Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

6-МӖШ СЫПӐК

Вилнисем ӑҫта лекеҫҫӗ?

Вилнисем ӑҫта лекеҫҫӗ?
  • Ҫын вилсен унпа мӗн пулать?

  • Мӗншӗн ҫынсем вилеҫҫӗ?

  • Вилӗм ҫинчен калакан чӑнлӑха пӗлни йӑпатать-и?

1—3. Вилӗм пирки ҫынсем мӗнле ыйтусем параҫҫӗ тата тӗрлӗ тӗнсем ҫак ыйтусем ҫине мӗнле хуравлаҫҫӗ?

 ҪАК ыйтусем ҫынсене пӗр пин ҫул кӑна мар канӑҫ памаҫҫӗ. Ҫав ыйтусен хуравӗсене пӗлни питӗ кирлӗ, мӗншӗн тесен кирек ӑҫта пурӑнсан та, кирек кам пулсан та эпир пурте пурӑна киле вилетпӗр.

2 Унчченхи сыпӑкра Иисус Христос хӑйӗн пурнӑҫне тӳлесе илме пани ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнма май пани ҫинчен пӑхса тухнӑччӗ ӗнтӗ. Библире «вилӗм те пулмӗ» тесе малтанах каласа хунӑ, эпир ун ҫинчен те пӗлтӗмӗр (Ӳлӗмхи 21:4). Анчах та халӗ ҫынсем вилеҫҫӗ. «Чӗррисем хӑйсем вилессе пӗлсе тӑраҫҫӗ»,— тенӗ Соломон ятлӑ ӑслӑ патша (Екклесиаст 9:5). Пирӗн вилес килмест, нумайтарах пурӑнас килет. Ҫапах та ҫын вилсессӗн унпа мӗн пулнине пирӗн питӗ пӗлес килет.

3 Ҫывӑх ҫынсем вилсен эпир питӗ хуйхӑратпӑр. Ҫавӑнпа та, тен, пире ҫак ыйтусем канӑҫ памаҫҫӗ: вӗсемпе мӗн пулнӑ-ши? Асапланаҫҫӗ-ши вӗсем? Пире кураҫҫӗ-ши вӗсем? Эпир вӗсене пулӑшма пултаратпӑр-ши? Эпир вӗсене хӑҫан та пулин урӑх курӑпӑр-ши? Тӗнсем ҫак ыйтусем ҫине тӗрлӗ майлӑ хуравлаҫҫӗ. Хӑш-пӗр тӗнсем вӗрентнӗ тӑрӑх, лайӑх ҫынсем вилсен пӗлӗте пурӑнма, япӑх ҫынсем вара вут-ҫулӑм ҫунса тӑракан вырӑна асапланма каяҫҫӗ. Ытти тӗнсем ҫынсем вилсен леш тӗнчене ваттисем патне каяҫҫӗ тесе вӗрентеҫҫӗ. Вилсен ҫынсем ҫӗр айӗнчи патшалӑха каяҫҫӗ тесе вӗрентекен тӗнсем те пур, унта вилнисене суд тӑваҫҫӗ те, вӗсем вара урӑх кӗлеткеллӗ пулса ҫӗнӗрен ҫуралаҫҫӗ.

4. Вилӗм тӗлӗшӗнчен тӗн вӗрентӗвӗсенче мӗнле пӗрпеклӗх пур?

4 Ҫак тӗн вӗрентӗвӗсенче пуринче те пӗр пӗрпеклӗх пур — ҫыннӑн темле пайӗ кӗлетки е ӳт-пӗвӗ вилсен те малалла пурӑнать. Мӗн ӗлӗк-авалтанах кашни тӗнре тенӗ пекех ҫынсем вилсен те пурӑнаҫҫӗ тата вилнисем темле майпа курма, илтме тата шухӑшлама пултараҫҫӗ тесе ӗненеҫҫӗ. Анчах ҫакӑн пек пулма пултарать-ши? Пуҫ мими ӗҫленине пула эпир курма, илтме тата шухӑшлама пултаратпӑр. Ҫын вилсен унӑн пуҫ мимийӗ ӗҫлеме чарӑнать. Пуҫ мими ӗҫлемесен эпир ним аса илме те, ним туйма та, ним илтме те, ним курма та пултараймастпӑр. Ҫаксем пуҫ мимисӗр хӑйсем тӗллӗн пулма пултараймаҫҫӗ.

ҪЫН ВИЛСЕН УНПА МӖН ПУЛАТЬ?

5, 6. Библи вилнисемпе мӗн пулни ҫинчен мӗн тесе вӗрентет?

5 Ҫын вилсессӗн унпа мӗн пулнине Иегова пӗлет, мӗншӗн тесен вӑл пире Пултаракан. Вӑл хӑйӗн Сӑмахӗнче, Библире, вилнисемпе мӗн пулнине ӑнлантарса парать. Библи вӗрентет: ҫын вилсен вӑл пурӑнма пӑрахать. Вилӗмпе пурнӑҫ — пӗр-пӗрне хире-хирӗҫ. Вилнисем курма та, илтме те, шухӑшлама та пултараймаҫҫӗ. Ҫын вилсен унӑн нимле пайӗ те малалла пурӑнмасть. Чӑнах та, пирӗн куҫа курӑнман вилӗмсӗр чун ҫук *.

Ҫулӑм ӑҫта кайса кӗнӗ?

6 Соломон каланӑ: «Чӗррисем хӑйсем вилессе пӗлсе тӑраҫҫӗ, вилнисем вара нимӗн те пӗлмеҫҫӗ». Соломон вилнисем юратма та пултараймаҫҫӗ, вӗсен курайманлӑх та ҫук тесе ӑнлантарса панӑ, мӗншӗн тесен «ҫӑва шӑтӑкӗнче ӗҫ те, шухӑш та, пӗлӳ те, ӑс та ҫук». (Екклесиаст 9:5, 6, 10 вуласа парӑр.) Ҫавӑн пекех Псалом 145:4-мӗш сӑвӑ йӗркинче те ҫын вилсессӗн «унӑн [пӗтӗм] шухӑшланӑ шухӑшӗ пӗтет» тенӗ. Ҫынсем пурте вилеҫҫӗ тата кӗлетки е ӳт-пӗвӗ вилсен вӗсем малалла пурӑнмаҫҫӗ. Пирӗн пурнӑҫа ҫуртан ҫулӑмӗпе танлаштарма пулать. Ҫуртана сӳнтерсен ҫулӑмӗ те ҫухалать. Ҫак ҫулӑм таҫта урӑх ҫӗрте ҫунса тӑмасть.

ИИСУС ВИЛӖМ ҪИНЧЕН МӖН КАЛАНӐ?

7. Иисус вилӗме мӗнпе танлаштарнӑ?

7 Иисус Христос каланӑ сӑмахсем вилнисемпе мӗн пулнине ӑнланма пулӑшаҫҫӗ. Пӗррехинче Иисус хӑй лайӑх пӗлекен ҫын, Лазарь, вилни ҫинчен илтсен хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Пирӗн Лазарь тусӑмӑр ҫывӑрать». Вӗренекенӗсем Иисусӑн сӑмахӗсене ак ҫапла ӑнланнӑ пулас: Лазарь чирлӗ выртать, ҫавӑнпа вӑй илмешкӗн ҫывӑрать. Анчах вӗсем йӑнӑшнӑ. Ҫавӑнпа та Иисус тӳррӗн каланӑ: «Лазарь вилнӗ». (Иоанн 11:11—14 вуласа парӑр.) Ҫакна палӑртмалла: Иисус вилӗме ыйхӑпа танлаштарнӑ. Лазарь пӗлӗте те кайман, вут-ҫулӑмлӑ тамӑкра та асапланман. Вӑл ангелсем пурӑнакан ҫӗре те, леш тӗнчене ваттисем патне те кайман. Лазарь урӑх ҫын пулса ҫӗнӗрен те ҫуралман. Вӑл вилнӗ — ҫакӑ тарӑн ыйха путнӑпа пӗрех. Библире ытти сӑвӑ йӗркисенче те вилӗме ыйхӑпа танлаштарнӑ. Сӑмахран, Иисус Иаир хӗрне вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ чухне «вӑл вилмен, ҫывӑрать» тенӗ (Лука 8:52, 53). Ҫавӑн пекех Давид та «вилмеллех ҫывӑрса ан каям» тесе ҫырнӑ (Псалом 12:4).

Иегова ҫынсене ҫӗр ҫинче ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа пурӑнмалла тунӑ

8. Турӑ ҫынсене чи малтанах вилмелле туманнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

8 Турӑ ҫынсене чи малтанах вилмелле тунӑ-ши? Паллах, ҫук! Иегова ҫынсене ҫӗр ҫинче ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа пурӑнмалла тунӑ. Турӑ пӗрремӗш ҫынсене илемлӗ рая вырнаҫтарни ҫинчен эпир ҫак кӗнекерен пӗлтӗмӗр ӗнтӗ. Турӑ вӗсене ҫирӗп сывлӑх панӑ. Иегова вӗсене ыррине кӑна суннӑ. Юратакан ашшӗ-амӑшӗн хӑйсен ачисене ватӑлтарас тата вилтерес килет-и? Паллах, ҫук! Иегова хӑйӗн ачисене юратнӑ, ҫавӑнпа та вӗсене ҫӗр ҫинче телейлӗ тата ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнтарасшӑн пулнӑ. «Этем чӗрине Вӑл [Иегова] ӗмӗрлӗх те хывнӑ»,— каланӑ Библире (Екклесиаст 3:11). Пирӗн пӗр вилмесӗр ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнас килет, мӗншӗн тесен Турӑ пире ҫапла тунӑ. Ҫакӑ пурнӑҫлантӑр тесе Вӑл пурне те тунӑ.

МӖНШӖН ҪЫНСЕМ ВИЛЕҪҪӖ?

9. Иегова Адама мӗн тума хушнӑ тата ҫакна итлесе-пӑхӑнса тӑма мӗншӗн йывӑр пулман?

9 Апла пулсан мӗншӗн-ха ҫынсем вилеҫҫӗ? Ҫак ыйту ҫине хуравлас тесен, пирӗн ҫӗр ҫинче Адампа Ева кӑна пурӑннӑ чухне мӗн пулса иртнине пӑхса тухмалла. Библире каланӑ: «Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫӗртен тӗрлӗ йывӑҫ ӳстерсе кӑларнӑ: пӑхма — илемлӗ, апат валли лайӑх пулнӑ вӗсем» (Пултарни 2:9). Анчах пӗр япалана тума юраман. Ҫакӑн пирки Иегова Адама ҫапла каланӑ: «Эсӗ пахчари пур йывӑҫӑн ҫимӗҫне те ҫийӗн, анчах ырӑпа усала пӗлтерекен йывӑҫ ҫимӗҫне ан ҫи: унӑн ҫимӗҫне ҫинӗ кун эсӗ вилмелле пулӑн» (Пултарни 2:16, 17). Иегова тума хушнине итлесе-пӑхӑнса тӑма йывӑр пулман, мӗншӗн тесен Адампа Ева ытти йывӑҫсем ҫинчи ҫимӗҫсене ҫиме пултарнӑ. Ҫав заповеде итленипе вӗсем Турра пархатарлӑ пулнине кӑтартма пултарнӑ, вӗт Вӑл вӗсене пурне те панӑ — пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫа та. Итлесе-пӑхӑнса тӑнипе вӗсем ҫӳлти Ашшӗн влаҫне хисепленине тата вӑл юратса ӑса вӗрентнине йышӑнасшӑн пулнине кӑтартма пултарнӑ.

10, 11. а) Мӗншӗн пӗрремӗш ҫынсем Иеговӑна итлеме пӑрахнӑ? ӑ) Мӗншӗн Адампа Евӑна тӳрре кӑларма ҫук?

10 Шел пулин те, пӗрремӗш ҫынсем пӗлсе тӑрсах Иеговӑна итлеме пӑрахнӑ. Ҫӗлен урлӑ Сатана Евӑран ыйтнӑ: «Турӑ чӑнах та: райри нихӑш йывӑҫӑн ҫимӗҫне те ан ҫийӗр, тесе каларӗ-и?» Ева хуравласа каланӑ: «Эпир йывӑҫсен ҫимӗҫӗсене ҫиме пултаратпӑр, Турӑ: рай варринчи йывӑҫӑн ҫимӗҫне ҫеҫ ан ҫийӗр, терӗ, вӗсене ан тӗкӗнӗр, сирӗн вилмелле ан пултӑр, терӗ» (Пултарни 3:1—3).

11 «Ҫук, вилместӗр,— тенӗ Сатана,— Турӑ пӗлсе тӑрать: эсир ҫав ҫимӗҫе ҫисе пӑхнӑ кун сирӗн куҫӑрсем уҫӑлӗҫ те, вара эсир ырӑпа усала пӗлекен турӑсем пек пулӑр» (Пултарни 3:4, 5). Ҫиме юраман ҫимӗҫе ҫини Евӑшӑн усӑллӑ пулать тесе ӗнентересшӗн пулнӑ Сатана. Сатана каланӑ сӑмахсем тӑрӑх, ыррипе усаллине тӑвас енчен Ева хӑйӗнне хӑй пӗлсе тума пултарнӑ, ҫавӑн пекех вӑл хӑйӗн мӗн тӑвас килет, ҫавна тума пултарнӑ. Ҫимӗҫе ҫисен мӗн пуласси пирки Иегова суять тенӗ Сатана. Ева Сатанана ӗненнӗ. Ҫавӑнпа та вӑл йывӑҫ ҫинчен ҫимӗҫсене татса илнӗ те ҫинӗ. Ун хыҫҫӑн вӑл вӗсене хӑйӗн упӑшкине панӑ, упӑшки те вӗсене ҫинӗ. Вӗсем ҫакна пӗлмесӗр тунӑ тесе калама ҫук. Турӑ ҫакна ан тӑвӑр тесе каланине вӗсем питӗ лайӑх пӗлнӗ. Ҫимӗҫсене ҫисе вӗсем Туррӑн ансат та вырӑнлӑ заповедьне пӗлсе тӑрсах итлеме пӑрахнӑ. Ҫапла тунипе вӗсем хӑйсен ҫӳлти Ашшӗне ним вырӑнне те хуманнине тата Унӑн влаҫне хисеплеменнине кӑтартнӑ. Ҫакӑншӑн вӗсене нимпе те тӳрре кӑларма ҫук!

12. Адампа Ева итлеме пӑрахсан Иегова хӑйне мӗнле туйнине ӑнланма мӗнле тӗслӗх пулӑшать?

12 Эсӗ хӑвӑн ачусене чунна парса пӑхса ӳстертӗн тейӗпӗр, вӗсем вара хӑйсене мӗнле тытнипе сана хисеплеменнине тата юратманнине кӑтартаҫҫӗ пулсан, эсӗ хӑвна мӗнле туйнӑ пулӑттӑнччӗ? Ҫакӑ сан чунна питӗ ыраттарнӑ пулӗччӗ. Адампа Ева итлеме пӑрахсан, Иегова хӑйне мӗнле туйни ҫинчен сӑмахпа та каласа пама ҫук.

Адам, тӑпраран пулнӑскер, каллех тӑпра пулнӑ

13. Вилсен Адампа мӗн пулать тесе каланӑ Иегова тата ҫак сӑмахсем мӗне пӗлтереҫҫӗ?

13 Итлемен Адампа Евӑна ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнма памашкӑн Иеговӑн пӗр сӑлтав та пулман. Турӑ каласа хунӑ пекех вӗсем вилнӗ. Адампа Ева пурӑнма пӑрахнӑ. Вӗсем леш тӗнчене лекмен. Эпир ҫакна пӗлетпӗр, мӗншӗн тесен итлеменшӗн Адама явап тытма чӗнсен Иегова каланӑ: «Ҫӗртен пулнӑскер, эсӗ каялла ҫӗре кӗрӗн... эсӗ — тӑпра, каллех тӑпра пулӑн» (Пултарни 3:19). Турӑ Адама ҫӗрти тӑпраран тунӑ (Пултарни 2:7). Унччен Адам пурӑнман. Ҫавӑнпа та Иегова Адама «каллех тӑпра пулӑн» тени Адам унчченхи пекех пурӑнма пӑрахать тенине пӗлтернӗ. Хӑйне тунӑ ҫӗрти тӑпра пекех, Адамра та пӗр пурнӑҫ палли те пулмӗ.

14. Мӗншӗн эпир вилетпӗр?

14 Адампа Ева Турра итленӗ пулсан тата ҫылӑха кӗмен пулсан паянхи кун та пурӑннӑ пулӗччӗҫ. Адам урлӑ пурте ҫылӑхлӑ тата вилӗмлӗ пулса тӑнӑ, ҫавӑнпа та пурте вилеҫҫӗ. (Рим 5:12 вуласа парӑр.) Ҫылӑха кашни ҫынна ашшӗ-амӑшӗнчен куҫакан хӑрушӑ чирпе танлаштарма пулать. Ҫылӑха пула вилетпӗр, вилӗм вара — ылхану. Вилӗм вӑл — тус мар, тӑшман (1 Коринф 15:25, 26). Пире ҫак тискер тӑшманран ҫӑлас тесе Иегова тӳлесе илме парне панӑшӑн эпир ҫав тери пархатарлӑ!

ВИЛНИСЕМ ҪИНЧЕН КАЛАКАН ЧӐНЛӐХА ПӖЛНИ УСӐ ПАРАТЬ

15. Мӗншӗн вилнисем ҫинчен калакан чӑнлӑха пӗлни йӑпатать?

15 Библи вилнисем ҫинчен мӗн вӗрентни чӑннипех йӑпатать. Вилнисем асапланманнине тата вӗсен нимӗн те ыратманнине эпир пӗлтӗмӗр ӗнтӗ. Пирӗн вилнисенчен хӑрама кирлӗ мар, мӗншӗн тесен вӗсем пире сиен тума пултараймаҫҫӗ. Вӗсене эпир пулӑшни кирлӗ мар, вилнисем те пире пулӑшма пултараймаҫҫӗ. Эпир вӗсемпе калаҫма та, вӗсен сассисене илтме те пултараймастпӑр. Священниксенчен нумайӑшӗ вилнисене пулӑшма пултаратпӑр тесе суйса калаҫҫӗ, вара ҫакна ӗненекен ҫынсем священниксене укҫа параҫҫӗ. Анчах та вилнисем ҫинчен калакан чӑнлӑха пӗлни пире ҫакӑн пек суяран хӳтӗлет.

16. Нумай тӗнсен вӗрентӗвӗсем ҫине кам витӗм кӳрсе тӑрать тата мӗнле?

16 Эсӗ тытса тӑракан тӗн вилнисем ҫинчен Библи вӗрентнӗ пекех вӗрентет-и? Нумай тӗнсем пирки ҫакна калама май ҫук. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен вӗсен вӗрентӗвӗсем Сатана витӗм кӳнипе пуҫланса кайнӑ. Ҫын вилсен леш тӗнчене лекет тесе ҫынсене ӗнентерес шутпа Сатана суя тӗнпе усӑ курать. Ҫакӑн пек суя вӗрентӳсем ҫынсене Иегова Турӑран пӑрса яраҫҫӗ. Мӗнле майпа?

17. Мӗншӗн ӗмӗр-ӗмӗрӗпех асаплантарать тесе вӗрентни Иеговӑна чыссӑрлать?

17 Маларах каланӑччӗ ӗнтӗ: хӑш-пӗр тӗнсем вӗрентнӗ тӑрӑх, япӑх ҫынсем вилсен вут-ҫулӑм ҫунса тӑракан вырӑна ӗмӗрлӗхех асапланма каяҫҫӗ. Ҫак вӗрентӳ Турра чыссӑрлать. Иегова — юратакан Турӑ, ҫавӑнпа та вӑл нихӑҫан та ҫынсене асаплантармасть. (1 Иоанн 4:8 вуласа парӑр.) Хӑйӗн итлемен ачине явап тыттармашкӑн унӑн аллине ҫулӑм ҫинче тытса тӑракан ҫын ҫинчен эсӗ мӗн шутланӑ пулӑттӑнччӗ? Ҫак ҫынна эсӗ хисепленӗ пулӑттӑнччӗ-и? Санӑн унпа паллашас кӑмӑл пулӗччӗ-и? Паллах, ҫук! Эсӗ ун пирки питӗ хаяр ҫын тесе шутланӑ пулӑттӑнччӗ. Сатана та Иегова ҫынсене вутра ӗмӗр-ӗмӗрӗпех асаплантарать тесе пире ӗнентересшӗн!

18. Вилнисене пуҫҫапни мӗнле суя вӗрентӳпе ҫыхӑннӑ?

18 Сатана витӗм кӳнипе хӑш-пӗр тӗнсем ҫынсем вилсен те пурӑнма пӑрахмаҫҫӗ тата чӗррисен ҫав вилнисене хисеплемелле тата чысламалла тесе вӗрентеҫҫӗ. Ҫак вӗрентӳ тӑрӑх, вилнисем е хӑватлӑ туссем, е хаяр тӑшмансем пулса тӑма пултараҫҫӗ. Ҫынсенчен нумайӑшӗ ҫак суяна ӗненеҫҫӗ. Вӗсем вилнисенчен хӑраҫҫӗ, вӗсене чыслаҫҫӗ тата пуҫҫапаҫҫӗ. Библи вара вилнисем вилӗм ыйхипе ҫывӑраҫҫӗ тата пӗр чӑн Турра, Иеговӑна, пире Пултаракана тата пурнӑҫ Паракана, кӑна пуҫҫапмалла тесе вӗрентет (Ӳлӗмхи 4:11).

19. Вилнисем ҫинчен калакан чӑнлӑха пӗлни Библири мӗнле вӗрентӗве ӑнланма пулӑшать?

19 Вилнисем ҫинчен калакан чӑнлӑха пӗлни сана тӗн ултавӗсенчен хӳтӗлет. Ҫак чӑнлӑх ҫавӑн пекех сана ытти Библи вӗрентӗвӗсене те ӑнланма пулӑшать. Сӑмахран, ҫынсем вилсен леш тӗнчене кайманнине ӑнланса илсен, ҫӗр ҫинче рай пулать тесе сӑмах пани саншӑн питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулса тӑрать.

20. Тепӗр сыпӑкра мӗнле ыйту сӳтсе явӑпӑр?

20 Ӗлӗк-авалах Иов ятлӑ тӳрӗ ҫын ҫак ыйтӑва панӑ: «Пӗр вилсессӗн этем кайран тата пурӑнать-и?» (Иов 14:14). Вилӗм ыйхипе ҫывӑрса кайнӑ ҫын каялла чӗрӗлсе тӑма пултарать-ши? Библи ҫакӑн ҫинчен мӗн вӗрентни чуна ҫав тери йӑпатать. Ун ҫинчен эпир тепӗр сыпӑкра пӗлӗпӗр.

^ «Чун» текен сӑмах мӗне пӗлтернине пӗлме Хыҫсӑмахри 208—211 страницӑсене пӑх.