Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ПИЛЛӖКМӖШ СЫПӐК

Ачӑра мӗн пӗчӗкренех вӗрентӗр

Ачӑра мӗн пӗчӗкренех вӗрентӗр

1, 2. Ачасене вӗрентес тӗлӗшрен ашшӗ-амӑшӗн пулӑшу камра шырамалла?

 «ҪӲЛХУҪА панӑ еткер ҫакӑ — ывӑлсем»,— савӑнса-кӑшкӑрса каланӑ 3 000 ҫула яхӑн каялла пӗр пархатарлӑ ашшӗ (Псалом 126:3). Паллах, ашшӗ-амӑшӗ пулса тӑнипе илнӗ савӑнӑҫ — Турӑ панӑ хаклӑ парне, ӑна нумай мӑшӑр илме пултарать. Анчах хӑшӗсен ачасем пулаҫҫӗ, ҫавсем кӗҫех ашшӗ-амӑшӗ пулни савӑнӑҫ кӑна мар, яваплӑх пулнине те ӑнланаҫҫӗ.

2 Ачасене ҫитӗнтерме ҫав тери йывӑр, уйрӑмах пирӗн вӑхӑтра. Ҫапла пулин те нумайӑшӗ ҫакна ӑнӑҫлӑн пурнӑҫлать, псалом юрлакан Турӑ хавхалантарнипе вара ҫакӑ вӗсен мӗне пула пулнине кӑтартать: «Ҫурт лартма Ҫӳлхуҫа пулӑшмасассӑн тӑваканнисем кӑлӑхах тӑрӑшаҫҫӗ» (Псалом 126:1). Иегова вӗрентни-кӑтартнисене эсир мӗн таран тӗрӗс тытса пыратӑр, ашшӗ-амӑшӗ пулас тӗлӗшрен ҫавӑн чухлӗ ӑнӑҫлӑрах пулатӑр. Библире каланӑ: «Пӗтӗм чун-чӗрӳпе Ҫӳлхуҫана шанса пурӑн, хӑвӑн ӑстӑнна ан шан» (Ытарӑшсем 3:5). Ачана вӗрентес енӗпе 20 ҫуллӑха пыракан проекта пуҫланӑ май сирӗн Иеговӑн канашне илтес килет-и?

БИБЛИРЕ КАЛАНИНЕ ЙЫШӐНӐР

3. Ачасене вӗрентес енпе ашшӗ ҫине мӗнле тивӗҫлӗх хунӑ?

3 Пӗтӗм тӗнчипе нумай ҫемьере арҫынсем ачана вӗрентесси ытларах хӗрарӑм ӗҫӗ тесе шутлаҫҫӗ. Чӑн та, Турӑ Сӑмахӗ ашшӗ ҫемьене тӗп тӑрантараканӗ тет. Анчах Библире унӑн ҫемьере тивӗҫлӗхсем пурри пирки те каланӑ. Эпир вулатпӑр: «Малтан кил тулашӗнчи ӗҫӳсене, хирти ӗҫӳсене вӗҫле, кайран пӳрт ӑшчиккине тирпейле» (Ытарӑшсем 24:27). Турӑ шухӑшӗ тӑрӑх, ашшӗпе амӑшӗн пӗр-пӗринпе хутшӑнса ачине пӗрле вӗрентмелле (Ытарӑшсем 1:8, 9).

4. Пирӗн мӗншӗн арҫын ачасене хӗрачасенчен мала хумалла мар?

4 Эсир ачӑрсем ҫине мӗнле пӑхатӑр? Азире «хӗрача ҫурални час-часах ашшӗ-амӑшне кулянтарни» паллӑ ӗнтӗ. Отчетсене пӑхсан, хӗрача ҫине тӗрӗс мар пӑхасси Латинла Америкӑра халӗ те пур, ҫав шутра «пӗлӳ илнӗ ҫемьесенче» те. Чӑнлӑх вара ҫакӑ — хӗрачасем иккӗмӗш сортлӑ ачасем мар. Иаков, ӗлӗк-авал пурӑннӑ ятлӑ-сумлӑ ашшӗ, хӑйӗн ҫав вӑхӑт тӗлне пулнӑ пур ачи, ҫав шутра хӗрачисем, пирки те «Турӑ панӑ ачасем» тенӗ (Пултарни 33:1—5; 37:35). Ҫавӑн пекех Иисус хӑй патне илсе пынӑ пур ачана та (хӗрачасене те, арҫын ачасене те) пилленӗ (Матфей 19:13—15). Иисус Иегова ачасем ҫине епле пӑхнине кӑтартнӑ — ҫакна эпир ӗненме пултаратпӑр (Саккуна астутарни 16:14).

5. Миҫе ача пуласси пирки шутланӑ чухне мӗне шута илмелле?

5 Хӗрарӑм миҫе ача ҫуратма пултарать, ҫавӑн чухлӗ ҫуратасси эсир пурӑннӑ ҫӗрте йӑлана кӗнӗ-и? Тӳррипе, ҫемьере миҫе ача пуласси пирки мӑшӑрсен хӑйсен шутламалла. Ашшӗ-амӑшӗн нумай ачана тӑрантарма, тумлантарма, вӗрентме укҫи-тенки ҫитсе пымасть пулсан? Паллах, ҫакна ашшӗ-амӑшӗн хӑйсен миҫе ача пуласси пирки шутланӑ чухне шута илмелле. Хӑш-пӗр мӑшӑр, пур ачишӗн те тӑрӑшма пултарайман пирки, хӑш-пӗр ачине хурӑнташӗсене вӗрентсе ӳстерме парать. Ҫакӑ лайӑх-и? Тӗрӗссипе каласан, ҫук. Ҫапла туни ашшӗ-амӑшне ачисем тӗлӗшӗнчен пулнӑ тивӗҫлӗхӗсенчен хӑтармасть. Библире каланӑ: «Кам хӑй тӑванӗсемшӗн, пуринчен ытла хӑй кил-йышӗшӗн, тӑрӑшмасть, вӑл ӗнтӗ тӗне пӑрахнӑ» (1 Тимофей 5:8). Хӑйсен тивӗҫлӗхӗсене ҫине тӑрса пурнӑҫлакан ашшӗ-амӑшӗ «кил-йыш» шутне, уншӑн «тӑрӑш[ас]» тесе, палӑртса хума тӑрӑшать. Ҫакна пурнӑҫлас тесе мӑшӑрсем ҫие юлассинчен сыхланма пултараҫҫӗ-и? Кӑна кашни хӑй йышӑнать, сыхланма шут тытсан мӑшӑрсем ҫакна мӗнле меслетпе тӑвассине хӑйсем суйласа илеҫҫӗ. «Кирек кам та хӑй ҫӗклемне хӑй ҫӗклӗ» (Галати 6:5). Анчах ача пӑрахтарассипе ҫыхӑннӑ меслетсем Библи принципӗсене хирӗҫлеҫҫӗ. Иегова Турӑ — «чӗрӗлӗх ҫӑлкуҫӗ» (Псалом 35:10). Ҫавӑнпа пурнӑҫ пуҫланнӑ хыҫҫӑн ӑна тӗп туни вӗлернипе танлашать тата Иеговӑна пачах хисеплеменни пулать (Тухни 21:22, 23; Псалом 138:16; Иеремия 1:5).

АЧӐРА МӖН КИРЛИПЕ ТИВӖҪТЕРӖР

6. Ачана хӑҫан вӗрентме пуҫламалла?

6 Ытарӑшсем 22:6 каланӑ: «Ҫамрӑка хӑй ҫулӗн пуҫламӑшӗнче вӗрент». Ачасене вӗрентесси вӑл — ашшӗ-амӑшӗн тепӗр питӗ кирлӗ тивӗҫлӗхӗ. Ачана вӗрентме хӑҫан пуҫламалла-ха? Пурнӑҫӗ пуҫлансанах. Павел апостол Тимофее «мӗн ачаранах» вӗрентнине палӑртнӑ (2 Тимофей 3:15). Ҫак сӑвӑра усӑ курнӑ грек сӑмахӗ пӗчӗк ачана е ҫуралман ачана та пӗлтерме пултарать (Лука 1:41, 44; Апостолсен ӗҫӗсем 7:18—20). Эппин, Тимофее вӑл питӗ пӗчӗк чухнех вӗрентнӗ, ҫакӑ вара тӗрӗс. Чи пӗчӗк чухнехи вӑхӑт — ачана вӗрентме пуҫлама чи лайӑх вӑхӑт. Вӗренӳ патне туртӑнасси ачасен те пур.

7. а) Пӗчӗк ачапа ҫывӑх хутшӑнусем мӗншӗн ашшӗн те, амӑшӗн те аталантармалла? ӑ) Иеговӑпа унӑн пӗртен-пӗр Ывӑлӗ хушшинче чи пуҫламӑшӗнчех мӗнле хутшӑнусем пулнӑ?

7 «Эпӗ хамӑн ачана курсанах юратса пӑрахрӑм»,— тет пӗр амӑшӗ. Чылай амӑшӗ ҫаплах калӗ. Ача ҫуралнӑ хыҫҫӑн амӑшӗ унпа вӑхӑта ирттернӗ май вӗсен хушшинчи ҫыхӑну ҫирӗпленет. Кӑкӑр ҫитерни тата ҫывӑхлантарать. (1 Фессалоника 2:7 танлаштарӑр.) Амӑшӗ ачашлани, ачипе калаҫни пӗчӗк ачана кӑмӑл-туйӑмӗ енӗпе мӗн кирлипе тивӗҫтерессинче тӗп вырӑн йышӑнать. (Исаия 66:12 танлаштарӑр.) Ашшӗн вара хӑйне мӗнле тытмалла? Тин ҫеҫ ҫуралнӑскерпе унӑн та ҫывӑхланмалла. Ҫак енпе Иегова хӑй тӗслӗх панӑ. Ытарӑшсем кӗнекерен эпир Иеговӑн хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлӗпе мӗнле хутшӑнусем пулнине пӗлетпӗр, ун ҫинчен ҫапла ҫырнӑ: «Эпӗ Ҫӳлхуҫа ҫулӗн пуҫламӑшӗнчех... пулнӑ; ҫавӑн чухне эпӗ... куллен-кунхи савӑнӑҫ пулнӑ» (Ытарӑшсем 8:22, 30; Иоанн 1:14). Ҫавӑн пекех лайӑх ашшӗ, ачин пурнӑҫӗ пуҫлансанах, унпа ӑшӑ тата юратуллӑ хутшӑнусем аталантарать. Пӗр ашшӗ сӗнет: «Хӑв юратнине кӑтарт. Ыталанӑшӑн тата чуп тунӑшӑн хальлӗхе пӗр ача та вилмен».

8. Ачан пуҫне ӗҫлеттерме ашшӗ-амӑшӗн май килнӗ таран иртерех мӗн тумалла?

8 Анчах пӗчӗк ачасене ҫакӑ кӑна мар кирлӗ. Ҫуралнӑ самантранах ачан пуҫ мимийӗ информаци йышӑнма тата астуса юлма пултарать, информацисен тӗп ҫӑлкуҫӗ вара — ашшӗ-амӑшӗ. Сӑмахран, чӗлхене илӗпӗр. Ача калаҫма, вулама мӗн таран ӑнӑҫлӑ вӗренесси «ача пурнӑҫӗн малтанхи тапхӑрӗнче ачапа ашшӗ-амӑшӗ хушшинче епле хутшӑнусем пулнинчен питӗ нумай килет» теҫҫӗ тӗпчевҫӗсем. Пӗчӗк ачӑрпа калаҫӑр, мӗн пӗчӗкрен ӑна вуласа парӑр. Кӗҫех вӑл сирӗн евӗрлӗ пулас тейӗ; кӑшт кӑна вӑхӑт иртӗ те, эсир ӗнтӗ ӑна вулама та вӗрентме пуҫлӑр. Вӑл шкула кайичченех вулама вӗренме пултарӗ. Эсир учительсем ҫитмен тата классем ачасемпе лӑк тулнӑ ҫӗршывра пурӑнатӑр пулсан, ҫакӑ уйрӑмах усӑллӑ.

9. Ашшӗ-амӑшӗн мӗнле чи кирлӗ тӗллеве асра тытмалла?

9 Ашшӗ-амӑшӗн, христиансен, тӗп тӗллевӗ — хӑйсен ачине Турӑпа хутшӑнусем аталантарма пулӑшасси (Саккуна астутарни 8:3). Ҫакӑ мӗншӗн кирлӗ? Ачана Христос евӗрлӗ пулма, чӑннипе каласан, «ҫӗнӗ этем» пулма пулӑшмашкӑн кирлӗ (Эфес 4:24). Ҫакна тума ашшӗ-амӑшӗн юрӑхлӑ «ӗҫ материалӗсемпе ӗҫ меслечӗсем» шырамалла.

АЧӐРА ЧӐНЛӐХА ЙЫШӐНМА ПУЛӐШӐР

10. Ачасен мӗнле паха енсем аталантармалла?

10 Ҫурт ҫирӗп пуласси ытларах ӑна лартнӑ чухне мӗнле материалсемпе усӑ курнинчен килет. Ҫын лайӑх христианин пултӑр тесен, чи лайӑх материалсем — ылтӑн, кӗмӗл, хаклӑ йышши чул — кирлӗ тенӗ Павел апостол (1 Коринф 3:10—12). Ҫак материалсем шутне паха енсем кӗреҫҫӗ — ӗненӳ, ӑслӑлӑх, уйӑрма пӗлни, чунтан парӑнни, хисеплени тата Иеговӑпа унӑн законӗсене юратнӑран пархатарлӑ пулни (Псалом 18:8—12; Ытарӑшсем 2:1—6; 3:13, 14). Ачисене мӗн пӗчӗкренех ҫакӑн пек паха енсем аталантарма ашшӗ-амӑшӗ мӗнле пулӑшма пултарать? Ӗлӗк-авалах ҫирӗплетнӗ йӗркене тытса пырса.

11. Израиль халӑхӗнчи ашшӗ-амӑшӗ ачисене Турра юрӑхлӑ паха енсем аталантарма мӗнле пулӑшнӑ?

11 Израиле Пама пулнӑ ҫӗре илсе кӗрес умӗн кӑшт маларах Иегова израильтянсене, ашшӗпе амӑшӗсене, каланӑ: «Эпӗ паян сана каласа хӑваракан ҫак сӑмахсем санӑн чӗрӳнте [тата санӑн чунунта] пулччӑр; вӗсене хӑвӑн ачусене вӗрент, вӗсем ҫинчен килӳнте ларнӑ чухне те, ҫулпа пынӑ чухне те, ҫывӑрма выртсассӑн та, ир тӑрсассӑн та калаҫ» (Саккуна астутарни 6:6, 7). Ҫапла, ашшӗ-амӑшӗн ачисене тӗслӗх памалла, вӗсен тусӗ пулмалла, ачасемпе хутшӑнма тата вӗсене вӗрентме пӗлмелле.

12. Ашшӗ-амӑшӗн ачисене мӗншӗн лайӑх тӗслӗх памалла?

12 Тӗслӗх кӑтартӑр. Малтан Иегова каланӑ: «Ҫак сӑмахсем санӑн чӗрӳнте... пулччӑр». Унтан хушса каланӑ: «Вӗсене хӑвӑн ачусене вӗрент». Эппин, Турра юрӑхлӑ паха енсем малтан ашшӗ-амӑшӗн чӗринче пулмалла. Ашшӗ-амӑшӗн чӑнлӑха юратмалла тата унпа килӗшӳллӗ пурӑнмалла. Ҫавӑн чухне кӑна вӗсем ачисен чӗрине хускатма пултарӗҫ (Ытарӑшсем 20:7). Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ачасене ытларах мӗн илтни мар, мӗн курни витӗм кӳрет (Лука 6:40; 1 Коринф 11:1).

13. Ачисене вӑхӑт уйӑрас тӗлӗшрен ашшӗ-амӑшӗ, христиансем, мӗнле майпа Иисус пек пулма пултараҫҫӗ?

13 Туссем пулӑр. Иегова израильтянсене, ашшӗпе амӑшӗсене, каланӑ: «Килӳнте ларнӑ чухне те, ҫулпа пынӑ чухне те, ҫывӑрма выртсассӑн та, ир тӑрсассӑн та калаҫ». Ҫакна тӑвас тесе ашшӗпе амӑшӗн, тем пек ӗҫлӗ пулсан та, вӑхӑта ачисемпе пӗрле ирттермелле. Иисус хӑйӗн вӑхӑтне ачасем валли уйӑрнӑ, вӗсем ҫакна тивӗҫлӗ пулнине, паллах, ӑнланнӑ. Иисусӑн сӑваплӑ ӗҫӗн юлашки кунӗсенче «Вӑл аллипе сӗртӗнсе пиллетӗр тесе, Ун патне ачасене илсе пынӑ». Иисус ҫакӑн ҫине мӗнле пӑхнӑ? Вӑл «ачасене ыталаса, вӗсем ҫине аллине хурса пилленӗ» (Марк 10:13, 16). Шухӑшласа пӑхӑр: ҫӗр ҫинче пурӑнма Иисусӑн темиҫе сехет ҫеҫ юлнӑ. Ҫапах вӑл ачасене вӑхӑтпа тимлӗх уйӑрнӑ. Мӗн тери чаплӑ урок!

14. Ашшӗ-амӑшӗ ачисемпе вӑхӑта ирттерни мӗншӗн усӑллӑ?

14 Ачӑрсемпе хутшӑнма вӗренӗр. Вӑхӑта ачӑрпа ирттеретӗр пулсан, ҫакӑ сире хутшӑнма пулӑшӗ. Эсир мӗн чухлӗ ытларах хутшӑнатӑр, ачан характерӗ епле аталанса пынине ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах ӑнланса пырӑр. Анчах асра тытӑр: хутшӑнни — калаҫни кӑна мар, унтан та ытларах. Бразилири пӗр амӑшӗ каланӑ: «Манӑн итлеме вӗренме тиврӗ — чӗрепе итлеме». Ывӑлӗ ӑна хӑйӗн туйӑмӗсене калама пуҫланӑ: чӑтӑмлӑ пулнипе вӑл ҫак пиллӗхе илнӗ.

15. Канасси пирки сӑмах пынӑ чухне мӗн асра тытмалла?

15 Ачасене «кулмалли... ташламалли вӑхӑт», урӑхла каласан, канма вӑхӑт кирлӗ (Екклесиаст 3:1, 4; Захария 8:5). Ашшӗ-амӑшӗ ачисемпе пӗрле вӑхӑта ирттерсен, канни пысӑк усӑ парать. Шел пулин те, нумай ҫемье шучӗпе, канни вӑл — телевизор пӑхни. Хӑш-пӗр программӑсем, тен, интереслӗ те, анчах чылайӑшне пула ҫын нравственность нормисене хаклама пӑрахать; телепрограммӑсем пӑхни ҫемьерисене пӗр-пӗринчен сивӗтет. Апла пулсан ачасемпе мӗншӗн кӑмӑла ҫӗклекеннине туса вӑхӑта ирттерес мар-ха? Юрлӑр, вӑйӑсем выльӑр, туссемпе хутшӑнӑр, интереслӗ вырӑнсене кайса килӗр. Ҫаксем хутшӑнма майсем параҫҫӗ.

16. Ашшӗ-амӑшӗн ачисене Иегова ҫинчен мӗн вӗрентмелле тата ҫакна мӗнле тумалла?

16 Ачӑрсене вӗрентӗр. «Вӗсене [ҫак сӑмахсене] хӑвӑн ачусене вӗрент»,— тенӗ Иегова. Контекстран эпир мӗне тата мӗнле вӗрентмеллине куратпӑр. Пӗрремӗшӗнчен, «Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм вӑй-халупа юрат» (Саккуна астутарни 6:5). Унтан вара «ҫак сӑмахсене... вӗрент». Ачӑрсене вӗрентнӗ май Иеговӑна тата унӑн законӗсене чӗререн юратассине вӗсенче аталантарма тӑрӑшӑр. (Еврейсем 8:10 танлаштарӑр.) «Вӗрентӗр» сӑмах темиҫе хут каласа ӑс памаллине пӗлтерет. Турра юрӑхлӑ паха енсем аталантарма пулӑшакан чи пирвайхи меслет — ачӑрсемпе калаҫса пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн Хӑй ҫинчен пӗлнине тарӑнлатса пыни тет сире Иегова чӑннипе. Ун шутне ачасемпе куллен Библи вӗренни те кӗрет.

17. Ашшӗ-амӑшне ачисенче мӗн аталантарма тивӗ, тен? Мӗншӗн?

17 Чылай ашшӗ-амӑшӗ ачисен чӗрине хускатма мӗн тери йывӑр пулнине пӗлет. Павел апостол пӗрле ӗненекенсене чӗнсе каланӑ: «Тин ҫуралнӑ ачасем пек таса сӑмах сӗтне юратӑр» (1 Петр 2:2). «Юратӑр» сӑмах нумайӑшӗн Турӑ ҫинчен пӗлес кӑмӑл пулманнине те кӑтартать. Ашшӗ-амӑшне ачисенче ҫакӑн пек кӑмӑл аталантарас тесе, тен, майсем шырама тивӗ.

18. Вӗрентес енпе Иисус усӑ курнӑ хӑш меслетсемпе ашшӗ-амӑшӗ те усӑ курма пултарать?

18 Иисус ҫынсен чӗрине кӑтартуллӑ тӗслӗхсемпе усӑ курса хускатнӑ (Марк 13:34; Лука 10:29—37). Ачасене вӗрентнӗ чухне ҫак меслет уйрӑмах усӑллӑ. Хамӑрӑн публикацисенчи хитре илемлетнӗ, интереслӗ калавсемпе усӑ курса, вӗсене Библи принципӗсене вӗрентӗр. Сӳтсе явма ачӑрсем те хутшӑнччӑр. Библири тӗрлӗ лару-тӑрӑва ӳкерсе тата выляса, вӗсене пултарулӑхӗсене кӑтартма май парӑр. Иисус ыйтусемпе те усӑ курнӑ (Матфей 17:24—27). Ҫемьепе пӗрле вӗреннӗ чухне ҫак тӗлӗшрен Иисусран тӗслӗх илӗр. Туррӑн мӗнле те пулин законне каласа кӑна парас вырӑнне ҫакӑн йышши ыйтусем парӑр: Иегова ҫак закона мӗншӗн панӑ? Пирӗн ӑна мӗншӗн тытса тӑмалла? Эпир ӑна пӑссан мӗн пулӗ? Ҫакӑн пек ыйтусем ачана шухӑшлама, Турӑ законӗсемпе усӑ курма, вӗсем усӑ панине ӑнланма вӗрентеҫҫӗ (Саккуна астутарни 10:13).

19. Ачисемпе хутшӑннӑ чухне ашшӗ-амӑшӗ Библи принципӗсене тытса пычӗ пулсан, ҫакӑ ачисене мӗнле пысӑк усӑ парӗ?

19 Ачӑра лайӑх тӗслӗх кӑтартсан, унӑн тусӗ пулса тӑрсан, унпа хутшӑнма тата ӑна ӑс пама вӗренсе ҫитсен, эсир ӑна мӗн пӗчӗкренех Иеговӑпа хутшӑнусем аталантарма пулӑшма пултарӑр. Ҫак хутшӑнусене пула ачӑр телейлӗ христианин пулса тӑрӗ. Ун чухне вӑл, пӗр ҫулхисем хӗсӗрленипе тата илӗртӳсемпе тӗл пулсан та, хӑй ӗненӗвӗпе килӗшӳллӗ пурӑнма ӑнтӑлӗ. Ачӑра ҫак хаклӑ хутшӑнусене хаклама яланах пулӑшӑр (Ытарӑшсем 27:11).

ВӖРЕНТНИ ПЫСӐК ВЫРӐН ЙЫШӐНАТЬ

20. Ачасене вӗрентни мӗне пӗлтерет тата ҫакна мӗнле тумалла?

20 Вӗрентесси вӑл — ӑс-тӑнпа чӗрене тӳрлетсе, ӑс памаллине пӗлтерет. Ачасене пӗрмаях вӗрентмелле. Павел ашшӗсене ачисене «Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ ӳкӗтлесе, вӗрентсе пӑхса ӳстерме» сӗнет (Эфес 6:4). Ашшӗ-амӑшӗн ачисене Иегова пек юратса вӗрентмелле (Еврейсем 12:4—11). Юратса вӗрентнӗ чухне мӗн ыйтнисене ӑнлантарса параҫҫӗ. Ҫавӑнпа пире «вӗрентсе каланине тӑнлама» каланӑ (Ытарӑшсем 8:33). Ачасене мӗнле вӗрентмелле-ха?

21. Ачисене вӗрентнӗ чухне ашшӗ-амӑшӗн мӗнле принципсене асра тытмалла?

21 Хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ ачисемпе юнавлӑ сасӑпа калаҫни, вӗсене вӑрҫни е хӑртни вӗрентни пулать тесе шутлать. Павел апостол асӑрхаттарать: «Эсир те, ашшӗсем, ачӑрсене ан ҫиллентерӗр» (Эфес 6:4). Пур христианина та «пуринпе те ӑшӑ кӑмӑллӑ пулма... хирӗҫ пыракансене те йӑвашшӑн ӳкӗтлеме» чӗнет (2 Тимофей 2:24—26). Ашшӗпе амӑшӗсем, христиансем, ҫирӗплӗх кӑтартмаллине ӑнланаҫҫӗ, анчах ачасене вӗрентнӗ чухне ҫак сӑмахсене те манма тӑрӑшмаҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне, паллах, сӑмахпа ӑнлантарни сахал, мӗнле те пулин наказани пани кирлӗ пулма пултарӗ (Ытарӑшсем 22:15).

22. Ачана наказани памалла пулсан, ӑна мӗн ӑнлантарса памалла?

22 Пур ачана та пӗр пек вӗрентме ҫук. Хӑш-пӗр ачасем «сӑмахпа тӑна кӗр[екеннисем]» мар. Ачасене итлеменшӗн сайра-хутра наказани парсан, ҫакӑ вӗсен пурнӑҫне ҫӑлма пултарать (Ытарӑшсем 17:10; 23:13, 14; 29:19). Анчах ачан хӑйне мӗншӗн наказани панине ӑнланмалла. «Питлевпе хулӑ ӑс параҫҫӗ» (Ытарӑшсем 29:15; Иов 6:24). Унсӑр пуҫне, наказани пӗлсе памалла. «[Эпӗ] сана тивӗҫлипе хаса кӑтартӑп»,— тенӗ Иегова хӑйӗн халӑхне (Иеремия 46:28ӑ). Тарӑхса хӗненине е хаяррӑн ватса пӗтернине Библи ырламасть, вӗсем ачана сиен кӳреҫҫӗ, суранлатаҫҫӗ те (Ытарӑшсем 16:32).

23. Ашшӗ-амӑшӗ наказани панӑ чухне ачан мӗн ӑнланмалла?

23 Иегова хӑйӗн халӑхне наказани парасси пирки асӑрхаттарнӑ чухне каланӑ: «Ан хӑра... Эпӗ — санпа пӗрле» (Иеремия 46:28а). Ҫавӑн пекех ашшӗ-амӑшӗ кирек епле вӗрентсе каласан та, ун хыҫҫӑн ачан хӑйне сивленӗ пек туймалла мар (Колоссӑ 3:21). Унӑн ӑнланмалла: ашшӗ-амӑшӗ «унпа», е ун енче, ҫавӑнпа ӑна наказани панӑ.

АЧӐРА УСАЛ ӖҪСЕНЧЕН ХӲТӖЛӖР

24, 25. Йӗрӗнтерекен мӗнле хӑрушлӑхран пирӗн вӑхӑтра ачасене хӳтӗлемелле?

24 Аслисенчен нумайӑшӗ хӑйсен ачалӑхне телейлӗ вӑхӑт пек аса илет. Вӗсем хӑйсем хӑрушсӑрлӑхра пулнине, ҫакӑ ӑшӑ туйӑм панине, кирек епле лару-тӑрура та ашшӗ-амӑшӗ хӑйсемшӗн тӑрӑшассине ҫирӗп ӗненнине аса илеҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисен ҫавнашкалах туйӑмсем пулччӑр тет, анчах хальхи йӗркесӗр тӗнчере ачасене хӑрушлӑхран упрама нихҫанхинчен йывӑр.

25 Юлашки ҫулсенче аталанса пыракан пӗр йӗрӗнтерекен хӑрушлӑх — ар хутшӑнӑвне кӗрес шухӑшпа ачасене ҫулӑхни. Малайзире ачасем ҫумне ҫыпҫӑннисем ҫинчен пӗлтернисем вунӑ ҫул хушшинче тӑватӑ хут ӳснӗ. Германире ҫулсерен 300 000 яхӑн ача мӑшкӑлланине пула хур курать, Кӑнтӑр Америкӑри пӗр ҫӗршывра вара, пӗр тӗпчевҫӗ илсе панисем тӑрӑх, ҫулсерен 9 000 000 ачана пусмӑрлаҫҫӗ! Ҫак ачасенчен нумайӑшӗпе килтисем — вӗсем пӗлекен тата шанакан ҫынсем — ҫапла сӗмсӗррӗн тытаҫҫӗ, ҫакӑ питӗ пӑшӑрхантарать. Анчах ачасен шанчӑклӑ хӳтлӗх пулмалла — ашшӗ-амӑшӗ. Вӗсем ачана мӗнле хӳтӗлеме пултараҫҫӗ?

26. Ачасене хӑрушлӑхран хӳтӗлеме мӗнле меслетсем пур тата пӗлӳ ачана мӗнле хӳтӗлеме пултарать?

26 Опыт кӑтартнӑ тӑрӑх, ар хутшӑнӑвӗсем пирки сахал пӗлекен ачасем пусмӑрҫӑ аллине ҫӑмӑллӑнрах лекеҫҫӗ, ҫавӑнпа инкекрен пӑрӑнмалли тӗп меслет вӑл — ачана, вӑл питӗ пӗчӗк пулин те, пӗлӳ пани. Пӗлӳ «усал ӗҫсен ҫулӗнчен, суя суйса калаҫакан ҫынран ҫӑлса хӑварма» пултарать (Ытарӑшсем 2:10—12). Мӗнле пӗлӳ? Библи принципӗсене, нравственность тӗлӗшӗнчен мӗн лайӑххипе мӗн япӑххине пӗлни. Хӑш-пӗр ҫитӗннӗ ҫын япӑх ӗҫ тунине, нравственность нормисене пӑсма хистенӗ чух хӑйӗн аслисене пӑхӑнмалла маррине пӗлни. (Даниил 1:3—4, 8; 3:16—18 танлаштарӑр.) Ҫакна вӗрентме пӗрре кӑна калаҫнипе ан ҫырлахӑр. Нумай ачана лайӑх астуса юлма темиҫе хут каламалла. Ашшӗн, ачисем ҫитӗнсен, хӗрӗн пӗччен юлма ирӗк пуррине юратса хисеплемелле, амӑшӗн вара — ҫак тӗлӗшрен арҫын ачин ирӗкне; ашшӗ-амӑшӗ ҫакӑн пек тытнине пула ача мӗн йӗркеллӗ пулнине тата лайӑхрах ӑнланӗ. Паллах, ашшӗ-амӑшӗ, эсир пӑхса-асӑрхаса тӑни — ачасене пусмӑртан хӳтӗлемелли чи лайӑх меслетсенчен пӗри.

ТУРӐ КАНАШӖСЕНЕ ШЫРӐР

27, 28. Ачасене пӑхса ӳстернӗ чухне ашшӗ-амӑшӗшӗн чи аслӑ пулӑшӑвӑн Ҫӑлкуҫӗ кам пулать?

27 Чӑн та, ачана мӗн пӗчӗкренех вӗрентесси — питӗ йывӑр ӗҫ, анчах ӗненекен ашшӗ-амӑшӗ ҫак ӗҫре пӗччен мар. Маной ятлӑ ҫын, Тӳресен вӑхӑтӗнче пурӑннӑскер, хӑй кӗҫех ашшӗ пулассине пӗлсен, ачине мӗнле вӗрентсе ӳстермелли пирки канаш Иеговӑран ыйтнӑ. Иегова унӑн кӗлли ҫине хуравланӑ (Тӳресен 13:8, 12, 24).

28 Ҫавӑн евӗрлех паян та ӗненекен ашшӗ-амӑшӗ ачисене пӑхса ӳстернӗ чухне Иеговӑна кӗлӗ тума пултарать. Ашшӗ-амӑшӗ пуласси — йывӑр ӗҫ, ҫав хушӑрах пысӑк парне те. Гавайӑри пӗр мӑшӑр, христиансем, каласа параҫҫӗ: «Куҫӑм тапхӑрӗ ҫитиччен сирӗн хӑвӑрӑн ӗҫе тума 12 ҫул пур. Эсир Библи принципӗсемпе усӑ курма питӗ тӑрӑшнӑ пулсан, ачӑрсем Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӗтӗм чӗререн шут тытнӑ чухне эсир савӑнӑҫпа канӑҫлӑх вырса илӗр» (Ытарӑшсем 23:15, 16). Ачӑр ҫакӑн пек йышӑну тусан, эсир те савӑнса-кӑшкӑрса калас тейӗр: «Ҫӳлхуҫа панӑ еткер ҫакӑ — ывӑлсем».