Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ВУННӐМӖШ СЫПӐК

Ҫемьере хӑшӗ те пулин чирленӗ чухне

Ҫемьере хӑшӗ те пулин чирленӗ чухне

1, 2. Сатана Иова айӑпа кӗртме инкексемпе тата чирпе мӗнле усӑ курнӑ?

 ИОВА, паллах ӗнтӗ, телейлӗ ҫемье пурнӑҫӗпе пурӑннӑ ҫынсен шутне кӗртмелле. Библире вӑл «Тухӑҫ ывӑлӗсем хушшинче пуринчен те чаплӑрах пулнӑ» тенӗ. Иовӑн вунӑ ача пулнӑ: ҫичӗ ывӑлпа виҫӗ хӗр. Унӑн хӑйӗн ҫемйине лайӑх пӑхма укҫи-тенки ҫителӗклех пулнӑ. Чи кирли вара — ҫемйине Турӑпа ҫывӑх хутшӑнусенче пулма пулӑшас тӗлӗшрен вӗрентсе-ертсе пырассине Иов хӑй ҫине илнӗ тата хӑйӗн ачисем ҫине Иегова епле пӑхни пирки шухӑшланӑ. Ҫакна пула ҫемье ҫирӗп те телейлӗ пулнӑ (Иов 1:1—5).

2 Иов ырӑ курса пурӑннине Иегова Туррӑн тӗп тӑшманӗ Сатана асӑрханӑ. Туррӑн ӗҫлекенӗсене айӑпа кӗртес тесе Сатана пӗрмаях майсем шырать, ҫавӑнпа вӑл Иова тапӑннӑ: унӑн телейлӗ ҫемйине тӗп тунӑ. Унтан Сатана «Иова ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ тӳпине ҫитичченех хаяр тилҫе сырса илмелле тунӑ». Сатана ҫак инкексемпе тата чирсемпе усӑ курса Иова айӑпа кӗртме пултарасса шаннӑ (Иов 2:6, 7).

3. Иов чирӗн паллисем мӗнле пулнӑ?

3 Иов чирӗн медицинӑри тӗрӗс ятне Библире палӑртман. Анчах та вӑл мӗнле палӑрнине ҫырса панӑ. Иовӑн кӗлетки хуртланнӑ пулнӑ, пӗтӗм ӳт-тирӗ кӗсенленсе тата пӳрленсе тӑнӑ. Вӑл сывлани йӗрӗнтернӗ, ӳтӗнчен усал шӑршӑ тухса тӑнӑ. Иов ыратнипе аптраса ҫитнӗ (Иов 7:5; 19:17; 30:17, 30). Халтан кайсан, Иов кӗл ҫине ларнӑ та хӑйне чӳлмек катӑкӗсемпе хырма пуҫланӑ (Иов 2:8). Чӑннипех те хурлӑхлӑ ӳкерчӗк!

4. Хӑш-пӗр чухне кирек хӑш ҫемье те мӗнпе тӗл пулать?

4 Ҫакӑн пек йывӑр чирпе чирлерӗр пулсан эсир хӑвӑра мӗнле туйнӑ пулӑттӑр? Паян Сатана Туррӑн ӗҫлекенӗсем ҫине, Иовпа пулнӑ пек, чир ямасть. Ҫапах та ҫын ҫитменлӗхлӗ пулнине, кулленхи пурнӑҫри стрессене, таврари япӑхланса пыракан условисене шута илсен, хӑш-пӗр чухне ҫемьере кам та пулин чирлессе хатӗр пулмалла. Чир-чӗртен сыхланас тесе эпир хамӑр мӗн пултарнине тусан та, пур ҫын та чирлет, сахалӑшне кӑна Иов пек асапланма тивет. Ҫемьере кам та пулин чирленӗ чухне, паллах, йывӑрлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та этемлӗхӗн пур ҫӗрте те тӗл пулакан тӑшманне, чир-чӗре, ҫӗнтерме Библи мӗнле пулӑшнине айтӑр пӑхса тухар (Екклесиаст 9:11; 2 Тимофей 3:16).

ЭСИР ҪАКӐН ҪИНЕ МӖНЛЕ ПӐХАТӐР?

5. Чир вӑраха кайман чухне ҫемьерисем ялан тенӗ пекех хӑйсене мӗнле тытаҫҫӗ?

5 Кулленхи пурнӑҫ йӗрки кирек мӗнле сӑлтава пула пӑсӑлсан та, уйрӑмах ҫакӑ вӑраха кайнӑ чир пирки пулсан, ӑна чӑтса ирттерме яланах ҫӑмӑл мар. Чир вӑраха кайман чухне те мӗн те пулин улӑштарни, ыттисен ырӑлӑхне мала хуни, вӗсене кирлине тума хатӗр пулни кирлӗ. Тен, чирленӗ ҫын кантӑр тесе кил-йышри сывӑ ҫынсен шӑплӑха упрама тивет. Тен, вӗсем пӗр-пӗр ӗҫе тумасӑр хӑварӗҫ. Ҫапах та чылай ҫемьере пӗчӗк ачасем те, тепӗр чухне вӗсене тимлӗ пулмаллине аса илтермелле пулсан та, чирленӗ пиччӗш-шӑллӗне, аппӑш-йӑмӑкне, ашшӗне е амӑшне хӗрхенеҫҫӗ (Колоссӑ 3:12). Чир вӑраха кайман чухне ялан тенӗ пекех ҫемье мӗн кирлине пурне те тума хатӗр. Унсӑр пуҫне ҫемьере кашниех хӑй чирлерӗ пулсан хӑйне тимлӗх уйӑрасса кӗтме тивӗҫлӗ (Матфей 7:12).

6. Ҫемьере хӑшӗ те пулин йывӑр, вӑраха каякан чирпе чирлерӗ пулсан хӑш-пӗр чухне мӗнле туйӑмсем пулаҫҫӗ?

6 Чирӗ питӗ йывӑр тата пурнӑҫра нумай вӑхӑтлӑха пысӑк улшӑнусем тумалла пулсан? Сӑмахран, ҫемьере пӗрне паралич (шалкӑм) ҫапсан, е хӑшӗ те пулин Альцгеймер чирӗпе асапланать е урӑх чире пула тертленет пулсан? Е ҫемьере ӑс-тӑн чирӗпе, шизофрения пеккипе, чирлекен пур пулсан? Ытларах чухне малтанхи туйӑмсем — хӗрхенни, юратнӑ ҫын ҫакӑн пек асапланнӑран хурланни. Анчах хӗрхенни хыҫҫӑн урӑх туйӑмсем пулма пултараҫҫӗ. Ҫывӑх тӑванӗсем пӗр ҫын чирлени вӗсен пурнӑҫне мӗн тери вӑйлӑ витӗм кӳнине тата хӑйсем унчченхи пекех ирӗклӗ пулманнине ӑнланса илсе тарӑхма пултараҫҫӗ. Вӗсенчен хӑшӗ те пулин ҫапла ыйтма пултарать: «Ҫакӑ мӗншӗн манпа пулса тухрӗ-ха?»

7. Иов чирлесе ӳкни ҫине арӑмӗ мӗнле пӑхнӑ тата вӑл мӗн ҫинчен манса кайнӑ пулас?

7 Ҫакӑн пек шухӑшсем Иов арӑмӗн те пулма пултарнӑ. Аса илер: вӑл йывӑр ҫухату тӳснӗ — унӑн ачисем вилнӗ. Ҫак инкексем пулса иртнӗ май вӑл, паллах, хытӑран та хытӑ пӑшӑрханнӑ. Юлашкинчен, хастар ӗҫлекен, лайӑх сывлӑхлӑ упӑшки асаплантаракан, йӗрӗнтерекен чирпе чирлесе ӳкнине курсан, вӑл ҫак хуйхӑсене хуплама пултарнине, чи кирлине — Турӑпа хӑйӗн тата упӑшкин хушшинчи хутшӑнусем пирки — манса кайнӑ пулас. Библире каланӑ: «Арӑмӗ ӑна [Иова] каланӑ: мӗн эсӗ ҫаплах айӑпа кӗресрен сыхланатӑн! Турра хурла та вилсе вырт пӗрех хут» (Иов 2:9).

8. Ҫемьерисене ҫемьере кам та пулин йывӑр чирпе чирленӗ чухне тӗрӗс пӑхассине упрама Библири мӗнле сӑвӑ йӗрки пулӑшӗ?

8 Кам та пулин чирленине пула хӑйсен пурнӑҫӗнче нумай улшӑну тума тивнӗ чухне ҫынсем час-часах кулянаҫҫӗ, тарӑхаҫҫӗ те. Апла пулин те, ҫӗнӗ лару-тӑру пирки шухӑшлакан христианинӑн юлашкинчен хӑй чӗререн юратнине ҫирӗплетсе пама май уҫӑлнине ӑнланмаллах. Чӑн юрату «нумайччен тӳсет, хӗрхенсе ырӑлӑх тӑвать... хӑйӗншӗн тӑрӑшмасть... пурне те каҫарать, пурне те ӗненет, яланах шанса тӑрать, пурне те тӳссе ирттерет» (1 Коринф 13:4—7). Тӗрӗс мар туйӑмсем вӑйланса кайса ан алхасчӑр тесе хамӑр пултарнине пурне те туни лайӑхрах (Ытарӑшсем 3:21).

9. Ҫемьере хӑшӗ те пулин чирлет пулсан, ҫемьене малалла та Турӑпа ҫывӑх хутшӑнусенче пулма тата лайӑх кӑмӑл-туйӑма упрама мӗнле шантарса каланисем пулӑшӗҫ?

9 Ҫемьере хӑшӗ те пулин йывӑр чирпе чирленӗ чухне ҫемье малалла та Турӑпа ҫывӑх хутшӑнусенче пултӑр тата лайӑх кӑмӑл-туйӑма упратӑр тесен мӗн тума пулать? Паллах, кашни чире кура ятарлӑ, вырӑнлӑ сиплев тата пӗлсе пӑхни кирлӗ, ҫавӑнпа ҫак публикацире сиплесси е килте пӑхасси ҫинчен мӗнле те пулин канашсем пани вырӑнлӑ мар. Ҫапла пулин те, Турӑпа ҫывӑх хутшӑнусенче пулнине илсен, Турӑ «пӗкӗрӗлсе аннисене те тӑратать» (Псалом 144:14). Давид патша ҫырнӑ: «Мӗскӗне [чухӑна] асӗнче тытакан ҫын телейлӗ! Йывӑр кун килсессӗн Ҫӳлхуҫа ӑна хӑтарӗ. Ҫӳлхуҫа ӑна сыхлӗ, пурӑнӑҫне упраса хӑварӗ... Ҫӳлхуҫа ӑна чирлӗ выртакан вырӑнӗ ҫинче самайлатӗ» (Псалом 40:2—4). Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене, кӑмӑл-туйӑм енӗпе хытӑ асапланаканнисене те, хӑйпе ҫирӗп хутшӑнусенче пулма пулӑшать (2 Коринф 4:7). Ҫемйинче йывӑр чирпе чирлекен пулнӑ нумай ҫын псалом юрлакан пекех калать: «Эй Ҫӳлхуҫа, питӗ тертленетӗп эпӗ; Хӑвӑн сӑмахупа чӗртсемччӗ мана» (Псалом 118:107).

КӐМӐЛ ҪИРӖПЛӖХӖ

10, 11. а) Ҫывӑх ҫынни чирленине ӑнӑҫлӑн чӑтса ирттерес тесен ҫемьене уйрӑмах мӗн кирлӗ? ӑ) Пӗр хӗрарӑма упӑшки чирленине чӑтса ирттерме мӗн пулӑшнӑ?

10 Библири ытарӑшра ҫапла каланӑ: «Ҫыннӑн халсӑрлӑхне чунӗ тӳссе ирттерет; чунӗ хавшанӑ пулсассӑн, ӑна кам тӗрек парӗ?» (Ытарӑшсем 18:14.) Кӑмӑл-туйӑм хуҫӑлни ҫын «чунне», е шухӑш-кӑмӑлне, кӑна мар, ҫемьене те витӗм кӳме пултарать. Анчах «кӑмӑл йӑваш пулсассӑн — ӳт те сывлӑхлӑ» (Ытарӑшсем 14:30). Ҫемье йывӑр чире ӑнӑҫлӑн чӑтса ирттересси нумай тӗлӗшрен кил-йышра пурин те мӗнле шухӑш-кӑмӑл пулнинчен килет. (Ытарӑшсем 17:22 танлаштарӑр.)

11 Туй хыҫҫӑн ултӑ ҫул иртсен, упӑшкин инсульт пулнӑ чухне пӗр христианкӑна нумай чӑтса ирттерме тивнӗ. «Ҫакӑ калаҫасси ҫине те вӑйлӑ витӗм кӳчӗ, унпа калаҫма ҫук пекехчӗ,— аса илет вӑл.— Вӑл мӗн каласшӑн пулнине ӑнланма питӗ тӑрӑшма тиветчӗ». Унӑн упӑшки мӗн тери асапланма тата хуйхӑрма пултарни пирки шухӑшласа пӑхӑр. Мӑшӑрсем мӗн тунӑ-ха? Вӗсем христиансен пухӑвӗнчен инҫетре пурӑннӑ пулин те, хӗрарӑм организацире мӗн пулса иртнисене пӗлсе тӑма тӑрӑшса, Турӑпа ҫывӑх хутшӑнусенче пулас тесе тата «Хурал башнипе» «Пробудитесь!» журналсенче ҫутатса панӑ Библири чӑнлӑхсене пӗрмаях пӗлес тесе мӗн пултарнине пурне те тунӑ. Ҫакӑ ӑна юратнӑ упӑшкине виличченех, тепӗр тӑватӑ ҫул хушши, пӑхма вӑй панӑ.

12. Иов тӗслӗхне пӑхсан, чирлекен ҫын хӑш-пӗр чухне мӗнпе пулӑшма пултарать?

12 Иов тӗслӗхне илсен, вӑл хӑй — асапланаканни — ҫирӗп тӑрса юлнӑ. «Турӑран ырӑлӑхне кӑна йышӑнӑпӑр-и эпир, усаллине йышӑнмӑпӑр-и?» — ыйтнӑ вӑл арӑмӗнчен (Иов 2:10). Каярахпа Иаков вӗренекен тӳсӗмлӗх тата ҫирӗплӗх енӗпе Иов чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ тесе каланинчен тӗлӗнме кирлӗ мар! Иаков 5:11-мӗшӗнче эпир вулатпӑр: «Эсир Иов тӳсни ҫинчен илтнӗ, Ҫӳлхуҫа ӑна юлашкинчен мӗн тунине пӗлетӗр: Ҫӳлхуҫа ырӑлӑхлӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ». Ҫавӑн пекех паян та чирлекен ҫын ҫирӗп пулни хурӑнташӗсене тӗрӗс шухӑш-кӑмӑла упрама час-часах пулӑшать.

13. Ҫемьере хӑшӗ те пулин йывӑр чирпе чирлет пулсан, ҫемьен мӗнле танлаштарусем тумалла мар?

13 Кам та пулин йывӑр чирпе чирлесен ҫывӑх ҫыннисене ҫакна малтанхи вӑхӑтра йышӑнма ытларах чухне пӗртте ҫӑмӑл мар. Ҫемйинче кам та пулин чирленипе тӗл пулнӑ нумай ҫын ҫакӑнпа килӗшет. Вӗсем ҫын ҫӗнӗ лару-тӑрӑва мӗнле хакланинчен те нумай килнине палӑртаҫҫӗ. Тен, ҫемьене хӑнӑхнӑ пурнӑҫ йӗркине улшӑнусем кӗртме тата ӑна тӳрлетме малтанлӑха ҫӑмӑл мар. Анчах та чӑннипех тӑрӑшсан ҫӗнӗ лару-тӑрӑва хӑнӑхма пулать. Ҫакӑн пек туса пирӗн хамӑрӑн лару-тӑрӑва ыттисеннипе, никам та чирлемен ҫемьерипе, танлаштармалла мар тата вӗсене ҫӑмӑлтарах, «ку тӗрӗс мар!» тесе шухӑшлама кирлӗ мар. Вӗт чӑннипе никам та ыттисене мӗнле ҫӗклем йӑтма тивнине пӗлмест. Иисус: «Эй асапланакансем, йывӑр ҫӗклемпе халтан кайнисем, пурсӑр та Ман патӑма килӗр, Эпӗ сире лӑплантарӑп»,— тени пур христианина та йӑпатать (Матфей 11:28).

МАЛТИ ВЫРӐНТА МӖН ПУЛМАЛЛА

14. Малти вырӑнта мӗн пулмаллине тӗрӗс палӑртма мӗн пулӑшать?

14 Ҫемьере пӗри йывӑр чирпе чирлесе ӳкрӗ пулсан, Турӑ хавхалантарнипе ҫырнӑ сӑмахсене пурте асра тытни усӑллӑ пулнӑ пулӗччӗ: «Канашҫӑсем йышлӑ чухне ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулать» (Ытарӑшсем 15:22). Ҫемьерисем пурте пӗрле пуҫтарӑнса чире пула пулнӑ лару-тӑрӑва сӳтсе явма пултараймаҫҫӗ-ши? Паллах, ҫакна кӗлӗ туса сӳтсе явни тата Турӑ Сӑмахӗнче канашсем шырани тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ (Псалом 24:4). Ҫемьепе мӗн сӳтсе явмалла-ха? Сиплев, укҫа-тенкӗ, ҫемье пурнӑҫӗнчи улшӑнусем — пур ҫак ыйтӑва та татса памалла. Чирлӗ ҫынна ытларах кам пӑхӗ? Ыттисем мӗнпе пулӑшӗҫ? Ҫак улшӑнусем ҫемьере кашнине мӗнле витӗм кӳрӗҫ? Чирленӗ ҫынна пӑхакана малалла та Турӑпа ҫывӑх хутшӑнусенче пулма кам пулӑшӗ тата ытти тӗлӗшпе ӑна мӗн кирлишӗн кам тӑрӑшӗ?

15. Кам та пулин йывӑр чирпе чирлекен ҫемьесене Иегова мӗнле пулӑшать?

15 Эпир чӗререн кӗлӗ туса Иеговӑран канаш ыйтатпӑр, унӑн Сӑмахӗнче ҫырнисем пирки шухӑшлатпӑр тата Библире кӑтартнӑ ҫулпа хӑюллӑн пыратпӑр пулсан, ҫакӑ час-часах эпир кӗтнинчен темӗн чухлӗ ирттерекен пиллӗхсем парать. Чир хӑш-пӗр чухне иртсе каймасть. Анчах кирек епле пулсан та, эпир Иеговӑна шанса тӑни чи лайӑххипе вӗҫленӗ (Псалом 54:23). Псалом юрлакан ҫырнӑ: «Эй Ҫӳлхуҫамӑм, мана Санӑн ырӑлӑху хунтӑларӗ. Чӗремре хӗн-асап хушӑнса пынӑ чухне Эсӗ лӑплантарнипе манӑн чунӑм канать» (Псалом 93:18, 19; ҫавӑн пекех Псалом 62:6—9 пӑхӑр).

АЧАСЕНЕ МӖНЛЕ ПУЛӐШМАЛЛА

Йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пӗтӗм ҫемьепе тӑрӑшсан, ҫакна тума пулать

16, 17. Пиччӗш-шӑллӗ е аппӑш-йӑмӑкӗ чирлени пирки каланӑ май пӗчӗк ачасене мӗн ҫине тимлеттермелле?

16 Ҫемьере хӑшӗ те пулин йывӑр чирлени ачасемшӗн нумай йывӑрлӑх кӑларса тӑратма пултарать. Ашшӗ-амӑшӗн ачисене халӗ ҫемьене мӗн кирлӗ пулнине, вӗсем мӗнпе пулӑшма пултарнине ӑнлантарса памалла. Ҫемьере ача чирлерӗ пулсан, ытти ачисене ӑнланса илме пулӑшмалла: чирлекен ачана ытларах тимлӗх уйӑрни, уншӑн тӑрӑшни вӗсене сахалтарах юратнине пӗлтермест. Чире пула пулса тухнӑ лару-тӑрӑва пурте пӗрле чӑтса ирттернӗ чухне ачисем ҫилленме е тупӑшма тытӑннине сӑнас вырӑнне ашшӗ-амӑшӗ вӗсене пӗр-пӗринпе ҫывӑхланма тата пӗр-пӗрне ӑшшӑн юратнине кӑтартма пулӑшма пултарать.

17 Медицинӑри ӑнлавсене йывӑррӑн, вӑрӑммӑн ӑнлантарса панисем мар, туйӑмӗсене хускатни пӗчӗк ачасене ытларах чухне витӗм кӳрет. Ҫавӑнпа вӗсене чирлекен ҫын мӗн туйнине кӑшт ӑнлантарса пама пулать. Чирлӗ пиччӗшӗ е шӑллӗ, аппӑшӗ е йӑмӑкӗ ҫӑмӑллӑнах тума пултарнине нумаййине халӗ тума пултарайманнине курсан, сывӑ ачасем «туслӑн пурӑнма» тата «хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулма» ытларах тӑрӑшӗҫ (1 Петр 3:8).

18. Чире пула ҫемьере епле йывӑрлӑхсем сиксе тухнине аслӑрах ачасене ӑнланса илме мӗнле пулӑшма пулать тата ҫакна ӑнланни вӗсемшӗн мӗнпе усӑллӑ пулма пултарать?

18 Аслӑрах ачасене ҫемьере йывӑр лару-тӑру пулнине, ҫакна пула ҫемьере кашнинех хӑйне шеллемесӗр мӗн те пулин тума тивнине ӑнланма пулӑшмалла. Тен, ашшӗ-амӑшне тухтӑрсем пулӑшнӑшӑн тата медицина счечӗсемшӗн тӳлеме тивет, ҫавӑнпа та вӗсем ачисене вӗсен мӗн илес килнине пурне те илсе пама пултараймаҫҫӗ. Ҫакӑншӑн ачисем ҫилленӗҫ-и тата хӑйсене кая хунӑ пек туйӗҫ-и? Е ҫемьене халӗ питӗ йывӑр килнине ӑнланӗҫ те ыттисемшӗн тӑрӑшма хатӗр пулӗҫ? Ҫак ыйтусене епле сӳтсе явнинчен тата ҫемьере мӗнле шухӑш-кӑмӑл пулнинчен питӗ нумай килет. Чӑн та, нумай ҫемьере ҫывӑх ҫыннисенчен пӗри чирлени ачасене Павел апостол сӗннӗ пек тытма вӗренме пулӑшнӑ: «Нимӗне те тупӑшса е мухтанса ан тӑвӑр, йӑваш ӑслӑ пулса пӗр-пӗрне хӑвӑртан асла хурса хисеплӗр. Кашнийӗ пӗр хӑйӗншӗн ҫеҫ мар, ыттисемшӗн те тӑрӑштӑр» (Филиппӑ 2:3, 4).

СИПЛЕВ ҪИНЕ ЕПЛЕ ПӐХМАЛЛА

19, 20. а) Ҫемьере хӑшӗ те пулин чирлесе ӳкнӗ чухне ҫемье пуҫӗ ҫине мӗнле яваплӑхсем тиенеҫҫӗ? ӑ) Библи медицина кӗнеки мар пулин те, сиплев пирки унта мӗнле вӗрентни-кӑтартни пур?

19 Ӑслӑ-тӑнлӑ христиансем Турӑ законне хирӗҫлемен сиплеве хирӗҫ мар. Ҫемьере пӗри чирлесе ӳксен, христиансем унӑн асапне ҫӑмӑллатма май тупма тӑрӑшаҫҫӗ. Апла пулин те, медиксем пӗр-пӗрне хирӗҫлекен канашсем пама пултараҫҫӗ, вӗсем пирки тӗплӗн шухӑшламалла. Унсӑр пуҫне, юлашки ҫулсенче ҫӗнӗ чирсем пуҫланасси те, сывлӑх пӑсӑласси те кӗтмен ҫӗртен пулса тухать, вӗсенчен нумайӑшне сиплеме йӑлана кӗнӗ меслетсем ҫук. Хӑш-пӗр чухне тӗрӗс диагноз лартма та йывӑр. Ҫакӑн пек чухне христианинӑн мӗн тумалла?

20 Библие ҫыракансенчен пӗри врач пулнӑ пулин те, Павел апостол вара хӑйӗн Тимофей тусне медицина енӗпе усӑллӑ канаш панӑ пулин те, Сӑваплӑ Ҫыру медицина кӗнеки мар, вӑл — ҫынна хӑйӗн пурнӑҫӗнче Турӑпа хутшӑнусем аталантарма пулӑшакан тата нравственность тӗлӗшӗпе вӗрентсе-ертсе пыракан кӗнеке (Колоссӑ 4:14; 1 Тимофей 5:23). Ҫавӑнпа та христиан ҫемье пуҫӗсен мӗнле сиплев суйласа илесси пирки тӗплӗн шухӑшласа йышӑнӑва хӑйсен тумалла. Тен, вӗсем темиҫе лайӑх специалист мӗнле шухӑшланине ыйтса пӗлни кирлӗ тесе шутлӗҫ. (Ытарӑшсем 18:17 танлаштарӑр.) Вӗсем, паллах, чирленӗ ҫывӑх ҫыннине май килнӗ таран лайӑхрах пулӑшасшӑн, ҫавӑнпа нумайӑшӗ опытлӑ тухтӑртан пулӑшу ыйтать. Теприсем йӑлана кӗмен сиплев меслечӗсемпе усӑ курма шутлаҫҫӗ. Ку та ҫын хӑй тунӑ йышӑну. Анчах христиансем сывлӑхпа ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсене татса панӑ чухне те Турӑ Сӑмахӗ вӗсен «урине ҫутӑ кӑтартать», вӗсен «сукмакне ҫутатать» (Псалом 118:105). Вӗсем йышӑнӑва Библире ҫырнисене шута илсе тӑваҫҫӗ (Исаия 55:8, 9). Ҫапла майпа христиансем спиритизмпа ҫыхӑнма пултарнӑ диагностика меслечӗсенчен пӑрӑнаҫҫӗ тата Библи принципӗсене пӑсакан мелсемпе сипленме килӗшмеҫҫӗ (Псалом 35:10; Апостолсен ӗҫӗсем 15:28, 29; Ӳлӗмхине 21:8).

21, 22. Азири пӗр хӗрарӑм Библи принципӗсем пирки мӗнле шухӑшланӑ тата вӑл тунӑ йышӑну унӑн лару-тӑрӑвӗнче мӗнле майпа тӗрӗс пулса тӑнӑ?

21 Азире пӗр ҫамрӑк хӗрарӑмпа пулнӑ тӗслӗхе айтӑр пӑхса тухар. Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗренме пуҫланӑ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсенех вӑл ачине вӑхӑтсӑр ҫуратнӑ, ачи 1 470 грамм кӑна тайнӑ. Ача аталанас енӗпе питӗ юлса пырасси, нихӑҫан та утаймасси пирки врач каланӑ сӑмахсем унӑн чӗрине хытӑ ыраттарнӑ. Врач ачана приюта пама сӗннӗ. Хӗрарӑмӑн упӑшки мӗн тумаллине пӗлмесӗр иккӗленсе тӑнӑ. Хӗрарӑм камран пулӑшу ыйтма пултарнӑ?

22 Ҫак хӗрарӑм калать: «Эпӗ Библире „Ҫӳлхуҫа панӑ еткер ҫакӑ — ывӑлсем; Унӑн парнийӗ — вартан ҫурални“ тесе ҫырнине асра тытрӑм» (Псалом 126:3). Вӑл хӑйӗн «еткерне» килне илсе кайма тата хӗрачине пӑхма шут тытнӑ. Малтанах ҫамрӑк амӑшне питӗ йывӑр пулнӑ, анчах та ӑна Иегова Свидетелӗсен вырӑнти пухӑвӗнчи христиан тусӗсем пулӑшнӑ; ҫакна пула вӑл ачине пӑхма тата ӑна кирлӗ ятарлӑ пулӑшу пама пултарнӑ. Вуникӗ ҫул иртнӗ хыҫҫӑн хӗрача Турӑ Патшалӑх Залне тӗлпулусене ҫӳренӗ, унта тантӑшӗсемпе хутшӑнса савӑннӑ. Амӑшӗ калать: «Библи принципӗсем мана тӗрӗс йышӑну тума пулӑшнӑшӑн эпӗ питӗ пархатарлӑ. Библи мана Иегова Турӑ умӗнче таса совеҫе упрама пулӑшрӗ тата пурнӑҫ тӑршшӗпех асапланассинчен хӑтарчӗ».

23. Чирлекенсемпе вӗсене пӑхакансем валли Библире мӗнле йӑпатакан сӑмахсем пур?

23 Чир-чӗр яланах пулмӗ. Исаия пророк «пурӑнакансенчен нихӑшӗ те: „эпӗ чирлӗ“,— тесе каламӗ» текен вӑхӑт пулассине кӑтартнӑ (Исаия 33:24). Ҫак сӑмах пани кӗҫех пулакан ҫӗнӗ тӗнчере пурнӑҫланӗ. Хальлӗхе вара пирӗн чирсемпе тата вилӗмпе кӗрешме тивет. Телее, Турӑ Сӑмахӗ пире вӗрентсе-кӑтартса тӑрать тата пулӑшу парать. Библире кӑтартнӑ тӗп нормӑсем улшӑнмаҫҫӗ, вӗсем ҫитменлӗхлӗ ҫынсен улшӑнса тӑракан шухӑшӗсенчен темӗн чухлӗ чаплӑрах. Акӑ мӗншӗн ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын псалом юрлаканпа килӗшет: «Ҫӳлхуҫа саккунӗ пур тӗлӗшпе те паха — чуна тӗрек парать; Ҫӳлхуҫа пӗлтерни тӗрӗс — айваннисене ӑс кӗртет... Ҫӳлхуҫа сучӗсем чӑн, пӗтӗмпех тӳрӗ... вӗсене тытса-туса тӑни — пысӑк сӑвап» (Псалом 18:8, 10, 12).