Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

14-МӖШ СЫПӐК

Ҫемье телейлӗ пултӑр тесен мӗн тумалла?

Ҫемье телейлӗ пултӑр тесен мӗн тумалла?
  • Лайӑх упӑшка пулмашкӑн мӗн тумалла?

  • Хӗрарӑм лайӑх арӑм пулмашкӑн мӗн тума пултарать?

  • Лайӑх ашшӗ-амӑшӗ пулас тесен мӗн тумалла?

  • Ҫемье телейлӗ пултӑр тесен ачасем мӗн тума пултараҫҫӗ?

1. Ҫемьери телей мӗнрен килет?

 ИЕГОВА ТУРӐ санӑн ҫемйӳне телейлӗ тӑвасшӑн. Унӑн Сӑмахӗнче, Библире, ҫемьере кашнин мӗн тумалли ҫинчен тата Турӑ вӗсене кашнине ҫемьере мӗнле вырӑн уйӑрса пани ҫинчен ҫырса панӑ. Турӑ панӑ канашсене ҫемьере кашниех тытса тӑрать пулсан, ҫакӑ нумай ырӑлӑх кӳрет. Иисус каланӑ: «Турӑ сӑмахне илтсе, ӑна тытса тӑракансем те телейлӗ» (Лука 11:28).

2. Ҫемье телейлӗ пултӑр тесен мӗн йышӑнмалла?

2 Ҫемье телейлӗ пултӑр тесен, Иегова ҫемьене пуҫласа янӑ тесе йышӑнмалла, вӗт Иисус ун пирки «Аттемӗр» тенӗ (Матфей 6:9). Пирӗн ҫӳлти Аттемӗр ҫемье йӗркин никӗсне хываканӗ пулсан, вӑл, паллах, ҫемьене телейлӗ мӗнле тумаллине пӗлет. Ҫавӑнпа та Турӑ ҫемьере кашнине мӗн тума хушни ҫинчен Библире мӗн каланӑ-ши?

ТУРӐ — ҪЕМЬЕ НИКӖСЛЕВҪИ

3. Библи каланӑ тӑрӑх, ҫемье мӗнле пуҫланса кайнӑ тата мӗншӗн ҫакӑ чӑнах пулнӑ теме пултаратпӑр?

3 Иегова пӗрремӗш ҫынсене, Адампа Евӑна, пултарнӑ та вӗсене арлӑ-арӑмлӑ пурӑнма пӗрлештернӗ. Вӑл вӗсене ҫӗр ҫинчи рая — Едем садне — вырнаҫтарнӑ та ача-пӑчаллӑ пулма хушнӑ. Вӑл Адампа Евӑна каланӑ: «Хунӑр, йышлӑланӑр, ҫӗре туллиех тулӑр, ӑна тытса тӑрӑр» (Пултарни 1:26—28; 2:18, 21—24). Ҫакӑ вӑл юмах-халап мар, мӗншӗн тесен Библире Пултарни ятлӑ кӗнекере ҫемье пуҫланса кайни ҫинчен калани чӑнах та пулнӑ тесе Иисус хӑй ҫирӗплетсе панӑ (Матфей 19:4, 5). Пирӗн пурнӑҫра нумай йывӑрлӑхсем пур пулин те тата паянхи пурнӑҫ Турӑ шухӑшласа хунӑ пек пымасть пулин те, ҫемьене телейлӗ тума пулать. Ҫакна эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

4. а) Мӗнле майпа кашни хӑйӗн ҫемйине телейлӗ тума пултарать? ӑ) Ҫемье телейлӗ пултӑр тесен мӗншӗн Иисус пурнӑҫӗ ҫинчен пӗлсе пыни питӗ кирлӗ?

4 Кил-йышра кашни пӗр-пӗрне юратас енчен Турӑ евӗрлӗ пулма тӑрӑшать пулсан, ҫемье телейлӗ пулма пултарать (Эфес 5:1, 2). Эпир Турра курма пултараймастпӑр-ҫке, ҫавӑнпа та мӗнле майпа ун евӗрлӗ пулма пултаратпӑр вара? Иегова хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне, Иисус Христоса, ҫӗр ҫине янӑ, ҫавӑнпа эпир Иисус кӑтартнӑ тӗслӗхе кура вӗренсе пыма пултаратпӑр (Иоанн 1:14, 18). Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне хӑйне пур енчен те хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗ евӗрлӗ тытнӑ, ҫавна пула Иисуса курни тата ӑна итлени — Иеговӑна курнипе ӑна итленипе пӗрех пулнӑ (Иоанн 14:9). Апла пулсан, Иисусӑн юратӑвӗ ҫинчен пӗлсе пынӑ май тата вӑл кӑтартнӑ тӗслӗхе тытса пынӑ май, пирӗнтен кашни ҫемьене телейлӗрех тума пултарать.

УПӐШКАСЕМ ВАЛЛИ ТӖСЛӖХ

5, 6. а) Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемпе хӑйне мӗнле тытнӑ тата унӑн тӗслӗхӗнчен упӑшкасем мӗне вӗренме пултараҫҫӗ? ӑ) Турӑ ҫылӑхсене каҫартӑр тесен мӗн тумалла?

5 Иисус хӑйне вӗренекенӗсемпе мӗнле тытнӑ, упӑшкасен те хӑйсен арӑмӗсемпе ҫавӑн пек пулмалла тесе калать Библи. Ак ҫапла ун пирки Библи калать: «Эй арҫынсем, арӑмӑрсене юратӑр; Христос та ӗненекенсене... юратнӑ... Вӑл Хӑйне Хӑй вӗсемшӗн вилӗме панӑ... Упӑшкисен хӑйсен арӑмӗсене хӑйсен тӑл-пӳне юратнӑ пек юратас пулать: хӑй арӑмне юратакан хӑйне хӑй юратать. Никам та нихӑҫан та хӑй тӑл-пӳне хӑй кураймасӑр тӑмасть, ӑна тӑрантарса, ӑшӑтса усрать. Пире Ҫӑлакан Христос та ӗненекенсемшӗн ҫавӑн пекех тӑрӑшать» (Эфес 5:23, 25—29).

6 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫав тери юратнипе упӑшкасене питӗ лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Иисус вӗсене мӗн виличченех юратнӑ. Унӑн вӗренекенӗсен ҫитменлӗхсем пулнӑ пулин те, Иисус вӗсемшӗн хӑйӗн пурнӑҫне панӑ (Иоанн 13:1; 15:13). Ҫавӑнпа та Библире упӑшкасене чӗнсе каланӑ: «Хӑвӑр арӑмӑрсене юратӑр, вӗсемпе сивӗ ан пулӑр» (Колоссӑ 3:19). Ҫак канаша тытса пыма упӑшкана мӗн пулӑшӗ, уйрӑмах арӑмӗ вӑхӑтран вӑхӑта тӗрӗс мар тунӑ чухне? Вӑл хӑй те йӑнӑшсем тӑвать, унӑн ҫакна манмалла мар. Турӑ ӑна каҫартӑр тесен мӗн тумаллине унӑн асра тытмалла. Турӑ каҫартӑр тесен упӑшкан мӗн тумалла-ши? Унӑн хӑйне хирӗҫ ҫылӑх тӑвакан ҫынсене каҫармалла, ҫав ҫынсен шутне унӑн арӑмӗ те кӗрет. Паллах, арӑмӗн те ҫавнах тумалла. (Матфей 6:12, 14, 15 вуласа парӑр.) Мӑшӑрсем пӗр-пӗрне каҫарма хатӗр пулни ҫемьене телейлӗ тӑвать тесе ахальтен мар калаҫҫӗ ӗнтӗ.

7. Иисус мӗне шута илнӗ тата упӑшкасем унран мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?

7 Упӑшкасен тата ак ҫакна асра тытмалла: Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемпе яланах тимлӗ пулнӑ. Вӑл вӗсем мӗн тума пултарнипе пултарайманнине тата вӗсене мӗн кирлине шута илнӗ. Пӗррехинче вӗсем ывӑнсан вӑл каланӑ: «Эсир хӑвӑр кӑна пушӑ ҫӗре кайӑр та пӑртак канӑр» (Марк 6:30—32). Ҫавӑнпа та арӑмсемпе тимлӗ пулма кирлӗ. Библире вӗсем пирки «черченкӗ савӑт-сапа» тесе каланӑ, упӑшкасене вара вӗсене хисеп тума хушнӑ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен «ырӑлӑхлӑ пурнӑҫа кӗрес» тӗлӗшӗнчен упӑшкасем те, арӑмсем те пӗр тан (1 Петр 3:7). Упӑшкасен ҫакна асра тытмалла: Турӑ ырласси ҫын арҫын е хӗрарӑм пулнинчен мар, вӑл Турӑ умӗнче тӳрӗ, е шанчӑклӑ, пулнинчен килет (Псалом 100:6).

8. а) Мӗншӗн «хӑй арӑмне юратакан хӑйне хӑй юратать» теме пулать? ӑ) Упӑшкипе арӑмӗ ҫинчен «пӗр ӳт» тенине мӗнле ӑнлантарса пама пулать?

8 Библире «хӑй арӑмне юратакан хӑйне хӑй юратать» тенӗ. Вӗт Иисус каланӑ тӑрӑх, упӑшкипе арӑмӗ «вӗсем иккӗн мар, пӗр ӳт» пулса тӑраҫҫӗ (Матфей 19:6). Апла пулсан вӗсем пӗр-пӗринпе кӑна ар хутшӑнӑвне кӗме пултараҫҫӗ (Ытарӑшсем 5:15—21; Еврейсем 13:4). Ҫакна тунӑ чухне вӗсем хӑйсене килентерессинчен ытларах мӑшӑра килентерме тӑрӑшни питӗ кирлӗ (1 Коринф 7:3—5). Библи питӗ кирлӗ пӗр чӑнлӑх ҫинчен астутарса тӑрать: «Никам та нихӑҫан та хӑй тӑл-пӳне хӑй кураймасӑр тӑмасть, ӑна тӑрантарса, ӑшӑтса усрать». Упӑшкан арӑмне хӑйне хӑй юратнӑ пек юратмалла, ҫавӑн пекех унӑн хӑйӗн пуҫлӑхне — Иисус Христоса — отчёт памалли ҫинчен манмалла мар (Эфес 5:29; 1 Коринф 11:3).

9. Филиппӑ 1:8-мӗш сӑвӑ йӗркинче Иисусӑн мӗнле лайӑх енӗ ҫинчен каланӑ тата мӗншӗн упӑшкасен хӑйсене арӑмӗсемпе Иисус хӑйне мӗнле тытнӑ, ҫавӑн пек тытмалла?

9 Павел апостол Иисус Христос юратӑвӗ ҫинчен каланӑ (Филиппӑ 1:8). Иисус ҫавӑн пек ҫепӗҫ туйӑмпа юратни кӑмӑла ҫӗкленӗ, ҫавӑнпа ҫынсем, ҫав шутрах хӗрарӑмсем те, ун патне туртӑннӑ, вара вӗсем унӑн вӗренекенӗсем пулса тӑнӑ (Иоанн 20:1, 11—13, 16). Арӑмсем те хӑйсен упӑшкисенчен ҫавӑн пек юратассине кӗтеҫҫӗ.

АРӐМСЕМ ВАЛЛИ ТӖСЛӖХ

10. Иисус арӑмсене мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ?

10 Ҫемьере пӗр ҫын анчах мар, ҫавӑнпа та унта пурте йӗркеллӗ пултӑр тесен камӑн та пулин пуҫлӑх пулмалла. Иисусӑн та пуҫлӑх пур. «Христос пуҫлӑхӗ Турӑ» пулнӑ пек «арӑмӑн пуҫлӑхӗ упӑшки» (1 Коринф 11:3). Турра пуҫлӑх вырӑнне хурса пӑхӑнса тӑнипе Иисус питӗ лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ, мӗншӗн тесен пирӗн пурин те пуҫлӑх пур — ӑна пирӗн пӑхӑнса тӑмалла.

11. Арӑмӗн хӑйне упӑшкипе мӗнле тытмалла тата вӑл хӑйне епле тытни мӗнле витӗм кӳме пултарать?

11 Ҫынсем пурте ҫылӑхлӑ пулнипе йӑнӑшсем тӑваҫҫӗ, ҫавӑнпа та упӑшкасем ҫемье пуҫлӑхӗн тивӗҫне час-часах кирлӗ пек тӑваймаҫҫӗ. Арӑмӗн вара хӑйне мӗнле тытмалла-ши? Упӑшкине унӑн ниме тӑман ҫын вырӑнне хумалла мар тата упӑшка ним тума та пултараймасть тесе пурне те хӑйӗн аллине илмелле мар. Лӑпкӑ тата йӑваш кӑмӑллӑ пулни — Турӑ умӗнче ҫавӑ хаклӑ, арӑм ҫакна асра тытать пулсан, питӗ лайӑх тӑвать (1 Петр 3:4). Лӑпкӑ тата йӑваш кӑмӑллӑ пулни арӑма йывӑр лару-тӑрусенче те Турра юрӑхлӑ пӑхӑнса тӑма пулӑшать. Унсӑр пуҫне тата Библире: «Арӑмӗн упӑшкине тарӑннӑн хисеплесе тӑмалла»,— тенӗ (Эфес 5:33, ҪТ). Упӑшки Иисуса хӑйӗн пуҫлӑхӗ вырӑнне хумасть пулсан, вара мӗн тумалла? Библи арӑмсене чӗнсе калать: «Эсир те упӑшкӑрсене пӑхӑнса пурӑнӑр; вӗрентсе каланине пӑхӑнман упӑшкӑрсем эсир Турӑран хӑраса [«тарӑннӑн хисеплесе», ҪТ] таса пурӑннине курччӑр та, арӑмӗсем ырӑ пурӑннипе, вӗрентмесӗрех ӗненекен пулччӑр» (1 Петр 3:1, 2).

12. Мӗншӗн арӑмӗ хӑйӗн шухӑшне майне пӗлсе калани упӑшкана хисеплеменнине пӗлтермест?

12 Упӑшка Иегова Турра ӗненсен те, ӗненмесен те арӑмӗ унпа килӗшменнине майне пӗлсе каларӗ пулсан, ҫакӑ арӑмӗ упӑшкине хисеплеменнине кӑтартмасть. Арӑмӗ мӗн те пулин тума сӗнни, тен, тӗрӗс, тата ӑна итлени пӗтӗм ҫемьене усӑ пама пултарать. Ҫемьере сиксе тухнӑ пӗр ыйтӑва татса парас енчен Авраам хӑйӗн арӑмӗпе, Саррӑпа, килӗшмен пулин те, Турӑ ӑна каланӑ: «Унӑн [Саррӑн] сӑмахне... итле». (Пултарни 21:9—12 вуласа парӑр.) Анчах упӑшки ак ҫапла тӑватпӑр тесе шут тытрӗ пулсан, ҫакӑ Турӑ законӗсене хирӗҫлемест пулсан, арӑмӗн упӑшки каланипе килӗшсе ӑна пулӑшса тӑмалла (Апостолсен ӗҫӗсем 5:29; Эфес 5:24).

Сарра арӑмсене мӗнле лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ?

13. а) Тит 2:4, 5 сӑвӑ йӗркисем качча кайнӑ хӗрарӑмсене мӗн тума хавхалантараҫҫӗ? ӑ) Библире упӑшкипе арӑмӗ уйрӑм пурӑнассипе уйрӑласси пирки мӗн каланӑ?

13 Хӑйӗн тивӗҫне туса пынипе арӑм ҫемьере лайӑх пултӑр тесе питӗ нумай тума пултарать. Сӑмахран, Библи качча кайнӑ хӗрарӑмсене «упӑшкисене юратма, ачисене юратма, аскӑн мар, таса пулма, килшӗн тӑрӑшма, ырӑ пулма, упӑшкисене пӑхӑнса тӑма» хавхалантарать (Тит 2:4, 5). Ҫак канаша тытса тӑракан хӗрарӑма упӑшки те, ачисем те юратаҫҫӗ тата хисеплеҫҫӗ. (Ытарӑшсем 31:10, 28 вуласа парӑр.) Упӑшкипе арӑмӗн иккӗшӗн те ҫитменлӗхсем пур пирки ҫемьере йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Ҫакӑ вара уйрӑм пурӑнасси е уйрӑласси патне те илсе ҫитерме пултарать. Хӑш-пӗр чухне Библи упӑшкипе арӑмне уйрӑм пурӑнма ирӗк парать. Ҫапах та уйрӑм пурӑнма шут тытни ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмалла мар, мӗншӗн тесен Библире каланӑ: «Арӑмӑн упӑшкинчен уйӑрӑлмалла мар... упӑшкин те арӑмне уйӑрса ямалла мар» (1 Коринф 7:10, 11). Мӑшӑрсенчен пӗри аскӑн ӗҫ турӗ пулсан кӑна, урӑхла каласан, мӑшӑрсӑр пуҫне урӑх ҫынпа ар хутшӑнӑвне кӗчӗ пулсан, Библи уйрӑлма ирӗк парать (Матфей 19:9).

АШШӖ-АМӐШӖСЕМ ВАЛЛИ ТӖСЛӖХ

14. Иисус хӑйне ачасемпе мӗнле тытнӑ тата ашшӗ-амӗшӗсен ачисем валли мӗн тумалла?

14 Ачасене мӗнле пӑхса ӳстерес енчен ашшӗ-амӑшӗсене Иисус питӗ лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Хӑйӗн патне ачасене пыма чарнине курсан вӑл каланӑ: «Ачасене ярӑр, вӗсене Ман патӑма килме ан чарӑр». Унтан вӑл «ачасене ыталанӑ та, вӗсен ҫине аллине хурса, пилленӗ вӗсене» тенӗ Библире (Марк 10:13—16). Иисус ачасем валли вӑхӑт уйӑрнӑ пулсан, пирӗн те хамӑр ывӑлсемпе хӗрсем валли вӑхӑт уйӑрмалла мар-и вара? Ачасем валли темиҫе минут мар, нумай вӑхӑт уйӑрмалла. Вӗсене вӗрентсе пӑхса ӳстерме нумай вӑхӑт кирлӗ. Ачасене вӗрентмешкӗн вӑхӑт уйӑрни вӑл — Иегова ашшӗ-амӑшне тума хушнӑ ӗҫ. (Саккуна астутарни 6:4—9 вуласа парӑр.)

15. Ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене хӳтӗлес тесе мӗн тума пултараҫҫӗ?

15 Хальхи тӗнче усалланнӑҫемӗн усалланса пырать, ҫавӑнпа та ашшӗ-амӑшӗсен хӑйсен ачисене сиен тума пултаракан ҫынсенчен хӳтӗлемелле, сӑмахран, ачасемпе ар хутшӑнӑвне кӗрекен ирсӗр ҫынсенчен. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене — вӗсене вӑл ҫепӗҫҫӗн «ачамсем» тенӗ — мӗнле хӳтӗленине пӑхса тухар. Арестленӗ хыҫҫӑн хӑйне кӗҫех вӗлерессине Иисус пӗлнӗ пулсан та, вӑл вӗсене хӑтармашкӑн май тупнӑ (Иоанн 13:33; 18:7—9). Санӑн ачасем пур пулсан, Шуйттан вӗсене сиен тума тӑрӑшӗ, ҫавӑнпа та ачасене хӳтӗлес тесе сыхӑ тӑмалла. Ҫак тӗнчере мӗнле хӑрушлӑхсем пурри ҫинчен ачасене малтанах каласа хумалла * (1 Петр 5:8). Пирӗн ачасен сывлӑхне сиен кӳме, Турӑпа вӗсен хушшинчи хутшӑнусене аркатма, ҫавӑн пекех вӗсене аскӑнлантарса, ирсӗрлетсе яма пултаракан хӑрушлӑхсем паян нихҫанхинчен те нумайрах.

Ашшӗ-амӑшӗсем Иисус кӑтартнӑ тӗслӗхрен мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?

16. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсен ҫитменлӗхӗсем ҫине мӗнле пӑхнӑ тата ашшӗ-амӑшӗсем унӑн тӗслӗхӗнчен мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?

16 Иисус вилес умӗнхи каҫ, унӑн вӗренекенӗсем пӗр-пӗринпе пирӗн хушшӑмӑрта кама асли темелле тесе тавлашма пуҫланӑ. Ҫакӑншӑн тарӑхас вырӑнне Иисус вӗсене ку хутӗнче те сӑмахпа тата тӗслӗхпе юратса ӑса вӗрентнӗ (Лука 22:24—27; Иоанн 13:3—8). Ашшӗ-амӑшӗсем, ачасене тӳрлетнӗ чухне Иисус кӑтартнӑ тӗслӗхе мӗнле тытса пымаллине куратӑр-и? Чӑнах та, ачасене тӑна кӗртсе тӑни кирлӗ, анчах та ҫакна виҫине пӗлсе ачасем ҫине шӑртланмасӑр тумалла. Ним шухӑшламасӑр сӑмахсене персе яма кирлӗ мар, мӗншӗн тесен ҫавӑн пек сӑмахсем хӗҫпе каснӑ пек амантма пултараҫҫӗ (Иеремия 30:11; Ытарӑшсем 12:18). Ачана тӑна кӗртнӗ чухне ача пурӑна киле ҫакӑ мӗнле усӑ панине куртӑр тесе тӳрлетмелле (Эфес 6:4; Еврейсем 12:9—11).

АЧАСЕМ ВАЛЛИ ТӖСЛӖХ

17. Иисус ачасем валли мӗнле лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ?

17 Ачасем Иисусран мӗне те пулин вӗренме пултараҫҫӗ-и? Паллах, пултараҫҫӗ! Ашшӗ-амӑшӗсене итлес енчен Иисус питӗ лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. «Эпӗ Аттем вӗрентнӗ пек калатӑп,— тенӗ Иисус, унтан хушса каланӑ:— Эпӗ кирек хӑҫан та Ун кӑмӑлне кайнине тӑватӑп» (Иоанн 8:28, 29). Иисус хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗне итлесе тӑнӑ, Библи те ачасене ашшӗ-амӑшӗсене итлесе тӑма хушать. (Эфес 6:1—3 вуласа парӑр.) Иисусӑн пӗр ҫитменлӗх те пулман, унӑн ашшӗпе амӑшӗн, Иосифпа Марийӑн, ҫитменлӗхсем пулнӑ, ҫапах та вӑл вӗсене итлесе пурӑннӑ. Ҫакӑ, паллах, Иисусӑн ҫемйине телей кӳнӗ ӗнтӗ (Лука 2:4, 5, 51, 52).

18. Мӗншӗн Иисус хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗне яланах итлесе тӑнӑ тата ачасем итлесе пурӑнни кама савӑнтарать?

18 Мӗнле майпа ачасем Иисус евӗрлӗ пулма тата хӑйсен ашшӗ-амӑшӗсене савӑнтарма пултараҫҫӗ? Тӗрӗссипе каласан, ачасене ашшӗ-амӑшне итлесе пурӑнма яланах ҫӑмӑл мар, анчах Турӑ ачасене ҫакна тутарасшӑн (Ытарӑшсем 1:8; 6:20). Хӑйне ҫав тери йывӑр пулнӑ чухне те Иисус хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗне яланах итлесе тӑнӑ. Пӗррехинче Иисуса Турӑ ирӗкне тума уйрӑмах йывӑр пулнӑ, вара вӑл Ашшӗнчен ыйтнӑ: «Ҫак куркана [хушнӑ ӗҫе] Манран ирттерсе яма кӑмӑл тӑвӑсӑнччӗ». Ҫапах та Турӑ мӗн тума хушнине Иисус тунӑ, мӗншӗн тесен хӑйӗн Ашшӗ мӗнле тумаллине лайӑхрах пӗлнине вӑл ӑнланнӑ (Лука 22:42). Итлесе пурӑнма вӗренсе пынӑ май ачасем хӑйсен ашшӗ-амӑшне те, ҫӳлти Ашшӗне те калама ҫук савӑнтараҫҫӗ * (Ытарӑшсем 23:22—25).

Илӗртнӗ чухне ҫамрӑксен мӗне асра тытмалла?

19. а) Сатана ачасене мӗнле илӗртет? ӑ) Ачасем хӑйсене япӑх тытни ашшӗ-амӑшӗсем ҫине мӗнле витӗм кӳрет?

19 Шуйттан Иисуса илӗртнӗ, ҫавӑнпа та вӑл ачасене тӗрӗс мар ӗҫсем тума илӗртме пултарнинчен эпир пӗртте иккӗленместпӗр (Матфей 4:1—10). Сатана Шуйттан усӑ куракан пӗр меслет вӑл — тантӑшсем хӗсни, ҫакна хирӗҫ тӑма вара питӗ йывӑр. Ҫавӑнпа та ачасем Турӑ законӗсене тытса тӑман ҫынсемпе хутшӑнмаҫҫӗ пулсан, ҫакӑ калама ҫук паха! (1 Коринф 15:33). Дина, Иаковӑн хӗрӗ, Иегова Турра пуҫҫапман ҫынсемпе туслӑ пулнӑ, вара пурӑна киле ҫакна пула вӑл пысӑк инкеке лекнӗ (Пултарни 34:1, 2). Ҫемьере кам та пулин аскӑн ӗҫ турӗ пулсан, ҫакӑ килтисене мӗн тери кулянтарни ҫинчен шухӑшласа пӑх-ха! (Ытарӑшсем 17:21, 25).

ҪЕМЬЕРИ ТЕЛЕЙ УҪҪИ

20. Телейлӗ пулас тесен ҫемьере кашнин мӗн тумалла?

20 Библири канашсене тытса пырсан ҫемьери йывӑрлӑхсене татса пама ҫӑмӑлтарах. Чӑнах та, ҫемьери телей уҫҫи — Библи канашӗсене тытса пыни. Ҫавӑнпа та упӑшкасем, хӑвӑр арӑмӑрсене юратӑр тата Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемпе хӑйне мӗнле тытнӑ, хӑвӑра арӑмсемпе ҫавнашкал тытӑр. Арӑмсем, хӑвӑр упӑшкӑрсене ҫемье пуҫлӑхӗ тесе пӑхӑнса тӑрӑр тата Ытарӑшсем 31:10—31 сӑвӑ йӗркисенче каланӑ ырӑ арӑм тӗслӗхне тытса пырӑр. Ашшӗ-амӑшӗсем, хӑвӑр ачусене ӑса вӗрентсе пӑхса ӳстерӗр (Ытарӑшсем 22:6). Ашшӗсем, хӑвӑр «кил-ҫурта [килтисене]» лайӑх тытса тӑрӑр (1 Тимофей 3:4, 5; 5:8). Ачасем, хӑвӑр аҫу-аннӳсене итлесе пурӑнӑр (Колоссӑ 3:20). Пур ҫыннӑн та ҫитменлӗхсем пур, ҫавӑнпа та вӗсем йӑнӑшсем тӑваҫҫӗ. Апла пулсан хӑвӑра кӗҫӗне хурса пӗр-пӗринчен каҫару ыйтӑр.

21. Пире мӗнле ытарайми пуласлӑх кӗтет тата пирӗн ҫемье паянах телейлӗ мӗнле пулма пултарать?

21 Библире ҫемьене телейлӗ тума пулӑшакан канашсемпе принципсем питӗ нумай. Унсӑр пуҫне, унта Туррӑн ҫӗнӗ тӗнчи ҫинчен тата ҫӗр ҫинчи Райра Иегова Турра пуҫҫапса пурӑнакан телейлӗ ҫынсем ҫинчен каланӑ (Ӳлӗмхи 21:3, 4). Мӗн тери ытарайми пуласлӑх! Библире Турӑ мӗн тума хушнине тытса пырсан, пирӗн ҫемье паянах телейлӗ пулма пултарать.

^ Ачасене мӗнле хӳтӗлемелли ҫинчен Иегова Свидетелӗсем пичетлесе кӑларнӑ «Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен» ятлӑ кӗнекере 32-мӗш сыпӑкра каласа панӑ.

^ Ашшӗ-амӑшӗсем Туррӑн законӗсене пӑсма хушнӑ чухне кӑна ача вӗсене итлемесен те пултарать (Апостолсен ӗҫӗсем 5:29).