Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

10-МӖШ СЫПӐК

Ангелсем пирӗн ҫине витӗм кӳреҫҫӗ-и?

Ангелсем пирӗн ҫине витӗм кӳреҫҫӗ-и?
  • Ангелсем ҫынсене пулӑшаҫҫӗ-и?

  • Усал сывлӑшсем ҫынсем ҫине мӗнле витӗм кӳреҫҫӗ?

  • Усал сывлӑшсенчен хӑраса пурӑнма кирлӗ-и?

1. Мӗншӗн пирӗн ангелсем ҫинчен пӗлмелле?

 ҪЫННА лайӑхрах пӗлес тесе ялан тенӗ пекех эпир унӑн ҫемйипе паллашатпӑр. Ҫавӑн пекех Иегова Турра лайӑхрах пӗлес тесен пирӗн унӑн пӗлӗтри ангелӗсен ҫемйипе паллашмалла. Библи ангелсем пирки «Турӑ ывӑлӗсем» тесе калать (Иов 38:6, 7). Ҫавӑнпа та Турӑ хӑй мӗн тума шухӑшласа хунине пурнӑҫлама ангелсемпе мӗнле усӑ курать? Этемлӗх историйӗ ҫине вӗсем витӗм кӳнӗ-ши? Ангелсем пирӗн пурнӑҫ ҫине витӗм кӳрсе тӑраҫҫӗ-и? Витӗм кӳреҫҫӗ пулсан, ҫакна мӗнле тӑваҫҫӗ-ши вӗсем?

2. Кам ангелсене пултарнӑ тата вӗсем мӗн чухлӗ?

2 Библире ангелсем ҫинчен ҫӗршер хут каланӑ. Ангелсем ҫинчен нумайрах пӗлме Библири хӑш-пӗр сӑвӑ йӗркисене пӑхса тухар. Кам ангелсене пултарнӑ? Колоссӑ 1:16-мӗш сӑвӑ йӗркинче каланӑ: «Ҫӳлте мӗн пуррине, ҫӗр ҫинче мӗн пуррине... пурне те Вӑл [«ун урлӑ», ҪТ] пултарнӑ», е Иисус Христос урлӑ. Апла пулсан пур ангела та Иегова Турӑ хӑйӗн малтан ҫуралнӑ Ывӑлӗ урлӑ пултарнӑ. Пӗлӗтре мӗн чухлӗ ангел пурӑнать? Библи каланӑ тӑрӑх, темиҫе ҫӗр-ҫӗр миллион ангел, вӗсем пурте вӑй-хӑватлӑ (Псалом 102:20). *

3. Иов 38:4—7 сӑвӑ йӗркисенче ангелсем пирки мӗн каланӑ?

3 Турӑ Сӑмахӗнче, Библире, ҫӗр никӗсне хывнӑ чухне «Турӑ ывӑлӗсем савӑнӑҫлӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра янӑ» тенӗ (Иов 38:4—7). Апла пулсан ангелсем этеме пултариччен кӑна мар, ҫӗре пултаричченех пулнӑ. Ҫак сӑвӑ йӗркисенчен ангелсен туйӑмсем пурри курӑнать, мӗншӗн тесен вӗсем пирки «пурте пӗрле хӗпӗртесе тӑнӑ» тенӗ. Ҫакна асӑрхӑр-ха: «Турӑ ывӑлӗсем» пӗрле савӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра пур ангел та пӗр ҫемье пулса Иегова Турӑшӑн ӗҫлесе тӑнӑ.

АНГЕЛСЕМ ПУЛӐШАҪҪӖ ТАТА ХӲТӖЛЕҪҪӖ

4. Шанчӑклӑ ангелсем ҫынсен ӗҫӗ-хӗлӗпе интересленнине Библи мӗнле кӑтартса парать?

4 Пӗрремӗш ҫынсене пултарнӑранпах шанчӑклӑ ангелсем этемлӗх ҫемйипе тата Турӑ мӗн тума шухӑшласа хуни мӗнле пурнӑҫланса пынипе питӗ интересленеҫҫӗ (Ытарӑшсем 8:30, 31; 1 Петр 1:11, 12). Вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫынсенчен нумайӑшӗ Пултараканӑн юратӑвне сирсе ярса уншӑн ӗҫлесе тӑма пӑрахнине ангелсем курма пултарнӑ. Ҫакӑ, паллах ӗнтӗ, шанчӑклӑ ангелсене питӗ кулянтарнӑ. Анчах кам та пулин пӗтӗм чунтан Иегова енне ҫаврӑнсассӑн, вӗсем питӗ савӑнаҫҫӗ (Лука 15:10). Ангелсем ҫынсемшӗн ҫав тери тӑрӑшаҫҫӗ, ҫавӑнпа та Иегова хӑйӗн ҫӗр ҫинчи ӗҫлекенӗсене тӗреклентерес тата хӳтӗлес тесе пӗрре анчах мар ангелсене ярса тӑнӑ. (Еврейсем 1:7, 14 вуласа парӑр.) Хӑш-пӗр тӗслӗхсене пӑхса тухар.

«Арӑслансен ҫӑварӗсене хупас тесе манӑн Турӑ хӑйӗн ангелне ячӗ» (Даниил 6:22, ҪТ)

5. Ангелсем ҫынсене пулӑшни ҫинчен Библире мӗн каланӑ?

5 Содом тата Гоморра ятлӑ йӗркесӗр хуласене пӗтернӗ чухне икӗ ангел Лот ятлӑ тӳрӗ ҫынна тата унӑн хӗрӗсене ҫак хуласен тулашне илсе тухса ҫӑлӑнма пулӑшнӑ (Пултарни 19:15, 16). Каярахпа Даниил пророкӑн тӑшманӗсем ӑна арӑслансем патне шӑтӑка пӑрахнӑ пулнӑ, анчах арӑслансем ӑна нимле сиен те туман. Вара Даниил каланӑ: «Арӑслансен ҫӑварӗсене хупас тесе манӑн Турӑ хӑйӗн ангелне ячӗ» (Даниил 6:22, ҪТ). Пирӗн эрӑри I ӗмӗрте ангел Петр апостола тӗрмерен ирӗке кӑларнӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 12:6—11). Унсӑр пуҫне тата, Иисус ҫӗр ҫинче сӑваплӑ ӗҫе тума пуҫланӑ чухне ангелсем ӑна пулӑшнӑ тата хавхалантарнӑ (Марк 1:13). Вилес умӗн Иисус патне ангел аннӑ та «лӑплантарнӑ Ӑна» (Лука 22:43). Ҫак йывӑр та кирлӗ самантра ангел анса пулӑшни ҫав тери тӗреклентернӗ тата йӑпатнӑ пулас Иисуса!

6. а) Шанчӑклӑ ангелсем паян Турӑ халӑхне мӗнле хӳтӗлеҫҫӗ? ӑ) Халӗ эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?

6 Халӗ ангелсем куҫа курӑнмаҫҫӗ. Ҫынсем ангелсене куҫӗсемпе курма пултараймаҫҫӗ пулин те, ҫак хӑватлӑ ангелсем унчченхи пекех Турӑ халӑхне хӳтӗлеҫҫӗ — уйрӑмах Турӑпа ҫывӑх хутшӑнусене мӗн сиен тума пултарать, ҫавсенчен пуринчен те. Библи калать: «Ҫӳлхуҫаран хӑракансене Унӑн Ангелӗ пур енчен те сыхласа тӑрать, вӗсене хӑтарать» (Псалом 33:8). Мӗншӗн ҫак сӑмахсем пире питӗ йӑпатаҫҫӗ теме пулать? Мӗншӗн тесен усал сывлӑшсем, е усал ангелсем, пур, вӗсем вара пире пӗтересшӗн. Камсем вӗсем? Вӗсене кам пултарнӑ? Вӗсем пире сиен тӑвас тесе мӗн тӑваҫҫӗ? Ҫак ыйтусем ҫине хуравлас умӗн этемлӗх историнче чи малтанах мӗн пулса иртнине пӑхса тухар.

УСАЛ СЫВЛӐШСЕМ — ПИРӖН ТӐШМАНСЕМ

7. Сатана ҫынсене Турӑран пӑрса ярассинче мӗн таран ӑнӑҫлӑ пулнӑ?

7 Пӗр ангел ыттисене хӑйне пӑхӑнтарасшӑн пулнине тата вӑл Турра хирӗҫ кайнине ҫак кӗнекен 3-мӗш сыпӑкӗнче пӑхса тухнӑччӗ ӗнтӗ. Каярахпа ҫак ангел пирки Сатана Шуйттан тенӗ (Ӳлӗмхи 12:9). Евӑна улталанӑ хыҫҫӑн Сатана хӑйӗн усал шухӑшӗсене пурнӑҫа кӗртме пуҫланӑ. 16 ӗмӗр хушшинче Сатана пур ҫынна та — темиҫе шанчӑклӑ ҫынна, сӑмахран, Авеле, Еноха тата Ноя, шута илмесен — Турӑран пӑрса ярассинче ӑнӑҫлӑ пулнӑ (Еврейсем 11:4, 5, 7).

8. а) Хӑш-пӗр ангелсем мӗнле майпа демонсем пулса тӑнӑ? ӑ) Ной пурӑннӑ вӑхӑтра пӗтӗм ҫӗре шыв илнӗ чухне ҫӑлӑнмашкӑн демонсен мӗн тума тивнӗ?

8 Ной пурӑннӑ вӑхӑтра ытти ангелсем Иеговӑна хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗ. Вӗсем хӑйсен пӗлӗтри килне хӑварнӑ та ҫынсем пек ӳт-пӳллӗ пулса тӑрса ҫӗр ҫине аннӑ. Мӗншӗн ҫакна тунӑ вӗсем? Пултарни 6:2-мӗш сӑвӑ йӗркинче каланӑ: «Турӑ ывӑлӗсем этем хӗрӗсем илемлине курнӑ та вӗсене кам хӑшне суйланӑ, ҫавна хӑй валли качча илнӗ». Анчах Иегова Турӑ ҫак ангелсен ӗҫӗсем ҫине тата вӗсем этемлӗхе мӗнле ирсӗрлетсе тӑни ҫине куҫ хупса тӑман. Турӑ пӗтӗм ҫӗре шыв илмелле тунӑ та пур усал ҫынна пӗтернӗ. Анчах хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене ҫӑлса хӑварнӑ (Пултарни 7:17, 23). Пӑлхав ҫӗкленӗ ангелсен, е демонсен, ӳтлӗ кӗлеткисене пӑрахса пӗлӗт ҫине таврӑнма тивнӗ. Вӗсем Шуйттанпа пӗр майлӑ пулнӑ. Шуйттан вара «усалсенӗн пуҫлӑхӗ» пулса тӑнӑ (Матфей 9:34).

9. а) Демонсем пӗлӗт ҫине таврӑнсан, вӗсене мӗн тунӑ? ӑ) Эпир демонсем ҫинчен мӗн пӑхса тухӑпӑр?

9 Пӑлхав ҫӗкленӗ ангелсем пӗлӗт ҫине таврӑнсан, вӗсене тата вӗсен пуҫлӑхне, Сатанана, Туррӑн пӗлӗтри ҫемйинчен хӑваласа кӑларса янӑ (2 Петр 2:4). Халӗ ҫак усал сывлӑшсем ҫынсем пек ӳт-пӳллӗ пулма пултараймаҫҫӗ пулин те, вӗсем унчченхи пекех этемлӗх ҫине питӗ япӑх витӗм кӳрсе тӑраҫҫӗ. Ҫак демонсемпе пӗрле Сатана «пӗтӗм тӗнчене илӗртет», е улталать (Ӳлӗмхи 12:9; 1 Иоанн 5:19). Мӗнле улталать? Тӗпрен илсен, демонсем ҫынсене улталас тесе тӗрлӗ меслетсемпе усӑ кураҫҫӗ. (2 Коринф 2:11 вуласа парӑр.) Ҫав хӑш-пӗр меслетсене айтӑр пӑхса тухар.

ДЕМОНСЕМ МӖНЛЕ УЛТАЛАҪҪӖ?

10. Демонсем ҫынсене хӑйсен аллине ярса илмешкӗн мӗнле ӗҫсемпе усӑ кураҫҫӗ?

10 Паян ҫынсене демонсем хӑйсен аллине ярса илнӗ. Ҫынсем ҫине витӗм кӳмешкӗн вӗсем тӳррӗн е медиум урлӑ юмӑҫ ярас ӗҫе, асам ӗҫӗсене, тӗшмӗш йӑлисене, тухатланине, астрологине тата ҫавӑн пек ытти ӗҫсене анлӑ сараҫҫӗ. Библи ҫак ӗҫсене сивлет тата ҫак ӗҫсемпе ҫыхланассинчен асӑрхаттарать (Саккуна астутарни 18:10—12; Исаия 47:13, 14). Пулӑҫӑ тӗрлӗ йышши пулла тытмашкӑн тӗрлӗ илӗртмелли апатпа усӑ курнӑ пек, усал сывлӑшсем те тӗрлӗ ҫынна хӑйсен аллине ярса илмешкӗн ҫав тӗрлӗ ӗҫсемпе усӑ кураҫҫӗ.

11. Мӗн вӑл юмӑҫ яни тата мӗншӗн пирӗн ҫак ӗҫрен пӑрӑнмалла?

11 Демонсем усӑ куракан ӗҫсенчен пӗри вӑл — юмӑҫ яни. Мӗн вӑл юмӑҫ яни? Пуласлӑх ҫинчен тата мӗнле те пулин вӑрттӑнлӑха пӗлме тӑрӑшни. Юмӑҫ яни шутне, сӑмахран, ҫаксем кӗреҫҫӗ: астрологи, картсемпе тата асамлӑ кристалпа юмӑҫ яни, хиромантия, урӑхла каласан, ал тупанӗнчи йӗрсем тӑрӑх юмӑҫ яни, тӗлӗксен тата тӗрлӗ паллӑсен пӗлтерӗшне ӑнлантарса пани. Нумайӑшӗ юмӑҫ яни нимле сиен те кӳмест тесе шутлаҫҫӗ пулин те, Библи юмӑҫ яракансемпе усал сывлӑшсем пӗрле ӗҫлеҫҫӗ тесе кӑтартса парать. Сӑмахран, Апостолсен ӗҫӗсем 16:16—18 сӑвӑ йӗркисенче мӗн пулассине калаттаракан усал сывлӑш пӗр хӗрарӑма малашне мӗн пуласси ҫинчен пӗлтерсе тӑнӑ тенӗ. Анчах демон ун ӑшӗнчен тухсан, хӗрарӑм малашне мӗн пулассине урӑх калама пултарайман.

Ҫынсене улталамашкӑн демонсем тӗрлӗ меслетсемпе усӑ кураҫҫӗ

12. Мӗншӗн вилнисенчен ыйтса пӗлесси хӑрушӑ?

12 Демонсен ҫынсене улталамалли тепӗр меслечӗ — вилнӗ ҫынсенчен ыйтса пӗлесси. Ҫывӑх ҫынсем вилнӗшӗн хуйхӑракан ҫынсем час-часах ак ҫапла улталанаҫҫӗ: вӗсем вилнӗ ҫынпа калаҫма пулать тесе ӗненеҫҫӗ. Юмӑҫсемпе тухатмӑшсем вилнӗ ҫынран темле ятарлӑ хыпарсем «пӗлтерме» е вилнӗ ҫыннӑн сассипе калаҫма пултараҫҫӗ. Ҫакна пула нумайӑшӗ вилнисем малалла пурӑнаҫҫӗ тесе ӗненеҫҫӗ тата вӗсемпе калаҫни хуйха пусармалли май тесе шутлаҫҫӗ. Анчах ҫакӑ вӑл суя «йӑпану». Унсӑр пуҫне тата ҫакӑ питӗ хӑрушӑ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен демонсем вилнӗ ҫын сассипе калаҫма тата вӗсем юмӑҫсемпе тухатмӑшсене вилнӗ ҫын пӗлнӗ хыпарсене парса тӑма пултараҫҫӗ (1 Патшасен 28:3—19). Унсӑр пуҫне тата, эпир 6-мӗш сыпӑкран вилнисем нимӗн те пӗлмеҫҫӗ, туймаҫҫӗ тата шухӑшламаҫҫӗ тенине пӗлтӗмӗр (Псалом 113:25). Ҫавӑнпа та «вилнӗ ҫынсенчен ыйтса пӗлекен» кирек кам та хӑйне усал сывлӑшсене улталаттарма панӑ, тата ҫак ӗҫ Турра юрӑхлӑ мар (Саккуна астутарни 18:10, 11 вуласа парӑр; Исаия 8:19). Демонсен аллине кӗрсе ӳкес мар тесен сыхланса ҫӳре.

13. Демонсенчен хӑраса пурӑннӑ нумай ҫын мӗн тума пултарнӑ?

13 Усал сывлӑшсем ҫынсене улталаҫҫӗ кӑна мар, ҫавӑн пекех вӗсене хӑратса тӑраҫҫӗ. Сатанапа унӑн демонӗсем хӑйсен «вӑхӑчӗ сахал юлнине» тата хӑйсене кӗҫех сӑнчӑрласа хурассине пӗлеҫҫӗ. Ҫавӑнпа вӗсен хаярлӑхӗ нихҫанхинчен те вӑйлӑрах (Ӳлӗмхи 12:12, 17). Ҫапах та усал сывлӑшсенчен хӑраса пурӑннӑ пиншер ҫын вӗсен аллинчен хӑтӑлнӑ. Ҫакна вӗсем мӗнле тунӑ-ши? Демонсен аллине лекнӗ ҫынсем мӗн тума пултараҫҫӗ?

УСАЛ СЫВЛӐШСЕНЕ МӖНЛЕ ХИРӖҪ ТӐМА ПУЛАТЬ?

14. Эфес хулинче I ӗмӗрте пурӑннӑ христиансем пек эпир усал сывлӑшсен аллинчен хӑтӑлмашкӑн мӗн тума пултаратпӑр?

14 Библире усал сывлӑшсене мӗнле хирӗҫ тӑмалли ҫинчен те, вӗсен аллинчен мӗнле хӑтӑлмалли ҫинчен те каласа панӑ. Эфес хулинче I ӗмӗрте пурӑннӑ христиансен тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӗсенчен хӑш-пӗрисем христиансем пуличчен асам туса пурӑннӑ. Усал сывлӑшсен аллинчен хӑтӑлас тесе вӗсем мӗн тунӑ-ши? Библире каланӑ: «Асам туса пурӑнакансем те нумайӑшӗ, хӑйсен кӗнекисене пухса, пӗтӗм халӑх умӗнче ҫунтарса янӑ» (Апостолсен ӗҫӗсем 19:19). Асам ӗҫӗсемпе ҫыхӑннӑ кӗнекесене ҫунтарса янипе ҫав ҫӗнӗ христиансем усал сывлӑшсен аллинчен хӑтӑлас текенсемшӗн тӗслӗх кӑтартнӑ. Пирӗн Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑрас килет пулсан, юмӑҫ янине, асам тунине тата ҫавӑн пек ытти ӗҫсемпе ҫыхӑннӑ пур япалана та — ҫав ӗҫсене тума хавхалантаракан кӗнекесене, журналсене, фильмсене, плакатсене, ҫырса илнӗ кӗвӗ-юрӑсене — тӗп тумалла. Ҫак япаласем юмӑҫ янине, асам тунине тата ҫавӑн пек ытти ӗҫсене илӗртӳллӗ тата кӑмӑла каймалла пек кӑтартаҫҫӗ пулин те, вӗсене шеллесе тӑма кирлӗ мар. Ҫавӑн пекех ҫак япаласем шутне инкек-синкекрен тата усалтан сыхланмашкӑн ҫакса ҫӳрекен амулетсем, талисмансем тата ытти ҫавӑн пек япаласем кӗреҫҫӗ (1 Коринф 10:21).

15. Усал сывлӑшсене мӗнле хирӗҫ тӑма пулать?

15 Тепӗр темиҫе ҫултан, Эфесри христиансем асам ӗҫӗсемпе ҫыхӑннӑ кӗнекесене ҫунтарса янӑ хыҫҫӑн, Павел апостол вӗсем патне: «Пирӗн... усал сывлӑшсемпе вӑрҫмалла»,— тесе ҫырнӑ (Эфес 6:12). Апла пулсан демонсем парӑнас тесе те шутламан. Вӗсем унчченхи пекех ҫӗнтерес тесе тӑрӑшнӑ. Ҫавӑнпа та ҫав христиансен тата мӗн тумалла пулнӑ-ши? «Пуринчен ытла,— тенӗ Павел,— ӗненӗвӗн хӳтлӗхне [е щитне] тытса тӑрӑр: унпа эсир усалӑн [Сатанан] хӗртсе яракан уххисене пурне те сивӗтме пултарӑр» (Эфес 6:16). Пирӗн ӗненӗвӗн щичӗ мӗн чухлӗ ҫирӗпрех, ҫавӑн чухлӗ ӑнӑҫлӑрах усал сывлӑшсене хирӗҫ тӑма пултаратпӑр (Матфей 17:20).

16. Эпир хамӑр ӗненӗве мӗнле ҫирӗплетме пултаратпӑр?

16 Эпир хамӑр ӗненӗве мӗнле ҫирӗплетме пултаратпӑр? Библи вӗреннипе. Стена ҫирӗп пуласси ытларах чухне унӑн никӗсӗ ҫирӗп пулнинчен килет. Ҫавӑн пекех ӗненӳ ҫирӗп пуласси ӗненӗвӗн никӗсӗ ҫирӗп пулнинчен, Турӑ Сӑмахне, Библие, тӗп-тӗрӗс пӗлнинчен килет. Эпир Библие кашни кун вуласа тӗпчетпӗр пулсан, пирӗн ӗненӳ ҫирӗпленнӗҫемӗн ҫирӗпленсе пырӗ. Ҫакӑн пек хытӑ ӗненни, ҫирӗп стена пекех, усал сывлӑшсем витӗм кӳрессинчен хӳтӗлӗ пире (1 Иоанн 5:5).

17. Усал сывлӑшсене хирӗҫ тӑмашкӑн тата мӗн тумалла?

17 Эфесри христиансен тата мӗн тумалла пулнӑ? Вӗсене пулӑшу кирлӗ пулнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем демонсем сырса илнӗ хулара пурӑннӑ. Ҫавӑнпа та Павел вӗсем патне ҫырнӑ: «Кирек хӑш вӑхӑтра та тӗрлӗ кӗлӗпе тӗрлӗ тӗслӗ йӑлӑнса чунтан-вартан кӗлтӑвӑр» (Эфес 6:18). Эпир те демонсем хӑйсен аллине ярса илнӗ тӗнчере пурӑнатпӑр, ҫавӑнпа усал сывлӑшсене хирӗҫ тӑмашкӑн пирӗн Иеговӑна ҫине тӑрсах кӗлӗ тумалла. Кӗлӗ тунӑ чухне Иеговӑна ятран чӗнсе калани питӗ кирлӗ. (Ытарӑшсем 18:10 вуласа парӑр.) «Усалтан [Сатана Шуйттанран] хӑтар пире» тесе Турра кӗлӗ туса тӑмалла (Матфей 6:13). Иегова ҫакӑн пек чун-чӗререн кӗлӗ туни ҫине хурав паратех (Псалом 144:19).

18, 19. а) Усал сывлӑшсене ҫӗнтерме пире мӗн пулӑшӗ? ӑ) Тепӗр сыпӑкра мӗнле ыйтӑва сӳтсе явӑпӑр?

18 Усал сывлӑшсем чӑнах та хӑрушӑ, анчах эпир Шуйттана хирӗҫ тӑратпӑр пулсан тата Турӑ ирӗкне туса пынипе унпа ҫывӑхланса пыратпӑр пулсан, пирӗн демонсенчен хӑраса пурӑнма кирлӗ мар. (Иаков 4:7, 8 вуласа парӑр.) Усал сывлӑшсен вӑйне илес пулсан, вӗсем пурне те тума пултараймаҫҫӗ. Ной пурӑннӑ вӑхӑтра вӗсене наказани панӑ пулнӑ, халӗ вара вӗсем хӑйсене кӗҫех суд тӑвассине кӗтеҫҫӗ (Иуда 6). Ҫакна тата асра тыт: пире Иеговӑн хӑватлӑ ангелӗсем хӳтӗлесе тӑраҫҫӗ (4 Патшасен 6:15—17). Ҫав ангелсем пире усал сывлӑшсене хирӗҫ тӑрассинче ӑнӑҫлӑ тӑвасшӑн ҫунаҫҫӗ. Тӳрӗ ангелсем пире хавхалантараҫҫӗ теме пулать. Ҫавӑнпа та Иеговӑпа тата унӑн шанчӑклӑ ангелсен ҫемйипе ҫывӑх тӑрар. Айтӑр юмӑҫ янинчен, асам ӗҫӗнчен тата ҫавӑн пек ытти ӗҫсенчен пӑрӑнар та Турӑ Сӑмахӗнчи канашсене тытса пырар (1 Петр 5:6, 7; 2 Петр 2:9). Ҫапла туни пире усал сывлӑшсене ҫӗнтерме пулӑшӗ.

19 Анчах мӗншӗн Турӑ усал сывлӑшсене тӗп тумасть тата ҫынсене ҫав тери нумай хӗн-асап курма парать? Ҫак ыйтӑва тепӗр сыпӑкра сӳтсе явӑпӑр.

^ Ӳлӗмхи 5:11-мӗшӗнче тӳрӗ ангелсем пирки ҫапла ҫырнӑ: «Вӗсенӗн шучӗ вунӑ пиншерӗн вунӑ пинччӗ, пин хут пинччӗ». Апла пулсан, Библире каланӑ тӑрӑх, ҫӗр-ҫӗр миллион ангел пур.