫын ачисене ят панӑ чухне мӗне шута илнӗ, ҫакӑ Иаковӑн 12 ывӑлӗн тӗслӗхӗнче мӗнле курӑнса тӑрать?

  2. Пултарни 37:35 вуласа тух.

    Библире Дина пирки кӑна ятран каланӑ пулин те, вӑл Иаковӑн пӗртен-пӗр хӗрӗ пулманнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? (Пулт. 37:34, 35).

20-мӗш калав

Дина инкеке лекет

  1. Мӗншӗн Авраампа Исаак хӑйсен ачисене Ханаан ҫыннисене качча парасшӑн е илтересшӗн пулман?

  2. Хӑйӗн хӗрӗ Ханаан хӗрӗсемпе туслашнине Иаков ырланӑ-ши?

  3. Мӗнле арҫын Дина ҫине пӑхса тӑрать тата вӑл мӗнле усал ӗҫ тунӑ?

  4. Мӗн пулса тухнине илтсен, Динӑн пӗртӑванӗсем, Симеонпа Левий, мӗн тунӑ?

  5. Симеонпа Левий мӗн тунине Иаков ырланӑ-ши?

  6. Иаков ҫемйине пырса тивнӗ ҫак пур инкек мӗнрен пуҫланса кайнӑ?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Пултарни 34:1—31 вуласа тух.

    1. Мӗншӗн Дина хӑйӗн хӗрлӗхне ҫухатнӑшӑн хӑй те хӑш-пӗр енчен яваплӑ? (Гал. 6:7).

    2. Дина мӗншӗн инкеке лекнине ӑнланнине ҫамрӑксем мӗнле кӑтартма пултараҫҫӗ? (Ытар. 13:20 (СК); 1 Кор. 15:33; 1 Иоанн 5:19).

21-мӗш калав

Пиччӗшӗсем Иосифа кураймаҫҫӗ

  1. Иосиф пиччӗшӗсем ӑна мӗншӗн ӑмсаннӑ тата вӗсем мӗн тунӑ?

  2. Иосифӑн пиччӗшӗсем малтан мӗн тӑвасшӑн пулаҫҫӗ, анчах Рувим мӗн калать?

  3. Вӗсем патӗнчен Измаил купецӗсем иртсе пынӑ чухне мӗн пулса тухать?

  4. Ашшӗне Иосиф вилнӗ тесе ӗнентермешкӗн Иосифӑн пӗртӑванӗсем мӗн тӑваҫҫӗ?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Пултарни 37:1—35 вуласа тух.

    1. Пухура тунӑ ҫылӑхсем ҫинчен каласа кӑтартнипе христиансем Иосиф евӗрлӗ мӗнле пулма пултараҫҫӗ? (Пулт. 37:2; Лев. 5:1; 1 Кор. 1:11).

    2. Пиччӗшӗсене Иосифпа ҫакӑн пек путсӗр хӑтланма мӗн хистесе тӑнӑ? (Пулт. 37:11, 18; Ытар. 27:4; Иак. 3:14—16).

    3. Хуйхӑрнӑ чухне ҫынсем мӗн тӑваҫҫӗ, ҫакӑнта ним япӑххи те ҫуккине Иаков мӗн туни кӑтартса парать? (Пулт. 37:35).

22-мӗш калав

Иосифа тӗрмене хупаҫҫӗ

  1. Иосифа Египета илсе кайнӑ чухне вӑл миҫе ҫулта пулнӑ тата унта унпа мӗн пулса тухать?

  2. Иосиф тӗрмене мӗнле лекнӗ?

  3. Тӗрмере Иосифа мӗнле яваплӑ ӗҫ хушса параҫҫӗ?

  4. Тӗрмере ларнӑ чухне Иосиф фараонӑн эрех парса тӑраканӗ тата ҫӑкӑр парса тӑраканӗ валли мӗн тӑвать?

  5. Эрех парса тӑракана тӗрмерен кӑларсан мӗн пулса тухать?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Пултарни 39:1—23 вуласа тух.

    Иосиф вӑхӑтӗнче мӑшӑрсӑр пуҫне урӑххисемпе ар хутшӑнӑвне кӗме чаракан Турӑ законӗ ҫинчен ниҫта та ҫырса паман пулин те, Иосифа Потифар арӑмӗнчен тарма мӗн хистенӗ? (Пулт. 2:24; 20:3; 39:9).

  2. Пултарни 40:1—23 вуласа тух.

    1. Эрех парса тӑраканӑн тӗлӗкне тата Иегова ҫак тӗлеке Иосиф урлӑ ӑнлантарса панине кӗскен каласа пар (Пулт. 40:9—13).

    2. Ҫӑкӑр парса тӑракан мӗнле тӗлӗк курнӑ тата ҫакӑ мӗне пӗлтернӗ? (Пулт. 40:16—19).

    3. Тӗрӗс тата ырӑ ӑслӑ чура класӗ мӗн тунӑ чухне Иосифран тӗслӗх илсе тӑрать? (Пулт. 40:8; Пс. 35:10; Иоан. 17:17; Апост. ӗҫ. 17:2, 3).

    4. Пултарни 40:20, 22-мӗш сӑвӑ йӗркисем христиансем ҫуралнӑ кунсене уявласси ҫине епле пӑхни пирки мӗн уҫса параҫҫӗ? (Еккл. 7:1; Марк 6:21—28).

23-мӗш калав

Фараон тӗлӗкӗсем

  1. Пӗррехинче ҫӗрле фараонпа мӗн пулса тухать?

  2. Мӗншӗн эрех парса тӑракан тинех Иосифа аса илет?

  3. Ӳкерчӗк ҫинче кӑтартнӑ пек, фараон мӗнле икӗ тӗлӗк курнӑ?

  4. Иосиф ҫак тӗлӗксене мӗнле ӑнлантарса парать?

  5. Иосиф Египетра фараон хыҫҫӑнхи чи паллӑ ҫын мӗнле пулса тӑрать?

  6. Мӗншӗн Иосифӑн пиччӗшӗсем Египета пыраҫҫӗ тата мӗншӗн вӗсем ӑна палласа илеймеҫҫӗ?

  7. Иосиф мӗнле тӗлӗксене аса илет тата ҫакӑ ӑна мӗн ӑнланма пулӑшать?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Пултарни 41:1—57 вуласа тух.

    1. Иосиф Иегова ҫине мӗнле тимлеттернӗ тата христиансем ун пек мӗнле тума пултараҫҫӗ? (Пулт. 41:16, 25, 28; Матф. 5:16; 1 Пет. 2:12).

    2. Иегова халӑхӗ Турӑпа мӗнле хутшӑнусенче пулнипе христиан тӗнчин чиркӗвӗсем Турӑпа мӗнле хутшӑнусенче пулни хушшинчи пысӑк уйрӑмлӑха Египетра тулӑхлӑ ҫулсем хыҫҫӑн выҫлӑх ҫулӗсем пуҫланни мӗнле лайӑх кӑтартса параҫҫӗ? (Пулт. 41:29, 30; Амос 8:11, 12).

  2. Пултарни 42:1—8 тата 50:20 вуласа тух.

    Пуҫлӑхсене чысланине тата хисепленине кӑтартас тесе Иеговӑн ӗҫлекенӗсен пуҫ тайма юрать-и — вӗсем пурӑнакан вырӑнта ҫав йӑлана йышӑннӑ пулсан? (Пулт. 42:6).

24-мӗш калав

Иосиф хӑйӗн пиччӗшӗсене тӗрӗслет

  1. Мӗншӗн Иосиф хӑйӗн пиччӗшӗсене шпионсем тесе калать?

  2. Мӗншӗн Иаков хӑйӗн чи кӗҫӗн ывӑлне, Вениамина, Египета кайма ирӗк парать?

  3. Иосифӑн кӗмӗл курки Вениаминӑн миххине мӗнле лекет?

  4. Вениамина ирӗке яччӑр тесе Иуда мӗн тума сӗнет?

  5. Иосифӑн пӗртӑванӗсем мӗнле улшӑнусем тунӑ?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Пултарни 42:9—38 вуласа тух.

    Пултарни 42:18-мӗшӗнче ҫырса хунӑ Иосиф сӑмахӗсем Иеговӑн организацийӗнче камӑн яваплӑ тивӗҫ пур, ҫавсемшӗн мӗншӗн питӗ лайӑх асӑрхаттару пулать? (Неем. 5:15; 2 Кор. 7:1, 2).

  2. Пултарни 43:1—34 вуласа тух.

    1. Рувим пӗрремӗш ывӑлӗ пулнӑ пулин те, Иуда пӗртӑвансен ячӗпе калани ӑҫтан курӑннӑ? (Пулт. 43:3, 8, 9; 44:14, 18; 1 Лет. 5:2).

    2. Иосиф хӑйӗн пӗртӑванӗсене мӗнле тӗрӗслесшӗн пулни курӑнать тата мӗншӗн? (Пулт. 43:33, 34).

  3. Пултарни 44:1—34 вуласа тух.

    1. Иосиф хӑй чӑннипе кам пулнине хӑйӗн пӗртӑванӗсенчен пытарас тесе хӑйне кам вырӑнне хунӑ? (Пулт. 44:5, 15; Лев. 19:26).

    2. Пиччӗшӗсем Иосиф патне малтанхи пек курайманлӑх пулманнине мӗнле кӑтартнӑ? (Пулт. 44:13, 33, 34).

25-мӗш калав

Ҫемье Египета куҫса каять

  1. Иосиф хӑйӗн пӗртӑванӗсене хӑй кам пулнине каласа парсан, мӗн пулса иртет?

  2. Иосиф хӑйӗн пӗртӑванӗсене мӗнле ӑшӑ сӑмахсем калать?

  3. Иосиф патне пӗртӑванӗсем килнине илтсен, фараон мӗн калать?

  4. Иаков Египета куҫса килнӗ чухне унӑн ҫемйинче миҫе ҫын пулнӑ?

  5. Иаков ҫемйинчи ҫынсене камсем тесе чӗнме пуҫланӑ тата мӗншӗн?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Пултарни 45:1—28 вуласа тух.

    Иеговӑн ӗҫлекенӗсене хирӗҫ усал тума тӑрӑшнӑ чухне те Иегова ҫав усал ӗҫсене ырра ҫавӑрма пултарнине Библире Иосиф ҫинчен каласа пани мӗнле кӑтартса парать? (Пулт. 45:5—8; Ис. 8:10; Флп. 1:12—14).

  2. Пултарни 46:1—27 вуласа тух.

    Иаков Египета кайнӑ чухне Иегова ӑна мӗн пирки шантарса каланӑ? (Пулт. 46:1—4).

26-мӗш калав

Иов Турра шанчӑклӑ

  1. Кам вӑл Иов?

  2. Сатана мӗн тӑвасшӑн пулнӑ, анчах ҫакӑ ӑнӑҫлӑ пулнӑ-и?

  3. Иегова Сатанана мӗн тума ирӗк панӑ тата мӗншӗн?

  4. Мӗншӗн арӑмӗ Иова: «Турра ылхан та вилсе вырт пӗрех хут»,— тесе каланӑ? (Ӳкерчӗк ҫине пӑх.)

  5. Иегова Иова мӗнле пилленӗ тата мӗншӗн? (Иккӗмӗш ӳкерчӗк ҫине пӑх.)

  6. Иов пек Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлсан, эпир мӗнле пиллӗхсем илӗпӗр?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Иов 1:1—22 вуласа тух.

    Христиансем паян Иов евӗрлӗ мӗнле пулма пултараҫҫӗ? (Иов 1:1; Флп. 2:15; 2 Пет. 3:14).

  2. Иов 2:1—13 вуласа тух.

    Сатана хӗсӗрлени ҫине Иовпа унӑн арӑмӗ кашни мӗнле хӑйне майлӑ пӑхнӑ? (Иов 2:9, 10; Ытар.19:3; Мих. 7:7; Мал. 3:14).

  3. Иов 42:10—17 вуласа тух.

    1. Иов илнӗ наградӑпа Иисус хӑй шанчӑклӑ пулнӑшӑн мӗн илни хушшинче мӗнле пӗрпеклӗх пур? (Иов 42:12; Флп. 2:9—11).

    2. Турӑ умӗнче айӑпсӑр тӑрса юлнӑшӑн Иова мӗнле пиллени ҫинчен пӗлни мӗншӗн пире хавхалантарать? (Иов 42:10, 12; Евр. 6:10; Иак. 1:2—4, 12; 5:11).

27-мӗш калав

Египета усал патша тытса тӑрать

  1. Ӳкерчӗк ҫине пӑх. Пушӑ тытса тӑракан ҫын кам вӑл тата вӑл кама ҫапать?

  2. Иосиф вилсен Израиль халӑхӗпе мӗн пулса тухнӑ?

  3. Мӗншӗн Египет ҫыннисем Израиль халӑхӗнчен хӑрама пуҫланӑ?

  4. Израиль халӑхӗнчи хӗрарӑмӗсене ача ҫуратма пулӑшакан хӗрарӑмсене фараон мӗн тума хушнӑ?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Тухни 1:6—22 вуласа тух.

    1. Авраама сӑмах панине Иегова мӗнле пурнӑҫлама пуҫланӑ? (Тух. 1:7; Пулт. 12:2; Апост. ӗҫ. 7:17).

    2. Еврейсен эпи карчӑкӗсем пурнӑҫа сӑваплӑ тесе хисепленине мӗнле кӑтартнӑ? (Тух. 1:17; Пулт. 9:6).

    3. Эпи карчӑксем Иеговӑна шанчӑклӑ пулнӑшӑн вӗсене ырӑпа мӗнле тавӑрса панӑ? (Тух. 1:20, 21; Ытар. 19:17).

    4. Авраамӑн пама пулнӑ вӑрлӑхӗ пирки Иегова шухӑшласа хунине пурнӑҫланма парас мар тесе Сатана мӗн тума хӑтланнӑ? (Тух. 1:22; Матф. 2:16).

28-мӗш калав

Тин ҫуралнӑ Моисей мӗнле ҫӑлӑннӑ

  1. Ӳкерчӗк ҫинчи ҫак пӗчӗк ача кам пулнине пӗлетӗн-и тата вӑл камӑн пӳрнинчен ярса тытнӑ?

  2. Моисее вилӗмрен ҫӑлас тесе унӑн амӑшӗ мӗн тунӑ?

  3. Ӳкерчӗк ҫинчи ҫак хӗрача кам пулнине пӗлетӗн-и тата вӑл мӗн тунӑ?

  4. Фараон хӗрӗ пӗчӗк ачана тупсан, Мариам мӗн тума сӗннӗ?

  5. Патша хӗрӗ Моисей амӑшне мӗн каланӑ?

Хушса панӑ ыйту

  1. Тухни 2:1—10 вуласа тух.

    Моисее пӗчӗк чухне пӑхса ӳстерме тата вӗрентме унӑн амӑшӗн мӗнле май пулнӑ тата ашшӗ-амӑшӗсем ҫакӑнтан паян мӗнле тӗслӗх илеҫҫӗ? (Тух. 2:9, 10; Сакк. аст. 6:6—9; Ытар. 22:6; Еф. 6:4; 2 Тим. 3:15).

29-мӗш калав

Мӗншӗн Моисей тарнӑ

  1. Моисей ӑҫта ӳссе ҫитӗннӗ тата хӑйӗн ашшӗ-амӑшӗ ҫинчен вӑл мӗн пӗлнӗ?

  2. Моисей 40 ҫулта чухне мӗн тунӑ?

  3. Ҫапӑҫакан Израиль ҫыннине Моисей мӗн каланӑ, лешӗ ӑна мӗн хуравланӑ?

  4. Мӗншӗн Моисей Египетран тарнӑ?

  5. Моисей ӑҫта тарнӑ тата унта вӑл кампа паллашнӑ?

  6. Египетран тарнӑ хыҫҫӑн 40 ҫул хушши Моисей мӗн туса пурӑннӑ?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Тухни 2:11—25 вуласа тух.

    Египетри пӗтӗм ӑслӑлӑха нумай ҫул хушши вӗрентнине пӑхмасӑрах Моисей Иеговӑна тата хӑйӗн халӑхне чунтан парӑннине мӗнле кӑтартнӑ? (Тух. 2:11, 12; Евр. 11:24).

  2. Апостолсен ӗҫӗсем 7:22—29 вуласа тух.

    Моисей Израиль ҫыннисене Египет чуралӑхӗнчен хӑй вӑйӗпе ирӗке кӑларма хӑтланса пӑхнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр? (Апост. ӗҫ. 7:23—25; 1 Пет. 5:6, 10).

30-мӗш калав

Ҫунакан тӗмӗ

  1. Ӳкерчӗк ҫинче кӑтартнӑ ту мӗн ятлӑ?

  2. Моисей хӑйӗн сурӑхӗсемпе ҫак ту патне ҫитсен вӑл мӗн курни ҫинчен каласа пар.

  3. Ҫунакан тӗмӗ хушшинчен илтӗнекен сасӑ мӗн каланӑ тата ҫакӑ камӑн сасси пулнӑ?

  4. Турӑ хӑйӗн халӑхне Египетран илсе тухма хушсан, Моисей мӗн хуравланӑ?

  5. Израиль ҫыннисем Моисейран сана кам ячӗ тесе ыйтсан, Турӑ хушнӑ тӑрӑх унӑн мӗн тесе каламалла пулнӑ?

  6. Моисей хӑйне чӑннипех Турӑ янине мӗнле ҫирӗплетсе пама пултарнӑ?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Тухни 3:1—22 вуласа тух.

    Теократи ӗҫне тума вӑй ҫитмест пек туйӑнать пулсан та, Иегова пире пулӑшӗ тесе ӗненсе тӑма Моисейпа пулса иртни мӗнле шанчӑк парать? (Тух. 3:11, 13; 2 Кор. 3:5, 6).

  2. Тухни 4:1—20 вуласа тух.

    1. Мадиам ҫӗрӗнче ирттернӗ 40 ҫул хушшинче Моисейӑн шухӑш-кӑмӑлӗсем мӗнле улшӑннӑ тата пухура яваплӑ ӗҫсем илме тӑрӑшакансем ҫакӑнтан мӗне вӗренме пултараҫҫӗ? (Тух. 2:11, 12; 4:10, 13; Мих. 6:8; 1 Тим. 3:1, 6, 10).

    2. Иегова пире хӑйӗн организаци урлӑ тӑна кӗртет пулсан та, Моисей тӗслӗхӗ пире мӗнле шанчӑк парать? (Тух. 4:12—14; Пс. 102:14; Евр. 12:4—11).

31-мӗш калав

Моисейпе Аарон фараон патне пыраҫҫӗ

  1. Моисейпе Аарон тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫсем Израиль ҫыннисем ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?

  2. Моисейпе Аарон фараона мӗн каланӑ, фараон вара вӗсене мӗн хуравланӑ?

  3. Ӳкерчӗкре кӑтартнӑ пек, Аарон хӑйӗн туйине пӑрахсан, мӗн пулса тухнӑ?

  4. Иегова фараона мӗнле тӑна кӗртнӗ, вара фараон мӗн тунӑ?

  5. Вуннӑмӗш асап хыҫҫӑн мӗн пулса тухнӑ?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Тухни 4:27—31 тата 5:1—23 вуласа тух.

    «Эпӗ Иеговӑна пӗлместӗп» тенипе фараон мӗн тесе каласшӑн пулнӑ? (Тух. 5:2, МАК; 1 Сам. 2:12; Рим 1:21).

  2. Тухни 6:1—13, 26—30 вуласа тух.

    1. Иегова Авраама, Исаака тата Иакова палӑрмарӑм тени мӗне пӗлтерет? (Тух. 3:13, 14; 6:3; Пулт. 12:8; 22:14).

    2. Моисей хӑйне хушса панӑ ӗҫе тума пултараймастӑп тесе шутланине пӑхмасӑрах Иегова Моисейпе усӑ курни ҫинчен шухӑшлани пирӗнте мӗнле туйӑмсем ҫуратать? (Тух. 6:12, 30; Лука 21:13—15).

  3. Тухни 7:1—13 вуласа тух.

    1. Иегова фараона суд тӑвасси ҫинчен Моисейпа Аарон хӑюллӑ пӗлтернипе хальхи Туррӑн ӗҫлекенӗсене мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ? (Тух. 7:2, 3, 6; Апост. ӗҫ. 4:29—31).

    2. Египетри турӑсем Иеговӑпа нихӑш енчен те танлашма пултарайманнине Иегова мӗнле кӑтартнӑ? (Тух. 7:12; 1 Лет. 29:12).

32-мӗш калав

10 асап

  1. Ҫакӑнта кӑтартнӑ ӳкерчӗксемпе усӑ курса Иегова Египет ҫине янӑ малтанхи виҫӗ асапӗ ҫинчен каласа пар-ха.

  2. Малтанхи виҫӗ асап ыттисенчен мӗнпе уйрӑлса тӑнӑ?

  3. Тӑваттӑмӗш, пиллӗкӗмӗш тата улттӑмӗш асапсен шутне мӗн кӗнӗ?

  4. Ҫиччӗмӗш, саккӑрмӗш тата тӑххӑрмӗш асапсем ҫинчен каласа пар-ха.

  5. Вуннӑмӗш асап умӗн Иегова Израиль ҫыннисене мӗн тума хушнӑ?

  6. Вуннӑмӗш асап шутне мӗн кӗнӗ тата ун хыҫҫӑн мӗн пулса тухнӑ?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Тухни 7:19—8:23 вуласа тух.

    1. Египет ӑрӑмҫисем Иегова янӑ малтанхи икӗ асапне тепӗр хут тума пултарнӑ пулин те, виҫҫӗмӗш асап хыҫҫӑн вӗсен мӗнпе килӗшме тивнӗ? (Тух. 8:18, 19; Матф. 12:24—28).

    2. Тӑваттӑмӗш асап Иегова хӑйӗн халӑхне хӳтӗлеме пултарнине мӗнле кӑтартса панӑ тата «пысӑк хуйхӑ» ҫывхарса килнине курса пынӑҫемӗн Туррӑн ӗҫлекенӗсенче ҫакӑ мӗнле туйӑмсем ҫуратать? (Тух. 8:22, 23; Апок. 7:13, 14; 2 Лет. 16:9).

  2. Тухни 8:24; 9:3, 6, 10, 11, 14, 16, 23—25 тата 10:13—15, 21—23 вуласа тух.

    1. Фараонпа ӑрӑмҫӑсем хальхи вӑхӑтри мӗнле икӗ ушкӑна сӑнарласа параҫҫӗ тата ҫак икӗ ушкӑн этемлӗх валли мӗн тума пултараймасть? (Тух. 8:10, 18, 19; 9:14).

    2. Иегова Сатанана паянхи кунчченех пурӑнма мӗншӗн ирӗк панине Тухни 9:16-мӗш сӑвӑ йӗрки мӗнле ӑнланма пулӑшать? (Рим 9:21, 22).

  3. Тухни 12:21—32 вуласа тух.

    Пасха нумайӑшне ҫӑлӑнма мӗнле май панӑ тата мӗн ҫине вӑл кӑтартса тӑнӑ? (Тух. 12:21—23; Иоан. 1:29; Рим 5:18, 19, 21; 1 Кор. 5:7).

33-мӗш калав

Хӗрлӗ тинӗс урлӑ каҫни

  1. Египетран, хӗрарӑмсемпе ачасемсӗр пуҫне, Израиль ҫыннисенчен мӗн чухлӗ арҫын тухнӑ тата вӗсемпе пӗрле кам тухнӑ?

  2. Фараон Израиль халӑхне тухса кайма ирӗк панӑ хыҫҫӑн хӑйне мӗнле туйнӑ, вара вӑл мӗн тунӑ?

  3. Египет ҫыннисене хӑйӗн халӑхӗ ҫине тапӑнма парас мар тесе Иегова мӗн тунӑ?

  4. Моисей хӑйӗн туйине Хӗрлӗ тинӗс ҫине тӑссан, мӗн пулса тухнӑ тата Израиль халӑхӗ мӗн тунӑ?

  5. Египет ҫыннисем Израиль халӑхӗ хыҫҫӑн тинӗс варрине ыткӑнсан, мӗн пулса тухнӑ?

  6. Израиль халӑхӗ питӗ савӑннине тата ҫӑлӑннӑшӑн Иеговӑна пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартнӑ?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Тухни 12:33—36 вуласа тух.

    Хӑйӗн халӑхне Египетра чура пулса ӗҫленӗ пур ҫулӗшӗн те тӳлесе татчӑр тесе Иегова мӗнле тӑрӑшнӑ? (Тух. 3:21, 22; 12:35, 36).

  2. Тухни 14:1—31 вуласа тух.

    Тухни 14:13, 14-мӗш сӑвӑ йӗркисенче ҫырса хунӑ Моисей сӑмахӗсем ҫывхарса килекен Армагеддон вӑрҫине курма тивекен хальхи Иеговӑн ӗҫлекенӗсене мӗнле витӗм кӳрет? (2 Лет. 20:17; Пс. 90:8).

  3. Тухни 15:1—8, 20, 21 вуласа тух.

    1. Иеговӑн ӗҫлекенӗсен мӗншӗн ӑна мухтаса юрламалла? (Тух. 15:1, 2; Пс. 104:2, 3; Апок. 15:3, 4).

    2. Хӗрлӗ тинӗс патӗнче Иеговӑна мухтаса юрлакан Мариампа ытти хӗрарӑмсем христианкӑсене мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ? (Тух. 15:20, 21; Пс. 67:12).

34-мӗш калав

Ҫӗнӗ апат

  1. Ӳкерчӗк ҫине пӑх. Ҫынсем ҫӗр ҫинчен мӗн пуҫтараҫҫӗ тата ҫакна мӗнле ят панӑ?

  2. Манна пухас пирки Моисей халӑха мӗн калать?

  3. Эрнен улттӑмӗш кунӗнче Иегова Израиль халӑхне мӗн тума хушать тата мӗншӗн?

  4. Ҫиччӗмӗш кун валли хӑварнӑ маннӑпа Иегова мӗнле тӗлӗнмелле ӗҫ тӑвать?

  5. Хӑш вӑхӑтчен Иегова халӑха маннӑпа тӑрантарса пурӑнать?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Тухни 16:1—36 тата Шутлани 11:7—9 вуласа тух.

    1. Христиансен пухӑвӗнче теократи влаҫне хисеплеме кирли пирки Тухни 16:8-мӗшӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр? (Евр. 13:17).

    2. Пушхирте Израиль халӑхне вӗсен пурнӑҫӗ Иеговӑран килнине кашни кун мӗнле аса илтерсе тӑнӑ? (Тух. 16:14—16; Сакк. аст. 8:2, 3).

    3. Манна мӗне сӑнарласа парать тесе каланӑ Иисус тата ҫак ҫӳлтен панӑ ҫӑкӑр пире мӗнле усӑ парать? (Иоан. 6:31—35; 40).

  2. Иисус Навин 5:10—12 вуласа тух.

    Миҫе ҫул хушши Израиль халӑхӗ манна ҫисе пурӑннӑ, ҫакӑ вӗсене мӗнле тӗрӗсленӗ тата ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренетпӗр? (Тух. 16:35; Шутл. 11:4—6; 1 Кор. 10:10, 11).

35-мӗш калав

Иегова хӑйӗн законӗсене парать

  1. Египетран тухнӑ хыҫҫӑн икӗ уйӑха яхӑн вӑхӑт иртсен, Израиль халӑхӗ хӑш вырӑнта палаткӑсем лартать?

  2. Иегова Израиль халӑхне мӗн тутарасшӑн тата вӗсем мӗн хуравлаҫҫӗ?

  3. Мӗншӗн Иегова Моисее икӗ лаптак чул парать?

  4. Вунӑ заповедьсӗр пуҫне Иегова Израиль халӑхне мӗнле законсем парать?

  5. Мӗнле икӗ закона Иисус Христос чӑн аслӑ законсем тесе каланӑ?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Тухни 19:1—25; 20:1—21; 24:12—18 тата 31:18 вуласа тух.

    Тухни 19:8-мӗшӗнчи сӑмахсем Турӑшӑн ӗҫлеме сӑмах пани шутне мӗн кӗнине пире мӗнле ӑнланма пулӑшаҫҫӗ? (Матф. 16:24; 1 Пет. 4:1—3).

  2. Саккуна астутарни 6:4—6; Левит 19:18 тата Матфей 22:36—40 вуласа тух.

    Христиансем Турра тата ҫывӑх ҫынсене юратнине мӗнле кӑтартаҫҫӗ? (Марк 6:34; Апост. ӗҫ. 4:20; Рим 15:2).

36-мӗш калав

Ылтӑн пӑру

  1. Ӳкерчӗкре ҫынсем мӗн тӑваҫҫӗ тата мӗншӗн?

  2. Мӗншӗн Иегова питӗ вӑйлӑ ҫилленнӗ тата Моисей, халӑх мӗн тунине курсан, мӗн тӑвать?

  3. Моисей хӑш-пӗр арҫынсене мӗн тума хушать?

  4. Ҫак пулса иртнӗ ӗҫ пире мӗне вӗрентмелле?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Тухни 32:1—35 вуласа тух.

    1. Ҫак пулса иртнӗ ӗҫ чӑн тӗнпе суя тӗне пӗр-пӗринпе хутӑштарни ҫине Иегова епле пӑхнине мӗнле кӑтартса тӑрать? (Тух. 32:4—6, 10; 1 Кор. 10:7, 11).

    2. Мӗншӗн христиансен вӑйӑ-кулӑ, ташӑ-юрӑ суйланӑ чухне асӑрхануллӑ пулмалла? (Тух. 32:18, 19; Еф. 5:15, 16; 1 Иоан. 2:15—17).

    3. Тӳрӗлӗхшӗн ҫирӗп тӑрса Левий йӑхӗ мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ? (Тух. 32:25—28).

37-мӗш калав

Пуҫҫапмалли чатӑр

  1. Ӳкерчӗкре кӑтартнӑ ҫурт-йӗр мӗн ятлӑ тата унпа мӗн валли усӑ кураҫҫӗ?

  2. Мӗншӗн Иегова Моисее чатӑра ҫӑмӑллӑнах пайсем ҫине сӳтсе пӑрахмалла пултӑр тесе тума хушнӑ?

  3. Чатӑр вӗҫӗнчи пӗчӗк пӳлӗмре мӗнле ещӗк ларать тата ун ӑшне мӗн-мӗн хунӑ?

  4. Иегова кама чи аслӑ священник пулма суйласа лартать тата чи аслӑ священникӑн мӗн тумалла?

  5. Пысӑк пӳлӗмри виҫӗ япалан ячӗсене каласа тух.

  6. Чатӑрӑн картишӗнче мӗнле икӗ япала пур тата вӗсемпе мӗн валли усӑ кураҫҫӗ?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Тухни 25:8—40; 26:1—37; 27:1—8 тата 28:1 вуласа тух.

    «Саккун арчи» ҫийӗнчи икӗ херувим мӗне сӑнарласа параҫҫӗ? (Тух. 25:20, 22; Шутл. 7:89; 2 Патш. 19:15).

  2. Тухни 30:1—10, 17—21; 34:1, 2 тата Еврейсем 9:1—5 вуласа тух.

    1. Мӗншӗн Иегова чатӑрта сӑваплӑ ӗҫ туса тӑракан священниксем тасалӑха тытса тӑнине питӗ кирлӗ тесе шутланӑ тата ҫакӑ пирӗнпе мӗнле ҫыхӑннӑ? (Тух. 30:18—21; 40:30, 31; Евр. 10:22).

    2. Павел апостол Еврей христианӗсем патне хӑйӗн ҫырӑвне ҫырнӑ вӑхӑт тӗлнелле Закон халалӗ тата чатӑрта пуҫҫапасси кивелсе кайнине мӗнле кӑтартса парать? (Евр. 9:1, 9; 10:1).

38-мӗш калав

Ҫӗр пӑхма кайнӑ 12 ҫын

  1. Ҫак ӳкерчӗкри иҫӗм ҫырли ҫупкӑмӗ мӗнпе уйрӑлса тӑрать тата ӑна ӑҫтан илсе килнӗ?

  2. Моисей 12 ҫынна Ханаан ҫӗрне мӗншӗн ярать?

  3. Моисей патне таврӑнсан, ҫӗр пӑхма кайнисенчен вуннӑшӗ мӗн каласа параҫҫӗ?

  4. Ҫӗр пӑхма кайнисенчен иккӗшӗ Иегова ҫине шаннине мӗнле кӑтартаҫҫӗ тата вӗсене мӗнле чӗнеҫҫӗ?

  5. Мӗншӗн Иегова питӗ вӑйлӑ тарӑхать тата вӑл Моисее мӗн калать?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Шутлани 13:2—34 вуласа тух.

    1. Ҫӗр пӑхса килме камсене суйласа илнӗ тата вӗсен мӗнле питӗ чаплӑ май пулнӑ? (Шутл. 13:3, 4, 19—21).

    2. Иисус Навинпа Халев кӑмӑл-шухӑшӗ ытти ҫӗр пӑхма кайнисен кӑмӑл-шухӑшӗнчен мӗншӗн уйрӑлса тӑнӑ тата ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренетпӗр? (Шутл. 13:29—31; Матф. 17:20; 2 Кор. 5:7).

  2. Шутлани 14:1—38 вуласа тух.

    1. Мӗншӗн пирӗн Иеговӑн ҫӗр ҫинчи представителӗсене хирӗҫ ӳпкелешессинчен сыхланма кирлӗ? (Шутл. 14:2, 3, 27; Матф. 25:40, 45; 1 Кор. 10:10).

    2. Шутлани 14:24-мӗш сӑвӑ йӗрки Иегова хӑйӗн кашни ӗҫлекенӗпе интересленнине мӗнле кӑтартса парать? (1 Патш. 19:18; Ытар. 15:3).

39-мӗш калав

Ааронӑн чечеке ларнӑ туйи

  1. Моисейпа Аарона хирӗҫ кам пӑлхав ҫӗклет тата вӗсем Моисее мӗн тесе калаҫҫӗ?

  2. Моисей Корее тата ун майлӑ 250 ҫынна мӗн тума хушать?

  3. Моисей халӑха мӗн тума хушать тата вӑл калаҫма чарӑнсанах мӗн пулса тухать?

  4. Корейпа тата ун майлӑ 250 ҫынпа мӗн пулса тухать?

  5. Елеазар, Аарон ывӑлӗ, вилнӗ ҫынсен тӗтӗркӗчӗсемпе мӗн тӑвать тата мӗншӗн?

  6. Мӗншӗн Иегова Ааронӑн туйине чечеке лармалла тӑвать? (Ӳкерчӗк ҫине пӑх.)

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Шутлани 16:1—49 вуласа тух.

    1. Корейпа ун майлӑ ҫынсем мӗн тунӑ тата мӗншӗн вӗсен ӗҫӗ Иеговӑна хирӗҫ пӑлхав ҫӗклени пулать? (Шутл. 16:9, 10, 18; Лев. 10:1, 2; Ытар. 11:2).

    2. Корейӑн тата 250 «халӑх пуҫлӑхӗсен» мӗнле тӗрӗс мар шухӑш-кӑмӑл аталанса кайнӑ? (Шутл. 16:1—3; Ытар. 15:33; Ис. 49:7).

  2. Шутлани 17:1—11 тата 26:10 вуласа тух.

    1. Аарон туйи чечеке ларни мӗн ҫинчен пӗлтерсе тӑнӑ тата мӗншӗн Иегова ҫак туяна ковчегра усрама хушнӑ? (Шутл. 17:5, 8, 10; Евр. 9:4).

    2. Иегова Аарон туйипе усӑ курса кӑтартнӑ паллӑран эпир мӗнле кирлӗ ӗҫ пирки ӑса вӗренетпӗр? (Шутл. 17:10; Апост. ӗҫ. 20:28; Флп. 2:14; Евр. 13:17).

40-мӗш калав

Моисей чул хысакне ҫапать

  1. Иегова хӑйӗн халӑхӗшӗн пушхирте мӗнле тӑрӑшать?

  2. Израиль ҫыннисем Кадесра лагерьпе тӑнӑ чухне мӗн пирки ӳпкелешеҫҫӗ?

  3. Иегова ҫынсене тата выльӑх-чӗрлӗхе шыв мӗнле парать?

  4. Ӳкерчӗк ҫине пӑх. Кам хӑйӗн ҫине пӳрнипе тӗллесе тӑрать тата мӗншӗн вӑл ҫакна тӑвать?

  5. Мӗншӗн Иегова Моисейпе Аарон ҫине ҫилленет тата вӗсем мӗнле наказани илеҫҫӗ?

  6. Ор тӑвӗ патӗнче мӗн пулса иртет тата Израиль халӑхӗн чи аслӑ священникӗ кам пулса тӑрать?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Шутлани 20:1—13, 22—29 тата Саккуна астутарни 29:5 вуласа тух.

    1. Иегова Израиль халӑхӗшӗн пушхирте тӑрӑшнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр? (Сакк. аст. 29:5, 6; Матф. 6:31; Евр. 13:5; Иак. 1:17).

    2. Моисейпе Аарон Израиль халӑхӗ умӗнче Хӑйне мухтава кӑларманни ҫине Иегова мӗнле пӑхнӑ? (Шутл. 20:12; 1 Кор. 10:12; Апок. 4:11).

    3. Иегова тӑна кӗртнине Моисей мӗнле йышӑннинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? (Шутл. 12:3; 20:12, 27, 28; Сакк. аст. 32:4; Евр. 12:7—11).

41-мӗш калав

Пӑхӑр ҫӗлен

  1. Ӳкерчӗк ҫине пӑх. Юпана мӗн яваласа илнӗ тата мӗншӗн Иегова Моисее ӑна ҫавӑнта ҫакма хушнӑ?

  2. Иегова тунӑ ӗҫсемшӗн пӗриншӗн те халӑх пархатарлӑ пулманни мӗнле курӑнса тӑрать?

  3. Иегова наказани памашкӑн наркӑмӑшлӑ ҫӗленсене янӑ хыҫҫӑн халӑх Моисейрен мӗн тума ыйтать?

  4. Мӗншӗн Иегова Моисее пӑхӑр ҫӗлен тума хушать?

  5. Ҫак пулса иртнӗ ӗҫ пире ӑса мӗнле вӗрентме пултарать?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Шутлани 21:4—9 вуласа тух.

    1. Израиль халӑхӗ Иегова мӗн панипе кӑмӑлсӑр пулни пире мӗн пирки асӑрхаттарать? (Шутл. 21:5, 6; Рим 2:4).

    2. Ҫӗршер ҫул иртсен, Израиль халӑхӗ пӑхӑр ҫӗленпе мӗнле усӑ курнӑ тата Езекия патша мӗн тунӑ? (Шутл. 21:9; 2 Патш. 18:1—4).

  2. Иоанн 3:14, 15 вуласа тух.

    Мӗншӗн юпа ҫине ҫакнӑ ҫӗлен Иисус Христоса юпа ҫине пӑталанине питӗ лайӑх сӑнарласа панӑ? (Гал. 3:13; 1 Пет. 2:24).

42-мӗш калав

Калаҫакан ашак ами

  1. Валак кам пулнине пӗлетӗн-и тата мӗншӗн вӑл Валаама илсе килме ярать?

  2. Мӗншӗн Валаамӑн ашак ами ҫул ҫине выртать?

  3. Ашак ами Валаама мӗн калать?

  4. Ангел Валаама мӗн калать?

  5. Валаам Израиле ылханма хӑтлансан, мӗн пулса тухать?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Шутлани 21:21—35 вуласа тух.

    Израиль Сигона, Аморей патшине, тата Ога, Васан патшине, мӗне пула ҫӗмӗрсе тӑкнӑ? (Шутл. 21:21, 23, 33, 34).

  2. Шутлани 22:1—40 вуласа тух.

    Израиле ылханма хӑтланнӑ чухне Валаамӑн мӗнле кӑмӑл-шухӑш пулнӑ тата ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренетпӗр? (Шутл. 22:16, 17; Ытар. 6:16, 18; 2 Пет. 2:15; Иуда 11).

  3. Шутлани 23:1—30 вуласа тух.

    Валаам каланӑ сӑмахсем тӑрӑх, вӑл Турӑшӑн ӗҫлекен тесе шутлама пулать пулин те, мӗншӗн унӑн ӗҫӗсем урӑххине кӑтартнӑ? (Шутл. 23:3, 11—14; 1 Сам. 15:22).

  4. Шутлани 24:1—25 вуласа тух.

    Иегова хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлама пултарнине ҫирӗп ӗненме Библири ҫак пӗлтерӳ мӗнле пулӑшать? (Шутл. 24:10; Ис. 54:17).

43-мӗш калав

Иисус Навин ҫулпуҫ пулса тӑрать

  1. Ӳкерчӗк ҫине пӑх. Моисей ҫумӗнче тӑракан ҫак икӗ арҫын камсем пулнине пӗлетӗн-и?

  2. Иегова Иисус Навина мӗн калать?

  3. Мӗншӗн Моисей Нево тӑвӗ тӑррине хӑпарать тата унта Иегова ӑна мӗн калать?

  4. Моисей миҫере вилнӗ?

  5. Мӗншӗн Израиль халӑхӗ хуйхӑрать, анчах савӑнма вӗсен мӗнле сӑлтав пур?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Шутлани 27:12—23 вуласа тух.

    Иисус Навин Иеговӑран мӗнле яваплӑ ӗҫ илнӗ тата Иегова хӑйӗн халӑхӗшӗн тӑрӑшни паян мӗнле курӑнса тӑрать? (Шутл. 27:15—19; Апост. ӗҫ. 20:28; Евр. 13:7).

  2. Саккуна астутарни 3:23—29 вуласа тух.

    Мӗншӗн Иегова Моисейпа Аарона пама пулнӑ ҫӗре кӗме ирӗк паман тата ҫакӑнтан эпир мӗнле ӑса вӗренме пултаратпӑр? (Сакк. аст. 3:25—27; Шутл. 20:12, 13).

  3. Саккуна астутарни 31:1—8, 14—23 вуласа тух.

    Иегова тӑна кӗртнине хӑйне кӗҫӗне хурса йышӑннине Моисейӑн юлашки сӑмахӗсем мӗнле кӑтартса параҫҫӗ? (Сакк. аст. 31:6—8, 23).

  4. Саккуна астутарни 32:45—52 вуласа тух.

    Турӑ Сӑмахӗ пирӗн пурнӑҫа мӗнле витӗм кӳрсе тӑмалла? (Сакк. аст. 32:47; Лев. 18:5; Евр. 4:12).

  5. Саккуна астутарни 34:1—12 вуласа тух.

    Моисей Иеговӑна нихӑҫан та куҫпа курман пулин те, Саккуна астутарни 34:10-мӗш сӑвӑ йӗрки тӑрӑх Турӑпа ун хушшинчи хутшӑнусем епле пулни пирки мӗн калама пулать? (Тух. 33:11, 20; Шутл. 12:8).

44-мӗш калав

Раав разведчиксене пытарать

  1. Раав ӑҫта пурӑнать?

  2. Ӳкерчӗкри икӗ арҫын камсем пулнине пӗлетӗн-и тата мӗншӗн вӗсем Иерихона пынӑ?

  3. Иерихон патши Раава мӗн тума хушать тата Раав мӗн хуравлать?

  4. Раав икӗ Израиль ҫыннине мӗнле пулӑшать тата вӑл вӗсенчен мӗнле ырӑлӑх ҫинчен ыйтать?

  5. Икӗ разведчик Раава мӗн тума сӑмах параҫҫӗ?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Иисус Навин 2:1—24 вуласа тух.

    Израиль халӑхӗ Иерихона хирӗҫ тухсан, Тухни 23:28-мӗш сӑвӑ йӗркинче ҫырса хунӑ Иегова сӑмах пани мӗнле пурнӑҫланнӑ? (Иис.Н. 2:9—11).

  2. Еврейсем 11:31 вуласа тух.

    Раав кӑтартнӑ тӗслӗхре ӗненӳ питӗ кирли мӗнле палӑрса тӑрать? (Рим 1:17; Евр. 10:39; Иак. 2:25).

45-мӗш калав

Иордан юханшывӗ урлӑ каҫни

  1. Израиль халӑхӗ Иордан юханшывӗ урлӑ каҫма пултартӑр тесе Иегова мӗнле тӗлӗнмелле ӗҫ тӑвать?

  2. Иордан урлӑ каҫмашкӑн Израиль ҫыннисен хӑйсен ӗненӗвне кӑтартакан мӗнле ӗҫ тумалла пулнӑ?

  3. Мӗншӗн Иегова Иисус Навина юханшыв тӗпӗнчен 12 пысӑк чул илме хушать?

  4. Священниксем Иорданран тухсанах, мӗн пулса тухать?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Иисус Навин 3:1—17 вуласа тух.

    1. Иеговӑран пулӑшупа пиллӗх илес тесен, пирӗн мӗн тумаллине ҫак пулса иртни мӗнле кӑтартса парать? (Иис.Н. 3:13, 15; Ытар. 3:5; Иак. 2:22, 26).

    2. Израиль халӑхӗ пама пулнӑ ҫӗре кӗрес тесе Иордан юханшывӗ урлӑ каҫнӑ чухне юханшыври шыв шайӗ мӗн чухлӗ пулнӑ тата ҫакӑ Иегова ятне мӗнле асла кӑларнӑ? (Иис.Н. 3:15; 4:18; Пс. 65:5—7).

  2. Иисус Навин 4:1—18 вуласа тух.

    Мӗнле тӗллевпе 12 чула Иорданран илсе Галгалра хунӑ? (Иис.Н. 4:4—7, 19—24).

46-мӗш калав

Иерихон стенисем

  1. Иегова священниксемпе ҫар ҫыннисене ултӑ кун хушши мӗн тума хушать?

  2. Ҫиччӗмӗш кунне вӗсен мӗн тумалла?

  3. Иерихон стенисемпе мӗн пулса тухать? (Ӳкерчӗк ҫине пӑх.)

  4. Мӗншӗн чӳречерен хӗрлӗ вӗрен усӑнса аннӑ?

  5. Иисус Навин хушнӑ тӑрӑх, ҫар ҫыннисен ҫав хулапа, унта пурӑнакан ҫынсемпе, унӑн кӗмӗлӗпе, ылтӑнӗпе, пӑхӑрӗпе тата тимӗрӗпе мӗн тумалла пулнӑ?

  6. Икӗ разведчика мӗн тума хушнӑ?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Иисус Навин 6:1—24 вуласа тух.

    1. Ҫиччӗмӗш кунне Иерихон тавра утса ҫаврӑннипе ҫак юлашки кунсенче Иегова Свидетелӗсен ырӑ хыпар каласа ҫӳрес ӗҫӗ хушшинче мӗнле пӗрпеклӗх пур? (Иис.Н. 6:14, 15; Ис. 60:22; Матф. 24:14; 1 Кор. 9:16).

    2. Иисус Навин 6:25-мӗш сӑвӑ йӗркинче пророкла калани, ҫырса хунӑ хыҫҫӑн тепӗр 500 ҫула яхӑн вӑхӑт иртсен, мӗнле пурнӑҫланнӑ тата ҫакӑ Иегова сӑмахӗ ҫинчен пире мӗне вӗрентет? (1 Патш. 16:34; Ис. 55:11).

47-мӗш калав

Израильти вӑрӑ

  1. Ӳкерчӗк ҫине пӑх. Иерихонран илнӗ пуян япаласене пытаракан арҫын кам пулнине пӗлетӗн-и тата ӑна кам-кам пулӑшать?

  2. Мӗншӗн Аханпа унӑн ҫемйи питӗ япӑх ӗҫ тунӑ тесе калама пулать?

  3. Израиль ҫыннисем Гай хулипе ҫапӑҫнӑ чухне мӗншӗн ҫӗнтереймен тесе ыйтсан, Иегова Иисус Навина мӗн тесе калать?

  4. Аханпа унӑн ҫемйи Иисус Навин патне пырсан, вӗсемпе мӗн пулса тухать?

  5. Ахан хӑйне пула айӑпа тӑрса юлнинчен эпир мӗнле ӑса вӗренме пултаратпӑр?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Иисус Навин 7:1—26 вуласа тух.

    1. Иисус Навинпа Пултаракан хушшинче мӗнле хутшӑнусем пулни ҫинчен Иисус Навин кӗллисем мӗн кӑтартса параҫҫӗ? (Иис.Н. 7:7—9; Пс. 118:145; 1 Иоан. 5:14).

    2. Аханпа пулса тухнӑ ӗҫ мӗн кӑтартса парать тата ҫакӑ пире мӗнле асӑрхаттарса тӑрать? (Иис.Н. 7:11, 14, 15; Ытар. 15:3; 1 Тим. 5:24; Евр. 4:13).

  2. Иисус Навин 8:1—29 вуласа тух.

    Эпир христиансен пухӑвӗнче ҫылӑх туни ҫинчен пӗлетпӗр пулсан, пирӗнтен кашнин мӗн тумалла? (Иис.Н. 7:13; Лев. 5:1; Ытар. 28:13).

48-мӗш калав

Ӑслӑ Гаваон ҫыннисем

  1. Гаваон ҫыннисем ытти ҫывӑхри хуласенче пурӑнакан хананейсенчен мӗнпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ?

  2. Ӳкерчӗкре кӑтартнӑ пек, Гаваон ҫыннисем мӗн тӑваҫҫӗ тата мӗншӗн?

  3. Иисус Навинпа ытти пуҫлӑхсем Гаваон ҫыннисене мӗн тесе сӑмах параҫҫӗ тата виҫӗ кунтан вӗсем мӗн ҫинчен пӗлеҫҫӗ?

  4. Гаваон ҫыннисем Израиль халӑхӗпе мирлӗ пурӑнма калаҫса тӑтӑлнине ытти хуласенчи патшасем пӗлсен, мӗн пулса тухать?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Иисус Навин 9:1—27 вуласа тух.

    1. Иегова Израиль халӑхне «ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнакан пӗтӗм халӑха пӗтерме» хушнӑ пулин те, Гаваон ҫыннисен пурнӑҫне сыхласа хӑварнинче Иеговӑн мӗнле паха енӗсем курӑннӑ? (Иис.Н. 9:22, 24; Матф. 9:13; Апост. ӗҫ. 10:34, 35; 2 Пет. 3:9).

    2. Иисус Навин Гаваон ҫыннисене сӑмах панине тытнипе паянхи христиансене мӗнле лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ? (Иис.Н. 9:18, 19; Матф. 5:37; Еф. 4:25).

  2. Иисус Навин 10:1—5 вуласа тух.

    Темӗн чухлӗ этеме мӗн тӗлӗшӗнчен Гаваон ҫыннисем евӗрлӗ теме пулать, ҫавӑнпа та вӑл мӗн валли мишень пулса тӑрать? (Иис.Н. 10:4; Зах. 8:23; Матф. 25:35—40; Апок. 12:17).

49-мӗш калав

Хӗвел чарӑнса тӑрать

  1. Ӳкерчӗк ҫине пӑх-ха. Иисус мӗнле сӑмахсем калать тата мӗншӗн?

  2. Иегова Иисус Навинпа унӑн ҫар ҫыннисене мӗнле пулӑшать?

  3. Иисус Навин миҫе патшана ҫӗнтерет тата ҫакна тума мӗн чухлӗ вӑхӑт кирлӗ пулать?

  4. Мӗншӗн Иисус Навинӑн Ханаан ҫӗрне валеҫсе памалла пулнӑ?

  5. Иисус Навин миҫере вилет тата ҫакӑн хыҫҫӑн Израиль халӑхӗпе мӗн пулса тухать?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Иисус Навин 10:6—15 вуласа тух.

    Иегова Израиль халӑхӗшӗн хӗвелпе уйӑха чарса тӑратнине пӗлни пире мӗне ӗненсе тӑма шанчӑк парать? (Иис.Н. 10:8, 10, 12, 13; Пс. 17:4; Ытар. 18:10).

  2. Иисус Навин 12:7—24 вуласа тух.

    Кама пула Ханаанри 31 патшана ҫӗнтерме пултарнӑ тата мӗншӗн ҫакӑ пирӗншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ? (Иис.Н. 12:7; 24:11—13; Сакк. аст. 31:8; Лука 21:9, 25—28).

  3. Иисус Навин 14:1—5 вуласа тух.

    Израиль йӑхӗсем хушшинче ҫӗре мӗнле валеҫсе панӑ тата ҫакӑ Райра еткерлӗх илес пирки мӗн кӑтартса парать? (Иис.Н. 14:2; Ис. 65:21; Иез. 47:21—23; 1 Кор. 14:33).

  4. Тӳресен 2:8—13 вуласа тух.

    Авалхи Израильти Иисус Навин пек, паян чӑнлӑха хирӗҫ пыракансене кам чарса тӑрать? (Тӳресен 2:8, 10, 11; Матф. 24:45—47; 2 Фес. 2:3—6; Тит 1:7—9; Апок. 1:1; 2:1, 2).

50-мӗш калав

Икӗ хӑюллӑ хӗрарӑм

  1. Камсем вӗсем судьясем тата вӗсенчен хӑш-пӗрисен ячӗсене пӗлетӗн-и?

  2. Девора мӗнле ятарлӑ чыса тивӗҫлӗ пулать тата ҫакӑн шутне мӗн кӗрет?

  3. Израиле Иавин патшапа унӑн ҫар пуҫлӑхӗ Сисара хӑратса тӑнӑ чухне Девора Варака Иеговӑран мӗн пӗлтерет тата, вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫӗнтерӳшӗн кам мухтав илӗ?

  4. Иаиль хӑюллӑ хӗрарӑм пулнине мӗнле кӑтартать?

  5. Иавин патша вилнӗ хыҫҫӑн мӗн пулса тухать?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Тӳресен 2:14—22 вуласа тух.

    Израиль халӑхӗ мӗн тунипе Иеговӑна ҫиллентернӗ тата ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? (Тӳресен 2:20; Ытар. 3:1, 2; Иез. 18:21—23).

  2. Тӳресен 4:1—24 вуласа тух.

    Деворӑпа Иаиль кӑтартнӑ тӗслӗхрен ӗненӳпе хӑюлӑх кӑтартас енчен христианкӑсем мӗне вӗренме пултараҫҫӗ? (Тӳресен 4:4, 8, 9, 14, 21, 22; Ытар. 31:30; 1 Кор. 16:13).

  3. Тӳресен 5:1—31 вуласа тух.

    Мӗншӗн Варакпа Деворӑн ҫӗнтерӳ юррине ҫывхарса килекен «Армагеддон теекен» вӑрҫӑпа ҫыхӑннӑ кӗлӗ тесе пӑхмалла? (Тӳресен 5:3, 31; 1 Лет. 16:8—10; Апок. 7:9, 10; 16:16; 19:19—21).

51-мӗш калав

Руфь тата Ноеминь

  1. Ноеминь Моав ҫӗрне мӗнле лекнӗ?

  2. Руфьпе Орфа камсем пулнине пӗлетӗн-и?

  3. Ноеминь Руфьпе Орфӑна килӗсене таврӑнма каласан, вӗсем хӑйсене мӗнле тытаҫҫӗ?

  4. Кам вӑл Вооз тата вӑл Руфьпе Ноемине мӗнле пулӑшать?

  5. Воозпа Руфь хӑйсен ачине мӗнле ят параҫҫӗ тата мӗншӗн пирӗн ҫак ята асра тытмалла?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Руфь 1:1—17 вуласа тух.

    1. Руфь чунтан парӑнса юратнине мӗнле питӗ паха майпа кӑтартать? (Руфь 1:16, 17).

    2. Мӗншӗн Руфь кӑмӑл-шухӑшӗ паян ҫӗр ҫинче пурӑнакан святой сывлӑшпа сӗрнӗ христиансем ҫине «урӑх сурӑхсем» мӗнле пӑхнине лайӑх кӑтартса парать? (Иоан. 10:16; Зах. 8:23).

  2. Руфь 2:1—23 вуласа тух.

    Руфь ҫамрӑк хӗрарӑмсене мӗнле питӗ лайӑх тӗслӗх кӑтартать ? (Руфь 2:17, 18; Ытар. 23:22; 31:15).

  3. Руфь 3:5—13 вуласа тух.

    1. Ҫамрӑкрах арҫынна качча тухас вырӑнне Руфь хатӗр пулсах хӑйне качча тухни ҫине Вооз мӗнле пӑхнӑ?

    2. Руфь чунтан парӑнса юратнинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? (Руфь 3:10; 1 Кор. 13:4, 5).

  4. Руфь 4:7—17 вуласа тух.

    Арҫын христиансем Вооз евӗрлӗ мӗнле пулма пултараҫҫӗ? (Руфь 4:9, 10; 1 Тим. 3:1, 12, 13; 5:8).

52-мӗш калав

Гедеонпа унӑн 300 ҫар ҫынни

  1. Мӗнле тата мӗншӗн Израиль халӑхӗ инкеке лекет?

  2. Мӗншӗн Иегова Гедеона унӑн ҫарӗнче ытла нумай ҫын тесе калать?

  3. Гедеон хӑраканнисене пурне те килӗсене ярсан, мӗн чухлӗ ҫын тӑрса юлать?

  4. Ӳкерчӗк ҫине пӑх. Иегова Гедеонӑн ҫарне 300 ҫынна ҫити мӗнле чакарнине каласа пар.

  5. Гедеон 300 ҫар ҫыннине мӗнле йӗркелет тата Израиль ҫыннисем ҫапӑҫура мӗнле ҫӗнтереҫҫӗ?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Тӳресен 6:36—40 вуласа тух.

    1. Иеговӑн ирӗкне пӗлмешкӗн Гедеон мӗн тунӑ?

    2. Иеговӑн ирӗкне эпир паян мӗнле пӗлме пултаратпӑр? (Ытар. 2:3—6; Матф. 7:7—11; 2 Тим. 3:16, 17).

  2. Тӳресен 7:1—25 вуласа тух.

    1. Тимлӗ пулманнисемпе танлаштарсан, сыхӑ тӑракан 300 ҫар ҫыннинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? (Тӳресен 7:3, 6; Рим 13:11, 12; Еф. 5:15—17).

    2. Гедеон ҫине пӑхса ун пек тӑвакан 300 ҫар ҫынни евӗрлӗ, эпир те Аслӑ Гедеон, Иисус Христос, ҫине пӑхса ун пек мӗнле тума пултаратпӑр? (Тӳресен 7:17; Матф. 11:29, 30; 28:19, 20; 1 Пет. 2:21).

    3. Иеговӑн организацийӗнче пире панӑ ӗҫсемпе кӑмӑллӑ пулма Тӳресен 7:21-мӗш сӑвӑ йӗрки мӗнле пулӑшать? (1 Кор. 4:2; 12:14—18; Иак. 4:10).

  3. Тӳресен 8:1—3 вуласа тух.

    Пӗрле ӗненекен тӑванпа харкашу сиксе тухрӗ пулсан, Гедеон Ефрем ҫыннисемпе тавлашнине татса панинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? (Ытар. 15:1; Матф. 5:23, 24; Лука 9:48).

53-мӗш калав

Иеффай сӑмах пани

  1. Иеффай кам пулнине пӗлетӗн-и тата вӑл мӗнле вӑхӑтра пурӑннӑ?

  2. Иеффай Иеговӑна мӗн тесе сӑмах парать?

  3. Мӗншӗн Аммон ҫыннисене ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн киле таврӑннӑ чухне Иеффай питӗ хурланса ӳкет?

  4. Ашшӗ сӑмах пани ҫинчен пӗлсен, Иеффай хӗрӗ мӗн тесе калать?

  5. Мӗншӗн халӑх Иеффай хӗрне юратать?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Тӳресен 10:6—18 вуласа тух.

    Израиль халӑхӗ Иеговӑна шанчӑклӑ пулманни ҫинчен калакан пӗлтерӳре пирӗншӗн мӗнле асӑрхаттару пур? (Тӳресен 10:6, 15, 16; Рим 15:4; Апок. 2:10).

  2. Тӳресен 11:1—11, 29—40 вуласа тух.

    1. Хӗрне «пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳни» тени Иеффай хӑйӗн хӗрне вут-ҫулӑмра ҫунтарса янине пӗлтерменнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? (Тӳресен 11:31; Лев. 16:24; Сакк. аст. 18:10, 12).

    2. Иеффай хӑйӗн хӗрне парнене панӑ тени мӗне пӗлтерет?

    3. Иеффай Турра сӑмах пани ҫине мӗнле пӑхнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр? (Тӳресен 11:35, 39; Еккл. 5:4, 5; Матф. 16:24).

    4. Сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа туса пурӑнас енчен Иеффай хӗрӗнчен ҫамрӑк христиансем мӗнле лайӑх тӗслӗх илеҫҫӗ? (Тӳресен 11:36; Матф. 6:33; Флп. 3:8).

54-мӗш калав

Чи вӑйлӑ ҫын

  1. Ҫӗр ҫинче хӑҫан та пулин пурӑннӑ чи вӑйлӑ ҫыннӑн ятне пӗлетӗн-и тата ӑна ҫак вӑя кам панӑ?

  2. Пӗррехинче Самсон пысӑк арӑсланпа мӗн тунӑ? (Ӳкерчӗк ҫине пӑх.)

  3. Ӳкерчӗк ҫине пӑх. Самсон Далидана мӗнле вӑрттӑнлӑх ҫинчен каласа парать тата ҫакӑншӑн вӑл филистимсем патне тыткӑна мӗнле лекет?

  4. Хӑй вилнӗ кунне Самсон 3 000 Филистим ҫыннине мӗнле вӗлерет?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Тӳресен 13:1—14 вуласа тух.

    Манойпа унӑн арӑмӗ ачасене пӑхса ӳстерес енчен мӗнле лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ? (Тӳресен 13:8; Пс. 126:3; Еф. 6:4).

  2. Тӳресен 14:5—9 тата 15:9—16 вуласа тух.

    1. Самсон арӑслана вӗлерни, хӑйне ҫыхса пӑрахнӑ ҫӗнӗ вӗренсене татса пӑрахни тата ашакӑн янах шӑммипе 1 000 ҫынна вӗлерни ҫинчен калакан пӗлтерӳсенчен Иеговӑн святой сывлӑшӗ витӗм кӳни ҫинчен эпир мӗн пӗлетпӗр?

    2. Святой сывлӑш пире паян мӗнле пулӑшать? (Тӳресен 14:6; 15:14; Зах. 4:6; Апост. ӗҫ. 4:31).

  3. Тӳресен 16:18—31 вуласа тух.

    Самсона япӑх ҫынсем мӗнле витӗм кӳнӗ тата ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренетпӗр? (Тӳресен 16:18, 19; 1 Кор. 15:33).

55-мӗш калав

Пӗчӗк арҫын ача Турӑшӑн ӗҫлет

  1. Ӳкерчӗкри арҫын ача мӗн ятлӑ пулнине пӗлетӗн-и тата ун тавра камсем тӑраҫҫӗ?

  2. Пӗррехинче Анна Иегова чатӑрӗ патӗнче мӗн ҫинчен кӗлтӑвать тата Иегова ӑна мӗнле хуравлать?

  3. Иегова чатӑрӗ патне ӗҫлеме илсе килнӗ чухне Самуил миҫере пулнӑ тата унӑн амӑшӗ кашни ҫул мӗн тӑвать?

  4. Илия ывӑлӗсем мӗн ятлӑ пулнине пӗлетӗн-и тата вӗсем мӗнле ҫынсем?

  5. Пӗррехинче Иегова Самуила мӗнле чӗнет тата Вӑл ӑна мӗн калать?

  6. Ӳссе ҫитсен Самуил кам пулса тӑрать тата вӑл ватӑлса ҫитсен мӗн пулса тухать?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. 1 Самуил 1:1—28 вуласа тух.

    1. Турра чӑнлӑхпа пуҫҫапас енчен ертсе пырассине хӑй ҫине илнипе Елкана ҫемье пуҫӗсене мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ? (1 Сам. 1:3, 21; Матф. 6:33; Флп. 1:10).

    2. Анна йывӑр лару-тӑрура хӑйне мӗнле тытнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр? (1 Сам. 1:10, 11; Пс. 54:23; Рим 12:12).

  2. 1 Самуил 2:11—36 вуласа тух.

    Илия хӑйӗн ывӑлӗсене Иеговӑран ытларах чыслани ӑҫтан курӑнса тӑрать тата ҫакӑ пире мӗнле асӑрхаттарса тӑрать? (1 Сам. 2:22—24, 27, 29; Сакк. аст. 21:18—21; Матф. 10:36, 37).

  3. 1 Самуил 4:16—18 вуласа тух.

    Вӑрҫӑ хирӗнчен Илийӑна мӗнле тӑватӑ хуйхӑллӑ хыпар пӗлтернӗ тата ҫакӑн хыҫҫӑн унпа мӗн пулса тухнӑ?

  4. 1 Самуил 8:4—9 вуласа тух.

    Израиль халӑхӗ Иеговӑна мӗнле кӳрентернӗ тата эпир паян Турӑ Патшалӑхне чунтан парӑннине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? (1 Сам. 8:5, 7; Иоан. 17:16; Иак. 4:4).

56-мӗш калав

Саул — Израилӗн пӗрремӗш патши

  1. Ӳкерчӗк ҫине пӑх. Самуил мӗн тӑвать тата мӗншӗн?

  2. Мӗншӗн Иеговӑна Саул килӗшет тата вӑл мӗнле ҫын?

  3. Саул ывӑлӗ мӗн ятлӑ пулнине пӗлетӗн-и тата вӑл мӗн тӑвать?

  4. Мӗншӗн Саул Самуила кӗтсе илмесӗрех хӑех парне кӳрет?

  5. Саул ҫинчен калакан калавран эпир мӗне вӗренетпӗр?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. 1 Самуил 9:15—21 тата 10:17—27 вуласа тух.

    Хӑйӗн пирки ҫынсем хисеплемесӗр калаҫнӑ чухне Саула шухӑшламасӑр тӑвас ӗҫрен пӑрӑнма сӑпайлӑх мӗнле пулӑшнӑ? (1 Сам. 9:21; 10:21, 22, 27; Ытар. 17:27).

  2. 1 Самуил 13:5—14 вуласа тух.

    Саул Галгалра мӗнле ҫылӑх тунӑ? (1 Сам. 10:8; 13:8, 9, 13).

  3. 1 Самуил 15:1—35 вуласа тух.

    1. Агаг, Амалик патши, тӗлӗшӗнчен Саул мӗнле йывӑр ҫылӑх тунӑ? (1 Сам. 15:2, 3, 8, 9, 22).

    2. Саул хӑйне тӳрре кӑларма тата айӑпа ыттисем ҫине йӑвантарма мӗнле хӑтланса пӑхнӑ? (1 Сам. 15:24).

    3. Пире канаш панӑ чухне мӗнле асӑрхаттарӑва пирӗн асра тытмалла? (1 Сам. 15:19—21; Пс. 140:5; Ытар. 9:8, 9; 11:2).

57-мӗш калав

Турӑ Давида суйласа илет

  1. Ӳкерчӗкри ҫамрӑк мӗн ятлӑ пулнине пӗлетӗн-и тата вӑл питӗ хӑюллӑ пулнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

  2. Давид ӑҫта пурӑнать тата унӑн ашшӗпе аслашшӗ мӗн ятлӑ пулнине пӗлетӗн-и?

  3. Мӗншӗн Иегова Самуила Иессей килне Вифлеема ярать?

  4. Иессей Самуил патне хӑйӗн ывӑлӗсенчен ҫиччӗшне илсе пырсан, мӗн пулса иртет?

  5. Давида илсе пырсан, Иегова Самуила мӗн калать?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. 1 Самуил 17:34, 35 вуласа тух.

    Ҫак пулса иртнӗ ӗҫсем Давид хӑюллӑ пулнине тата Иегова ҫине шаннине мӗнле кӑтартса параҫҫӗ? (1 Сам. 17:37).

  2. 1 Самуил 16:1—14 вуласа тух.

    1. 1 Самуил 16:7-мӗш сӑвӑ йӗркинче ҫырса хунӑ Иеговӑн сӑмахӗсем ҫынсене камне кура уйӑрассинчен тата ҫипуҫ тӑрӑх хаклассинчен пӑрӑнма мӗнле пулӑшаҫҫӗ? (Апост. ӗҫ. 10:34, 35; 1 Тим. 2:4).

    2. Иегова ҫынран хӑйӗн святой сывлӑшне илсен пушӑ вырӑн усал сывлӑшпа, е ӑшри усал тӑвас кӑмӑл-шухӑшпа, тулма пултарни пирки Саул тӗслӗхӗ мӗнле кӑтартса парать? (1 Сам. 16:14; Матф. 12:43—45; Гал. 5:16).

58-мӗш калав

Давид тата Голиаф

  1. Голиаф Израиль ҫарне мӗн тума чӗнет?

  2. Голиаф мӗн ҫӳллӗш пулнине пӗлетӗн-и тата Саул Голиафа вӗлерекене мӗн пама сӑмах парать?

  3. Давид ҫамрӑк пулнӑран Голиафпа ҫапӑҫма пултараймасть тесе Саул каласан, Давид ӑна мӗн тесе хуравлать?

  4. Голиафа каланӑ сӑмахсенчен Давид Турра шанни мӗнле курӑнса тӑрать?

  5. Ӳкерчӗкре кӑтартнӑ тӑрӑх, Давид Голиафа мӗнпе усӑ курса вӗлерет тата ҫакӑн хыҫҫӑн филистимсемпе мӗн пулса тухать?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. 1 Самуил 17:1—54 вуласа тух.

    1. Мӗншӗн Давид пӗртте хӑраман тата эпир ун пек хӑюллӑ мӗнле пулма пултаратпӑр? (1 Сам. 17:37, 45; Еф. 6:10, 11).

    2. Мӗнле те пулин вӑйӑ вылянӑ чухне мӗншӗн христиансен Голиафра пулнӑ тупӑшас туйӑмран пӑрӑнма кирлӗ? (1 Сам. 17:8; Гал. 5:26; 1 Тим. 4:8).

    3. Давид сӑмахӗсем вӑл Турӑ пулӑшасса ӗненнине мӗнле кӑтартса параҫҫӗ? (1 Сам. 17:45—47; 2 Лет. 20:15).

    4. Ҫак пулса иртнӗ ӗҫ пӗр-пӗринпе икӗ ҫар ҫапӑҫнине кӑна мар, ҫавӑн пекех суя турӑсемпе чӑн Турӑ, Иегова, хушшинчи ҫапӑҫава мӗнле кӑтартса парать? (1 Сам. 17:43, 46, 47).

    5. Святой сывлӑшпа сӗрнӗ христиансенчен тӑрса юлнисем Давид пекех Иеговӑна мӗнле шанаҫҫӗ? (1 Сам. 17:37; Иер. 1:17—19; Апок. 12:17).

59-мӗш калав

Мӗншӗн Давидӑн тарма тивет

  1. Мӗншӗн Саул Давида кӗвӗҫет тата Ионафан Саултан мӗнпе уйрӑлса тӑрать?

  2. Пӗррехинче Давид Саулшӑн арфӑпа вылянӑ чухне мӗн пулса иртет?

  3. Давид Саул хӗрне Мелхолӑна качча иличчен Саул унран мӗн тума ыйтать тата мӗншӗн?

  4. Давид Саулшӑн арфӑпа выляса ларнӑ чухне виҫҫӗмӗш хут мӗн пулса иртет? (Ӳкерчӗк ҫине пӑх.)

  5. Мелхола Давида ҫӑлӑнма мӗнле пулӑшать тата Давидӑн ҫичӗ ҫул хушши мӗн тума тивет?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. 1 Самуил 18:1—30 вуласа тух.

    1. Ионафан Давида питӗ юратни «урӑх сурӑхсемпе» «пӗчӗк кӗтӳ» хушшинчи юратӑва мӗнле сӑнарласа панӑ? (1 Сам. 18:1; Иоан. 10:16; Лука 12:32; Зах. 8:23).

    2. Саул хыҫҫӑн Ионафан патшана лармалла пулнине шута илес пулсан, Ионафан суйласа илнӗ патшана ҫав тери пӑхӑнса тӑнине 1 Самуил 18:4-мӗш сӑвӑ йӗрки мӗнле кӑтартса парать?

    3. Кӗвӗҫни йывӑр ҫылӑх патне илсе пыма пултарнине Саул тӗслӗхӗ мӗнле кӑтартса парать тата ҫакӑ пире мӗнле асӑрхаттарса тӑрать? (1 Сам. 18:7—9, 25; Иак. 3:14—16).

  2. 1 Самуил 19:1—17 вуласа тух.

    Саула хирӗҫ тӑнӑ чухне Ионафан вилӗмле хӑрушлӑха лекнине пӑхмасӑрах хӑйӗн пурнӑҫне шеллеменнине мӗнле кӑтартнӑ? (1 Сам. 19:1, 4—6).

60-мӗш калав

Авигея тата Давид

  1. Ӳкерчӗк ҫине пӑх. Давида хирӗҫ пыракан хӗрарӑма мӗнле чӗнеҫҫӗ тата ҫак хӗрарӑм мӗнле ҫын пулнине пӗлетӗн-и?

  2. Навал кам пулнине пӗлетӗн-и?

  3. Мӗншӗн Давид Навалтан пулӑшу ыйтас тесе ун патне темиҫе ҫынна ярать?

  4. Давид ҫыннисене Навал мӗн калать тата Давид ҫакӑн ҫине мӗнле пӑхать?

  5. Авигея ӑслӑ хӗрарӑм пулнине мӗнле кӑтартать?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. 1 Самуил 22:1—4 вуласа тух.

    Эпир христианла тӑванлӑхра пулнӑ май пирӗн пӗр-пӗрне пулӑшмалли енчен Давид ҫемйи мӗнле питӗ лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ? (Ытар. 17:17; 1 Фес. 5:14).

  2. 1 Самуил 25:1—43 вуласа тух.

    1. Мӗншӗн Навал ҫинчен питӗ йӗрӗнсе каласа панӑ? (1 Сам. 25:2—5, 10, 14, 21, 25).

    2. Авигея тӗслӗхӗнчен арӑм-христиансем мӗне вӗренме пултараҫҫӗ? (1 Сам. 25:32, 33; Ытар. 31:26; Еф. 5:24).

    3. Авигея Давида мӗнле икӗ япӑх ӗҫрен тытса чарнӑ? (1 Сам. 25:31, 33; Рим 12:19; Еф. 4:26).

    4. Давид Авигейӑн сӑмахӗсене итлени арҫынсене хӗрарӑмсем ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхма мӗнле пулӑшать? (Апост. ӗҫ. 21:8, 9; Рим 2:11; 1 Пет. 3:7).

61-мӗш калав

Давида патшана лартни

  1. Саул ҫывӑрнӑ вӑхӑтра Давидпа Авесса мӗн тунӑ?

  2. Давид Саула мӗнле ыйтусем парать?

  3. Давид Саулпа сывпуллашнӑ хыҫҫӑн ӑҫта каять?

  4. Мӗн Давида питӗ хурлантарать, ҫавна пула вӑл хитре юрӑ хывать?

  5. Давид Хевронра патшана ларнӑ чухне миҫере пулнӑ тата унӑн хӑш-пӗр ывӑлӗсен ячӗсене пӗлетӗн-и?

  6. Каярахпа хӑш хулара Давид патша пулса ертсе пынӑ?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. 1 Самуил 26:1—25 вуласа тух.

    1. 1 Самуил 26:11-мӗш сӑвӑ йӗркинче ҫырса хунӑ Давид сӑмахӗсем вӑл теократи йӗрки ҫине мӗнле пӑхнине епле кӑтартса параҫҫӗ? (Пс. 36:7; Рим 13:2).

    2. Эпир чунтан парӑнса юратас тесе вӑй хунине ыттисем хакламан чухне 1 Самуил 26:23-мӗш сӑвӑ йӗркинчи Давид сӑмахӗсем тӗрӗс шухӑш-кӑмӑл тытса пыма мӗнле пире пулӑшаҫҫӗ? (1 Патш. 8:32; Пс. 17:21).

  2. 2 Самуил 1:26 вуласа тух.

    Давидпа Ионафан пӗр-пӗрне юратнӑ пек, христиансем «пӗр-пӗрне тӑрӑшса юратса пурӑнассине» мӗнле аталантарма пултараҫҫӗ? (1 Пет. 4:8; Кол. 3:14; 1 Иоан. 4:12).

  3. 2 Самуил 5:1—10 вуласа тух.

    1. Миҫе ҫул Давид патша пулса ертсе пынӑ тата вӑл патша пулса ертсе пынине мӗнле тапхӑрсем ҫине пайлама пулать? (2 Сам. 5:4, 5).

    2. Кама пула Давид асла тухнӑ тата мӗншӗн пирӗн ҫакна асра тытмалла? (2 Сам. 5:10; 1 Сам. 16:13; 1 Кор. 1:31; Флп. 4:13).

62-мӗш калав

Давид килӗнчи инкексем

  1. Иегова пулӑшнипе Ханаан ҫӗрӗ камсен пулса тӑрать?

  2. Пӗррехинче каҫхине Давид хӑйӗн кермен тӑррине хӑпарсан, мӗн пулса тухать?

  3. Мӗншӗн Иегова Давид ҫине хытӑ ҫилленет?

  4. Ӳкерчӗк ҫинче кӑтартнӑ тӑрӑх, Давида питлемешкӗн ун патне Иегова кама ярать тата ҫак ҫын каланӑ сӑмахсем тӑрӑх Давида малашне мӗн кӗтсе тӑрать?

  5. Давид мӗнле инкексем курать?

  6. Давид хыҫҫӑн патшана кам ларать?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. 2 Самуил 11:1—27 вуласа тух.

    1. Иеговӑшӑн пӗрмай сӑваплӑ ӗҫ туни мӗншӗн пире хӳтӗлет?

    2. Мӗншӗн Давид ҫылӑха кӗнӗ тата ҫакӑ Туррӑн ӗҫлекенӗсене мӗнле асӑрхаттарса тӑрать? (2 Сам. 11:2; Матф. 5:27—29; 1 Кор. 10:12; Иак. 1:14, 15).

  2. 2 Самуил 12:1—18 вуласа тух.

    1. Нафан Давида канаш мӗнле панинчен старейшинӑсемпе ашшӗ-амӑшӗсем мӗне вӗренме пултараҫҫӗ? (2 Сам. 12:1—4; Ытар. 12:18; Матф. 13:34)

    2. Мӗншӗн Иегова Давида хӗрхеннӗ? (2 Сам. 12:13; Пс. 31:5; 2 Кор. 7:9, 10).

63-мӗш калав

Соломон — ӑслӑ патша

  1. Иегова Соломонран мӗн ҫинчен ыйтать тата Соломон мӗн хуравлать?

  2. Соломон мӗн ҫинчен ыйтни кӑмӑла кайнӑшӑн Иегова ӑна мӗн пама сӑмах парать?

  3. Соломон патне икӗ хӗрарӑм мӗнле йывӑр ыйтӑва татса пама пыраҫҫӗ?

  4. Ҫак ыйтӑва Соломон мӗнле татса парать? (Ӳкерчӗк ҫине пӑх.)

  5. Соломон патша пулса ертсе пынӑ чухне ҫынсем мӗнле пурнӑҫпа пурӑнаҫҫӗ тата мӗншӗн?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. 1 Патшасен 3:3—28 вуласа тух.

    1. Турӑ организацинче яваплӑ тивӗҫсене шанса панӑ арҫынсем 1 Патшасен 3:7-мӗш сӑвӑ йӗркинче чун-чӗререн каланӑ Соломон сӑмахӗсенчен мӗне вӗренме пултараҫҫӗ? (Пс. 118:105; Ытар. 3:5, 6).

    2. Мӗн ҫинчен кӗлтумаллине Соломон кӗлтуни мӗнле питӗ лайӑх кӑтартса парать? (1 Патш. 3:9, 11; Ытар. 30:8, 9; 1 Иоан. 5:14).

    3. Соломон икӗ хӗрарӑм тавлашӑвне татса пани Аслӑ Соломон, Иисус Христос, пуласлӑхра патша пулса ертсе пырас тӗлӗшӗнчен пире мӗнле шанчӑк парса тӑрать? (1 Патш. 3:28; Ис. 9:6, 7; 11:2—4).

  2. 1 Патшасен 4:29—34 вуласа тух.

    1. Соломон ӑслӑ-тӑнлӑ чӗре пар тесе ыйтни ҫине Иегова мӗнле хуравланӑ? (1 Патш. 4:29).

    2. Соломон ӑслӑлӑхне итлеме килес тесе ҫынсем мӗн чухлӗ вӑй хунине шута илсен, Турӑ Сӑмахне вӗренесси ҫине вара пирӗн мӗнле пӑхмалла? (1 Патш. 4:29, 34; Иоан. 17:3; 2 Тим. 3:16).

64-мӗш калав

Соломон храм тӑвать

  1. Соломон храма мӗн чухлӗ вӑхӑт хушши тӑвать тата мӗншӗн ӑна тума питӗ нумай укҫа-тенкӗ кирлӗ пулать?

  2. Храмра миҫе тӗп пӳлӗм тата аякри пӳлӗме мӗн хунӑ?

  3. Храма туса пӗтерсен, Соломон кӗлӗре мӗнле сӑмахсем калать?

  4. Иегова Соломон кӗлтунине кӑмӑлланине мӗнле кӑтартать?

  5. Арӑмӗсем Соломона мӗн тума ҫавӑрса яраҫҫӗ тата Соломонпа мӗн пулса тухать?

  6. Мӗншӗн Иегова Соломон ҫине ҫилленет тата Иегова ӑна мӗн калать?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. 1 Летопись 28:9, 10 вуласа тух.

    1 Летопись 28:9, 10-мӗш сӑвӑ йӗркисенче Давид каланӑ сӑмахсене шута илсен, пирӗн хамӑрӑн кулленхи пурнӑҫра мӗн тума тӑрӑшмалла? (Пс. 18:15; Флп. 4:8, 9).

  2. 2 Летопись 6:12—21, 32—42 вуласа тух.

    1. Ҫынсем туса лартнӑ нимле ҫурт-йӗр те Ҫӳлти Турра вырнаҫтарма пултарайманнине Соломон мӗнле кӑтартса панӑ? (2 Лет. 6:18; Апост. ӗҫ. 17:24, 25).

    2. 2 Летопись 6:32, 33-мӗш сӑвӑ йӗркисенче ҫырса хунӑ Соломон сӑмахӗсенчен эпир Иегова ҫинчен мӗн пӗлетпӗр? (Апост. ӗҫ. 10:34, 35; Гал. 2:6).

  3. 2 Летопись 7:1—5 вуласа тух.

    Иеговӑн мухтавлӑхне курни Израиль халӑхне Турра мухтама хавхалантарнӑ пек, Иегова халӗ хӑйӗн халӑхне пиллени ҫинчен шухӑшлани пире мӗн тума хавхалантармалла? (2 Лет. 7:3; Пс. 21:23; 33:2; 95:2).

  4. 1 Патшасен 11:9—13 вуласа тух.

    Ӗмӗр тӑршшӗпе шанчӑклӑ тӑрса юлмаллине Соломон пурнӑҫӗ мӗнле кӑтартса парать? (1 Патш. 11:4, 9; Матф. 10:22; Апок. 2:10).

65-мӗш калав

Патшалӑх пайланса кайнӑ

  1. Ӳкерчӗк ҫинчи икӗ арҫын мӗн ятлине тата вӗсем камсем пулнине пӗлетӗн-и?

  2. Ахия хӑйӗн халачӗпе мӗн тӑвать тата ҫакӑ мӗне пӗлтерет?

  3. Соломон Иеровоампа мӗн тӑвасшӑн пулать?

  4. Мӗншӗн халӑх 10 йӑхӑн патши пулма Иеровоама суйласа лартать?

  5. Мӗншӗн Иеровоам ылтӑнран икӗ пӑру туса лартать тата ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитерет?

  6. Икӗ йӑхран тӑракан патшалӑхпа тата Иерусалимри хрампа мӗн пулса тухать?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. 1 Патшасен 11:26—43 вуласа тух.

    Иеровоам мӗнле ҫын пулнӑ тата вӑл Туррӑн законӗсене тытса пырсан, Иегова уншӑн мӗн тума сӑмах панӑ? (1 Патш. 11:28, 38).

  2. 1 Патшасен 12:1—33 вуласа тух.

    1. Ровоам хӑйӗн влаҫӗпе иртӗхнинчен ашшӗ-амӑшӗсемпе старейшинӑсем мӗне вӗренме пултараҫҫӗ? (1 Патш. 12:13; 1 Пет. 5:2, 3).

    2. Мӗн те пулин тума шут тытнӑ чухне ҫамрӑксен камран канаш ыйтмалла? (1 Патш. 12:6, 7; Ытар. 1:8, 9; 2 Тим. 3:16, 17; Евр. 13:7).

    3. Мӗншӗн Иеровоам ылтӑн пӑрусене пуҫҫапмалли икӗ тӗп вырӑн туса лартнӑ тата вӑл Иеговӑна сахал ӗненнине ҫакӑ мӗнле кӑтартса тӑнӑ? (1 Патш. 11:37; 12:26—28).

    4. Вунӑ йӑхран тӑракан патшалӑхра Турра чӑнлӑхпа пуҫҫапассине хирӗҫ пӑлхав ҫӗклеме кам ертсе пынӑ? (1 Патш. 12:32, 33).

66-мӗш калав

Иезавель — усал хӗрарӑм патша

  1. Иезавель кам пулнине пӗлетӗн-и?

  2. Мӗншӗн пӗррехинче Ахав питӗ кӳренет?

  3. Упӑшки Навуфейӑн иҫӗм ҫырли пахчине илме пултартӑр тесе Иезавель мӗн тӑвать?

  4. Иезавеле наказани памашкӑн Иегова кама ярать?

  5. Ииуй Иезавель керменӗ патне пырса ҫитсен, мӗн пулса тухать? (Ӳкерчӗк ҫине пӑх.)

Хушса панӑ ыйтусем

  1. 1 Патшасен 16:29—33 тата 18:3, 4 вуласа тух.

    Ахав патшара ларнӑ вӑхӑтра лару-тӑру мӗн тери япӑх пулнӑ? (1 Патш. 16:33).

  2. 1 Патшасен 21:1—16 вуласа тух.

    1. Навуфей хӑюлӑх тата Иеговӑна чунтан парӑннине мӗнле кӑтартнӑ? (1 Патш. 21:1—3; Лев. 25:23—28).

    2. Кӳренсе ҫӳреме кирлӗ марри пирки эпир Ахавран мӗне вӗренме пултаратпӑр? (1 Патш. 21:4; Рим 5:3—5).

  3. 2 Патшасен 9:30—37 вуласа тух.

    Ииуй Иегова ирӗкне хастаррӑн тунинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? (2 Патш. 9:4—10; 2 Кор. 9:1, 2; 2 Тим. 4:2).

67-мӗш калав

Иосафат Иеговӑна шанса тӑрать?

  1. Иосафат кам пулнине пӗлетӗн-и тата вӑл хӑш вӑхӑтра пурӑнать?

  2. Мӗншӗн Израиль халӑхӗ хӑраса ӳкет тата вӗсенчен нумайӑшӗ мӗн тӑваҫҫӗ?

  3. Иосафат кӗлтуни ҫине Иегова мӗнле хуравланӑ?

  4. Израиль ҫыннисем ҫапӑҫу вырӑнӗ патне ҫитичченех Иегова мӗн тӑвать?

  5. Иосафатран эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. 2 Летопись 20:1—30 вуласа тух.

    1. Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем хӑрушӑ лару-тӑрӑва лексен мӗн тумаллине Иосафат мӗнле кӑтартса панӑ? (2 Лет. 20:12; Пс. 24:15; 61:2).

    2. Иегова хӑйӗн халӑхӗпе яланах ҫыхӑну тытса тӑнӑ пулсан, хальхи вӑхӑтра вӑл мӗнле майпа ҫыхӑну тытса тӑрать? (2 Лет. 20:14, 15; Матф. 24:45—47; Иоан. 15:15).

    3. «Пурне те тытса тӑракан Туррӑн аслӑ кунӗнчи вӑрҫа» Турӑ пуҫласа ярсан, Иосафат вӑхӑтӗнчи лару-тӑрупа пирӗн лару-тӑру хушшинче мӗнле пӗрпеклӗх пулӗ? (2 Лет. 20:15, 17; 32:8; Апок. 16:14, 16).

    4. Левитсенчен тӗслӗх илсе пионерсемпе миссионерсем пӗтӗм тӗнчипе ырӑ хыпар сарас ӗҫе аталанма мӗнле пулӑшса тӑраҫҫӗ? (2 Лет. 20:19, 21; Рим 10:13—15; 2 Тим. 4:2).

68-мӗш калав

Икӗ арҫын ача чӗрӗлсе тӑни

  1. Ӳкерчӗк ҫинче кама куратӑн тата арҫын ачапа мӗн пулса иртет?

  2. Илия арҫын ача пирки мӗн каласа кӗлтӑвать тата ун хыҫҫӑн мӗн пулса иртет?

  3. Илия пророка пулӑшакан тепӗр пророкӑн ятне пӗлетӗн-и?

  4. Мӗншӗн Елисея Сонамра пурӑнакан хӗрарӑм килне пыма чӗнеҫҫӗ?

  5. Елисей мӗн тӑвать тата вилнӗ пӗчӗк ачапа мӗн пулса иртет?

  6. Иеговӑн мӗн тума вӑй пур, ҫак вӑя вӑл Илийпа Елисей урлӑ мӗнле кӑтартнӑ?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. 1 Патшасен 17:8—24 вуласа тух.

    1. Илия Турра пӑхӑнса пурӑнни тата ӗненни мӗнле тӗрӗсленнӗ? (1 Патш. 17:9; 19:1—4, 10).

    2. Мӗншӗн Сарептӑри тӑлӑх хӗрарӑм пирки Турра хытӑ ӗненнӗ тесе калама пулать?(1 Патш. 17:12—16; Лука 4:25, 26).

    3. Сарептӑри тӑлӑх хӗрарӑмпа пулса иртни Матфей 10:41, 42-мӗш сӑвӑ йӗркисенчи Иисусӑн сӑмахӗсене мӗнле ҫирӗплетсе парать?(1 Патш. 17:10—12, 17, 23, 24).

  2. 2 Патшасен 4:8—37 вуласа тух.

    1. Хӑналама юратас тӗлӗшӗнчен Сонам хӗрарӑмӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? (2 Патш. 4:8; Лука 6:38; Рим 12:13; 1 Иоан. 3:17 ).

    2. Туррӑн ӗҫлекенӗсемшӗн паян эпир ырӑ ӗҫсем мӗнле тума пултаратпӑр? (Апост. ӗҫ. 20:35; 28:1, 2; Гал. 6:9, 10; Евр. 6:10).

69-мӗш калав

Хӗрача пысӑк пуҫлӑха пулӑшать

  1. Ӳкерчӗкре кӑтартнӑ хӗрача хӗрарӑма мӗн ҫинчен каласа парать?

  2. Ҫак хӗрарӑм кам пулнине пӗлетӗн-и тата хӗрача ун килӗнче мӗн тӑвать?

  3. Елисей хӑйӗн тарҫи урлӑ Неемана мӗн калать тата мӗншӗн Нееман питӗ тарӑхса каять?

  4. Нееман хӑйӗн тарҫисене итлесен, мӗн пулса тухать?

  5. Елисей мӗншӗн Нееманран парне илмест, анчах Гиезий мӗн тӑвать?

  6. Гиезийпе мӗн пулса тухать тата эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренме пултаратпӑр?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. 2 Патшасен 5:1—27 вуласа тух.

    1. Пӗчӗк хӗрача кӑтартнӑ тӗслӗх паян ҫамрӑксене мӗнле хавхалантарса тӑрать? (2 Патш. 5:3; Пс. 8:3; 148:12, 13).

    2. Пире Библи тӑрӑх канаш панӑ чухне мӗншӗн пирӗн Нееман тӗслӗхне аса илес пулать? (2 Патш. 5:15; Евр. 12:5, 6; Иак. 4:6).

    3. Елисей кӑтартнӑ тӗслӗхпе Гиезий тӗслӗхне танлаштарса пӑхсан, эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? (2 Патш. 5:9, 10, 14—16, 20 ; Матф. 10:8; Апост. ӗҫ. 5:1—5; 2 Кор. 2:17).

70-мӗш калав

Иона тата пысӑк пулӑ

  1. Иона кам пулнине пӗлетӗн-и тата ӑна Иегова мӗн тума хушать?

  2. Иегова кайма хушнӑ ҫӗре каяс килменнипе Иона мӗн тӑвать?

  3. Тинӗсри ҫил-тӑвӑл лӑплантӑр тесе Иона моряксене мӗн тума сӗнет?

  4. Шыва анса кайсан Ионӑпа мӗн пулса тухать? (Ӳкерчӗке пӑх.)

  5. Иона пысӑк пулӑ хырӑмӗнче мӗн вӑхӑт хушши пурӑнать тата вӑл унта мӗн тӑвать?

  6. Ҫӗр ҫине лексен Иона мӗн тӑвать тата эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренме пултаратпӑр?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Иона 1:1—17 вуласа тух.

    Ниневия ҫыннисене вӗрентсе ҫӳрес ӗҫ ҫине Иона мӗнле пӑхнӑ? (Иона 1:2, 3; Ытар. 3:7; Еккл. 8:12).

  2. Иона 2:1, 2, 10 вуласа тух.

    Иегова пирӗн кӗлӗсене итлет тесе ӗненме Ионӑпа пулса иртни пире мӗнле шантарать? (Пс. 21:25; 33:7; 1 Иоан. 5:14).

  3. Иона 3:1—10 вуласа тух.

    1. Малтан хушса панӑ ӗҫе Ионӑн тӑвас килмен пулин те Иегова унпа усӑ курма пӑрахман, ҫакӑ пире мӗнле хавхалантарать? (Пс. 102:14; 1 Пет. 5:10).

    2. Ионӑпа Ниневире мӗн пулса тухни хамӑр патра пурӑнакан ҫынсем пирки япӑххине малтанах шутласа хума кирлӗ маррине мӗнле вӗрентет? (Иона 3:6—9; Еккл. 11:6; Апост. ӗҫ. 13:48).

71-мӗш калав

Турӑ рай пулать тесе сӑмах парать

  1. Исаия кам пулнине пӗлетӗн-и, вӑл хӑш вӑхӑтра пурӑннӑ тата Иегова ӑна мӗн кӑтартнӑ?

  2. «Рай» текен сӑмах мӗне пӗлтерет тата сана ҫак сӑмах мӗн ҫинчен аса илтерет?

  3. Иегова Исаийӑна пулас ҫӗнӗ рай ҫинчен мӗн ҫырса хума хушнӑ?

  4. Адампа Ева хӑйсен илемлӗ килӗсӗр мӗнле тӑрса юлнӑ?

  5. Хӑйне юратакансем валли Иегова мӗн тума сӑмах парать?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Исаия 11:6—9 вуласа тух.

    1. Ҫӗнӗ тӗнчере ҫынсемпе чӗрчунсем хушшинче мир пулассине Турӑ Сӑмахӗ мӗнле ҫырса кӑтартать? (Пс. 148:10, 13; Ис. 65:25; Иез. 34:25).

    2. Исаия сӑмахӗсем паян Турӑ халӑхӗ хушшинче мӗнле пурнӑҫланса пыраҫҫӗ? (Рим 12:2; Еф. 4:23, 24).

    3. Ҫынсемпе паян тата ҫӗнӗ тӗнчере пулса иртекен улшӑнусемшӗн кама чысламалла? (Ис. 48:17, 18; Гал. 5:22, 23; Флп. 4:7).

  2. Апокалипсис 21: 3, 4 вуласа тух.

    1. Турӑ ҫынсемпе пӗрле ҫӗр ҫинче пурӑнать тени вӑл тӳррӗн каланине мар, сӑнарласа каланине пӗлтерет тесе Библи мӗнле кӑтартса парать? (Лев. 26:11, 12; 2 Лет. 6:18; Ис. 66:1; Апок. 21:2, 3, 22—24).

    2. Мӗн пирки куҫҫуль тӑкасси тата ыратасси пулмӗ? (Лука 8:49—52; Рим 8:21, 22; Апок. 21:4).

72-мӗш калав

Турӑ Езекия патшана пулӑшать

  1. Ӳкерчӗкри арҫын кам пулнине пӗлетӗн-и тата мӗншӗн вӑл пысӑк инкеке лекет?

  2. Езекия Турӑ умне мӗнле ҫырусем сарса хунӑ тата Езекия мӗн ҫинчен кӗлтӑвать?

  3. Езекия мӗнле патша пулнӑ тата Исаия пророк урлӑ Иегова ӑна мӗнле хыпар пӗлтерет?

  4. Ӳкерчӗк ҫинче кӑтартнӑ пек, Иеговӑн ангелӗ Ассири салтакӗсемпе мӗн тӑвать?

  5. Икӗ йӑхран тӑракан патшалӑх пӗр вӑхӑт хушши мирлӗ пурӑнать пулин те, Езекия вилнӗ хыҫҫӑн мӗн пулса тухать?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. 2 Патшасен 18:1—36 вуласа тух.

    1. Ассири ҫыннисем янӑ Рабсак Израиль ҫыннисен ӗненӗвне мӗнле хавшатасшӑн пулнӑ? (2 Патш. 18:19, 21; Тух. 5:2; Пс. 63:4).

    2. Хирӗҫ тӑракансемпе тӗл пулнӑ чухне Иегова Свидетелӗсем Езекия тӗслӗхне шута илсе хӑйсене мӗнле тытаҫҫӗ? ((2 Патш. 18:36; Пс. 38:2; Ытар. 26:4; 2 Тим. 2:24).

  2. 2 Патшасен 19:1—37 вуласа тух.

    1. Йывӑр вӑхӑтра Иеговӑн халӑхӗ паян хӑйне Езекия пек мӗнле тытать? (2 Патш. 19:1, 2; Ытар. 3:5, 6; Евр. 10:24, 25; Иак. 5:14, 15).

    2. Сеннахирим патшана мӗнле виҫӗ хутчен ҫӗнтернӗ тата вӑл пророкла каланисенче камӑн сӑнарӗ пулать? (2 Патш. 19:32, 35, 37; Апок. 20:2, 3).

  3. 2 Патшасен 21:1—6, 16 вуласа тух.

    Иерусалимри патшасене илес пулсан, мӗншӗн Манассия пирки чи япӑх патша тесе калама пулать? (2 Лет. 33:4—6, 9).

73-мӗш калав

Израилӗн юлашки лайӑх патши

  1. Иосия миҫере патшана ларать тата патшана ларнӑранпа ҫичӗ ҫул иртсен вӑл мӗн тума пуҫлать?

  2. Пӗрремӗш ӳкерчӗк ҫине пӑх. Иосия мӗн тӑвать?

  3. Храма юсанӑ чухне чи аслӑ священник мӗн тупать?

  4. Мӗншӗн Иосия хӑй ҫинчи тумтирне ҫурса пӑрахать?

  5. Олдана хӗрарӑм пророк Иосийӑна Иеговӑран мӗнле хыпар пӗлтерет?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. 2 Летопись 34:1—28 вуласа тух.

    1. Камӑн ачалӑх йывӑр пулнӑ, ҫавсем Иосия тӗслӗхӗнчен мӗне вӗренеҫҫӗ? (2 Лет. 33:21—25; 34:1, 2; Пс. 26:10).

    2. Чӑнлӑхпа Турра пуҫҫапассине мала хурас тесе патшана ларсан 8-мӗш, 12-мӗш тата 18-мӗш ҫулӗсенче Иосия мӗнле кирлӗ утӑмсем тунӑ? (2 Лет. 34:3, 8).

    3. Иосия патшапа чи аслӑ священник Хелкия тӗслӗхӗсенчен Турра пуҫҫапмалли вырӑна кирлӗ пек тытса тӑрас тӗлӗшрен мӗне вӗренме пултаратпӑр? (2 Лет. 34:9—13; Ытар. 11:14; 1 Кор. 10:31).

74-мӗш калав

Хӑраман ҫын

  1. Ӳкерчӗк ҫинчи ҫамрӑк ҫын кам пулнине пӗлетӗн-и?

  2. Турӑ Иеремийӑна хӑйӗн пророкӗ пулма хушсан, вӑл ҫак ӗҫ ҫинчен мӗнле шухӑшлать тата ӑна Иегова мӗн калать?

  3. Иеремия пӗр вӗҫӗмсӗр халӑха мӗнле хыпар пӗлтерсе тӑрать?

  4. Священниксем Иеремийӑна мӗнле чарма тӑрӑшаҫҫӗ, анчах вӑл хӑй хӑраманнине мӗнле кӑтартать?

  5. Хӑйсен усал ӗҫӗсене тума пӑрахманнишӗн Израиль халӑхӗпе мӗн пулса тухать?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Иеремия 1:1—8 вуласа тух.

    1. Иегова умӗнче юрӑхлӑ ӗҫлекен пуласси мӗнрен килнине Иеремия тӗслӗхӗ мӗнле кӑтартса парать? (2 Кор. 3:5, 6 ).

    2. Иеремия тӗслӗхӗ ҫамрӑк христиансене паян мӗн тума хавхалантарать? (Еккл. 12:1; 1 Тим. 4:12)

  2. Иеремия 10:1—5 вуласа тух.

    Йӗрӗхсем ҫине шанни усӑсӑр пулнине кӑтартас тесе Иеремия мӗнле тӗслӗхпе усӑ курать? (Иер. 10:5; Ис. 46:7; Авв. 2:19).

  3. Иеремия 26:1—16 вуласа тух.

    1. Пӗлӗтре пурӑнма шанчӑк пур христиансем паян хыпар каласа асӑрхаттарнӑ чухне Иегова Иеремийӑна пӗр сӑмахне те кӑларса ан пӑрах тесе хушнине мӗнле тытса пыраҫҫӗ? (Иер. 26:2; Сакк. аст. 4:2; Апост. ӗҫ. 20:27).

    2. Иегова асӑрхаттарса калани ҫинчен халӑхсене пӗлтерес енчен Иеремия Иегова Свидетелӗсене мӗнле питӗ лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ? (Иер. 26:8, 12, 14, 15; 2 Тим. 4:1—5).

  4. 2 Патшасен 24:1—17 вуласа тух.

    Иуда Иеговӑна шанчӑклӑ пулманни мӗнле йывӑрлӑхсем патне илсе ҫитернӗ? (2 Патш. 24:2—4, 14).

75-мӗш калав

Тӑватӑ ҫамрӑк Вавилонра

  1. Ӳкерчӗкри тӑватӑ ҫамрӑк камсем пулнине пӗлетӗн-и тата Вавилона вӗсем мӗнле лекнӗ?

  2. Навуходоносор ҫак тӑватӑ ҫамрӑк пирки мӗн шутласа хунӑ тата вӑл хӑйӗн тарҫисене мӗн тума хушать?

  3. Даниилпа унӑн виҫӗ тусӗ ҫиме тата ӗҫме мӗн ыйтаҫҫӗ?

  4. Вунӑ кун пахча-ҫимӗҫ ҫинӗ хыҫҫӑн ытти ҫамрӑксемпе танлаштарсан Даниилпа унӑн виҫӗ тусӗ сӑн-питрен мӗнле курӑнса тӑнӑ?

  5. Даниилпа унӑн виҫӗ тусӗ патша керменне мӗнле лекеҫҫӗ тата вӗсем патшан священникӗсемпе ӑслӑ ҫыннисенчен хӑш енчен лайӑхрах?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Даниил 1:1—21 вуласа тух.

    1. Илӗртӳсене хирӗҫ тӑрас тата ҫитменлӗхсене ҫӗнтерес тесен пирӗн мӗн тумалла? (Дан. 1:8; Пулт. 39:7, 10; Гал. 6:9).

    2. Хӑш-пӗрисем «тутлӑ» тесе шутлакан япаласене «тутанса пӑхчӑр» тесе ҫамрӑксене паян мӗнле илӗртме тата хистеме пултараҫҫӗ (Дан. 1:8; Ытар. 20:1; 2 Кор. 6:17—7:1).

    3. Библире тӑватӑ еврей ҫамрӑкӗ ҫинчен каласа пани ҫак тӗнчери шкулсенче пӗлӳ илесси пирки мӗн ӑнланма пулӑшать? (Дан. 1:20; Ис. 54:13; 1 Кор. 3:18—20).

76-мӗш калав

Иерусалима аркатса тӑкни

  1. Иерусалимпа тата Израиль ҫыннисемпе мӗн пулса тухать? (Ӳкерчӗк ҫине пӑх.)

  2. Иезекииль кам пулнине пӗлетӗн-и тата Иегова ӑна мӗнле йӗрӗнмелли ирсӗр ӗҫсем кӑтартать?

  3. Израиль халӑхӗ Иеговӑна ним вырӑнне хуманнишӗн Вӑл вӗсене хирӗҫ мӗн тума сӑмах парать?

  4. Израиль ҫыннисем Навуходоносор патшана хирӗҫ пӑлхав ҫӗклесен, вӑл мӗн тӑвать?

  5. Мӗншӗн Иегова Израиль ҫыннисемпе ҫакӑн пек хӑрушӑ инкек пулса тухма панӑ?

  6. Мӗнле майпа Израиль ҫӗрӗнче пӗр ҫын та тӑрса юлман тата ҫакӑ хӑҫанччен тӑсӑлать?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. 2 Патшасен 25:1—26 вуласа тух.

    1. Седекия кам пулнине пӗлетӗн-и, унпа мӗн пулса тухнӑ тата ҫакӑнпа пророкла калани мӗнле пурнӑҫланнӑ? (2 Патш. 25:5—7; Иез. 12:13—15).

    2. Израиль шанчӑклӑ пулманнишӗн камӑн явап тытмалла тесе шутланӑ Иегова? (2 Патш. 25:9, 11, 12, 18, 19; 2 Лет. 36:14, 17).

  2. Иезекииль 8:118 вуласа тух.

    Мӗншӗн христиан чиркӗвӗсем пирки хӗвеле пуҫҫапакан чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ Израиль ҫыннисем евӗрлӗ теме пулать? (Иез. 8:16; Ис. 5:20, 21; Иоан. 3:19—21; 2 Тим. 4:3).

77-мӗш калав

Вӗсем ним тусан та пуҫҫапмаҫҫӗ

  1. Навуходоносор патша халӑха мӗн тума хушать?

  2. Мӗншӗн Даниилӑн виҫӗ тусӗ ылтӑн йӗрӗхе пуҫҫапмаҫҫӗ?

  3. Навуходоносор вӗсене пуҫҫапма юлашки хут май парсан, виҫӗ ҫамрӑк Иеговӑна шаннине мӗнле кӑтартнӑ?

  4. Навуходоносор хӑйӗн ҫыннисене Седрахпа, Мисахпа тата Авденагӑпа мӗн тума хушать?

  5. Кӑмака ӑшнелле пӑхсан, Навуходоносор мӗн курать?

  6. Мӗншӗн патша Седрах, Мисах тата Авденаго Туррине мухтать тата ҫак виҫӗ ҫамрӑк пире мӗнле тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Даниил 3:1—30 вуласа тух.

    1. Йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне Турӑ умӗнче айӑпсӑр тӑрса юлас тесе Туррӑн ӗҫлекенӗсен пурин те виҫӗ ҫамрӑк кӑтартнӑ пек мӗнле шухӑш-кӑмӑл тытмалла? (Дан. 3:17, 18; Матф. 10:28; Рим 14:7, 8).

    2. Иегова Турӑ Навуходоносора мӗн пирки ӑса вӗрентнӗ? (Дан. 3:28, 29; 4:34, 35).

78-мӗш калав

Алӑ стена ҫине ҫырать

  1. Вавилон патши тунӑ пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗре хӑнасем Иерусалимри Иегова храмӗнчен илсе килнӗ савӑт-сапаран ӗҫнӗ чухне мӗн пулса иртет?

  2. Валтасар ӑслӑ ҫынсене мӗн калать, анчах вӗсем мӗн тума пултараймаҫҫӗ?

  3. Патша амӑшӗ мӗн тума сӗнет?

  4. Даниил ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, мӗншӗн Турӑ хушнипе алӑ ҫак сӑмахсене стена ҫине ҫырса хунӑ?

  5. Стена ҫине ҫырса хунӑ сӑмахсене Даниил мӗнле ӑнлантарса парать?

  6. Даниил калаҫнӑ вӑхӑтра мӗн пулса тухать?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Даниил 5:1—31 вуласа тух.

    1. Турӑран хӑранипе стена ҫинче ҫырнине курсан Валтасар хӑраса ӳкни хушшинчи уйрӑмлӑха кӑтартса пар (Дан. 5:6, 7; Пс. 18:10; Рим 8:35—39).

    2. Валтасарпа унӑн чаплӑ ҫыннисем умӗнче сӑмах каланӑ чухне мӗншӗн Даниилӑн питӗ хӑюллӑ пулмалла пулнӑ? (Дан. 5:17, 18, 22, 26—28; Апост. ӗҫ. 4:29, 30).

    3. Даниил кӗнекин 5-мӗш сыпӑкӗнче Иеговӑн аслӑ влаҫне мӗнле палӑртнӑ? (Дан. 4:14, 22; 5:21).

79-мӗш калав

Даниил арӑслансемпе шӑтӑкра

  1. Дарий кам пулнине пӗлетӗн-и тата вӑл хӑйне Даниилпа мӗнле тытнӑ?

  2. Кӗвӗҫекен ҫынсем сӗннипе Дарий мӗн тӑвать?

  3. Ҫӗнӗ закон ҫинчен пӗлсен Даниил мӗн тӑвать?

  4. Мӗншӗн Дарий ҫывӑрайми пуличченех кулянать тата ир-ирех вӑл мӗн тӑвать?

  5. Даниил Дарие мӗн хуравлать?

  6. Даниила вӗлересшӗн пулнӑ усал ҫынсемпе мӗн пулса тухать тата Дарий хӑйӗн патшалӑхӗнче пурӑнакан ҫынсем патне мӗн ҫырса ярать?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Даниил 6:1—28 вуласа тух.

    1. Даниила хирӗҫ каварлӑ ӗҫ туни хальхи вӑхӑтра Иегова Свидетелӗсен ӗҫне чарса лартма хӑтланакансене мӗнле аса илтерет? (Дан. 6:7; Ис. 10:1; Рим 8:31).

    2. Туррӑн ӗҫлекенӗсем «аслӑ пуҫлӑхсене» пӑхӑнса пурӑнас енчен Даниилран мӗнле тӗслӗх илме пултараҫҫӗ? (Дан. 6:5, 10; Рим 13:1; Апост. ӗҫ. 5:29).

    3. Иеговӑшӑн пӗрмай ӗҫлес енчен эпир Даниилран мӗне вӗренме пултаратпӑр? (Дан. 6:16, 20; Флп. 3:16; Апок. 7:15).

80-мӗш калав

Турӑ халӑхӗ Вавилонран тухса каять

  1. Ӳкерчӗкре кӑтартнӑ тӑрӑх, Израиль ҫыннисем мӗн тӑваҫҫӗ?

  2. Иегова Исаия урлӑ пророкла каланине Кир мӗнле пурнӑҫланӑ?

  3. Иерусалима таврӑнма пултарайман Израиль ҫыннисене Кир мӗн тума хушать?

  4. Иерусалима таврӑнакансене Кир мӗн парса ярать?

  5. Иерусалима таврӑнма Израиль ҫыннисене мӗн чухлӗ вӑхӑт кирлӗ пулнӑ?

  6. Ҫӗршыв пушанса юлнӑранпа миҫе ҫул иртет?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Исаия 44:28 тата 45:1—4 вуласа тух.

    1. Кир пирки пророкла калани пурпӗрех пурнӑҫланать тесе Иегова мӗнле палӑртнӑ? (Ис. 55:10, 11; Рим 4:17).

    2. Кир пирки пророкла каланинчен Иегова малашне мӗн пулассине малтанах каласа хума пултарни ҫинчен мӗн пӗлме пулать? (Ис. 42:9; 45:21; 46:10, 11; 2 Пет. 1:20).

  2. Ездра 1:1—11 вуласа тух.

    Иерусалима таврӑнма май пулманнисен тӗслӗхне кура эпир пионерсене, Вефильте ӗҫлекенсене, ҫулҫӳрен надзирательсене мӗнле пулӑшма пултаратпӑр? (Езд. 1:4, 6; Рим 12:13; Кол. 4:12).

81-мӗш калав

Турӑ пулӑшасса шаннӑ

  1. Вавилонран Иерусалима кайма вӑрӑм ҫула мӗн чухлӗн тухнӑ тата унта ҫитсен, вӗсем мӗн кураҫҫӗ?

  2. Израиль ҫыннисем ҫитсенех мӗн тума пуҫлаҫҫӗ, анчах тӑшмансем мӗн тума тӑрӑшаҫҫӗ?

  3. Аггейпа Захария камсем пулнине пӗлетӗн-и тата вӗсем халӑха мӗн тума чӗнеҫҫӗ?

  4. Мӗншӗн Фафнай Вавилона ҫыру ярать тата ҫав ҫыру ҫине мӗнле хуравлаҫҫӗ?

  5. Туррӑн храмне юсама кирли ҫинчен илтсен, Ездра мӗн тӑвать?

  6. Ӳкерчӗк ҫине пӑх. Ездра мӗн пирки кӗлтӑвать, Иегова вӑл ыйтни ҫине мӗнле хуравлать тата эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренме пултаратпӑр?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Ездра 3:1—13 вуласа тух.

    Пухусем ҫук ҫӗрте пурӑнма тиврӗ пулсан, пирӗн мӗн тума чарӑнмалла мар? (Езд. 3:3, 6; Апост. ӗҫ. 17:16, 17; Евр. 13:15).

  2. Ездра 4:1—7 вуласа тух.

    Тӗнсем хушшинчи ҫыхӑнусем пирки Зоровавель Турӑ халӑхне мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ? (Тух. 34:12; 1 Кор. 15:33; 2 Кор. 6:14—17).

  3. Ездра 5:1—5, 17 тата 6:1—22 вуласа тух.

    1. Мӗншӗн тӑшмансем храм тӑвас ӗҫе чарса лартма пултарайман? (Езд. 5:5; Ис. 54:17).

    2. Хирӗҫ тӑракан ҫынсемпе тӗл пулма тивсен, христиансен пухӑвӗнчи старейшинӑсене Иегова кӑтартса пыни тӑрӑх пурӑнма Иудейӑри старейшинӑсен ӗҫӗсем мӗнле хавхалантараҫҫӗ? (Езд. 6:14; Пс. 31:8; Рим 8:31; Иак. 1:5).

  4. Ездра 8:21—23, 28—36 вуласа тух.

    Мӗнле те пулин ӗҫ тума пуҫличчен Ездра тӗслӗхне кура чи малтан пирӗн мӗн тумалла? (Езд. 8:23; Пс. 126:1; Ытар. 10:22; Иак. 4:13—15).

82-мӗш калав

Мардохей тата Есфирь

  1. Мардохейпа Есфирь камсем пулнине пӗлетӗн-и?

  2. Мӗншӗн Артаксеркс патша хӑйне валли ҫӗнӗ арӑм шырать тата вӑл кама суйласа илет?

  3. Аман кам пулнине пӗлетӗн-и тата ӑна мӗн питӗ тарӑхтарать?

  4. Мӗнле закон тухать тата Есфирь Мардохейран хыпар илсен мӗн тӑвать?

  5. Аманпа тата Мардохейпа мӗн пулса тухать?

  6. Израиль ҫыннисем хӑйсен тӑшманӗсенчен мӗнле ҫӑлӑнаҫҫӗ?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Есфирь 2:12—18 вуласа тух.

    Есфирь «хирӗҫ чӗнмесӗр тӑрса, йӑваш кӑмӑллӑ пулма» кирлине мӗнле кӑтартнӑ? (Есф. 2:15; 1 Пет. 3:1—5).

  2. Есфирь 4:1—17 вуласа тух.

    Есфирӗн Турра чӑнлӑхпа пуҫҫапассине хӳтӗлес тесе хута кӗме май пулнӑ пекех, паян пирӗн Иеговӑна юратнине тата ӑна чун-чӗререн парӑннине кӑтартма мӗнле майсем пур? (Есф. 4:13, 14; Матф. 5:14—16; 24:14).

  3. Есфирь 7:1—6 вуласа тух.

    Хальхи вӑхӑтра Туррӑн ӗҫлекенӗсем, Есфирь пекех хӗсӗрленине тӳссе ирттерме хатӗр пулнине мӗнле кӑтартнӑ? (Есф. 7:4; Матф. 10:16—22; 1 Пет. 2:12).

83-мӗш калав

Иерусалим стенисем

  1. Хула стенисем пулман чухне Иерусалимра пурӑнакан Израиль ҫыннисем хӑйсене мӗнле туйнӑ?

  2. Неемия кам пулнине пӗлетӗн-и?

  3. Неемия кам пулса ӗҫлет тата ҫак ӗҫ мӗншӗн питӗ яваплӑ?

  4. Неемийӑна мӗнле хыпарсем кулянтарса яраҫҫӗ, вара вӑл мӗн тӑвать?

  5. Артаксеркс патша Неемийӑпа ырӑ пулнине мӗнле кӑтартнӑ?

  6. Тӑшмансем ӗҫлеме чарма ан пултарччӑр тесе Неемия стенасем юсас ӗҫе мӗнле йӗркелесе ярать?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Неемия 1:4—6 тата 2:1—20 вуласа тух.

    Иегова кӑтартса пытӑр тесе Неемия мӗн тунӑ? (Неем. 2:4, 5; Рим 12:12; 1 Пет. 4:7).

  2. Неемия 3:3—5 вуласа тух.

    Фекой ҫыннисем ӗҫленипе вӗсен чаплӑ ҫыннисем хӑйсене мӗнле тытнине танлаштарсан, старейшинӑсемпе пулӑшакан ӗҫченӗсем мӗне вӗренме пултараҫҫӗ? (Неем. 3:5, 27; 2 Фес. 3:7—10; 1 Пет. 5:5).

  3. Неемия 4:1—23 вуласа тух.

    1. Хирӗҫ тӑнине пӑхмасӑрах стенасене пӗр чарӑнмасӑр юсама Израиль ҫыннисене мӗн вӑй парса тӑнӑ? (Неем. 4:6, 8, 9; Пс. 49:15; Ис. 65:13, 14).

    2. Израиль ҫыннисем кӑтартнӑ тӗслӗх мӗнле майпа пире паян хавхалантарать?

  4. Неемия 6:15 вуласа тух.

    Иерусалим стенисене икӗ уйӑх хушшинче туса пӗтернинче ӗненӗвӗн вӑйӗ пирки мӗн пӗлме пултаратпӑр? (Пс. 55:4, 5; Матф. 17:20; 19:26).

84-мӗш калав

Мария патне ангел килет

  1. Ӳкерчӗкри хӗрарӑм кам пулнине пӗлетӗн-и?

  2. Гавриил Марийӑна мӗн калать?

  3. Мария арҫынпа пурӑнмасть пулин те, унӑн ача пулассине Гавриил мӗнле ӑнлантарса парать?

  4. Мария хӑйӗн Елисавета хурӑнташӗ патне килсен мӗн пулса иртет?

  5. Марийӑн ача пулассине пӗлсен, Иосиф мӗн шухӑшлать тата мӗншӗн кайран шухӑшне улӑштарать?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Лука 1:26—56 вуласа тух.

    1. Туррӑн Ывӑлӗн пурнӑҫне ангелсем пурӑнакан вырӑнтан Марийӑн варне куҫарсан, Марийӑн ача ҫуратмалли органӗсенчи Адамран куҫнӑ ҫылӑх пирки Лука 1:35-мӗш сӑвӑ йӗрки мӗн кӑтартса парать? (Агг. 2:11—13; Иоан. 6:69; Евр. 7:26; 10:5).

    2. Иисуса ҫураличченех мӗнле чысланӑ? (Лука 1:41—43).

    3. Сӑваплӑ ӗҫре ятарлӑ тивӗҫ илекен христиансене Мария мӗнле чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ? (Лука 1:38, 46—49; 17:10; Ытар. 11:2).

  2. Матфей 1:18—25 вуласа тух.

    Иисуса тӳррӗн Еммануил тесе чӗнмен пулин те, мӗншӗн ҫӗр ҫинче вӑл мӗн туни ҫак ятпа килӗшсе тӑрать? (Матф. 1:22, 23; Иоан. 14:8—10; Евр. 1:1—3).

85-мӗш калав

Иисус витере ҫуралать

  1. Ҫак ӳкерчӗкри анчах ҫуралнӑ ача кам пулнине пӗлетӗн-и тата Мария ӑна ӑҫта хурать?

  2. Мӗншӗн Иисусӑн выльӑх витинче ҫуралма тивет?

  3. Вите патне ҫывхаракан арҫынсем камсем пулнине пӗлетӗн-и тата ангел вӗсене мӗн каланӑ? (Ӳкерчӗк ҫине пӑх.)

  4. Мӗншӗн Иисус ытти ачасенчен уйрӑлса тӑрать?

  5. Мӗншӗн Иисуса Туррӑн Ывӑлӗ теме пулать?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Лука 2:1—20 вуласа тух.

    1. Иисус ҫураласси пирки пророкла калани пурнӑҫланнинче Август кесарь мӗнле вырӑн йышӑннӑ? (Лука 2:1—4; Мих. 5:2).

    2. Турӑ ырлакан ҫынсен шутне кӗрес тесен кашнин мӗн тумалла? (Матф. 16:24; Иоан. 17:3; Апост. ӗҫ. 3:19; Евр. 11:6).

    3. Ҫӑлакан ҫурални иудейсен йӑваш кӗтӳҫӗсене питӗ савӑнтарнӑ пулсан, паян Туррӑн ӗҫлекенӗсен савӑнмашкӑн мӗнле пысӑк сӑлтав пур? (Лука 2:10, 11; Еф. 3:8, 9; Апок. 11:15; 14:6).

86-мӗш калав

Ҫынсене ҫӑлтӑр ертсе пырать

  1. Ӳкерчӗкри ҫынсем камсем пулнине пӗлетӗн-и тата вӗсенчен пӗри мӗншӗн йӑлтӑртатса тӑракан ҫӑлтӑр ҫине тӗллесе кӑтартать?

  2. Ирод патша мӗншӗн пӑшӑрханса ӳкет тата вӑл мӗн тӑвать?

  3. Ҫӑлтӑр ҫак ҫынсене ӑҫта илсе ҫитерет тата мӗншӗн вӗсем хӑйсен тӑван ҫӗршывне урӑх ҫулпа таврӑнаҫҫӗ?

  4. Ирод мӗн тума хушать тата мӗншӗн?

  5. Иегова Иосифа мӗн тума хушать?

  6. Ҫак ҫӗнӗ ҫӑлтӑра кам ҫутӑлса каймалла тунӑ тата мӗншӗн?

Хушса панӑ ыйту

  1. Матфей 2:1—23 вуласа тух.

    Ҫӑлтӑрҫӑсем, е астрологсем, килнӗ чухне Иисус миҫе ҫулта пулнӑ тата вӑл ӑҫта пурӑннӑ? (Матф. 2:1, 11, 16).

87-мӗш калав

Ҫамрӑк Иисус храмра

  1. Ӳкерчӗк ҫине пӑх. Иисус ӑҫта ларать тата вӑл ҫав вӑхӑтра миҫе ҫулта пулнине пӗлетӗн-и?

  2. Иосифпа унӑн ҫемйи кашни ҫул мӗн тӑваҫҫӗ?

  3. Мӗншӗн Иосифпа Марийӑн кунӗпе ҫул ҫинче пулнӑ хыҫҫӑн Иерусалима каялла таврӑнма тивет?

  4. Иосифпа Мария Иисуса ӑҫта тупаҫҫӗ тата ҫынсем мӗншӗн питӗ тӗлӗнеҫҫӗ?

  5. Иисус хӑйӗн амӑшне, Марийӑна, мӗн калать?

  6. Турӑ ҫинчен ытларах пӗлсе пырас тесе эпир Иисус пек мӗн тума пултаратпӑр?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Лука 2:41—52 вуласа тух.

    1. Кашни ҫул пулакан праҫниксене закон тӑрӑх арҫынсен кӑна пухӑнмалла пулнӑ пулин те, Иосифпа Мария ашшӗ-амӑшӗсене мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ? (Лука 2:41; Сакк. аст. 16:16; 31:12; Ытар. 22:6).

    2. Ашшӗ-амӑшӗсене итлесе пурӑнас енчен Иисус ачасене мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ? (Лука 2:51; Сакк. аст. 5:16; Ытар. 23:22; Кол. 3:20).

  2. Матфей 13:53—56 вуласа тух.

    Библире каланӑ тӑрӑх, Иисусӑн тӑватӑ шӑллӗ мӗн ятлӑ пулнӑ тата каярахпа вӗсенчен иккӗшӗ христиансен пухӑвӗнче мӗнле ӗҫсем тунӑ? (Матф. 13:55; Апост. ӗҫ. 12:17; 15:6, 13; 21:18; Гал. 1:19; Иак. 1:1; Иуда 1).

88-мӗш калав

Иоанн Иисуса шыва кӗртет

  1. Ӳкерчӗк ҫинче камсене куратӑн эсӗ?

  2. Шыва мӗнле кӗртеҫҫӗ?

  3. Иоанн мӗнле ҫынсене шыва кӗртет?

  4. Иоана шыва кӗртме ыйтма Иисусӑн мӗнле урӑх сӑлтав пулнӑ?

  5. Иисус шыва кӗнине Турӑ ырлани ӑҫтан курӑнать?

  6. Иисус 40 кунлӑха ҫын ҫук вырӑна кайсан мӗн пулса иртет?

  7. Иисусӑн пӗрремӗш вӗренекенӗсен шутӗнче камсем пулнӑ тата Иисус пӗрремӗш хут мӗнле тӗлӗнмелле ӗҫ тӑвать?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Матфей 3:13—17 вуласа тух.

    Иисус хӑй шыва кӗнипе вӗренекенӗсене мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ? (Пс. 39:8, 9; Матф. 28:19, 20; Лука 3:21, 22).

  2. Матфей 4:1—11 вуласа тух.

    Иисус Библипе лайӑх усӑ курма пӗлни пире кашни кун Библи вӗренме мӗнле хавхалантарать? (Матф. 4:5—7; 2 Пет. 3:17, 18; 1 Иоан. 4:1).

  3. Иоанн 1:29—51 вуласа тух.

    Шыва Кӗртекен Иоанн хӑйӗн вӗренекенӗсене кам ҫине тимлеттернӗ тата эпир паян ун евӗрлӗ мӗнле пулма пултаратпӑр? (Иоан. 1:29, 35, 36; 3:30; Матф. 23:10).

  4. Иоанн 2:1—12 вуласа тух.

    Иисусӑн пӗрремӗш тӗлӗнмелле ӗҫӗ Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене «Хӑйӗн ырӑлӑхӗнчен хӑвармасть» тенине мӗнле кӑтартса парать? (Иоан. 2:9, 10; Пс. 83:12; Иак. 1:17).

89-мӗш калав

Иисус храма тасатать

  1. Мӗншӗн храмра чӗрчунсене сутаҫҫӗ?

  2. Иисуса мӗн тарӑхтарать?

  3. Ӳкерчӗк ҫине пӑх. Иисус мӗн тӑвать тата вӑл кӑвакарчӑн сутакансене мӗн тума хушать?

  4. Иисус мӗн тунине курсассӑн унӑн вӗренекенӗсем мӗн ҫинчен аса илеҫҫӗ?

  5. Галилейӑна таврӑннӑ чухне Иисусӑн мӗнле ҫӗр урлӑ каймалла пулнӑ?

Хушса панӑ ыйту

  1. Иоанн 2:13—25 вуласа тух.

    Иисус храмра «укҫа улӑштаракансем» ҫине тарӑхса кайнине шута илсен, Турӑ Патшалӑх Залӗнче тӑвакан суту-илӳ ӗҫӗсем ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла? (Иоан. 2:15, 16; 1 Кор. 10:24, 31—33).

90-мӗш калав

Хӗрарӑмпа пусӑ патӗнче

  1. Мӗншӗн Иисус Самарийӑри пусӑ патӗнче чарӑнса тӑнӑ тата вӑл унта тӗл пулнӑ хӗрарӑма мӗн каланӑ?

  2. Мӗншӗн хӗрарӑм питӗ тӗлӗннӗ? Иисус ӑна мӗн калать тата мӗншӗн?

  3. Иисус мӗнле шыв ҫинчен калать тесе шутлать хӗрарӑм, анчах чӑннипе Иисус мӗнле шыв пирки каласшӑн пулнӑ?

  4. Хӗрарӑм хӑйӗн ҫинчен Иисус нумай пӗлнишӗн мӗншӗн тӗлӗннӗ тата Иисус ҫакна мӗнле пӗлнӗ?

  5. Ҫак пулса иртни пире мӗне вӗрентет?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Иоанн 4:5—43 вуласа тух.

    1. Эпир Иисусран тӗслӗх илетпӗр пулсан, урӑх расӑри ҫынсем ҫине е ҫынна камне кура уйӑрасси ҫине мӗнле пӑхӑпӑр? (Иоан. 4:9; 1 Кор. 9:22; 1 Тим. 2:3, 4; Тит 2:11).

    2. Иисусӑн вӗренекенӗ пулни ҫынна мӗнле усӑ парать? (Иоан. 4:14; Ис. 58:11; 2 Кор. 4:16).

    3. Самари хӗрарӑмӗ илнӗ пӗлӳсене хакласа, ыттисене савӑнса каласа панӑ пек эпир пархатарлӑх мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? (Иоан. 4:7, 28; Матф. 6:33; Лука 10:40—42).

91-мӗш калав

Иисус ту ҫинче вӗрентет

  1. Ӳкерчӗк ҫине пӑх-ха. Иисус ҫынсене ӑҫта вӗрентет тата унпа ыттисенчен ҫывӑхарах камсем лараҫҫӗ?

  2. Иисусӑн 12 апостолӗн ячӗсене каласа тухма пултаратӑн-и?

  3. Иисус мӗнле Патшалӑх ҫинчен каласа парать?

  4. Иисус ҫынсене мӗн ҫинчен кӗлтума вӗрентет?

  5. Пӗр-пӗринпе мӗнле тытмалли ҫинчен Иисус мӗн вӗрентет?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Матфей 5:1—12 вуласа тух.

    Турӑпа ҫывӑх хутшӑнусем кирлине ӑнланатпӑр пулсан, ҫакна эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? (Матф. 5:3; Рим 10:13—15; 1 Тим. 4:13, 15, 16).

  2. Матфей 5:21—26 вуласа тух.

    Эпир пухури тӑвансемпе хамӑра мӗнле тытни, пирӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусем ҫине витӗм кӳнине Матфей 5:23, 24 мӗнле кӑтартса тӑрать? (Матф 6:14, 15; Пс. 132:1; 1 Иоан. 4:20).

  3. Матфей 6:1—8 вуласа тух.

    Хӑйӗнсӗр пуҫне ун пек тӳрӗ ҫын урӑх ҫук тесе шухӑшланине кӑтартакан мӗнле ӗҫсенчен христиансен пӑрӑнмалла? (Лука 18:11, 12; 1 Кор. 4:6, 7; 2 Кор. 9:7).

  4. Матфей 6:25—34 вуласа тух.

    Иегова пире пурӑнмалли вырӑнпа, апат-ҫимӗҫпе, тумтирпе тивӗҫтерессине шанма кирли пирки Иисус мӗнле вӗрентнӗ? (Тух. 16:4; Пс. 36:25; Флп. 4:6).

  5. Матфей 7:1—11 вуласа тух.

    Матфей 7:5-мӗш сӑвӑ йӗркинче ҫырса хунӑ уҫӑмлӑ тӗслӗхрен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? (Ытар. 26:12; Рим 2:1; 14:10; Иак. 4:11, 12).

92-мӗш калав

Иисус вилнисене чӗртет

  1. Ӳкерчӗкре кӑтартнӑ хӗрачан ашшӗ кам пулнине пӗлетӗн-и тата Иисус киличчен вӑл арӑмӗпе пӗрле мӗншӗн питӗ куляннӑ?

  2. Иисуса шыраса тупсан, Иаир мӗн тӑвать?

  3. Иаир ҫурчӗ патнелле кайнӑ чухне мӗн пулса иртет тата Иаира мӗнле хыпар пӗлтереҫҫӗ?

  4. Иаир килӗнчи ҫынсем Иисусран мӗншӗн кулаҫҫӗ?

  5. Хӗрачан пӳлӗмне виҫӗ апостолпа тата хӗрачан ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле кӗрсен Иисус мӗн тӑвать?

  6. Иисус тата кама вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, ҫакӑ пире мӗн кӑтартса парать?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Лука 8:40—56 вуласа тух.

    Юн кайнипе асапланакан хӗрарӑма хӗрхеннине тата унӑн туйӑмӗсене шута илнине Иисус мӗнле кӑтартнӑ, старейшинӑсем вара ҫакӑнтан мӗне вӗренме пултараҫҫӗ? (Лука 8:43, 44, 47, 48; Лев. 15:25—27; Матф. 9:12, 13; Кол. 3:12—14).

  2. Лука 7:11—17 вуласа тух.

    Иисус Наин хулинче пурӑнакан тӑлӑх арӑма каланӑ сӑмахсем ҫывӑх ҫын вилнӗшӗн хуйхӑракан ҫынсене мӗншӗн йӑпатса лӑплантарма пултараҫҫӗ? (Лука 7:13; 2 Кор. 1:3, 4; Евр. 4:15).

  3. Иоанн 11:17—44 вуласа тух.

    Ҫывӑх ҫын вилнишӗн хуйхӑрнинче япӑххи нимӗн те ҫуккине Иисус мӗнле кӑтартнӑ? (Иоан. 11:33—36, 38; 2 Сам. 18:33; 19:1—4).

93-мӗш калав

Иисус нумай ҫынна тӑрантарать

  1. Шыва Кӗртекен Иоанпа мӗн пулса тухнӑ тата ҫакна пула Иисус хӑйне мӗнле туять?

  2. Хӑй хыҫҫӑн пыракан халӑха Иисус мӗнле тӑрантарнӑ тата ҫимелли мӗн чухлӗ тӑрса юлнӑ?

  3. Мӗншӗн ҫӗрле вӗренекенӗсем хӑраса ӳкнӗ тата Петрпа мӗн пулса иртет?

  4. Иккӗмӗш хутӗнче Иисус ҫынсене мӗнле тӑрантарать?

  5. Турӑ суйласа лартнӑ Патша пулса Иисус ҫӗре тытса тӑнӑ чухне мӗншӗн савӑнма пултаратпӑр?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Матфей 14:1—32 вуласа тух.

    1. Матфей 14:23—32-мӗш сӑвӑ йӗркисенче Петр мӗнле ҫын пулни ҫинчен эпир мӗн пӗлетпӗр?

    2. Петр вӗри ҫын пулнӑ пулин те, вӑл хӑйӗн шухӑш-туйӑмӗсене тытса чарма хӑнӑхса ҫитнине Библи мӗнле кӑтартса парать? (Матф. 14:27—30; Иоан. 18:10; 21:7; Апост. ӗҫ. 2:14, 37—40; 1 Пет. 5:6, 10).

  2. Матфей 15:29—38 вуласа тух.

    Хӑйӗн Ашшӗ панине хакланине Иисус мӗнле кӑтартнӑ? (Матф. 15:37; Иоан. 6:12; Кол. 3:15).

  3. Иоанн 6:1—21 вуласа тух.

    Иисус кӑтартнӑ тӗслӗх тӑрӑх христиансем власть тытса тӑракан ҫынсем ҫине мӗнле пӑхаҫҫӗ? (Иоан. 6:15; Матф. 22:21; Рим 12:2; 13:1—4).

94-мӗш калав

Вӑл пӗчӗк ачасене юратать

  1. Вӑрӑм ҫул ҫӳресе таврӑннӑ чухне апостолсем мӗн пирки тавлашаҫҫӗ?

  2. Мӗншӗн Иисус пӗчӗк арҫын ачана чӗнсе илсе апостолсем умне тӑратать?

  3. Апостолсен ачасем евӗрлӗ пулмалла тени мӗне пӗлтерет?

  4. Темиҫе уйӑх иртсен, Иисус ачасене юратнине мӗнле кӑтартать?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Матфей 18:1—4 вуласа тух.

    Мӗншӗн Иисус тӗслӗхсемпе усӑ курса вӗрентнӗ? (Матф. 13:34, 36; Марк 4:33, 34).

  2. Матфей 19:13—15 вуласа тух.

    Турӑ Патшалӑхӗн пиллӗхӗсене илес тесен, пӗчӗк ачасем кӑтартакан мӗнле паха енсене пирӗн аталантармалла? (Пс. 24:9; 137:6; 1 Кор. 14:20).

  3. Марк 9:33—37 вуласа тух.

    Пысӑк вырӑн йышӑнасшӑн антӑхас пирки Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗн вӗрентнӗ? (Марк 9:35; Матф. 20:25, 26; Гал. 6:3; Флп. 2:5—8).

  4. Марк 10:13—16 вуласа тух.

    Ҫынсем Иисус патне ҫӑмӑллӑнах, хӑрамасӑрах пырса калаҫма пултарнӑ-и тата старейшинӑсем ун тӗслӗхӗнчен мӗне вӗренме пултараҫҫӗ? (Марк 6:30—34; Флп. 2:1—4; 1 Тим. 4:11, 12).

95-мӗш калав

Иисусӑн вӗрентмелли меслечӗ

  1. Пӗр ҫын Иисуса мӗнле ыйту парать тата мӗншӗн?

  2. Хӑш-пӗр чухне Иисус мӗне те пулин вӗрентес тесе мӗн каласа парать тата эпир иудейсемпе Самари ҫыннисем пирки унччен малтан мӗн пӗлтӗмӗр?

  3. Иисус каласа панӑ тӑрӑх Иерихона каякан иудейпа мӗн пулса тухать?

  4. Ҫав ҫулпа иртсе пыракан священникпа левит мӗн те пулин тӑваҫҫӗ-и?

  5. Ӳкерчӗкре кӑтартнӑ тӑрӑх, хӗнесе тӑкнӑ Иудея ҫыннине кам пулӑшать?

  6. Каласа пӗтерсен, Иисус мӗнле ыйту парать тата лешӗ мӗн хуравлать?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Лука 10:25—37 вуласа тух.

    1. Ыйту ҫине тӳррӗн хурав парас вырӑнне Иисус закона пӗлекен ҫынна шухӑшлама мӗнле пулӑшать? (Лука 10:26; Матф. 16:13—16).

    2. Хӑйне итлекенсене ҫынсенче япӑххине курас вырӑнне лайӑххине курма пулӑшас тесе Иисус тӗслӗхсемпе мӗнле усӑ курнӑ? (Лука 10:36, 37; 18:9—14; Тит 1:9).

96-мӗш калав

Иисус чирлисене сыватать

  1. Ҫӗршыв тӑрӑх ҫӳренӗ чухне Иисус мӗн тӑвать?

  2. Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн виҫӗ ҫул иртсен, Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗн ҫинчен пӗлтерет?

  3. Ӳкерчӗкре кама куратӑн тата Иисус ҫак хӗрарӑмшӑн мӗн тӑвать?

  4. Мӗншӗн Иисус калани хӑйӗнпе тавлашакан тӗн пуҫлӑхӗсене намӑслантарнӑ?

  5. Апостолӗсемпе Иерихон хули ҫумӗнче пулнӑ чухне икӗ суккӑр чухӑн ҫыншӑн Иисус мӗн тӑвать?

  6. Мӗншӗн Иисус тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑвать?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Матфей 15:30, 31 вуласа тух.

    Иисусӑн ӗҫӗсенче Иеговӑн вӑй-хӑвачӗ мӗнле тӗлӗнмелле майпа курӑнса тӑнӑ тата ҫакӑ Иегова ҫӗнӗ тӗнчере мӗн туса пама пулнине ӑнланма мӗнле пулӑшать? (Пс. 36:29; Ис. 33:24).

  2. Лука 13:10—17 вуласа тух.

    Иисус шӑматкун тунӑ хӑш-пӗр тӗлӗнмелле хӑватлӑ ӗҫсем Христос пин ҫул хушши пуҫ пулса ертсе пынӑ вӑхӑтра этемлӗх валли ырӑлӑхсем тӑвассине мӗнле кӑтартса параҫҫӗ? (Лука 13:10—13; Пс. 45:10; Матф. 12:8; Кол. 2:16, 17; Апок. 21:1—4).

  3. Матфей 20:29—34 вуласа тух.

    Ҫынсене пулӑшма Иисус яланах вӑхӑт тупнине ҫак пулса иртни мӗнле кӑтартса парать тата ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? (Сакк. аст. 15:7; Иак. 2:15, 16; 1 Иоан. 3:17).

97-мӗш калав

Иисус патша пек пырса кӗрет

  1. Иерусалимран инҫех мар ларакан пӗчӗк яла ҫитсен, Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗн тума ыйтать?

  2. Ӳкерчӗк ҫине пӑх-ха. Иисус Иерусалим патне ҫитсен, мӗн пулса иртет?

  3. Суккӑррисемпе уксах-чӑлахсене сыватнине курсан, ачасем мӗн тӑваҫҫӗ?

  4. Иисус ҫилленсе кайнӑ священниксене мӗн калать?

  5. Иисуса мухтаса тӑракан ачасем пек эпир мӗнле пулма пултаратпӑр?

  6. Иисусӑн вӗренекенӗсем мӗн ҫинчен пӗлесшӗн?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Матфей 21:1—17 вуласа тух.

    1. Рим импери вӑхӑтӗнчи ҫапӑҫуран ҫӗнтерӳпе таврӑнакан ҫар пуҫлӑхӗсем хулана кӗнипе Иисус Иерусалима пулас патша пек кӗни мӗнпе уйрӑлса тӑрать? (Матф. 21:4, 5; Зах. 9:9; Флп. 2:5—8; Кол. 2:15).

    2. Иисус храма кӗрсен, Израиль арҫын ачисем 117-мӗш Псаломри сӑмахсемпе мухтанинчен ҫамрӑксем мӗне вӗренме пултараҫҫӗ? (Матф. 21:9, 15; Пс. 117:25, 26; 2 Тим. 3:15; 2 Пет. 3:18).

  2. Иоанн 12:12—16 вуласа тух.

    Ҫынсем Иисуса саламлама тытнӑ пальма турачӗсем мӗне сӑнарласа параҫҫӗ? (Иоан. 12:13; Флп. 2:10; Апок. 7:9, 10).

98-мӗш калав

Елеон тӑвӗ ҫинче

  1. Ҫак ӳкерчӗк ҫинче хӑшӗ Иисус тата унпа пӗрле камсем?

  2. Храмра священниксем Иисуса мӗн тӑвасшӑн пулнӑ, вара Иисус вӗсене мӗн каланӑ?

  3. Апостолсем Иисусран мӗн ҫинчен ыйтаҫҫӗ?

  4. Мӗншӗн Иисус апостолсене хӑй пӗлӗтре Патша пулса ертсе пыма пуҫланӑ вӑхӑтра ҫӗр ҫинче мӗн пулса иртесси пирки каласа парать?

  5. Иисус сӑмахӗсем тӑрӑх, ҫӗр ҫинчи усала пӗтерес умӗн мӗн пулса иртмелле?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Матфей 23:1—39 вуласа тух.

    1. Библи ҫак тӗнчере власть тытса тӑракансене хисеплесе титулсемпе чӗнни вырӑнлӑ тесе калать пулин те, Матфей 23:8—11-мӗшӗнче каланӑ Иисусӑн сӑмахӗсем христиан пухӑвӗнче ертсе пыракансене йӑпӑлтатса титулсемпе чӗнни ҫинчен мӗн кӑтартса параҫҫӗ? (Апост. ӗҫ. 26:25; Рим 13:7; 1 Пет. 2:13, 14).

    2. Ҫынсене христиансем пулма чӑрмантарас тесе фарисейсем мӗн тунӑ, тата паян ҫав меслетсемпе тӗн пуҫлӑхӗсем мӗнле усӑ кураҫҫӗ? (Матф. 23:13; Лука 11:52; Иоан. 9:22; 12:42; 1 Фес. 2:16).

  2. Матфей 24:1—14 вуласа тух.

    1. Тӳсӗмлӗх кирли ҫинчен Матфей 24:13-мӗшӗнче мӗнле палӑртнӑ?

    2. Матфей 24:13-мӗшӗнче «ӗмӗр иртичченех» текен сӑмахсем мӗне пӗлтереҫҫӗ? (Матф. 16:27; Рим 14:10—12; 2 Кор. 5:10).

  3. Марк 13:3—10 вуласа тух.

    Марк 13:10-мӗш сӑвӑ йӗркинчи мӗнле сӑмахсем ырӑ хыпара пӗр тӑхтаса тӑмасӑр каламаллине кӑтартса параҫҫӗ тата Иисус сӑмахӗсем пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳмелле? (Рим 13:11, 12; 1 Кор. 7:29—31; 2 Тим. 4:2).

99-мӗш калав

Ҫӳлти пӳлӗмре

  1. Иисуспа унӑн 12 апостолӗ ҫӳлти пысӑк пӳлӗмре мӗншӗн пуҫтарӑннине ӳкерчӗк ҫинче мӗнле кӑтартса панӑ?

  2. Пӳлӗмрен кам тухса каять тата вӑл мӗн тума шутлать?

  3. Пасхӑн каҫхи апачӗ хыҫҫӑн Иисус мӗнле ятарлӑ каҫхи апат пуҫлать?

  4. Израиль ҫыннисене Пасха мӗн ҫинчен аса илтерсе тӑнӑ тата Иисусӑн вӗренекенӗсене ҫак ятарлӑ каҫхи апат мӗн ҫинчен аса илтерет?

  5. Ҫӳлхуҫан Каҫхи Апачӗ хыҫҫӑн Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗнле пулма чӗнсе калать, вара вӗсем мӗн тӑваҫҫӗ?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Матфей 26:14—30 вуласа тух.

    1. Иуда Иисуса тытса пама малтанах шутласа хунине Матфей 26:15-мӗш сӑвӑ йӗрки мӗнле кӑтартса парать?

    2. Мӗнле икӗ тӗллевпе Иисус хӑйӗн юнне тӑкнӑ? (Матф. 26:27, 28; Иер. 31:31—33; Еф. 1:7; Евр. 9:19, 20).

  2. Лука 22:1—39 вуласа тух.

    Иуда ӑшне Шуйттан кӗнӗ тенине мӗнле ӑнланмалла? (Лука 22:3; Иоан. 13:2; Апост. ӗҫ. 1:24, 25).

  3. Иоанн 13:1—20 вуласа тух.

    1. Иоанн 13:2-мӗшӗнче ҫырса хунине шута илес пулсан, Иудӑна хӑй тунӑ ӗҫшӗн айӑплама юрать-ши, тата христиансем ҫакӑнтан мӗне вӗренме пултараҫҫӗ? (Пулт. 4:7; 2 Кор. 2:11; Гал. 6:1; Иак. 1:13, 14).

    2. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗнле чаплӑ тӗслӗх кӑтартса хӑварнӑ? (Иоан. 13:15; Матф. 23:11; 1 Пет. 2:21).

  4. Иоанн 17:1—26 вуласа тух.

    Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсем «пӗрре пулччӑр» тесе кӗлтуни мӗне пӗлтерет? (Иоан. 17:11, 21—23; Рим 13:8; 14:19; Кол. 3:14).

100-мӗш калав

Иисус садра

  1. Ҫӳлти пӳлӗмрен тухсан Иисуспа унӑн апостолӗсем ӑҫта каяҫҫӗ тата Иисус вӗсене мӗн тума хушать?

  2. Апостолсем патне таврӑнсан, Иисус мӗн курать тата ҫакӑ миҫе хутчен пулса иртет?

  3. Ӳкерчӗк ҫинче кӑтартнӑ пек, сада камсем килеҫҫӗ тата Иуда Искариот мӗн тӑвать?

  4. Мӗншӗн Иуда Иисуса чуптӑвать тата Петр мӗн тӑвать?

  5. Иисус Петра мӗн тесе калать тата мӗншӗн Иисус Турӑран ангелсене ярса пама ыйтмасть?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Матфей 26:36—56 вуласа тух.

    1. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене канаш мӗнле пани мӗншӗн христиансен пухӑвӗнчи старейшинӑсемшӗн паян лайӑх тӗслӗх пулса тӑрать? (Матф. 20:25—28; 26:40, 41; Гал. 5:17; Еф. 4:29, 31, 32).

    2. Ҫывӑх ҫынсене хирӗҫ хӗҫ-пӑшалпа тӑни ҫине Иисус мӗнле пӑхать? (Матф. 26:52; Лука 6:27, 28; Иоан. 18:36).

  2. Лука 22:39—53 вуласа тух.

    Гефсимания садӗнче Иисуса ангел тӗреклентерме пыни Иисус иккӗленме пуҫланине кӑтартса панӑ-и? Ӑнлантарса пар. (Лука 22:41—43; Ис. 49:8; Матф. 4:10, 11; Евр. 5:7).

  3. Иоанн 18:1—12 вуласа тух.

    Хӑйӗн вӗренекенӗсене Иисус хирӗҫ тӑракансенчен мӗнле хӳтӗленӗ тата унӑн тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? (Иоан. 10:11, 12; 18:1, 6—9; Евр. 13:6; Иак. 2:25).

101-мӗш калав

Иисуса асаплантарса вӗлереҫҫӗ

  1. Иисуса вӗлернӗшӗн кам ытларах айӑплӑ?

  2. Иисуса тӗн пуҫлӑхӗсем ярса илсен, апостолсем мӗн тӑваҫҫӗ?

  3. Каиафа чи аслӑ священникӑн килӗнче мӗн пулса иртет?

  4. Мӗншӗн Петр тухать те питӗ хытӑ йӗрет?

  5. Иисуса каялла Пилат патне янӑ хыҫҫӑн священниксем мӗн тесе кӑшкӑраҫҫӗ?

  6. Эрнекун кӑнтӑрла мӗн пулса иртет тата Иисус хӑйпе юнашар ҫакӑнса тӑракан вӑрӑ-хураха мӗн тесе сӑмах парать?

  7. Иисус рай пулать тесе каланӑ, вӑл ӑҫта пулать?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Матфей 26:57—75 вуласа тух.

    Иудейсен аслӑ сучӗн членӗсем хӑйсен чӗрисем усал пулнине мӗнле кӑтартнӑ? (Матф. 26:59, 67, 68).

  2. Матфей 27:1—50 вуласа тух.

    Мӗншӗн Иуда чун-чӗререн ӳкӗнмен тесе калама пултаратпӑр? (Матф. 27:3, 4; Марк 3:29; 14:21; 2 Кор. 7:10, 11).

  3. Лука 22:54—71 вуласа тух.

    Иисуса арестленӗ каҫ Петр Иисуса пӗлместӗп тесе каланинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? (Лука 22:60—62; Матф. 26:31—35; 1 Кор. 10:12).

  4. Лука 23:1—49 вуласа тух.

    Иисус хӑйӗнпе питӗ япӑх тытни ҫине мӗнле пӑхнӑ тата эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренме пултаратпӑр? (Лука 23:33, 34; Рим 12:17—19; 1 Пет. 2:23).

  5. Иоанн 18:12—40 вуласа тух.

    Пӗррехинче Петр ҫынсенчен хӑраса ӳкнӗ пулин те, каярахпа вӑл ҫак ҫитменлӗхе ҫӗнтерсе паллӑ апостол пулса тӑни мӗнрен курӑнать? (Иоан. 18:25—27; 1 Кор. 4:2; 1 Пет. 3:14, 15; 5:8, 9).

  6. Иоанн 19:1—30 вуласа тух.

    1. Иисус пурлӑх ҫине виҫене пӗлсе пӑхни мӗнрен курӑнать? (Иоан. 2:1, 2, 9, 10; 19:23, 24; Матф. 6:31, 32; 8:20).

    2. Мӗншӗн Иисусӑн вилес умӗн каланӑ сӑмахӗсем вӑл Иеговӑн аслӑ влаҫӗшӗн ҫирӗп тӑнине питӗ чаплӑ кӑтартса параҫҫӗ? (Иоан. 16:33; 19:30; 2 Пет. 3:14; 1 Иоан. 5:4).

102-мӗш калав

Иисус чӗрӗ

  1. Ӳкерчӗкри ҫак хӗрарӑмпа икӗ арҫын камсем пулнине пӗлетӗн-и, вӗсем ӑҫта тӑраҫҫӗ?

  2. Мӗншӗн Пилат священниксене склепа хураллама салтаксене яма хушать?

  3. Иисус вилсен виҫҫӗмӗш кунне, ирхине ирех, ангел мӗн тӑвать, анчах та священниксем мӗн тӑваҫҫӗ?

  4. Склеп патне пырсан, хӗрарӑмсем мӗншӗн питӗ тӗлӗнеҫҫӗ?

  5. Мӗншӗн Петрпа Иоанн склеп патне чупса каяҫҫӗ, унта вӗсем мӗн кураҫҫӗ?

  6. Иисус кӗлеткипе мӗн пулнӑ тата вӑл хӑй чӑнах та вилӗмрен чӗрӗлнине кӑтартас тесе мӗн тӑвать?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Матфей 27:62—66 тата 28:1—15 вуласа тух.

    Иисус чӗрӗлсе тӑрсан аслӑ священниксем, фарисейсем тата старейшинӑсем святой сывлӑша хирӗҫ мӗнле ҫылӑх тунӑ? (Матф. 12:24, 31, 32; 28:11—15).

  2. Лука 24:1—12 вуласа тух.

    Иегова хӗрарӑмсене шанчӑклӑ свидетельсем вырӑнне хунине Иисус вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнипе ҫыхӑннӑ ӗҫсем мӗнле кӑтартса параҫҫӗ? (Лука 24:4, 9, 10; Матф. 28:1—7).

  3. Иоанн 20:1—12 вуласа тух.

    Библири пророкла калани мӗнле пурнӑҫланса пынине пӗтӗмпех ӑнланаймастпӑр пулсан, Иоанн 20:8, 9-мӗш сӑвӑ йӗркисем чӑтӑмлӑ пулмаллине курма мӗнле пулӑшаҫҫӗ? (Ытар. 4:18; Матф. 17:22, 23; Лука 24:5—8; Иоан. 16:12).

103-мӗш калав

Питӗрнӗ алӑк витӗр — пӳлӗме

  1. Пахчаҫӑ вырӑнне хунӑ ҫынна Мария мӗн калать тата ҫак ҫын чӑнах та Иисус пулнине вӑл мӗнле ӑнланса илет?

  2. Эммаус ялне каякан икӗ вӗренекенпе мӗн пулса иртет?

  3. Икӗ вӗренекен Иисуса курни ҫинчен апостолсене каласа панӑ вӑхӑтра мӗн пулса иртет?

  4. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене миҫе хутчен курӑннӑ?

  5. Вӗрентекене куртӑмӑр тенине илтсен, Фома мӗн калать тата сакӑр кун иртсен мӗн пулса иртет?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Иоанн 20:11—29 вуласа тух.

    Иоанн 20:23-мӗш сӑвӑ йӗркинчи Иисус каланӑ сӑмахсем ҫынсен ҫылӑх каҫарма ирӗк пуррине пӗлтереҫҫӗ-и? Ӑнлантарса пар. (Пс. 48:3, 8; Ис. 55:7; 1 Тим. 2:5, 6; 1 Иоан. 2:1, 2).

  2. Лука 24:13—43 вуласа тух.

    Библири чӑнлӑхсене ӑнланса илмешкӗн эпир хамӑр чӗрене мӗнле хатӗрлеме пултаратпӑр? (Лука 24:32, 33; Езд. 7:10; Матф. 4:4; Пс. 118:97, 105; Апост. ӗҫ. 16:14; Евр. 5:11—14).

104-мӗш калав

Иисус пӗлӗт ҫине таврӑнать

  1. Иисуса пӗр вӑхӑтрах унӑн миҫе вӗренекенӗ курать тата вӑл вӗсене мӗн ҫинчен калать?

  2. Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ тата Иисус Патша пулса пин ҫул хушши ертсе пынӑ чухне ҫӗр ҫинче мӗнле пурнӑҫ пулать?

  3. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене миҫе кун хушши курӑннӑ тата халӗ унӑн мӗн тума вӑхӑт ҫитнӗ?

  4. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене хӑварас умӗн вӗсене мӗн тума хушать?

  5. Ӳкерчӗкре мӗн ӳкерсе панӑ тата Иисус мӗнле майпа курӑнми пулать?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. 1 Коринф 15:3—8 вуласа тух.

    Мӗншӗн Павел апостол Иисус вилӗмрен чӗрӗлни ҫинчен питӗ ӗнентерӳллӗ калать тата паян христиансем мӗн пирки ӗнентерӳллӗ калама пултараҫҫӗ? (1 Кор. 15:4, 7, 8; Ис. 2:2, 3; Матф. 24:14; 2 Тим. 3:1—5).

  2. Апостолсен ӗҫӗсем 1:1—11 вуласа тух.

    Апостолсен ӗҫӗсем 1:8-мӗш сӑвӑ йӗркинче малтанах каласа хунӑ пек паян ырӑ хыпар каласа ҫӳрес ӗҫ мӗн тери анлӑ сарӑлнӑ? (Апост. ӗҫ. 6:7; 9:31; 11:19—21; Кол. 1:23).

105-мӗш калав

Иерусалимра кӗтни

  1. Ӳкерчӗк ҫине пӑх-ха. Иерусалимра кӗтме юлнӑ Иисусӑн вӗренекенӗсемпе мӗн пулса иртет?

  2. Иерусалима килнӗ ҫынсем мӗнле тӗлӗнмелле ӗҫ кураҫҫӗ?

  3. Пухӑннӑ ҫынсене Петр мӗн ҫинчен ӑнлантарса парать?

  4. Петра итлесе пӗтерсен ҫынсем хӑйсене мӗнле туяҫҫӗ тата вӑл мӗн тума хушать?

  5. Пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулта Аллӑмӗш кунхи праҫник вӑхӑтӗнче миҫе ҫын шыва кӗрет?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Апостолсен ӗҫӗсем 2:1—47 вуласа тух.

    1. Иисуса вӗлернӗшӗн пӗтӗм Иудей халӑхӗ яваплӑ пулнине Апостолсен ӗҫӗсем 2:22, 23, 36-мӗшӗнче каланӑ Петр сӑмахӗсем мӗнле кӑтартса параҫҫӗ? (1 Фес. 2:14, 15).

    2. Шухӑшсене сӳтсе явнӑ чухне Библипе усӑ курас енчен Петр мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ? (Апост. ӗҫ. 2:16, 17, 29, 31, 36, 39; Кол. 4:6).

    3. Иисус пама пулнӑ «Ҫӳлти Патшалӑх уҫҫисенчен» пӗрремӗшӗпе Петр мӗнле усӑ курнӑ? (Апост. ӗҫ. 2:14, 22—24, 37, 38; Матф. 16:19).

106-мӗш калав

Тӗрмерен ирӗке тухни

  1. Пӗррехинче кӑнтӑрла иртсен, Петрпа Иоанн храма кайнӑ чухне вӗсемпе мӗн пулса тухать?

  2. Уксах ҫынна Петр мӗн калать тата вӑл ӑна укҫаран та хаклӑраххине мӗн парать?

  3. Мӗншӗн тӗн пуҫлӑхӗсем ҫилленсе каяҫҫӗ тата Петрпа Иоана вӗсем мӗн тӑваҫҫӗ?

  4. Петр тӗн пуҫлӑхӗсене мӗн калать тата вӗсем апостолсене мӗн тума хушаҫҫӗ?

  5. Мӗншӗн тӗн пуҫлӑхӗсем кӗвӗҫеҫҫӗ тата, апостолсене иккӗмӗш хут тӗрмене лартсан мӗн пулса иртет?

  6. Синедрион залне илсе килсен, апостолсем мӗн тесе хуравлаҫҫӗ?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Апостолсен ӗҫӗсем 3:1—10 вуласа тух.

    Паян эпир тӗлӗнмелле ӗҫсем тума пултараймастпӑр пулин те, Апостолсен ӗҫӗсем 3:6-мӗш сӑвӑ йӗркинчи Петр сӑмахӗсем Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан хыпар хаклӑ пулнине ӑнланса илме мӗнле пулӑшаҫҫӗ? (Иоан. 17:3; 2 Кор. 5:18—20; Флп. 3:8).

  2. Апостолсен ӗҫӗсем 4:1—31 вуласа тух.

    Ырӑ хыпар каланӑ чухне хирӗҫ тӑнипе тӗл пулсан, пӗрремӗш ӗмӗрти христиан-тӑвансем пек эпир хамӑра мӗнле тытма пултаратпӑр? (Апост. ӗҫ. 4:29, 31; Еф. 6:18—20; 1 Фес. 2:2).

  3. Апостолсен ӗҫӗсем 5:17—42 вуласа тух.

    Ӗлӗк те, хальхи вӑхӑтра та хӑш-пӗрисем, хӑйсем Свидетельсем мар пулин те, ырӑ хыпара вӗрентсе ҫӳрес ӗҫ ҫине ӑнланса пӑхнине мӗнле кӑтартнӑ? (Апост. ӗҫ. 5:34—39).

107-мӗш калав

Стефана чулпа персе вӗлереҫҫӗ

  1. Стефан кам пулнине пӗлетӗн-и тата Турӑ пулӑшнипе вӑл мӗн тӑвать?

  2. Стефан каланӑ мӗнле сӑмахсем тӗн пуҫлӑхӗсене тарӑхтарса яраҫҫӗ?

  3. Хула тулашне сӗтӗрсе тухсан, ҫынсем Стефанпа мӗн тӑваҫҫӗ?

  4. Тумтирсене сыхласа тӑракан ҫамрӑк мӗн ятлӑ? (Ӳкерчӗке пӑх.)

  5. Стефан вилес умӗн Иеговӑна мӗн ҫинчен кӗлтӑвать?

  6. Кам та пулин пире усал турӗ пулсан, эпир Стефан пек мӗн тума пултаратпӑр?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Апостолсен ӗҫӗсем 6:8—15 вуласа тух.

    Иегова Свидетелӗсен ырӑ хыпар сарса ҫӳрес ӗҫне чарса лартас тесе тӗн пуҫлӑхӗсем мӗнле чее меслетсемпе усӑ курнӑ? (Апост. ӗҫ. 6:9, 11, 13).

  2. Апостолсен ӗҫӗсем 7:1—60 вуласа тух.

    1. Стефана Синедрион умӗнче ырӑ хыпара хӑюллӑн хӳтӗлеме мӗн пулӑшнӑ тата эпир унӑн тӗслӗхӗнчен мӗне вӗренме пултаратпӑр? (Апост. ӗҫ. 7:51—53; Рим 15:4; 2 Тим. 3:14—17; 1 Пет. 3:15).

    2. Эпир тӑвакан ӗҫе хирӗҫ тӑракансемпе пирӗн хамӑра мӗнле тытмалла? (Апост. ӗҫ. 7:58—60; Матф. 5:44; Лука 23:33, 34).

108-мӗш калав

Дамаска каякан ҫул ҫинче

  1. Стефана вӗлернӗ хыҫҫӑн Савл мӗн тӑвать?

  2. Савл Дамаска кайнӑ чухне ҫул ҫинче мӗн пулса иртет?

  3. Иисус Савла мӗн тума хушать?

  4. Иисус Анание мӗн тума хушать тата Савл мӗнле майпа каллех куракан пулать?

  5. Савла мӗнле ятпа чӗнме пуҫлаҫҫӗ тата вӑл мӗн тӑвать?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Апостолсен ӗҫӗсем 8:1—4 вуласа тух.

    Тин ҫеҫ йӗркеленсе кайнӑ христиансен пухӑвне ҫине-ҫине хӗсӗрлени христиан тӗнне анлӑ сарӑлма мӗнле пулӑшнӑ тата хальхи вӑхӑтра ҫакӑн пекки пулнӑ-и? (Апост. ӗҫ. 8:4; Ис. 54:17).

  2. Апостолсен ӗҫӗсем 9:1—20 вуласа тух.

    Иисус Савла шанса панӑ ӗҫ мӗнле виҫӗ пайран тӑрать? (Апост. ӗҫ. 9:15; 13:5; 26:1; 27:24; Рим 11:13).

  3. Апостолсен ӗҫӗсем 22:6—16 вуласа тух.

    Хӑш енчен пирӗн Анания пек пулма тӑрӑшмалла тата ҫакӑ мӗншӗн кирлӗ? (Апост. ӗҫ. 22:12; 1 Тим. 3:7; 1 Пет. 1:14—16; 2:12).

  4. Апостолсен ӗҫӗсем 26:8—20 вуласа тух.

    Камӑн та пулин арӑмӗ е упӑшки Иегова Турра ӗненмест пулсан, ҫавсене Савл христианин пулса тӑни мӗншӗн хавхалантарма пултарать? (Апост. ӗҫ. 26:11; 1 Тим. 1:14—16; 2 Тим. 4:2; 1 Пет. 3:1—3).

109-мӗш калав

Петр Корнилий патне килет

  1. Ӳкерчӗке пӑх. Чӗркуҫленсе ларнӑ арҫын кам пулнине пӗлетӗн-и?

  2. Корнилие ангел мӗн калать.

  3. Иоппийӑра Симон пӳрчӗ тӑрринче пулнӑ чухне Турӑ Петра мӗн кӑтартать?

  4. Мӗншӗн Петр Корнилие ун умне чӗркуҫленсе ларма тата ӑна пуҫҫапма юрамасть тесе калать?

  5. Петрпа килнӗ Иудейӑри вӗренекенсем мӗншӗн тӗлӗннӗ?

  6. Петр Корнилий патне килнинчен эпир мӗне питӗ кирлине вӗренетпӗр?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Апостолсен ӗҫӗсем 10:1—48 вуласа тух.

    Апостолсен ӗҫӗсем 10:42-мӗш сӑвӑ йӗркинче ҫырса хунӑ Петр сӑмахӗсем Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара вӗрентсе ҫӳрес ӗҫ пирки мӗн кӑтартса параҫҫӗ? (Матф. 28:19; Марк 13:10; Апост. ӗҫ. 1:8).

  2. Апостолсен ӗҫӗсем 11:1—18 вуласа тух.

    Ытти халӑхсем ҫине Турӑ мӗнле пӑхнине пӗлсе ҫитсен Петр мӗн тунӑ тата эпир ун евӗрлӗ мӗнле пулма пултаратпӑр? (Апост. ӗҫ. 11:17, 18; 2 Кор. 10:5; Еф. 5:17).

110-мӗш калав

Тимофей — Павелӑн ҫӗнӗ пулӑшаканӗ

  1. Ӳкерчӗкри ҫамрӑк кам пулнине пӗлетӗн-и, вӑл ӑҫта пурӑнать тата унӑн амӑшӗпе асламӑшне мӗнле чӗнеҫҫӗ?

  2. Аякри ҫӗршывсенчи ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтерме Павел хӑйпе тата Силӑпа пӗрле кайма ыйтсан, Тимофей мӗн калать?

  3. Иисусӑн вӗренекенӗсене пӗрремӗш хут христиансем тесе ӑҫта чӗнме пуҫланӑ?

  4. Листрӑран кайнӑ хыҫҫӑн Павел, Сила тата Тимофей пулнӑ хӑш-пӗр хуласен ячӗсене каласа тух.

  5. Тимофей Павела мӗнле пулӑшать тата ҫамрӑксем хӑйсене мӗнле ыйту пама пултараҫҫӗ?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Апостолсен ӗҫӗсем 9:19—30 вуласа тух.

    Ырӑ хыпара хирӗҫ тӑракансемпе тӗл пулсан, Павел апостол асӑрхануллӑ пулнине мӗнле кӑтартнӑ? (Апост. ӗҫ. 9:22—25, 29, 30; Матф. 10:16).

  2. Апостолсен ӗҫӗсем 11:19—26 вуласа тух.

    Апостолсен ӗҫӗсем 11:19—21, 26-мӗш сӑвӑ йӗркисем ырӑ хыпар калас ӗҫе Иеговӑн святой сывлӑшӗ ертсе пынине мӗнле кӑтартса параҫҫӗ?

  3. Апостолсен ӗҫӗсем 13:13—16, 42—52 вуласа тух.

    Хӑваланине пӑхмасӑрах вӗренекенсем савӑнӑҫ ҫухатманнине Апостолсен ӗҫӗсем 13:51, 52-мӗш сӑвӑ йӗркисем мӗнле кӑтартса параҫҫӗ? (Матф. 10:14; Апост. ӗҫ. 18:6; 1 Пет. 4:14).

  4. Апостолсен ӗҫӗсем 14:1—6, 19—28 вуласа тух.

    «Турӑ аллине парса хӑварнӑ» тенӗ сӑмахсем пирки шухӑшлани ҫӗннисене пулӑшнӑ чухне ытлашши пӑшӑрханасран мӗнле сыхлать? (Апост. ӗҫ. 14:21—23; 20:32; Иоан. 6:44).

  5. Апостолсен ӗҫӗсем 16:1—5 вуласа тух.

    Тимофей ӳт кастарма хатӗр пулни пурне те «Евангелишӗн», е ырӑ хыпаршӑн, тума кирлине мӗнле палӑртать? (Апост. ӗҫ. 16:3; 1 Кор. 9:23; 1 Фес. 2:8).

  6. Апостолсен ӗҫӗсем 18:1—11, 18—22 вуласа тух.

    Иисус ырӑ хыпар сарас ӗҫе ертсе пыни ҫинчен Апостолсен ӗҫӗсем 18:9, 10-мӗш сӑвӑ йӗркинчен эпир мӗн пӗлетпӗр, ҫавӑнпа та мӗн пирки эпир иккӗленместпӗр? (Матф. 28:20).

111-мӗш калав

Ҫывӑрса кайнӑ пӗр арҫын ача

  1. Ӳкерчӗк ҫине пӑх. Ҫӗр ҫинче выртакан арҫын ача кам пулнине пӗлетӗн-и тата унпа мӗн пулса тухнӑ?

  2. Арҫын ача вилнине ӑнлансан, Павел мӗн тӑвать?

  3. Павел, Тимофей тата вӗсемпе пӗрле пыракансем ӑҫта каяҫҫӗ тата Милитра чарӑнса тӑрсан мӗн пулса иртет?

  4. Агав пророк Павела мӗн пирки асӑрхаттарать тата пророкла калани мӗнле пурнӑҫланать?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Апостолсен ӗҫӗсем 20:7—38 вуласа тух.

    1. Апостолсен ӗҫӗсем 20:26, 27-мӗшӗнче ҫырнӑ Павелӑн сӑмахӗсемпе килӗшӳллӗн эпир «пуринӗн юнӗ тӗлӗшӗнчен те таса» мӗнле тӑрса юлма пултаратпӑр? (Иез. 33:8; Апост. ӗҫ. 18:6, 7).

    2. Мӗншӗн старейшинӑсем ыттисене вӗрентнӗ чухне «чӑн сӑмаха... тытса тӑракан» пулмалла? (Апост. ӗҫ. 20:17, 29, 30; Тит 1:7—9; 2 Тим. 1:13).

  2. Апостолсен ӗҫӗсем 26:24—32 вуласа тух.

    Иисус хушнӑ ырӑ хыпар сарас ӗҫре Павел хӑй Рим гражданинӗ пулнипе мӗнле усӑ курнӑ? (Апост. ӗҫ. 9:15; 16:37, 38; 25:11, 12; 26:32; Лука 21:12, 13).

112-мӗш калав

Карап путсан, ҫынсем утрав ҫине лекеҫҫӗ

  1. Крит утравӗ ҫывӑхӗнче Павел ишекен караппа мӗн пулса тухать?

  2. Карап ҫинчи ҫынсене Павел мӗн пӗлтерет?

  3. Мӗнле майпа карап арканать?

  4. Ҫӗр ҫын пуҫлӑхӗ мӗн тума хушать тата ҫыран хӗрне миҫе ҫын ишсе тухать?

  5. Вӗсем ишсе тухнӑ утрав ячӗ мӗнле пулнине пӗлетӗн-и тата ҫанталӑк лайӑхлансан Павелпа мӗн тӑваҫҫӗ?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Апостолсен ӗҫӗсем 27:1—44 вуласа тух.

    Павела Рима мӗнле илсе кайни ҫинчен вулани Библире ҫырса хуни пурте тӗрӗс пулнине пире мӗншӗн ӗнентерет? (Апост. ӗҫ. 27:16—19, 27—32; Лука 1:3, 4; 2 Тим. 3:16, 17).

  2. Апостолсен ӗҫӗсем 28:1—14 вуласа тух.

    Мальтӑра пурӑнакан суя тӗне тытса тӑракан ҫынсем Павела тата унпа пӗрле карап ҫинче ишекенсене «пысӑк ырӑлӑх» кӑтартнӑ пулсан, христиансен вара мӗн кӑтартмалла тата ӑна уйрӑмах мӗнле майпа кӑтартмалла? (Апост. ӗҫ. 28:1, 2; Евр. 13:1, 2; 1 Пет. 4:9).

113-мӗш калав

Павел Римра

  1. Римра тӗрмере ларнӑ чухне Павел камсене ырӑ хыпар каласа парса тӑрать?

  2. Ӳкерчӗке пӑх-ха. Сӗтел хушшинче кам ларать тата вӑл Павела мӗн тума пулӑшать?

  3. Епафродит кам пулнине пӗлетӗн-и тата вӑл хӑйпе пӗрле Филиппына мӗн илсе каять?

  4. Мӗншӗн Павел хӑйӗн ҫывӑх тусӗ патне, Филимон патне, ҫыру ҫырать?

  5. Павел ирӗке тухсан мӗн тӑвать тата каярахпа унпа мӗн пулса тухать?

  6. Библи юлашки кӗнекисене Иегова кама ҫырма хавхалантарать тата Апокалипсис кӗнеки мӗн ҫинчен калать?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Апостолсен ӗҫӗсем 28:16—31 тата Филиппы 1:13 вуласа тух.

    Римра тӗрмере ларнӑ чухне те Павел вӑхӑта сая яманни мӗнле курӑнса тӑрать тата вӑл ҫирӗп ӗненни христиан пухӑвӗсем ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? (Апост. ӗҫ. 28:23, 30; Флп. 1:14).

  2. Филиппы 2:19—30 вуласа тух.

    Павел Тимофейпа Епафродита хакланине мӗнле кӑтартнӑ тата эпир Павел пек мӗнле пулма пултаратпӑр? (Флп. 2:20, 22, 25, 29, 30; 1 Кор. 16:18; 1 Фес. 5:12, 13).

  3. Филимон патне 1—24 вуласа тух.

    1. Филимона тӗрӗссине тума чӗнсе калама Павела мӗнле паха ен хавхалантарнӑ тата ҫакӑ паянхи старейшинӑсемшӗн мӗнле тӗслӗх пулса тӑрать? (Флм. 8, 9; 2 Кор. 8:8; Гал. 5:13).

    2. Филимон 13, 14-мӗш сӑвӑ йӗркисенчи Павел сӑмахӗсем вӑл пухури тӑвансен совеҫне шута илнине мӗнле кӑтартса параҫҫӗ? (1 Кор. 8:7, 13; 10:31—33).

  4. 2 Тимофей 4:7—9 вуласа тух.

    Ӗмӗр тӑршшӗпе шанчӑклӑ тӑрса юлтӑмӑр пулсан, Иегова пире ырӑпа тавӑрса парасса Павел пекех мӗншӗн шанма пултаратпӑр? (Матф. 24:13; Евр. 6:10).

114-мӗш калав

Пур усаллӑх пӗтни

  1. Мӗншӗн Библире пӗлӗтри лашасем пирки каланӑ?

  2. Турӑ усал ҫынсене хирӗҫ пуҫлакан вӑрҫӑ мӗн ятлӑ пулнине пӗлетӗн-и тата Турӑ мӗншӗн ҫак вӑрҫа пуҫлать?

  3. Ӳкерчӗк ҫине пӑх. Ҫак вӑрҫа кам ертсе пырать, мӗншӗн унӑн пуҫӗ ҫинче патша пуҫкӑшӑлӗ пур тата хӗҫ мӗне пӗлтерет?

  4. Иегова усал ҫынсене пӗтересси пирки пирӗн мӗншӗн тӗлӗнме кирлӗ мар — 10-мӗш, 15-мӗш тата 33-мӗш калавсене асра тытатпӑр пулсан?

  5. Мӗнле майпа 36-мӗш тата 76-мӗш калавсем усал ҫынсене — вӗсем хӑйсем пирки эпир Турра пуҫҫапатпӑр тесе калаҫҫӗ пулин те — Турӑ пӗтерессине кӑтартса параҫҫӗ?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Апокалипсис 19:11—16 вуласа тух.

    1. Шурӑ лаша ҫинче ларакан юланутҫӑ Иисус Христос пулнине Библи мӗнле кӑтартса парать? (Апок. 1:5; 3:14; 19:11; Ис. 11:4).

    2. Иисус тӗппипех тата пӗтӗмпех ҫӗнтерессине унӑн ҫиелти тумтирӗ ҫинчи юнӗ мӗнле ҫирӗплетсе парать? (Апок. 14:18—20; 19:13).

    3. Иисус хыҫҫӑн шурӑ лашасем ҫинче ларса пыракан ҫар камсенчен тӑма пултарать? (Апок. 2:26, 27; 12:7; 19:14; Матф. 25:31, 32).

115-мӗш калав

Ҫӗр ҫинче — ҫӗнӗ рай

  1. Библире кӑтартнӑ тӑрӑх, ҫӗр ҫинчи райра эпир мӗнле пурнӑҫпа пурӑнӑпӑр?

  2. Райра пурӑнакансене Библи мӗн тесе сӑмах парать?

  3. Ҫакӑн пек чаплӑ улшӑнусене тума Иисус хӑҫан пуҫлать?

  4. Турӑ Патшалӑхӗн Патши пулса ертсе пынӑ вӑхӑтра мӗн тӑвассине кӑтартас тесе Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне мӗн тунӑ?

  5. Иисуспа унӑн пӗлӗтри ертӳҫисем пуҫ пулса ҫӗре тытса тӑнӑ чухне мӗн тӑвас тесе тӑрӑшӗҫ?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Апокалипсис 5:9,10 вуласа тух.

    Пин ҫулхи патшалӑх вӑхӑтӗнче ҫӗрпе пуҫ пулса тӑракансем шеллекен тата хӗрхенекен патшасемпе священниксем пулассине эпир мӗншӗн шанма пултаратпӑр? (Еф. 4:20—24; 1 Пет. 1:7; 3:8; 5:6—10).

  2. Апокалипсис 14:1—3 вуласа тух.

    Ашшӗ ячӗпе Путек ятне 144 пинӗн ҫамкисем ҫине ҫырса хуни мӗне пӗлтерет? (1 Кор. 3:23; 2 Тим. 2:19; Апок. 3:12).

116-мӗш калав

Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ илес тесен пирӗн мӗн тумалла

  1. Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ илес килет пулсан, пирӗн кам ҫинчен пӗлмелле?

  2. Ӳкерчӗкри пӗчӗк хӗрачапа унӑн тусӗсен тӗслӗхӗпе усӑ курса эпир Иегова Турӑпа Иисус ҫинчен мӗнле пӗлме пултаратпӑр?

  3. Эсӗ ӳкерчӗк ҫинче тата мӗнле кӗнеке куратӑн, мӗншӗн ӑна пӗрмаях вуламалла?

  4. Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ илес тесен Иеговӑпа Иисус ҫинчен пӗлнисӗр пуҫне тата мӗн тумалла?

  5. Эпир 69-мӗш калавран мӗне вӗренме пултаратпӑр?

  6. Пӗчӗк Самуил кӑтартнӑ лайӑх тӗслӗх ҫинчен 55-мӗш калавра мӗн каланӑ?

  7. Мӗнле эпир Иисус Христосран тӗслӗх илме пултаратпӑр тата ҫавӑн пек тӑвакансене мӗнле пуласлӑх кӗтет?

Хушса панӑ ыйтусем

  1. Иоанн 17:3 вуласа тух.

    Иегова Турӑпа Иисус Христос ҫинчен пӗлни вӑл — ҫав пӗлӳсене астуса юлни кӑна мар тесе Библи мӗнле кӑтартса парать? (Матф. 7:21; Иак. 2:18—20; 1 Иоан. 2:17).

  2. Псалом 144:1—21 вуласа тух.

    1. Иеговӑна мухтама нумай сӑлтав пур, ҫавсенчен хӑш-пӗрисене каласа тухма пултаратӑн-и? (Пс. 144:8—11; Апок. 4:11).

    2. Иеговӑн «ырӑлӑхӗ пур ӗҫӗнче те» мӗнле курӑнса тӑрать тата ҫакӑ пире унпа мӗншӗн ытларах ҫывӑхлатмалла? (Пс. 144:9; Матф. 5:43—45).

    3. Эпир Иеговӑна юрататпӑр пулсан, ҫакӑ пире мӗн тума хистет? (Пс. 118:171, 172, 175; 144:11, 12, 21).