Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

8-МӖШ СЫПӐК

Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ?

Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ?
  • Библире Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен мӗн каланӑ?

  • Турӑ Патшалӑхӗ мӗн туса парӗ?

  • Хӑҫан Патшалӑх Турӑ ирӗкне ҫӗр ҫинче туса ҫитерӗ?

1. Мӗнле паллӑ кӗлле эпир халӗ пӑхса тухӑпӑр?

 ҪӖР ҫинче пурӑнакан миллионшар ҫын «Ҫӳлти Аттемӗр» текен кӗлле пӗлет. Ҫак паллӑ кӗлле Иисус Христос тӗслӗхшӗн илсе панӑ. Ҫав кӗлӗре питӗ тарӑн шухӑшсем пур. Ҫавӑн пекех ҫак кӗлӗре виҫӗ япала ҫинчен ыйтнине пӑхса тухни Библи чӑннипе мӗне вӗрентнине нумайрах пӗлме сана пулӑшӗ.

2. Иисус мӗнле виҫӗ япала ҫинчен кӗлӗ тума вӗрентнӗ?

2 Тӗслӗхшӗн илсе панӑ ҫав кӗлле Иисус ҫапла пуҫланӑ: «Эсир ҫапла кӗлтӑвӑр: эй Ҫӳлти Аттемӗр! Санӑн яту хисеплентӗр; Санӑн Патшалӑху килтӗр; Санӑн ирӗкӳ ҫӗр ҫинче те Ҫӳлти пекех пултӑр» (Матфей 6:9—13). Ҫак виҫӗ япала ҫинчен ыйтни мӗне пӗлтерет?

3. Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пирӗн мӗн пӗлмелле?

3 Эпир Туррӑн ячӗ ҫинчен нумай пӗлтӗмӗр ӗнтӗ. Эпир Турӑ ирӗкӗ ҫинчен те — вӑл этемлӗх валли мӗн туни ҫинчен тата малашне мӗн тӑвасси ҫинчен — пӑхса тухрӑмӑр. Иисус: «Санӑн Патшалӑху килтӗр»,— тесе кӗлӗ тума вӗрентнӗ чухне мӗн каласшӑн пулнӑ? Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ? Ҫак Патшалӑх Туррӑн ятне мӗнле майпа хисепе кӑларӗ, е сӑваплӑ тӑвӗ? Ҫак Патшалӑх Турӑ ирӗкӗ пурнӑҫланассипе мӗнле ҫыхӑннӑ?

МӖН ВӐЛ ТУРӐ ПАТШАЛӐХӖ?

4. Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ тата ҫак Патшалӑхӑн Патши кам?

4 Турӑ Патшалӑхӗ вӑл — Иегова Турӑ йӗркеленӗ правительство. Ҫак Патшалӑхӑн Патши пулма Турӑ кама суйласа лартнӑ? Иисус Христоса. Ҫынсем лартнӑ пуҫлӑхсенчен нихӑшӗ те Иисуспа танлашма пултараймасть. Вӑл «пуҫлӑхсенӗн Пуҫлӑхӗ, патшасен Патши» (Ӳлӗмхи 17:14). Ырӑ ӗҫсем тӑвас енчен Иисус ҫынсем лартнӑ кирек мӗнле пуҫлӑхран та, чи лайӑххинчен те, чылай вӑйлӑрах.

5. Турӑ Патшалӑхӗ ӑҫта вырнаҫнӑ тата вӑл мӗне тытса тӑрӗ?

5 Турӑ Патшалӑхӗ ӑҫта вырнаҫнӑ? Иисус халӗ ӑҫта-ши? Асап юпи ҫине пӑталаса вӗлернӗ хыҫҫӑн вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнине эсӗ, паллах, астӑватӑн ӗнтӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн кӑштах вӑхӑт иртсен, вӑл пӗлӗт ҫине хӑпарнӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 2:33). Апла пулсан Турӑ Патшалӑхӗ пӗлӗтре вырнаҫнӑ. Акӑ мӗншӗн Библи ун пирки «Ҫӳлти Патшалӑх» тесе калать (2 Тимофей 4:18). Турӑ Патшалӑхӗ пӗлӗтре вырнаҫнӑ пулин те, вӑл ҫӗре тытса тӑрӗ. (Ӳлӗмхи 11:15 вуласа парӑр.)

6, 7. Мӗншӗн Иисус пирки чи лайӑх Патша теме пулать?

6 Мӗншӗн Иисус пирки чи лайӑх Патша теме пулать? Пӗрремӗшӗ — вӑл нихӑҫан та вилмест. Ҫӗр ҫинчи патшасем пурӑна киле вилеҫҫӗ, анчах Иисус пирки Библире «ӗмӗрех пурӑнать» тенӗ (Еврейсем 7:24). Апла пулсан Иисус тунӑ ырӑ ӗҫсем пурте ӗмӗр-ӗмӗрӗпех усӑ парса тӑрӗҫ. Ку ҫеҫ мар, вӑл пуласлӑхра та сахал мар ыррине тӑвӗ.

7 Библире Иисус ҫинчен пророкла каланине пӑхса тухар, унта ак ҫапла ҫырнӑ: «Ун ҫинче Иеговӑн сывлӑшӗ, ӑслӑлӑхӑн тата ӑнланӑвӑн сывлӑшӗ, канашӑн тата хӑватлӑхӑн сывлӑшӗ, пӗлӗвӗн тата Иеговӑран хӑрассин сывлӑшӗ пулӗ, тата унӑн савӑнӑҫӗ Иеговӑран хӑранинче пулӗ. Вӑл хӑйӗн куҫӗ курнӑ тӑрӑх суд тумӗ, тата хӑйӗн хӑлхи мӗн илтет, ҫавна пула тӳрлетмӗ. Вӑл чухӑннисене тӳрӗлӗхпе суд тӑвӗ тата ҫӗр ҫинчи йӑвашшисен ырӑлӑхӗшӗн тӗрӗслӗхпе питлӗ» (Исаия 11:2—4, ҪТ). Ҫак сӑмахсенче Иисус ыттисен туйӑмӗсене ӑнланса хӗрхенме пултаракан тӳрӗ Патша пуласси курӑнса тӑрать. Сана ҫакӑн пек пуҫлӑх килӗшет-и?

8. Иисуспа пӗрле камсем ертсе пырӗҫ?

8 Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен тата ҫакна калас пулать: Иисус пӗччен пуҫ пулса ертсе пымасть. Ыттисем те унпа пӗрле ертсе пырӗҫ. Сӑмахран, Павел апостол Тимофей патне ҫапла ҫырнӑ: «Асап тӳсетпӗр пулсан, Унпа пӗрле [«патшара ларӑпӑр», ҪТ] ӗмӗр ырӑ курса пурӑнӑпӑр» (2 Тимофей 2:12). Ҫапла, Павел, Тимофей тата Турӑ суйласа илнӗ ытти шанчӑклӑ ҫынсем те Иисуспа пӗрле ҫӳлти Патшалӑхра ертсе пырӗҫ. Ҫак чыса мӗн чухлӗ ҫын тивӗҫлӗ пулӗ?

9. Иисуспа пӗрле ертсе пыракансем мӗн чухлӗ пулмалла, тата Турӑ вӗсене хӑҫан суйласа илме пуҫланӑ?

9 Иоанн апостол «Сион тӑвӗ [пӗлӗтри аслӑ вырӑн] ҫинче Путек [Иисус Христос] тӑнине; Унпа пӗрле ҫамкисем ҫине Унӑн Ашшӗ ятне ҫырса хунӑ ҫынсем ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ пин ҫынна» курнине ҫак кӗнекен 7-мӗш сыпӑкӗнче палӑртнӑччӗ ӗнтӗ. Ҫак 144 000-ӗшӗ камсем-ши вӗсем? Иоанн ӑнлантарса парать: «Путек кирек ӑҫта кайсан та, вӗсем Ун хыҫҫӑн ҫӳрекенсем; вӗсене ҫынсем хушшинчен Турӑпа Путек валли чӑн малтан ҫӑлса илнӗ» (Ӳлӗмхи 14:1, 4). Чӑнах та, вӗсем Иисус Христосӑн шанчӑклӑ вӗренекенӗсем, тата вӗсене унпа пӗрле пӗлӗтре ертсе пыма ятарласа суйласа илнӗ. Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрса пӗлӗте кайсан, вӗсем Иисуспа пӗрле патшара ларса ҫӗре тытса тӑрӗҫ (Ӳлӗмхи 20:4, 6). Пирӗн эрӑри 33 ҫултан пуҫласа Турӑ ҫав шанчӑклӑ христиансене суйласа илме пуҫланӑ, юлашкинчен вара вӗсен шучӗ 144 000 пулмалла.

10. Мӗншӗн этемлӗхе ертсе пыма Иисуса тата 144 000-ӗшне суйласа лартнинче Туррӑн юратӑвӗ курӑнса тӑрать теме пулать?

10 Этемлӗхе ертсе пыма Иисуса тата 144 000-ӗшне суйласа лартнинче Туррӑн юратӑвӗ курӑнса тӑрать. Ҫакна калас пулать: Иисус хӑй те ҫын пулнӑ, ҫавӑнпа та хӗн-асап курса пурӑнасси мӗнне вӑл питӗ лайӑх пӗлет. Павел Иисус пирки «эпир халсӑррине пӗлмесӗр хӗрхенме пултарайманскер мар, Вӑл пирӗн пекех пурне те тӳссе ирттернӗ, ҫылӑха анчах кӗмен» тенӗ (Еврейсем 4:15; 5:8). Унпа пӗрле ертсе пыраканӗсем, ҫынсем пулнӑ чухне, асап та курнӑ тата нумай йывӑрлӑхсене те чӑтса ирттернӗ. Ку ҫеҫ мар, вӗсен хӑйсен ҫитменлӗхӗсемпе кӗрешме тивнӗ тата тӗрлӗ чир-чӗре тӳсмелле пулнӑ. Апла вара вӗсем ҫынсем тӳссе ирттерекен йывӑрлӑхсене питӗ лайӑх ӑнланма пултарнине шанма пултаратпӑр!

ТУРӐ ПАТШАЛӐХӖ МӖН ТУСА ПАРӖ?

11. Мӗншӗн Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене Турӑ ирӗкӗ пӗлӗтре те пултӑр тесе кӗлӗ тумалла тенӗ?

11 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене кӗлӗре Турӑ Патшалӑхӗ килтӗр тесе ыйтма каланӑ чухне, вӑл ҫавӑн пекех Турӑ ирӗкӗ «ҫӗр ҫинче те Ҫӳлти пекех пултӑр» тесе кӗлӗ тумалла тенӗ. Турӑ пӗлӗтре пурӑнать, унта унӑн ирӗкне шанчӑклӑ ангелсем яланах туса тӑнӑ. Анчах пӗр усал ангел Турра итлеме пӑрахни тата вӑл Адампа Евӑна ҫылӑха кӗртни ҫинчен ҫак кӗнекен 3-мӗш сыпӑкӗнче пӗлтӗмӗр ӗнтӗ. Эпир 10-мӗш сыпӑка пӑхса тухнӑ чухне ҫак усал ангел — Сатана Шуйттан — ҫинчен Библи мӗн вӗрентнине нумайрах пӗлӗпӗр. Сатанана тата ун майлӑ кайнӑ усал ангелсене — вӗсене демонсем тесе чӗнеҫҫӗ — пӗлӗтре тӑрса юлма ирӗк панӑ. Ҫавӑнпа та пӗр вӑхӑт хушши пӗлӗтре Турӑ ирӗкне пур ангел та туса тӑман. Анчах Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пыма пуҫласан ҫакӑ улшӑнмалла пулнӑ. Ҫӗнӗ Патшан, Иисус Христосӑн, Сатанана хирӗҫ ҫапӑҫмалла пулнӑ. (Ӳлӗмхи 12:7—9 вуласа парӑр.)

12. Ӳлӗмхи 12:10-мӗш сӑвӑ йӗркинче мӗнле икӗ пысӑк ӗҫ ҫинчен каланӑ?

12 Ҫакӑн ҫинчен Библире ҫапла пророкла каланӑ: «Вара пӗлӗт ҫинче ҫапла калакан хытӑ сасӑ илтрӗм: паян пирӗн Туррӑмӑрӑн ҫӑлас кунӗ, хӑвачӗ, патшалӑхӗ ҫитрӗ; Унӑн Христосӗн ирӗкӗ [влаҫӗ] килчӗ: пирӗн тӑванӑмӑрсем ҫинчен хамӑр Туррӑмӑр умӗнче кунӗн-ҫӗрӗн элек паракан элекҫе [Сатанана] хӑваласа антарнӑ» (Ӳлӗмхи 12:10). Ҫак Библи сӑвӑ йӗркинче икӗ пысӑк ӗҫ ҫинчен каланине эсӗ асӑрхарӑн-и? Пӗрремӗш вӑл — Турӑ Патшалӑхӗ, унӑн патши Иисус Христос, ертсе пыма пуҫлать. Иккӗмӗш вӑл — Сатанана пӗлӗтрен ҫӗр ҫине хӑваласа антарнӑ.

13. Сатанана ҫӗр ҫине хӑваласа антарни пӗлӗтре пурӑнакансене мӗн панӑ?

13 Ҫак икӗ ӗҫ пӗлӗтре тата ҫӗр ҫинче пурӑнакансене мӗн панӑ? Пӗлӗтре пурӑнакансем пирки эпир вулатпӑр: «Эй пӗлӗтсем, вӗсем ҫинче пурӑнакансем, савӑнӑр ӗнтӗ!» (Ӳлӗмхи 12:12). Тӳрӗ ангелсем савӑнаҫҫӗ, мӗншӗн тесен Сатанапа унӑн демонӗсене хӑваласа антарнӑ хыҫҫӑн пӗлӗтре Иегова Турра шанчӑклисем кӑна тӑрса юлнӑ. Унта мирлӗ тата килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ. Халӗ вара пӗлӗтре Турӑ ирӗкне туса тӑраҫҫӗ.

Сатанапа унӑн демонӗсене ҫӗр ҫине хӑваласа антарнӑ, ҫакӑ вара ҫӗр ҫине хуйхӑ илсе килнӗ. Анчах хӗн-асапсем кӗҫех пӗтӗҫ

14. Сатанана ҫӗр ҫине хӑваласа антарсан мӗн пулса тухнӑ?

14 Ҫӗр ҫинче вара мӗн пулса тухнӑ? Библи калать: «Ҫӗрпе тинӗс ҫинче пурӑнакансем! сире хуйхӑ; шуйттан, хӑйӗн вӑхӑчӗ сахал юлнине пӗлсе, сирӗн патӑра пит хытӑ ҫилленсе анчӗ» (Ӳлӗмхи 12:12). Сатана хӑйне пӗлӗтрен ҫӗр ҫине хӑваласа антарнӑшӑн тата хӑйӗн вӑхӑчӗ сахал юлнӑшӑн питӗ ҫилленнипе ниҫта кайса кӗреймест. Вӑл ҫилленнипе ҫынсем ҫине инкек хыҫҫӑн инкек ярса тӑрать. Эпир ҫакӑн ҫинчен нумайрах тепӗр сыпӑкран пӗлӗпӗр. Анчах ҫакӑн пек ыйту сиксе тухать: ҫак Патшалӑх ҫӗр ҫинче Турӑ ирӗкӗ пултӑр тесе мӗн тӑвӗ?

15. Турӑ хӑйӗн ирӗкӗ ҫӗр ҫинче пултӑр тесе мӗн тӑвасшӑн?

15 Турӑ хӑйӗн ирӗкӗ ҫӗр ҫинче пултӑр тесе мӗн тӑвасшӑн пулнине аса ил-ха. Ун ҫинчен эпир 3-мӗш сыпӑкра пӑхса тухнӑччӗ. Чи малтанах, Едем пахчинчех, Турӑ ҫӗре рай тӑвасшӑн пулнине кӑтартса панӑ. Вӑл ҫӗр ҫинче тӳрӗ ҫынсене ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтарасшӑн пулнӑ. Сатана Адампа Евӑна ҫылӑха кӗртнӗ. Ҫакӑ вара ҫӗр ҫинче Турӑ ирӗкӗ пурнӑҫланасси ҫине витӗм кӳнӗ пулин те, Турӑ мӗн тума шухӑшласа хунине улӑштарайман. Иегова унчченхи пекех сӑмах парать: «Тӳрӗ ҫынсене еткерлӗх ҫӗр тивӗ, вӗсем унта ӗмӗрех пурӑнӗҫ» (Псалом 36:29). Турӑ Патшалӑхӗ вара ҫакна тӑватех. Мӗнле майпа?

16, 17. Даниил 2:44-мӗш сӑвӑ йӗркинчен эпир Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен мӗн пӗлетпӗр?

16 Айтӑр Даниил 2:44-мӗш (ҪТ) сӑвӑ йӗркинчи пророкла сӑмахсене пӑхса тухар. Унта ҫапла ҫырса хунӑ: «Вара ҫав патшасен кунӗсенче пӗлӗтри Турӑ нихӑҫан арканми патшалӑх йӗркелӗ. Ҫак патшалӑх нимӗнле урӑх халӑха та куҫмӗ. Вӑл ҫав патшалӑхсене пурне те сирпӗтсе антарӗ тата тӗп тӑвӗ, хӑй вара ӗмӗр-ӗмӗрех тӑрӗ». Ҫак сӑвӑ йӗрки пире Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен мӗн калать?

17 Пӗрремӗшӗ, ҫак сӑвӑ йӗркинче Турӑ Патшалӑхне «ҫав патшасен кунӗсенче» йӗркелесе ярӗҫ тенӗ, апла пулсан ҫав вӑхӑтра ытти патшалӑхсем те пулӗҫ. Иккӗмӗшӗ, ҫак Патшалӑх ӗмӗр-ӗмӗрех тӑрӗ тенӗ. Ӑна никам та ҫӗнсе илеймӗ тата урӑх нимӗнле правительствӑпа та улӑштармӗҫ. Виҫҫӗмӗшӗ, ҫав пророкла сӑмахсенче Турӑ Патшалӑхӗпе ҫак тӗнчери патшалӑхсем хушшинче вӑрҫӑ пулать тенӗ. Анчах Турӑ Патшалӑхӗ ҫӗнтерет. Юлашкинчен вара пӗр правительство кӑна тӑрса юлать — чи лайӑх, тӗрӗслӗхе тытса тӑракан правительство.

18. Турӑ Патшалӑхӗпе ҫак тӗнчери правительствӑсем хушшинчи вӑрҫӑ мӗн ятлӑ?

18 Библире Турӑ Патшалӑхӗпе ҫак тӗнчери правительствӑсем хушшинчи вӑрҫӑ ҫинчен нумай каласа панӑ. Сӑмахран, унта ҫав вӑрҫӑ ҫывхарса пынӑҫемӗн усал сывлӑшсем «ҫӗр ҫинчи патшасене» улталамашкӑн суя сарӗҫ тенӗ. Мӗншӗн? «Пурне те тытса тӑракан Туррӑн ҫав аслӑ кунӗнче вӑрҫмашкӑн»... «вӗсене [патшасене] вӑрҫа пухасшӑн». Ҫӗр ҫинчи патшасем «еврейле Армагеддон теекен вырӑна» пӗрле пуҫтарӑнӗҫ (Ӳлӗмхи 16:14, 16). Ҫак икӗ сӑвӑ йӗркинче Турӑ Патшалӑхӗпе ҫынсен правительствисен хушшинчи вӑрҫа Армагеддон ятлӑ тенӗ.

19, 20. Мӗншӗн халӗ ҫӗр ҫинче Турӑ ирӗкне туса тӑмаҫҫӗ?

19 Турӑ Патшалӑхӗ Армагеддон вӑрҫинче ҫӗнтерни мӗн парать? Турӑ хӑйӗн ирӗкӗ ҫӗр ҫинче пултӑр тесе мӗн тӑвасшӑн пулни пирки тепӗр хут аса илер-ха. Иегова Турӑ хӑйӗншӗн савӑнса ӗҫлесе тӑма пултарччӑр тесе ҫӗр ҫинчи райра тӳрӗ, ҫылӑхсӑр ҫынсене пурӑнтарасшӑн. Ҫакӑн пек тума халӗ мӗн чӑрмантарать? Сӑлтавсенчен пӗри — пур ҫын та ҫылӑхлӑ, тата вӗсем чирлеҫҫӗ, вилеҫҫӗ. Анчах та, 5-мӗш сыпӑкра каланӑ пек, Иисус пирӗншӗн вилнӗ, ҫавна пула эпир ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултаратпӑр. Эсӗ Иоанн ҫырнӑ Евангелири сӑмахсене астӑватӑн пулӗ, унта ҫапла ҫырнӑ: «Турӑ тӗнчене пит юратнӑ: Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне те панӑ: Ӑна ӗненекенсем пӗри те ан пӗтчӗр, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр» (Иоанн 3:16).

20 Тепӗр сӑлтавӗ — нумай ҫын усал ӗҫсем тӑвать. Вӗсем суяҫҫӗ, чеен хӑтланаҫҫӗ тата аскӑнланса, ирсӗрленсе пурӑнаҫҫӗ. Вӗсен Турӑ ирӗкне тӑвас килмест. Анчах та усал ҫынсене Армагеддон текен Туррӑн вӑрҫинче тӗп тӑвӗҫ. (Псалом 36:10 вуласа парӑр.) Тата тепӗр сӑлтав пирки калама пулать: ҫак тӗнчери правительствӑсем ҫынсене Турӑ ирӗкне тума хавхалантармаҫҫӗ. Нумай правительство тӑвас тенине тума вӑй ҫитереймест, ҫавӑн пекех вӗсем хаяррӑн пусмӑрлаҫҫӗ тата влаҫпа иртӗхеҫҫӗ. Библире тӳррӗн каланӑ: «Пӗр ҫын тепӗр ҫынна сиен кӳрсе хӑй аллинче [влаҫа] тытса тӑрать» (Екклесиаст 8:9).

21. Мӗнле майпа Патшалӑх Туррӑн ирӗкне ҫӗр ҫинче туса ҫитерӗ?

21 Армагеддон хыҫҫӑн этемлӗхе ертсе пыракан пӗр правительство кӑна пулать — Турӑ Патшалӑхӗ. Ҫак Патшалӑх Туррӑн ирӗкне туса тӑрӗ тата ҫынсене нумай пиллӗх кӳрӗ. Сӑмахран, ҫак правительство Сатанапа унӑн демонӗсене хупса хурӗ (Ӳлӗмхи 20:1—3). Иисус тӳлесе илме хӑйӗн пурнӑҫне парнене панӑ, ҫак парнен хӑватне пула ҫынсем урӑх чирлемӗҫ тата вилмӗҫ. Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне вӗсен ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнма май пулӗ. (Ӳлӗмхи 22:1—3 вуласа парӑр.) Пӗтӗм ҫӗр рай пулса тӑрӗ. Ҫапла майпа ҫак Патшалӑх Туррӑн ирӗкне ҫӗр ҫинче туса ҫитерӗ тата Туррӑн ятне хисепе кӑларӗ, е сӑваплӑ тӑвӗ. Ҫакӑ мӗне пӗлтерет? Юлашкинчен пур ҫын та Иеговӑн ятне чысласа, мухтаса тӑрӗ.

ХӐҪАН ПАТШАЛӐХ ТУРРӐН ИРӖКНЕ ТУСА ҪИТЕРӖ?

22. Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне тата вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн тӳрех Турӑ Патшалӑхӗ килменнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

22 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене «Санӑн Патшалӑху килтӗр» тесе кӗлӗ тума хушнӑ, апла пулсан вӑл вӑхӑтра Турӑ Патшалӑхӗ килмен теме пулать. Иисус пӗлӗт ҫине хӑпарсан килнӗ-ши ҫак Патшалӑх? Ҫук, мӗншӗн тесен Петр та, Павел та Иисус вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсан ун ҫинче Псалом 109:1-мӗшӗнчи пророкла каланисем пурнӑҫланнӑ тенӗ. Ҫав псаломра ҫапла ҫырнӑ: «Ҫӳлхуҫа [«Иегова», ҪТ] манӑн Ҫӳлхуҫана каланӑ: Эпӗ Санӑн тӑшманусене Санӑн уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче лар» (Апостолсен ӗҫӗсем 2:32—35; Еврейсем 10:12, 13). Апла пулсан пӗр вӑхӑт хушши кӗтмелле пулнӑ.

Патшалӑх ертсе пынипе Туррӑн ирӗкӗ ҫӗр ҫинче те пӗлӗтри пекех пулӗ

23. а) Турӑ Патшалӑхӗ хӑҫан ертсе пыма пуҫланӑ? ӑ) Тепӗр сыпӑкра мӗн пӑхса тухӑпӑр?

23 Мӗн чухлӗ вӑхӑт хушши кӗтмелле пулнӑ? XIX ӗмӗр вӗҫӗнчен пуҫласа XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Библие тӑрӑшса тӗпчекенсем ҫак кӗтмелли вӑхӑт 1914 ҫулта вӗҫленмеллине ӑнланма пуҫланӑ. (Ҫак дата пирки тӗплӗнрех Хыҫсӑмахра, 215—218 страницӑсенче, каланӑ.) 1914 ҫултанпа ҫӗр ҫинче пулса пыракан ӗҫсем Библие тӗпчекенсем тӗрӗс ӑнланнине ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Библири пророкла каланисем пурнӑҫланса пыни 1914 ҫулта Христос Патшана ларнине тата шӑп ҫав ҫултах Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пыма пуҫланине кӑтартса параҫҫӗ. Апла пулсан ҫакӑ Сатанан «вӑхӑт сахал юлнине» пӗлтерет, эпир вара шӑп ҫав вӑхӑтра пурӑнатпӑр (Ӳлӗмхи 12:12; Псалом 109:2). Турӑ Патшалӑхӗ Туррӑн ирӗкне ҫӗр ҫинче тӑвас вӑхӑт питӗ ҫывӑх тесе эпир тӳррӗн, пӗр иккӗленмесӗр калама пултаратпӑр. Ҫак хыпар сана савӑнтарать-и? Ҫакӑ чӑнах та пулассине эсӗ ӗненетӗн-и? Библи ҫакӑн пирки чӑннипе мӗне вӗрентнине ӑнланма пире тепӗр сыпӑка пӑхса тухни пулӑшӗ.