Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ВУНВИҪҪӖМӖШ СЫПӐК

Ҫемье арканасси патнех ҫитсен

Ҫемье арканасси патнех ҫитсен

1, 2. Ҫемьере йывӑрлӑхсем пур пулсан хамӑра мӗнле ыйту памалла?

 ЛЮЧИЯ ятлӑ итальянкӑн 1988-мӗш ҫулта йывӑр депресси пулнӑ *. Мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн вунӑ ҫул иртсен унӑн ҫемйи арканнӑ. Вӑл упӑшкипе нумай хутчен мирлешме тӑрӑшнӑ, анчах ҫакӑ пӗр усӑ та паман. Ҫавӑнпа Лючия характерӗсем пӗр килменрен ун патӗнчен тухса кайнӑ, вара икӗ хӗрне унӑн пӗччен пӑхса ӳстерме тивнӗ. Иртнӗ вӑхӑта аса илсе Лючия калать: «Эпӗ пирӗн ҫемьене ниепле те ҫӑлма ҫуккине ӗненнӗ».

2 Сирӗн ҫемьере йывӑрлӑхсем пур пулсан эсир Лючия туйӑмӗсене ӑнланма пултаратӑр. Тен, мӑшӑрупа иксӗрӗн хушӑри хутшӑнусем япӑхланнӑ, эсир вара ҫемьене упраса хӑварма пулать-ши тесе шухӑшлатӑр. Ҫапла пулсан, сирӗнтен кашнине ҫакӑн пирки шухӑшлани усӑллӑ: «Турӑ ҫемьене ӑнӑҫлӑ тума Библи урлӑ панӑ пур лайӑх канаша та тытса тӑратӑп-и эпӗ?» (Псалом 118:105.)

3. Уйрӑласси питӗ анлӑ сарӑлчӗ пулин те, уйрӑлнӑ нумай ҫын тата вӗсен ҫемйисем мӗн туяҫҫӗ?

3 Упӑшкипе арӑмӗ хушшинче пысӑк хирӗҫӳсем пулса тухнӑ чухне вӗсене уйрӑлнипе татса пани чи лайӑххи пулнӑ пек туйӑнма пултарать. Анчах та, арканнӑ ҫемьесен шучӗ нумай ҫӗршывра нихҫанхинчен хӑвӑрт ӳсет пулин те, нумаях пулмасть тӗпченисем уйрӑлнӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсен пысӑк проценчӗ уйрӑлнӑшӑн ӳкӗннине кӑтартаҫҫӗ. Вӗсенчен чылайӑшӗ, пӗрле юлнӑ мӑшӑрсемпе танлаштарсан, ӳт-пӳ тата ӑс-тӑн чирӗсемпе ытларах чирлет. Ашшӗ-амӑшӗ уйрӑлнине чӑтса ирттернӗ ачасем аптраса ӳкни тата хуйхӑрни час-часах ҫулсем иртсен те иртсе каймасть. Уйрӑлнӑ мӑшӑрсен ашшӗ-амӑшӗпе тусӗсем те асапланаҫҫӗ. Ҫакӑн ҫине Турӑ — ҫемьене Никӗслекен — мӗнле пӑхать-ха?

4. Ҫемьери йывӑрлӑхсене мӗнле татса памалла?

4 Умӗнхи сыпӑксенче каланӑччӗ ӗнтӗ, Турӑ шухӑшӗпе, ҫемьен пурнӑҫ тӑршшӗпех пулмалла (Пултарни 2:24). Апла пулсан, питӗ нумай ҫемье мӗншӗн арканать-ха? Ҫакӑ сасартӑк пулса иртмест. Ытларах чухне асӑрхаттаракан паллӑсем пур. Ҫемьери кӑшт кӑна палӑракан йывӑрлӑхсем ӳссе-ӳссе пыма пултараҫҫӗ те татса пама ҫук пек туйӑнма пуҫлаҫҫӗ. Анчах Библипе усӑ курса вӗсене вӑхӑтра татса парсан, нумай уйрӑлу пулман та пулӗччӗ.

ТӖРӖС ПӐХМА ПӖЛӖР

5. Кирек епле ҫемьере те пурнӑҫра пулакан мӗнле лару-тӑрӑва хатӗр пулмалла?

5 Хӑш-пӗр чухне мӑшӑрсем иккӗшӗ те е пӗри пулма пултарайманнине кӗтни йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратать. Юрату романӗсем, анлӑ сарӑлнӑ журналсем, телепрограммӑсем тата кинофильмсем ҫынсене пурнӑҫлама пулманни ҫинчен ӗмӗтленме-шанма хӗтӗртеҫҫӗ. Ӗмӗтленни пулмарӗ пулсан ҫын хӑйне улталанӑ пекех туять, вӑл ӳпкелешет тата тарӑхать те. Икӗ ҫитменлӗхлӗ ҫын ҫемьере мӗнле майпа телейлӗ пулма пултарать? Пӗр-пӗринпе лайӑх хутшӑнас тесен вӑй хуни кирлӗ.

6. а) Библи мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫине тӗрӗс пӑхма мӗнле пулӑшать? ӑ) Мӑшӑрсем мӗнле хӑш-пӗр сӑлтавсене пула хирӗҫме пултараҫҫӗ?

6 Библи — усӑллӑ кӗнеке. Вӑл мӑшӑрлӑ пурнӑҫ савӑнӑҫ панине ҫирӗплетет, анчах мӑшӑрланакансен «ӳт пирки хуйхӑ курмалла» пуласси пирки те асӑрхаттарать (1 Коринф 7:28). Палӑртнӑччӗ ӗнтӗ, мӑшӑрсем иккӗшӗ те ҫитменлӗхлӗ, йӑнӑшма пултараҫҫӗ. Вӗсем ӑс-тӑн тата кӑмӑл-туйӑм енӗпе пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑраҫҫӗ тата тӗрлӗрен ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Хӑш-пӗр чухне мӑшӑрсем укҫа-тенкӗ, ачасемпе ҫывӑх тӑванӗсем пирки хирӗҫме пултараҫҫӗ. Мӑшӑрсем вӑхӑта пӗрле сахал ирттереҫҫӗ е вӗсен арлӑ-арӑмлӑ пурнӑҫӗнче йывӑрлӑхсем пур пулсан, ҫакӑ та хирӗҫтерме пултарать *. Вӗсене татса пама вӑхӑт кирлӗ, анчах алла ан усӑр! Чылай мӑшӑр ҫакӑн пек йывӑрлӑхсене хӑюллӑн кӗтсе илме тата иккӗшне те ҫырлахтаракан йышӑнусем тупма пултарать.

ХИРӖҪӲСЕНЕ СӲТСЕ ЯВӐР

7, 8. Мӑшӑрсем хушшинче ӑнланманни пулса тухсан е вӗсем кӳреннине кӑтартсан, ҫакна Библипе усӑ курса мӗнле татса памалла?

7 Нумайӑшне хӑйне кӳрентерни пирки, ӑнлансах ҫитейменни пирки е хӑйӗн йӑнӑшӗ пирки каланӑ чухне лӑпкӑ пулма йывӑр. «Эсӗ мана ӑнланмарӑн пек туйӑнать мана»,— тесе тӳррӗн калас вырӑнне ҫын хумханса кайма тата ытлашши ӳстерме пултарать. «Эсӗ хӑв ҫинчен анчах шухӑшлатӑн. Эсӗ мана юратмастӑн»,— тет нумайӑшӗ. Мӑшӑрӗ хирӗҫес килмен пирки ним чӗнмесӗр тӑма пултарать.

8 Библири «ҫилленсе ҫылӑха ан кӗрӗр: ҫиллӗр иртсе кайиччен хӗвел анса ан лартӑр» канаша тытса тӑни темӗн чухлӗ лайӑхрах (Эфес 4:26). Пӗрле 60 ҫул телейлӗ пурӑннӑ хыҫҫӑн пӗр мӑшӑртан ҫемйи ӑнӑҫлӑ пулнин вӑрттӑнлӑхӗ мӗнре пулнине ыйтнӑ. Упӑшки каланӑ: «Эпир пур хирӗҫӗве те, вӗсем пӗлтерӗшлӗ пулмасан та, ҫывӑрма выртиччен татса парассине йӑлана кӗртрӗмӗр».

9. а) Библи мӗне хутшӑнӑвӑн питӗ кирлӗ пайӗ тесе палӑртать? ӑ) Ҫакӑн валли хӑюлӑхпа кӗҫӗне хуни кирлӗ пулсан та, мӑшӑрсен час-часах мӗн тумалла?

9 Упӑшкипе арӑмӗ тӗрлӗрен шухӑшланӑ чухне вӗсенчен кашниех «итлеме хатӗр пултӑр, хуравлама ан васкатӑр, ҫиллине чарса тӑтӑр» (Иаков 1:19). Пӗр-пӗрне тимлӗ итлесен мӑшӑрсем иккӗшӗн те каҫару ыйтмаллине ӑнланма пултараҫҫӗ (Иаков 5:16). «Чӗрӳне ыраттарнӑшӑн каҫар»,— тесе чӗререн калама кӗҫӗне хуни тата хӑюлӑх кирлӗ. Анчах та мӑшӑрсем хирӗҫӳсене шӑп ҫапла майпа татса пани усӑллӑ; ҫакӑ йывӑрлӑхсене пӗтерме кӑна мар, ҫывӑххӑн хутшӑнса ӑшшӑн калаҫма пулӑшать, ҫакӑ вара пӗр-пӗринпе хутшӑнса кӑмӑла тата ытларах тултарма май парать.

АР-АРӐМ ТИВӖҪНЕ ПУРНӐҪЛАССИ

10. Коринфри христиансене Павел апостол панӑ хӑш канаш паянхи христиансене хӳтӗленме пулӑшма пултарать?

10 Коринф ҫыннисем патне ҫырнӑ чухне Павел апостол «аскӑн ӗҫ тӑвасран» мӑшӑрланма сӗннӗ (1 Коринф 7:2). Паян тӗнчери лару-тӑру пӗртте лайӑхрах мар, тен, авалхи Коринфринчен те япӑхрах. Тӗнчери ҫынсем аскӑн ӗҫсене уҫҫӑн сӳтсе явни, илӗртекен-астаракан тумтир, хӗрӳ туйӑмсем ҫинчен каланипе уйрӑлса тӑракан журналсемпе кӗнекесем, телепередачӑсемпе кинофильмсем — ҫаксем пурте тӗрӗс майпа тивӗҫтерме пулман арлӑх туртӑмне вӑйлатаҫҫӗ. Павел апостол ҫакӑн пек лару-тӑрура пурӑннӑ Коринф ҫыннисене каланӑ: «Аскӑн шухӑшпа пурӑннинчен мӑшӑрланни аванрах» (1 Коринф 7:9).

11, 12. а) Мӑшӑрсен пӗр-пӗрин умӗнче мӗнле тивӗҫ пур тата ӑна туса тӑрасси ҫине вӗсен мӗнле пӑхмалла? ӑ) Ар-арӑм тивӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫламасӑр тӑма тивнӗ чухне лару-тӑрӑва мӗнле татса памалла?

11 Ҫавӑнпа Библи мӑшӑрланнӑ христиансене хушать: «Упӑшки арӑмӗ тӗлӗшпе хӑйӗн тивӗҫне туса тӑтӑр, ҫавӑн пекех арӑмӗ те упӑшки тӗлӗшпе хӑйӗн тивӗҫне туса тӑтӑр» (1 Коринф 7:3). Асӑрхӑр-ха, ыйтмалли ҫине мар, памалли ҫине тимлеттернӗ. Мӑшӑрсенчен кашнийӗ теприн ырӑлӑхӗшӗн шухӑшланӑ чухне кӑна мӑшӑрлӑ пурнӑҫри ар ҫыхӑнӑвӗ кӑмӑла чӑннипех те тултарать. Сӑмахран, Библире упӑшкасене арӑмӗсемпе «ырӑ ӑспа» тытма хушнӑ (1 Петр 3:7). Ҫакӑ уйрӑмах мӑшӑрсен арлӑ-арӑмлӑ хутшӑнӑвӗсенче питӗ кирлӗ. Упӑшки хӑйне арӑмӗпе ҫепӗҫҫӗн тытмасть пулсан, ҫак хутшӑнусем ӑна савӑнтарасси иккӗлентерет.

12 Хӑш-пӗр чухне мӑшӑрсене, тен, ар-арӑм тивӗҫне пурнӑҫлассинчен пӑрӑнма тивет. Арӑм уйӑхӑн хӑш-пӗр кунӗнче е питӗ ывӑннӑ чухне ҫапла тума пултарать. (Левит 18:19 танлаштарӑр.) Упӑшка та ӗҫре пысӑк йывӑрлӑхсем пур чухне тата кӑмӑл-туйӑм енӗпе питӗ йывӑр чухне хӑйне ҫапла тытма пултарать. Ар-арӑм тивӗҫне туса тӑрассине вӑхӑтлӑха хӑварма тивнӗ чухне чи лайӑххи — пурне те уҫҫӑн сӳтсе явни тата «пӗр-пӗринпе килӗшсе» туни (1 Коринф 7:5). Ҫакӑ мӑшӑрсене васкаса тӗрӗс мар пӗтӗмлетӳ тума памӗ. Апла пулин те, арӑмӗ кутӑнланса е упӑшки ҫине тӑрсах ар-арӑм тивӗҫне юратса пурнӑҫлассинчен пӑрӑнать пулсан, тепӗр мӑшӑрне илӗртӳрен пӑрӑнма йывӑртарах пулать. Ҫакӑн пек чухне ҫемьере йывӑрлӑхсем пулма пултараҫҫӗ.

13. Шухӑшӗсене таса упрас тесе христиансем мӗн тума пултараҫҫӗ?

13 Ытти христиансем пекех, мӑшӑрланнисен те порнографирен пӑрӑнмалла, вӑл таса мар тата йӗркесӗр ӗмӗтсем ҫуратать (Колоссӑ 3:5). Ҫавӑн пекех арҫынсемпе хӗрарӑмсен пӗр-пӗринпе хутшӑннӑ чухне хӑйсен шухӑшӗсене тата хӑйсене епле тытнине асӑрхасах тӑмалла. Иисус асӑрхаттарнӑ: «Хӗрарӑм ҫине аскӑннӑн пӑхакан кирек кам та хӑй ӑшӗнче унпа аскӑн ӗҫ тӑвать» (Матфей 5:28). Ар ҫыхӑнӑвӗ тӗлӗшпе панӑ Библири принципсемпе усӑ курса мӑшӑрсем илӗртӳрен тата аскӑн ӗҫрен пӑрӑнма пултараҫҫӗ. Вӗсем мӑшӑрлӑ пурнӑҫра арлӑх ҫыхӑнӑвӗпе малалла та киленме тата ҫемьене Никӗслекенӗн, Иеговӑн, усӑллӑ парнине хаклама пултараҫҫӗ (Ытарӑшсем 5:15—19).

БИБЛИРИ УЙРӐЛМА ПАРАКАН СӐЛТАВСЕМ

14. Хӑш-пӗр чухне мӗнле хурлӑхлӑ лару-тӑру пулса тухать? Мӗншӗн?

14 Телее, христиансем хушшинчи чылай мӑшӑр кирек епле йывӑрлӑха та татса пама пултарать. Ҫапах та хӑш-пӗр чухне лару-тӑру пач урӑхла пулать. Ҫынсем ҫитменлӗхлӗ пулнӑран тата Сатана тытса тӑракан ҫылӑхлӑ тӗнчере пурӑннӑран хӑш-пӗр ҫемье арканасси патнех ҫитет (1 Иоанн 5:19). Ҫакӑн пек йывӑр лару-тӑрура христиансен мӗн тумалла?

15. а) Библире уйрӑлма тата уйрӑлнӑ хыҫҫӑн тепӗр хут мӑшӑрланма паракан мӗнле пӗртен-пӗр сӑлтав пур? ӑ) Мӑшӑрӗ урӑххипе ар ҫыхӑнӑвне кӗнӗ хыҫҫӑн хӑшӗ-пӗри мӗншӗн уйрӑлма шут тытмасть?

15 Ҫак кӗнекен иккӗмӗш сыпӑкӗнче каланӑччӗ ӗнтӗ, Библи уйрӑлма тата уйрӑлнӑ хыҫҫӑн тепӗр хут мӑшӑрланма паракан пӗртен-пӗр сӑлтав вӑл — аскӑн ӗҫ туни (Матфей 19:9) *. Мӑшӑру шанчӑклӑ пулманни пирки санӑн ҫирӗплетӳсем пур пулсан, санӑн йывӑр йышӑну тума тивет. Ҫемьене упраса хӑвармалла-и е уйрӑлмалла? Кунта правило ҫук. Хӑш-пӗр христианин чӗререн ӳкӗнекен мӑшӑрне йӑлт каҫарать, вӗсен упраса хӑварнӑ ҫемйи вара малашне ӑнӑҫлӑ пулать. Теприсем ачисем пирки шухӑшланӑран уйрӑлма шут тытмаҫҫӗ.

16. а) Урӑххипе ар ҫыхӑнӑвне кӗнӗ мӑшӑрӗпе хӑшӗ-пӗри мӗншӗн уйрӑлать? ӑ) Айӑпсӑр мӑшӑра, вӑл уйӑрӑласси е уйӑрӑлмасси пирки йышӑну тусан, мӗншӗн никамӑн та сут тумалла мар?

16 Тепӗр енчен, ҫылӑх тунине пула, тен, ҫие юлнӑ е ар ҫыхӑнӑвӗ урлӑ куҫакан чир ернӗ. Е, тен, ачасене ашшӗ е амӑшӗ ар ҫыхӑнӑвне кӗме ҫулӑхнинчен хӳтӗлемелле. Паллах ӗнтӗ, йышӑну тӑвас умӗн нумай тӗлӗшрен шухӑшламалла. Анчах та мӑшӑру урӑххипе ар ҫыхӑнӑвне кӗнине пӗлнӗ хыҫҫӑн эсӗ малалла та упӑшкупа арлӑ-арӑмлӑ пурнӑҫпа пурӑнатӑн пулсан, ҫакӑ эсӗ каҫарнине тата ҫемьене упраса хӑварасшӑн пулнине кӑтартать. Библи тӑрӑх, ҫакӑн пек чухне уйрӑлма тата ҫӗнӗрен мӑшӑрланма ирӗк паракан сӑлтав ҫук. Никамӑн та ытлашши пӗлме е санӑн йышӑнӑвна витӗм кӳме тӑрӑшмалла мар тата эсӗ йышӑну тунӑ хыҫҫӑн сана сут тума никамӑн та ирӗк ҫук. Йышӑнӑва эсӗ хӑв тӑватӑн — ҫак йышӑнупа килӗшӳллӗ санӑн хӑвӑн пурӑнмалла та. «Кирек кам та хӑй ҫӗклемне хӑй ҫӗклӗ» (Галати 6:5).

УЙРӐМ ПУРӐНМА ПАРАКАН СӐЛТАВСЕМ

17. Аскӑн ӗҫ туман пулсан, Библире каланӑ тӑрӑх, уйрӑм пурӑнни е уйрӑлни мӗн тума ирӗк памасть?

17 Упӑшки е арӑмӗ аскӑн ӗҫ туман чухне те мӑшӑрсем уйрӑм пурӑннине е, тен, уйрӑлнине тӳрре кӑларма пулать-ши? Пулать, анчах ҫакӑн пек чухне христианин ҫӗнӗ мӑшӑр шырас енпе ирӗклӗ мар (Матфей 5:32). Библи уйрӑм пурӑнма ирӗк парать пулин те, вӑл уйрӑм пурӑнас текенӗн «качча каймасӑр пурӑнмалла е хӑйӗн упӑшкипе килӗштермелле» тет (1 Коринф 7:11). Уйрӑм пурӑнни мӗнле йывӑр лару-тӑрура ӑслӑ-тӑнлӑ пулнӑ пек курӑнма пултарать?

18, 19. Тепӗр хут мӑшӑрланма май пулмасан та, мӑшӑрсенчен пӗрне мӗнле йывӑр лару-тӑру суд урлӑ уйрӑлма е уйрӑм пурӑнма ирӗк илесси пирки шухӑшласа пӑхма хистеме пултарать?

18 Упӑшкин сиенлӗ йӑлисене пула тата вӑл питӗ кахал пулнине пула ҫемье укҫа-тенкӗсӗр юлма пултарать *. Тен, вӑл ҫемьен мӗнпур тупӑшне выляса ярать е ӑна наркотик, эрех-сӑра илме тӑкаклать. Библире каланӑ: «Кам... хӑй кил-йышӗшӗн тӑрӑшмасть, вӑл ӗнтӗ тӗне пӑрахнӑ, вӑл ӗненмен ҫынран та япӑхрах» (1 Тимофей 5:8). Ҫакӑн пек ҫын улшӑнма килӗшмест пулсан, арӑмӗ ӗҫлесе илекен укҫана та хӑйӗн япӑх ӗҫӗсене тума тӑкаклать пулсан, арӑмӗ, хӑйсем пурӑнакан ҫӗршыври закон ирӗк парать пулсан, суд урлӑ уйрӑм пурӑнма ирӗк илсе хӑйӗн тата ачисен ырӑлӑхне хӳтӗлеме пултарать.

19 Мӑшӑрсенчен пӗри тепринпе хаяррӑн тытать пулсан, сӑмахран, сывлӑхшӑн тата пурнӑҫшӑн хӑрушлӑх кӑларса тӑратмаллах пӗрре кӑна мар хӗнет пулсан, ҫак законлӑ майпа усӑ курасси пирки шухӑшласа пӑхма пулать. Унсӑр пуҫне, арӑмӗ е упӑшки пӗрмаях теприне Турӑ хушнисене ун пек е кун пек пӑстарма хӑтланать пулсан, уйрӑмах хӗсӗрленине чӑтакан мӑшӑрӑн Турӑ умӗнче таса юласси хӑрушлӑхра чухне уйрӑм пурӑнасси пирки шухӑшласа пӑхма юрать. Кам хӑрушлӑха лекет, ҫавӑ суд урлӑ уйрӑм пурӑнма ирӗк илесси «этемрен ытларах Турра пӑхӑнма» пӗртен-пӗр май тесе шутлама пултарать (Апостолсен ӗҫӗсем 5:29).

20. а) Ҫемье арканасси патнех ҫитнӗ пулсан опытлӑ туссемпе старейшинӑсем мӗн сӗнме пултараҫҫӗ тата вӗсен мӗн сӗнмелле мар? ӑ) Мӑшӑрланнӑ ҫынсен уйрӑм пурӑнасси тата уйрӑласси пирки Библире каланӑ сӑвӑ йӗркисемпе мӗнле тӗрӗс мар усӑ курассинчен пӑрӑнмалла?

20 Питӗ хаяррӑн тытни тӗл пулнӑ чухне никамӑн та айӑпсӑр ҫынна уйрӑлма е малалла та мӑшӑрӗпе пӗрле пулма хистемелле мар. Опытлӑ туссемпе старейшинӑсем пулӑшма тата Библи ҫинче никӗсленнӗ канашсем пама пултараҫҫӗ пулин те, вӗсем арӑмпа упӑшки хушшинче мӗн пулса иртнине вак-тӗвек таранах пӗлмеҫҫӗ. Ҫакна Иегова кӑна пӗлет. Паллах, христианка арӑм уйрӑлас тесе ҫирӗплетсе паман сӑлтавпа усӑ курнӑ пулсан, вӑл Туррӑн ҫемье тытӑмне хисеплеменнине кӑтартнӑ пулӗччӗ. Анчах ҫемьере юлма малтанхи пекех хӑрушӑ пулсан, уйрӑм пурӑнма шут тытнӑ христианкӑна никамӑн та сут тумалла мар. Уйрӑм пурӑнма шут тытнӑ христианин упӑшка пирки те ҫавнах калама пулать. «Пурсӑмӑр та Христос [«Турӑ», ҪТ] умне сута тӑрӑпӑр» (Рим 14:10).

УЙРӐЛАССИ ПАТНЕХ ҪИТНӖ ҪЕМЬЕНЕ МӖН ҪӐЛНӐ

21. Библире мӑшӑрлӑ пурнӑҫ пирки панӑ канашсем пулӑшнине мӗнле тӗслӗх кӑтартать?

21 Маларах асӑннӑ Лючия, упӑшки патӗнчен тухса кайни виҫӗ уйӑх ҫитсен, Иегова Свидетелӗсене тӗл пулнӑ та вӗсемпе Библи вӗренме пуҫланӑ. «Ман йывӑрлӑха епле татса памалли пирки Библире калани мана питӗ тӗлӗнтерчӗ,— каласа парать вӑл.— Эрне вӗреннӗ хыҫҫӑнах манӑн упӑшкампа мирлешес килчӗ. Паян эпӗ ҫемьесем татса пама пултарайман йывӑрлӑхсене мӗнле ҫӗнтермеллине Иегова пӗлет тесе калама пултаратӑп, мӗншӗн тесен вӑл вӗрентнисем мӑшӑрсене пӗр-пӗрне хисеплеме вӗренме пулӑшаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри Иегова Свидетелӗсем ҫемьесене уйӑраҫҫӗ тени тӗрӗс мар. Ман тӗслӗхре пач урӑхла пулса тухрӗ». Лючия хӑйӗн пурнӑҫӗнче Библи принципӗсемпе усӑ курма вӗренсе ҫитнӗ.

22. Пур мӑшӑр та мӗне хӑюллӑн шанма пултарать?

22 Лючия тӗслӗхӗ пӗртен-пӗр тӗслӗх мар. Мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫӗклем мар, пиллӗх пулмалла. Ҫавӑнпа Иегова пире хӑйӗн ҫав тери хаклӑ Сӑмахне — мӑшӑрлӑ пурнӑҫ тӗлӗшпе ытти нимӗнле кӗнекепе танлаштарма ҫук питӗ чаплӑ канашсен кӗнекине панӑ. Библи «айваннисене ӑс кӗртет» (Псалом 18:8—12). Вӑл нумай арканас патне ҫитнӗ ҫемьене ҫӑлса хӑварнӑ, ытти чылай ҫемье вара унпа усӑ курса пысӑк йывӑрлӑхсене татса панӑ. Иегова Турӑ ҫемьесене паракан канашсене пур мӑшӑр та туллин шанса тӑтӑр. Ҫак канашсем чӑннипех те пулӑшаҫҫӗ!

^ Ятне улӑштарнӑ.

^ Хӑш-пӗр ыйтӑвне умӗнхи сыпӑксенче пӑхса тухнӑ.

^ Библире «аскӑн ӗҫ» тесе куҫарни мӑшӑрсем пӗр-пӗрне шанчӑклӑ пулма сӑмах панине пӑснине, гомосексуализма, выльӑхпа пӗтӗҫнине тата ытти йӗркесӗр ӗҫсене, арлӑх органӗсемпе усӑ курнипе ҫыхӑннисене, пӗлтерет.

^ Кунта упӑшкан ӗҫлесси килни пирки, анчах унран килмен сӑлтавсене, калӑпӑр, чирленине е ӗҫ тупайманнине, пула вӑл ҫемйишӗн тӑрӑшма пултарайманни пирки сӑмах пымасть.