Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

3-МӖШ СЫПӐК

Турӑ ҫӗр пирки мӗн тума шухӑшласа хунӑ?

Турӑ ҫӗр пирки мӗн тума шухӑшласа хунӑ?
  • Турӑ ҫынсем валли мӗн тума шухӑшласа хунӑ?

  • Турра хирӗҫ мӗнле тӑнӑ?

  • Пуласлӑхра ҫӗр ҫинче мӗнле пурнӑҫ пулать?

1. Турӑ ҫӗр пирки мӗн тума шухӑшласа хунӑ?

 ТУРӐ ҫӗр пирки мӗн тума шухӑшласа хуни тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет. Иегова ҫӗр ҫинче телейлӗ, ҫирӗп сывлӑхлӑ ҫынсене пурӑнтарасшӑн. Библире каланӑ: «Едемра, Ҫӳлхуҫа Турӑ рай пахчи лартса ӳстернӗ... тӗрлӗ йывӑҫ ӳстерсе кӑларнӑ: пӑхма — илемлӗ, апат валли лайӑх пулнӑ вӗсем». Унтан Турӑ пӗрремӗш арҫынпа хӗрарӑма, Адампа Евӑна, пултарнӑ, вара вӗсене ҫак рай пахчине вырнаҫтарнӑ та ҫапла каланӑ: «Хунӑр, йышлӑланӑр, ҫӗре туллиех тулӑр, ӑна тытса тӑрӑр» (Пултарни 1:28; 2:8, 9, 15). Турӑ шухӑшласа хунӑ тӑрӑх, ҫынсен ача-пӑчаллӑ пулмалла пулнӑ, ҫак рай пахчине пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе сармалла пулнӑ тата чӗрчунсемшӗн тӑрӑшмалла пулнӑ.

2. а) Турӑ ҫӗр пирки мӗн тума шухӑшласа хуни пурнӑҫланасса эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? ӑ) Библи каланӑ тӑрӑх, мӗнле ҫынсем ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗҫ?

2 Эсӗ мӗнле шутлатӑн: Иегова Турӑ мӗн тума шухӑшласа хуни хӑҫан та пулин пурнӑҫланӗ-ши? Ҫынсем ҫӗр ҫинчи райра пурӑнӗҫ-ши? «Эпӗ ҫакна каларӑм... ӑна тӑватӑп»,— тесе сӑмах парать Турӑ (Исаия 46:9—11, ҪТ; 55:11). Ҫапла, Турӑ мӗн тума шухӑшласа хунӑ, ҫавна тӑватех! Вӑл ҫӗре «ахаль пултарман; ӑна вӑл пурӑнма тунӑ» (Исаия 45:18, ҪТ). Турӑ ҫӗр ҫинче мӗнле ҫынсене пурӑнтарасшӑн? Вӑл вӗсене унта мӗн чухлӗ пурӑнтарасшӑн? Библи хуравласа калать: «Тӳрӗ ҫынсене еткерлӗх ҫӗр тивӗ, вӗсем унта ӗмӗрех пурӑнӗҫ» (Псалом 36:29; Ӳлӗмхи 21:3, 4).

3. Ҫӗр ҫинчи хальхи пурнӑҫ пирки мӗн калама пулать тата ҫавна пула мӗнле ыйтусем сиксе тухаҫҫӗ?

3 Турӑ мӗн тума шухӑшласа хуни халӗ пурнӑҫланман-ха. Ҫынсем паян чирлеҫҫӗ тата вилеҫҫӗ кӑна мар, ҫавӑн пекех вӗсем пӗр-пӗринпе ҫапӑҫаҫҫӗ тата пӗр-пӗрне вӗлереҫҫӗ. Анчах Турӑ ҫынсене ҫакӑн пек пурнӑҫпа пурӑнтарасшӑн пулман! Апла пулсан мӗн пулса тухнӑ-ха? Мӗншӗн Турӑ мӗн тума шухӑшласа хуни пурнӑҫланман? Ҫынсем ҫырнӑ истори кӗнекисенчен пӗри те пире ҫакна каласа пама пултараймасть, мӗншӗн тесен инкек-синкексем пӗлӗтре пуҫланнӑ.

ТУРРӐН ТӐШМАНӖ — ВӐЛ МӖНЛЕ ПУЛСА КАЙНӐ?

4, 5. а) Тӗрӗссипе Евӑпа ҫӗлен урлӑ кам калаҫнӑ? ӑ) Йӗркеллӗ, суйса-улталамасӑр пурӑнакан ҫын мӗнле майпа вӑрӑ пулса тӑма пултарать?

4 Библин пӗрремӗш кӗнеки Едем пахчинче Турра хирӗҫ тӑракан ҫинчен каласа парать. Ун пирки «ҫӗлен» тенӗ пулин те, кунта сӑмах чӗрчун ҫинчен пымасть. Библин юлашки кӗнеки ун ҫинчен «шуйттан теекен, сатана теекен... пӗтӗм тӗнчене илӗртсе пурӑнакан» тесе калать. Ӑна ҫавӑн пекех «авалхи ҫӗлен» тесе ят панӑ (Пултарни 3:1; Ӳлӗмхи 12:9). Ҫак куҫа курӑнман хӑватлӑ ангел ҫӗленпе усӑ курса Евӑпа калаҫнӑ. Хӑш-пӗр ҫынсем пуканесемпе шӑпах ҫапла тума пултараҫҫӗ, пӑхсан пукане калаҫнӑ пек туйӑнма пултарать, анчах чӑннипе пукане вырӑнне ҫын калаҫать. Паллах ӗнтӗ, ҫак ангел Турӑ ҫӗре ҫынсем валли хатӗрлеме пуҫличченех пулнӑ (Иов 38:4, 6, 7).

5 Иегова пурне те пӗр ҫитменлӗхсӗр, е кӑлтӑксӑр, пултарнӑ пулсан, кам вара Шуйттана Сатанана тунӑ? Кӗскен каласан, Туррӑн пӗлӗтре пурӑнакан хӑватлӑ пӗр ывӑлӗ хӑйне хӑй Шуйттан туса хунӑ. Ҫакӑ мӗнле пулма пултарнӑ? Калӑпӑр, паян та йӗркеллӗ, суйса-улталамасӑр пурӑнакан ҫын вӑрӑ пулса тӑма пултарать. Мӗншӗн ҫапла пулса тухать? Малтан ҫын ирсӗр япаласем ҫинчен шухӑшлама пуҫлать. Кайран вӑл ҫакӑн ҫинчен вӗҫӗмсӗр шухӑшлать пулсан, ҫак ирсӗр шухӑш ӑса ҫирӗп кӗрсе вырнаҫать. Вара май сиксе тухсанах вӑл ҫак усал шухӑша пурнӑҫа кӗртме тӑрӑшӗ. (Иаков 1:13—15 вуласа парӑр.)

6. Мӗнле майпа Туррӑн пӗлӗтре пурӑнакан хӑватлӑ ывӑлӗ Сатана Шуйттан пулса тӑнӑ?

6 Сатана Шуйттанпа та ҫавӑн пекех пулса тухнӑ. Турӑ Адампа Евӑна ача-пӑчаллӑ пулма, йышлӑланма тата ҫӗре туллиех тултарма каланине вӑл, паллах, илтнӗ ӗнтӗ (Пултарни 1:27, 28). «Ҫынсем пурте Турра пуҫҫапас вырӑнне мана пуҫҫапма пултарӗҫ!» — тесе шухӑшланӑ пулас Сатана. Вӑл ҫак усал шухӑша хӑйӗн пуҫӗнчен кӑларса пӑрахман. Вара пурӑна киле вӑл хӑйӗн ӗҫне тӑватех: Турӑ ҫинчен суйса-элеклесе вӑл Евӑна улталать. (Пултарни 3:1—5 вуласа парӑр.) Ҫапла майпа вӑл Шуйттан (ҫакӑ «элекҫӗ» тенине пӗлтерет) тата Сатана (ҫакӑ «хирӗҫ тӑракан» тенине пӗлтерет) пулса тӑнӑ.

7. а) Мӗншӗн Адампа Ева вилнӗ? ӑ) Мӗншӗн Адамӑн пӗтӗм ӑрӑвӗ ватӑлать тата вилет?

7 Сатана Шуйттан чеелӗхпе тата ултавпа Адампа Евӑна Турра итлесе-пӑхӑнса тӑма пӑрахтарнӑ (Пултарни 2:17; 3:6). Итлемесен вилетӗр тесе Турӑ малтанах каласа хунӑ пекех, юлашкинчен Адампа Ева вилнӗ (Пултарни 3:17—19). Адам ҫылӑха кӗнипе пӗр ҫитменлӗхсӗр пулма пӑрахнӑ, ҫавӑнпа та унӑн пӗтӗм ӑрӑвӗ ҫине те унран ҫылӑх куҫнӑ. (Рим 5:12 вуласа парӑр.) Ҫакна ӑнлантарса пама ҫӑкӑр пӗҫермелли формӑна илер. Ҫак форма ӑшӗнче путӑк пур пулсан, ун ҫинче пӗҫернӗ кашни ҫӑкӑрпа мӗн пулать? Кашни ҫӑкӑр ҫинче путӑк, е кӑлтӑк, пулать. Ҫавӑн пекех Адамӑн кӑлтӑкӗ, е ҫылӑхӗ, кашни ҫын ҫине куҫнӑ. Акӑ мӗншӗн ҫынсем пурте ватӑлаҫҫӗ тата вилеҫҫӗ (Рим 3:23).

8, 9. а) Турра айӑпланӑ чухне Сатана мӗн тесе каланӑ? ӑ) Мӗншӗн Турӑ пӑлхавҫӑсене тӳрех пӗтермен?

8 Адампа Евӑна Турра хирӗҫ ҫылӑх тума хӗтӗртсе Сатана пӑлхав ҫӗкленӗ. Вӑл Иеговӑн влаҫне хирӗҫ тӑнӑ. Чӑннипе каласан, Сатана ҫапла каланӑ: «Турӑ — япӑх пуҫлӑх. Вӑл ҫынсене улталать тата вӗсене ним лайӑххине те памасть. Ҫынсене Турӑ ертсе пыни кирлӗ мар. Вӗсем хӑйсемех мӗн ыррине тата мӗн усаллине уйӑрса илме пултараҫҫӗ. Эпӗ пуҫлӑх пулса ертсе пырсан вӗсем лайӑхрах пурӑннӑ пулӗччӗҫ». Ҫакӑн пек айӑпласа каланине Туррӑн мӗнле татса памалла пулнӑ? Хӑш-пӗрисем шутланӑ тӑрӑх, Туррӑн пӑлхавҫӑсене вӗлермелле кӑна пулнӑ. Анчах та ҫапла туни Сатана айӑпласа каланине татса панӑ пулӗччӗ-ши? Ҫакӑ Турӑ пуҫлӑх пулса ертсе пыни чӑннипех лайӑх пулнине кӑтартса парӗччӗ-ши?

9 Иегова пурне те тӗрӗслӗхпе тӑвать, ҫавӑнпа та вӑл пӑлхавҫӑсене тӳрех вӗлермен. Сатана кӑларса тӑратнӑ ыйтусене татса памашкӑн тата вӑл суеҫӗ пулнине ҫирӗплетсе памашкӑн вӑхӑт кирлӗ пулнӑ. Ҫавӑнпа та Турӑ ҫынсене пӗр вӑхӑт хушши пӗр-пӗринпе пуҫлӑх пулма ирӗк панӑ. Ҫавӑн пекех вӑл Сатанана та ҫынсем ҫине витӗм кӳрсе тӑма май панӑ. Ҫак кӗнекери 11-мӗш сыпӑкра Иегова мӗншӗн ҫакӑн пек тунине тата мӗншӗн ҫак ыйтӑва татса памашкӑн нумай вӑхӑт уйӑрнине ӑнлантарса панӑ. Халӗ вара ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхар: Адампа Ева Сатанана ӗненнипе тӗрӗс тунӑ-ши, вӗт Сатана вӗсемшӗн нихӑҫан та ним лайӑххине те туман-ҫке? Иегова ҫинчен, вӗсене пурнӑҫ паракан тата вӗсемшӗн тӑрӑшакан ҫинчен, путсӗр ултавҫӑ тесе каланине ӗненсе вӗсем тӗрӗс тунӑ-ши? Эсӗ кама ӗненнӗ пулӑттӑнччӗ?

10. Сатана ҫӗкленӗ ыйтура Турӑ майлӑ пулнине эсӗ мӗнле кӑтартма пултаратӑн?

10 Ҫак ыйтусем ҫинчен шухӑшлани питӗ лайӑх, мӗншӗн тесен пирӗнтен кашнин хӑйӗн паян кам майлӑ пулассине суйласа илмелле. Ҫапла, Сатана ҫӗкленӗ ыйтура санӑн Иегова майлӑ пулнине кӑтартма май пур. Эсӗ Иеговӑна хӑвӑн Пуҫлӑху тесе йышӑнма тата Сатана суеҫӗ пулнине кӑтартмашкӑн пулӑшма пултаратӑн (Псалом 72:28; Ытарӑшсем 27:11 вуласа парӑр). Шел пулин те, ҫӗр ҫинчи миллиардшар ҫынран сахаллӑшӗ кӑна ҫакна суйласа илеҫҫӗ. Апла пулсан ҫакӑ Сатана тӗнче пуҫлӑхӗ пулнине пӗлтерет-и? Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?

ҪАК ТӖНЧЕ ПУҪЛӐХӖ — КАМ-ШИ ВӐЛ?

Ҫак тӗнчери мӗнпур патшалӑхсем Сатана аллинче пулман пулсан, вӑл вӗсене Иисуса сӗнме пултарнӑччӗ-ши?

11, 12. а) Иисуса илӗртни ҫак тӗнче пуҫлӑхӗ Сатана пулнине мӗнле кӑтартса парать? ӑ) Сатана ҫак тӗнче пуҫлӑхӗ пулнине тата мӗн кӑтартса парать?

11 Сатана тӗнче пуҫлӑхӗ пулнӑ пирки Иисус пӗртте иккӗленмен. Пӗррехинче, Иисуса «шуйттан сӑнанӑ» чухне, урӑхла каласан, илӗртнӗ чухне, Сатана хӑйӗн хӑвачӗпе усӑ курса Иисуса «тӗнчери мӗнпур патшалӑхсене, вӗсенӗн чапне» кӑтартнӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл Иисуса сӑмах панӑ: «Мана ӳксе пуҫҫапсан, ҫаксене пурне те Сана парӑп» (Матфей 4:1, 8, 9; Лука 4:2, 5, 6). Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑх-ха: Сатана ҫав патшалӑхсен пуҫлӑхӗ пулман пулсан, вӗсене Иисуса сӗннине илӗртӳ тесе калама пулатчӗ-ши? Ҫак тӗнчери правительствӑсем пурте Сатана аллинче мар тесе Иисус хирӗҫ нимӗн те каламан. Анчах вӗсем унӑн аллинче пулман пулсан, Иисус ҫакӑн пирки, паллах, каланӑ пулӗччӗ.

12 Паллах, Иегова пурне те тума пултаракан Турӑ тата ҫут тӗнчене Пултаракан (Ӳлӗмхи 4:11). Ҫапах та Иегова Турӑ е Иисус Христос пирки ҫак тӗнче пуҫлӑхӗ тесе Библире ниҫта та каламан. Чӑнах та, Сатана пирки «ҫак тӗнченӗн пуҫлӑхӗ» тесе Иисус тӳррӗн каланӑ (Иоанн 12:31; 14:30; 16:11). Библи те Сатана Шуйттан пирки вӑл «ҫак ӗмӗрӗн турри» тесе калать (2 Коринф 4:3, 4). Иоанн апостол Сатана ҫинчен акӑ мӗн ҫырса панӑ: «Пӗтӗм тӗнче усал ӑшӗнче [«аллинче», ҪТ]» тӑрать (1 Иоанн 5:19).

САТАНА ТӖНЧИ МӖНЛЕ ПӖТЕТ?

13. Мӗншӗн ҫӗнӗ тӗнче кирлӗ?

13 Ҫулсерен ҫӗр ҫинче пурӑнма хӑрушӑрах та хӑрушӑ пулса пырать. Пур ҫӗрте те тенӗ пекех вӑрҫӑсем пыраҫҫӗ тата преступлени тӑвасси анлӑ сарӑлнӑ. Чыссӑр политиксене тата икӗ питлӗ тӗн пуҫлӑхӗсене пула ҫынсем хӗн-хур тӳсеҫҫӗ. Ҫак тӗнчене ним тусан та улӑштарма ҫук. Ҫавӑнпа та Библире Турӑ хӑйӗн Армагеддон текен вӑрҫинче ҫак усал тӗнчене пӗтерет тенӗ. Ун хыҫҫӑн ҫак тӗнчене ҫӗнӗ тӗнчепе улӑштарать, унта пурте тӳрӗлӗхе тытса пурӑнӗҫ (Ӳлӗмхи 16:14—16).

14. Турӑ хӑйӗн Патшалӑхӗн Пуҫлӑхӗ пулма кама суйласа лартнӑ тата ҫакӑн ҫинчен малтанах мӗн каласа хунӑ?

14 Иегова Турӑ Иисус Христоса хӑйӗн Ҫӳлти Патшалӑхӗн, е урӑхла каласан, правительствин, Пуҫлӑхӗ пулма суйласа лартнӑ. Библире малтанах каласа хунӑ: «Вӑл аслӑ пулӗ, Ӑна Ҫӳлти Туррӑн Ывӑлӗ тесе калӗҫ; Турӑ Ӑна Унӑн ашшӗ Давидӑн аслӑ [патша] вырӑнне парӗ; Вӑл ӗмӗрех Иаков ӑрӑвӗн Патши пулса тӑрӗ; Унӑн Патшалӑхӗ пӗтмӗ» (Лука 1:32, 33). Иисус ҫак правительство пирки кӗлӗ тума вӗрентнӗ: «Санӑн Патшалӑху килтӗр; Санӑн ирӗкӳ ҫӗр ҫинче те Ҫӳлти пекех пултӑр» (Матфей 6:10). Кӗҫех ҫак тӗнчери правительствӑсем вырӑнне Турӑ Патшалӑхӗ пуласси ҫинчен ҫак кӗнекене малалла вӗреннӗ май пӗлӗн. (Даниил 2:44 вуласа парӑр.) Вара Турӑ Патшалӑхӗ пӗтӗм ҫӗре рай туса хурать.

ҪӖНӖ ТӖНЧЕ ҪЫВӐХ!

15. Мӗн вӑл «ҫӗнӗ ҫӗр»?

15 Библи шантарса калать: «Турӑ сӑмах панӑ тӑрӑх, эпир ҫӗнӗ пӗлӗтпе ҫӗнӗ ҫӗр кӗтсе тӑратпӑр, унта тӳрӗлӗх тӑрӗ» (2 Петр 3:13; Исаия 65:17). Хӑш-пӗр чухне Библире «ҫӗр» тени ҫӗр ҫинче пурӑнакан ҫынсене пӗлтерет. Ҫавӑнпа та тӳрӗлӗхпе тӑракан «ҫӗнӗ ҫӗр» вӑл — Турӑ ырлакан ҫынсем.

16. Турӑ хӑй ырлакан ҫынсене мӗнле хаклӑ парне сӗнет тата ӑна илес тесен мӗн тумалла?

16 Иисус сӑмах панӑ тӑрӑх, пулас ҫӗнӗ тӗнчере Турӑ ырлакан ҫынсем парне — «ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ» — илӗҫ (Марк 10:30). Тархасшӑн, хӑвӑн Библине уҫ та Иоанн 3:16 тата 17:3 сӑвӑ йӗркисене туп. Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илес тесен пирӗн мӗн тумалли ҫинчен Иисус мӗн каланине вуласа тух. Халӗ вара ҫӗр ҫинчи пулас райра пурӑнакансем мӗнле пиллӗхсем илесси ҫинчен Библире мӗн каланине пӑхса тухар.

17, 18. Мӗншӗн эпир ҫӗр ҫинче мир тата хӑрушлӑх курмасӑр пурӑнассине шанма пултаратпӑр?

17 Усал ӗҫ тӑвасси, вӑрҫӑсем, преступлени тӑвасси, пусмӑрласси пулмӗ. «Усал ҫын пулмӗ... Йӑвашшисем еткерлӗх ҫӗр илӗҫ» (Псалом 36:10, 11). Ҫӗр ҫинче пӗр-пӗринпе мирлӗ пурӑнӗҫ, мӗншӗн тесен Турӑ «вӑрҫа ҫӗр чиккине ҫитиех чарать» (Псалом 45:10; Исаия 2:4). Ун чухне «тӳрӗ ҫын ҫутӑлса тӑрӗ, уйӑх ҫухаличченех тулли тӑнӑҫлӑх [мир] пулӗ», уйӑх вара нихӑҫан та пӗтмест! (Псалом 71:7).

18 Иеговӑн ӗҫлекенӗсем хӑрушлӑх курмасӑр пурӑнӗҫ. Авалхи Израиль халӑхӗ Турра итлесе пурӑннӑ чухне вӗсем тӑнӑҫлӑ, урӑхла каласан, хӑрушлӑх курмасӑр пурӑннӑ (Левит 25:18, 19). Ҫӗр ҫинчи Райра хӑрушлӑх мӗнне пӗлмесӗр пурӑнма мӗн тери савӑнӑҫлӑ пулӗ! (Исаия 32:18 вуласа парӑр; Михей 4:4).

19. Туррӑн ҫӗнӗ тӗнчинче апат-ҫимӗҫ ҫителӗклӗ пулассине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

19 Выҫлӑх урӑх пулмӗ. «Ҫӗр ҫинче те, тусем тӑрринче те тырӑ-пулӑ ӑнса пулӗ»,— сӑмах парать Библи (Псалом 71:16, Мухтав юррисен кӗнеки, 1912 ҫулхи кӑларӑм). Иегова Турӑ тӳрӗ ҫынсене пиллет, вара «ҫӗр хӑй ҫимӗҫне парать» (Псалом 66:7).

20. Мӗншӗн эпир пӗтӗм ҫӗр рай пулса тӑрассине шанма пултаратпӑр?

20 Пӗтӗм ҫӗр рай пулса тӑрӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫылӑхлӑ ҫынсем пӗтерекен ҫӗр питӗ илемлӗ ҫӗнӗ ҫуртсемпе, садсемпе хитреленӗ. (Исаия 65:21—24 вуласа парӑр; Ӳлӗмхи 11:18.) Вӑхӑт иртнӗҫемӗн пӗтӗм ҫӗр Едем сачӗ пекех питӗ илемлӗ те чечекленекен вырӑн пулса тӑрӗ. Турӑ хӑйӗн аллине уҫӗ те ҫӗр ҫинче пурӑнакансене мӗн кирлипе пуринпе те тивӗҫтерсе тӑрӗ (Псалом 144:16).

21. Ҫынсемпе чӗрчунсем пӗр-пӗринпе мирлӗ пурӑнма пултарассине ӑҫтан пӗлетпӗр?

21 Ҫынсемпе чӗрчунсем пӗр-пӗринпе мирлӗ пурӑнӗҫ. Тискер чӗрчунсемпе килти выльӑхсем пӗрле ҫисе ҫӳрӗҫ. Пӗчӗк ачасем хӑрушӑ тискер чӗрчунсенчен те хӑрамӗҫ. (Исаия 11:6—9 вуласа парӑр; 65:25).

22. Мӗншӗн чирсем пулмӗҫ?

22 Чирсем пулмӗҫ. Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне нумай ҫынна сыватнӑ. Иисус пӗлӗтри Турӑ Патшалӑхӗн Пуҫлӑхӗ пулнӑ май вӑл пур ҫынна та ҫирӗп сывлӑхлӑ тӑвӗ (Матфей 9:35; Марк 1:40—42; Иоанн 5:5—9). Ун чухне «пурӑнакансенчен нихӑшӗ те: „эпӗ чирлӗ“,— тесе каламӗ» (Исаия 33:24, ҪТ; 35:5, 6).

23. Вилнисем чӗрӗлсе тӑни мӗншӗн пире савӑнтарӗ?

23 Юратнӑ ҫывӑх ҫынсем вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрӗҫ, вара вӗсем ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнма пултарӗҫ. Вилӗм ыйхипе ҫывӑрса кайнисене — вӗсене Турӑ асра тытать пулсан — Турӑ вилӗмрен чӗртсе тӑратӗ. Библи шантарса калать: «Вилнӗ ҫынсем — сӑваплисем те, сӑвапсӑррисем те — чӗрӗлсе тӑрӗҫ» (Апостолсен ӗҫӗсем 24:15; Иоанн 5:28, 29 вуласа парӑр).

24. Ҫӗр ҫинчи райра пурӑнма пултарасси ҫинчен шухӑшлани санра мӗнле туйӑмсем ҫуратать?

24 Пирӗн Аслӑ Пултаракан, Иегова Турӑ, ҫинчен пӗлсе тата уншӑн ӗҫлесе тӑма шут тытнисене мӗн тери чаплӑ пуласлӑх кӗтет! Иисус хӑйӗнпе пӗрле вилекен вӑрӑ-хураха: «Манпа пӗрле райра пулӑн»,— тесе сӑмах панӑ (Лука 23:43). Иисус ӑна ҫӗр ҫинчи пулас рай пирки каланӑ. Иисус Христос ҫинчен нумайрах пӗлни питӗ кирлӗ, мӗншӗн тесен ҫак пиллӗхсем пурте ун урлӑ пурнӑҫланӗҫ.