Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

15-МӖШ СЫПӐК

Турра юрӑхлӑ тӗн

Турра юрӑхлӑ тӗн
  • Пур тӗн те Турра юрӑхлӑ-и?

  • Эпир чӑн тӗне мӗнле уйӑрса илме пултаратпӑр?

  • Турра тӗрӗс пуҫҫапакансем — камсем вӗсем?

1. Эпир Турра тӗрӗс пуҫҫапатпӑр пулсан, ҫакӑ мӗнле усӑ парать?

 ИЕГОВА ТУРӐ пире питӗ юратать, тата вӑл пире вӗрентсе усӑ парса тӑрасшӑн. Эпир Турра тӗрӗс пуҫҫапатпӑр пулсан, телейлӗ пулӑпӑр тата пурнӑҫри нумай йывӑрлӑхсенчен хӑтӑлӑпӑр. Ҫавӑн пекех пире Турӑ пиллесе тата пулӑшса тӑрӗ (Исаия 48:17). Анчах ҫӗршер тӗн пур, вӗсене тытса тӑракансем вара Турӑ ҫинчен калакан чӑнлӑха вӗрентетпӗр теҫҫӗ. Ҫапах та вӗсем Турӑ ҫинчен тата вӑл мӗн тума ыйтни ҫинчен тӗрлӗ майлӑ вӗрентеҫҫӗ.

2. Иегова мӗнле тӗне тӗрӗс тесе шутланине епле пӗлме пултаратпӑр тата ҫакна ӑнланма мӗнле тӗслӗх пулӑшать пире?

2 Иегова мӗнле тӗне тӗрӗс тесе шутланине епле пӗлме пултаратпӑр? Ҫакна тумашкӑн пур тӗнӗн вӗрентӗвӗсене тӗпчесе пӗр-пӗринпе танлаштарма кирлӗ мар. Чӑн тӗн ҫинчен Библи чӑннипе мӗне вӗрентнине пӗлни кӑна кирлӗ. Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Нумай ҫӗршывсенче суя укҫасем пурри чылай сиен кӳрет. Сана ҫав суя укҫасене уйӑрса илме хушрӗҫ пулсан, эсӗ ҫакна мӗнле тунӑ пулӑттӑн? Эсӗ кашни суя укҫана тытса пӑхса тӗрӗсленӗ пулӑттӑнччӗ-ши? Ҫук, паллах. Эсӗ чӑн-чӑн укҫана тытса пӑхса тӗпчеме вӑхӑт уйӑрни тӗрӗсрех пулӗччӗ. Чӑн-чӑн укҫа мӗнлерех курӑнса тӑнине пӗлсен, суя укҫана уйӑрса илме пултарӑн. Ҫавӑн пекех Турӑ мӗнле тӗне тӗрӗс тесе шутланине пӗлсен, мӗнле тӗнсем суя пулнине уйӑрса илме пултарӑпӑр.

3. Иисус каланӑ тӑрӑх, Турра юрӑхлӑ пулас тесен мӗн тумалла?

3 Иегова хушнӑ пек пуҫҫапни питӗ кирлӗ. Нумайӑшӗ пур тӗн те Турра юрӑхлӑ тесе ӗненет, анчах Библи ҫакна вӗрентмест. Турра ӗненетӗп тени ҫителӗклӗ мар. Иисус каланӑ: «Мана: эй Вӗрентекен, Вӗрентекен, тесе калакан пурте Ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗ, Манӑн Ҫӳлти Аттем ирӗкне тӑвакан кӗрӗ». Турра юрӑхлӑ пулас тесен, пирӗн вӑл мӗн тума ыйтни ҫинчен пӗлсе пырса ҫавна туса тӑмалла. Кам Турӑ ирӗкне туса тӑмасть, ҫавсем пирки Иисус «йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансем» тенӗ (Матфей 7:21—23). Суя укҫа пекех суя тӗн ним хак та тӑмасть. Ку анчах мар, ҫавӑн пек тӗн сиен кӳрет.

4. Иисус мӗнле икӗ ҫул ҫинчен каланӑ тата вӗсем ӑҫта илсе каяҫҫӗ?

4 Иегова кашнине ҫӗр ҫинчи Райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма май парать. Ҫавӑн пек пурнӑҫа илмешкӗн пирӗн Турра тӗрӗс пуҫҫапмалла тата ӑна юраса пурӑнмалла. Шел пулин те, нумайӑшӗ ҫакна тӑвасшӑн мар. Ҫавӑнпа та Иисус каланӑ: «Тӑвӑр хапхапа кӗрӗр, мӗншӗн тесен пысӑк хапхапа аслӑ ҫул пӗтме илсе каяҫҫӗ; нумайӑшӗ ҫавсемпе пыраҫҫӗ. Тӑвӑр хапхапа ансӑр ҫул чӗрӗлӗхе [пурнӑҫ патне] илсе каяҫҫӗ, вӗсене тупакан сахал» (Матфей 7:13, 14). Чӑн тӗн ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пырать, суя тӗн вара пӗтме илсе каять. Иегова никама та пӗтересшӗн мар, ҫавӑнпа та вӑл пур ҫынна та хӑйӗн ҫинчен пӗлме май парать (2 Петр 3:9). Эппин, пирӗн пурнӑҫ эпир Турра мӗнле майпа пуҫҫапнинчен килет.

ЧӐН ТӖНЕ МӖНЛЕ УЙӐРСА ИЛМЕЛЛЕ?

5. Чӑн тӗне тытса тӑракансене эпир мӗнле уйӑрса илме пултаратпӑр?

5 «Чӗрӗлӗхе илсе каякан» ҫула мӗнле тупмалла? Чӑн тӗне, ҫав тӗне тытса тӑракансен ӗҫӗсенчен пӗлме пулать тенӗ Иисус. «Вӗсене эсир ӗҫӗсенчен пӗлӗр,— тенӗ Иисус, унтан хушса каланӑ: — Кирек хӑш ырӑ йывӑҫ та ырӑ ҫимӗҫ тӑвать» (Матфей 7:16, 17). Урӑхла каласан, чӑн тӗне тытса тӑракансене вӗсен тӗн вӗрентӗвӗсем тӑрӑх тата хӑйсене мӗнле тытни тӑрӑх пӗлме пулать. Ҫитменлӗхсем пур пирки вӗсем йӑнӑшсем тӑваҫҫӗ пулин те, пӗтӗмӗшле илсен, вӗсем Турӑ ирӗкне туса тӑма тӑрӑшаҫҫӗ. Чӑн тӗне тытса тӑракансене уйӑрса илме пулӑшакан ултӑ уйрӑмлӑха пӑхса тухар.

6, 7. Туррӑн ӗҫлекенӗсем Библи ҫине мӗнле пӑхаҫҫӗ тата Иисус мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ?

6 Туррӑн ӗҫлекенӗсем Библи тӑрӑх вӗрентеҫҫӗ. Библире каланӑ: «Турӑ Ҫыруне пӗтӗмпех Турӑ Сывлӑшӗ пӗлтернипе ҫырнӑ; вӑл усӑллӑ: вӑл вӗрентет, питлет, тӳрлетет, тӳрӗ пурӑнма ӳкӗтлет; вара Турӑ ҫынни пӗтӗмпех ырӑ пулса, кирек мӗнле ырӑ ӗҫ тума та хатӗрленсе ҫитет» (2 Тимофей 3:16, 17). Павел апостол пӗрле ӗненекен христиансем патне ҫырнӑ: «Пиртен илтнӗ Турӑ сӑмахне эсир ҫын сӑмахӗ вырӑнне хурса йышӑнмарӑр, ӑна чӑнах Турӑ сӑмахӗ тесе хапӑл турӑр» (1 Фессалоника 2:13). Апла пулсан чӑн тӗнӗн вӗрентӗвӗсемпе ӗҫӗсем ҫынсен шухӑшӗсемпе йӑла-йӗркисем ҫинче никӗсленмен. Вӗсем Турӑ Сӑмахӗ — Библи — ҫинче никӗсленнӗ.

7 Иисус Христос яланах Турӑ Сӑмахӗ тӑрӑх вӗрентнӗ, ҫав енчен вӑл пире питӗ лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗне кӗлӗ тунӑ чухне вӑл ҫапла каланӑ: «Санӑн сӑмаху чӑнлӑх» (Иоанн 17:17). Турӑ Сӑмахне Иисус ӗненнӗ, тата вӑл яланах Турӑ Ҫырӑвӗпе килӗшӳллӗн вӗрентнӗ. Иисус час-часах Турӑ Сӑмахӗнчи сӑвӑ йӗркисене илсе кӑтартнӑ (Матфей 4:4, 7, 10). Ҫавӑн пекех паян та Туррӑн ӗҫлекенӗсем хӑйсен шухӑшӗсене вӗрентсе ҫӳремеҫҫӗ. Вӗсем Библи — Турӑ Сӑмахӗ тесе ӗненеҫҫӗ, тата Библире мӗн каланӑ, ҫавна кӑна вӗрентсе тӑраҫҫӗ.

8. Иеговӑна пуҫҫапни шутне мӗн кӗрет?

8 Чӑн тӗне тытса тӑракансем Иегова Турра кӑна пуҫҫапаҫҫӗ тата унӑн ячӗ ҫинчен пӗлтерсе ҫӳреҫҫӗ. Иисус каланӑ: «Хӑвӑн [«Иегова», ҪТ] Турруна пуҫҫапса тӑр, пӗр Ӑна анчах пӑхӑнса пурӑн» (Матфей 4:10). Апла пулсан чӑн христиансем Иегова Турра кӑна пуҫҫапаҫҫӗ. Турра пуҫҫапни шутне ҫынсене чӑн Туррӑн ятне тата унӑн лайӑх енӗсене пӗлтерсе ҫӳрени кӗрет. Библире каланӑ: «Пӗр Эсӗ анчах Ҫӳлхуҫа [«Иегова», ҪТ] ятлӑ, пӗтӗм ҫӗр ҫинче пӗр Эсӗ анчах Ҫӳлти Турӑ» (Псалом 82:19). Иисус ҫынсене Турӑпа паллаштарнӑ, ҫак енчен вӑл пире тӗслӗх кӑтартнӑ. Иеговӑна вӑл кӗлӗ тунӑ: «Эсӗ Мана тӗнчерен панӑ ҫынсене Эпӗ Санӑн ятна пӗлтертӗм» (Иоанн 17:6). Ҫавӑн пекех чӑн Туррӑн ӗҫлекенӗсем паян Туррӑн ячӗ ҫинчен, вӑл мӗн тума шухӑшласа хуни ҫинчен тата унӑн лайӑх енӗсем ҫинчен вӗрентсе ҫӳреҫҫӗ.

9, 10. Чӑн христиансем пӗр-пӗрне юратнине мӗнле кӑтартаҫҫӗ?

9 Туррӑн ӗҫлекенӗсем пӗр-пӗрне чун-чӗререн юратаҫҫӗ. Иисус каланӑ: «Эсир манӑн вӗренекенӗмсем иккенне пурте эсир пӗр-пӗрне юратнинчен пӗлӗҫ» (Иоанн 13:35). Пӗрремӗш христиансем пӗр-пӗрне ҫавӑн пек юратнӑ. Обществӑра мӗнле вырӑн йышӑннине пула, тӗрлӗ расӑран, халӑхран тухнине пула ҫынсем пӗр-пӗринчен ютшӑнса тӑраҫҫӗ. Анчах чӑн-чӑн юрату ҫак уйрӑмлӑхсене ҫӗнтерсе ҫынсене пӗр-пӗринпе нимпе уйӑрма ҫук тӑванлӑхпа пӗрлештерет. (Колоссӑ 3:14 вуласа парӑр.) Суя тӗне тытса тӑракансен ҫавӑн пек пӗр-пӗрне юратакан тӑванлӑх ҫук. Эпир ҫакна ӑҫтан пӗлетпӗр? Вӗсем пӗр-пӗрне урӑх халӑх ҫынни пулнӑшӑн вӗлереҫҫӗ. Чӑн христиансем хӑйсемпе пӗрле Турра пуҫҫапакан христиансене е ытти ҫынсене вӗлерме хӗҫпӑшал алла тытмаҫҫӗ. Библире каланӑ: «Турӑ ачисемпе шуйттан ачисене, ак, ҫакӑнтан пӗлмелле: тӳрӗ ӗҫ туса пурӑнман ҫын нихӑшӗ те Турӑран мар, тӑванне юратман ҫын та ҫаплах... Ырӑ Хыпар пире пӗр-пӗрне юратма хушать. Каин пек пулма хушмасть: вӑл шуйттанран, вӑл хӑй тӑванне вӗлернӗ» (1 Иоанн 3:10—12; 4:20, 21).

10 Чун-чӗререн юратни вӑл — пӗр-пӗрне вӗлерменни кӑна мар. Чӑн христиансем пӗр-пӗрне пулӑшас тесе хӑйсен вӑхӑтне, вӑй-халне тата укҫипе пурлӑхне шеллемеҫҫӗ (Еврейсем 10:24, 25). Вӗсем пӗр-пӗрне инкек-синкеклӗ вӑхӑтра пулӑшаҫҫӗ тата ыттисене улталамаҫҫӗ, суймаҫҫӗ. Библире «пурне те ырӑлӑх тӑвар» текен канаша вӗсем хӑйсен пурнӑҫӗнче тытса тӑраҫҫӗ (Галати 6:10).

11. Мӗншӗн Иисус Христоса Турӑ паракан ҫӑлӑнӑҫ вырӑнне хурса йышӑнмалла?

11 Чӑн христиансем Иисус Христоса Турӑ паракан ҫӑлӑнӑҫ вырӑнне хурса йышӑнаҫҫӗ. Библире каланӑ: «Унран пуҫне урӑх никам та ҫӑлас ҫук; этеме панӑ ятсенчен пире ҫӑлас ят тӗнчере урӑх ҫук» (Апостолсен ӗҫӗсем 4:11, 12). Итлекен ҫынсене тӳлесе илмешкӗн Иисус хӑйӗн пурнӑҫне пани ҫинчен каланине эпир 5-мӗш сыпӑкра пӗлтӗмӗр ӗнтӗ (Матфей 20:28). Турӑ Иисуса пӗлӗтри Патшалӑхӑн Патши пулма лартни ҫинчен те эпир пӗлтӗмӗр. Ҫак Патшалӑх вара ҫӗр ҫинчи пӗтӗм влаҫа хӑй аллине илӗ. Пирӗн ӗмӗр-ӗмӗрӗпех пурӑнас килет пулсан, Иисуса итлесе пурӑнмалла тата унӑн вӗрентӗвӗсене тытса тӑмалла. Ҫавӑнпа та Библире каланӑ: «Ывӑлне ӗненсе тӑракан ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулать. Турӑ Ывӑлне ӗненмен ҫын ырӑ пурӑнӑҫ курас ҫук» (Иоанн 3:36).

12. Тӗнченӗн мар тени мӗне пӗлтерет?

12 Чӑн Туррӑн ӗҫлекенӗсем тӗнченӗн мар. Судра Иисус Пилата, Рим пуҫлӑхне, каланӑ: «Манӑн Патшалӑхӑм ку тӗнчерен мар» (Иоанн 18:36). Иисусӑн чӑн-чӑн вӗренекенӗсем, кирек мӗнле ҫӗршывра пурӑнсан та, Туррӑн ҫӳлти Патшалӑхне пӑхӑнса тӑраҫҫӗ, ҫавӑнпа та ҫак тӗнчери политика ӗҫӗсенче нейтралитет тытса тӑраҫҫӗ, урӑхла каласан, никам майлӑ та тӑмаҫҫӗ. Вӗсем ҫак тӗнчери вӑрҫӑ-хирӗҫӳсене хутшӑнмаҫҫӗ. Анчах ҫынсене политикӑлла партисене кӗме, суйлава хутшӑнмашкӑн хӑйсене кандидата тӑратма е камшӑн та пулин сасӑлама Иеговӑн ӗҫлекенӗсем никама та чарса тӑмаҫҫӗ. Чӑн христиансем политикӑпа ҫыхӑннӑ ӗҫсенче нейтралитет тытса тӑраҫҫӗ пулин те, вӗсем ҫӗршыври законсене пӑхӑнса тӑраҫҫӗ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Турӑ Сӑмахӗ вӗсене «аслӑ пуҫлӑхсене [ҫӗршыври власть органӗсене] пӑхӑнса» пурӑнма хушать (Рим 13:1). Анчах ҫӗршыври закон Туррӑн законне хирӗҫлет пулсан, чӑн христиансем хӑйсене апостолсен тӗслӗхне кура тытаҫҫӗ, вӗт вӗсем каланӑ: «Этемрен ытларах Турра пӑхӑнма кирлӗ» (Апостолсен ӗҫӗсем 5:29; Марк 12:17).

13. Иисус Христосӑн чӑн-чӑн вӗренекенӗсемшӗн Турӑ Патшалӑхӗ мӗн вӑл тата вӗсем мӗнле ӗҫе туса тӑраҫҫӗ?

13 Иисус Христосӑн чӑн-чӑн вӗренекенӗсем Турӑ Патшалӑхӗ этемлӗхшӗн пӗртен-пӗр шанчӑк тесе пӗлтерсе ҫӳреҫҫӗ. Иисус малтанах каласа хунӑ: «Пур халӑхсене те пӗлтерме, Турӑ Патшалӑхӗн ҫак Евангелийӗ [«ырӑ хыпарӗ», ҪТ] пӗтӗм тӗнчене сарӑлӗ: вара пӗтес вӑхӑт ҫитӗ» (Матфей 24:14). Иисус Христосӑн чӑн-чӑн вӗренекенӗсем ҫынсене ҫӗр ҫинчи патшалӑхсем ҫине мар, Туррӑн ҫӳлти Патшалӑхӗ ҫине шанма хавхалантараҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫав Патшалӑх кӑна этемлӗхӗн йывӑрлӑхӗсене татса пама пултарать (Псалом 145:3). Иисус ҫак Патшалӑх ҫинчен ҫапла каласа кӗлӗ тума вӗрентнӗ: «Санӑн Патшалӑху килтӗр; Санӑн ирӗкӳ ҫӗр ҫинче те Ҫӳлти пекех пултӑр» (Матфей 6:10). Библире ҫав ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен «ҫак [хальхи] патшалӑхсене пурне те сирпӗтсе антарӗ те тӗп тӑвӗ, хӑй вара ӗмӗрех тӑрӗ» тесе малтанах каласа хунӑ (Даниил 2:44, ҪТ; Ӳлӗмхи 16:14; 19:19—21).

14. Сан шутпа хӑш тӗне чӑн тӗн теме пулать?

14 Ҫаксене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн хӑвӑнтан ыйт: хӑш тӗнӗн вӗрентӗвӗсем Библи ҫинче никӗсленнӗ? Камсем Турӑ ячӗ ҫинчен пӗлтерсе ҫӳреҫҫӗ? Камсем пӗр-пӗрне чун-чӗререн юратса тата Иисус Христоса ӗненсе пурӑнаҫҫӗ? Камсем пирки тӗнченӗн мар тесе калама пулать тата камсем Турӑ Патшалӑхӗ этемлӗхшӗн пӗртен-пӗр шанчӑк пулни ҫинчен пӗлтерсе ҫӳреҫҫӗ? Хӑш тӗн пирки ҫаксене калама пулать? Ҫаксем пурте Иегова Свидетелӗсем ҫине кӑтартса тӑраҫҫӗ. (Исаия 43:10—12 вуласа парӑр.)

ЭСӖ МӖН ТӐВӐН-ШИ?

15. Турӑ пуррине ӗненнисӗр пуҫне тата мӗн тумалла?

15 Турра юрӑхлӑ пулас тесен ӑна ӗненни ҫителӗклӗ мар. Вӗт Библире демонсем те Турӑ пур тесе ӗненеҫҫӗ тенӗ (Иаков 2:19). Анчах та вӗсем Туррӑн ирӗкне туса тӑмаҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсем Турра юрӑхлӑ мар. Турра юрӑхлӑ пулас тесен, Турӑ пуррине ӗненнисӗр пуҫне, унӑн ирӗкне туса тӑмалла. Пирӗн суя тӗнрен тухмалла та чӑн тӗне тытса тӑракансемпе пӗрлешмелле.

16. Эпир суя тӗнпе ҫыхӑннӑ пулсан, пирӗн мӗн тумалла?

16 Павел апостол пирӗн суя тӗнпе нимпе те, нихӑш енчен те хутшӑнмалла маррине кӑтартнӑ. Вӑл ҫырнӑ: «Вӗсем хушшинчен тухӑр, вӗсенчен уйӑрӑлӑр, таса мара ан сӗртӗнӗр, вара Эпӗ сире хапӑл тӑвӑп, тет Турӑ» (2 Коринф 6:17; Исаия 52:11). Ҫавӑнпа та чӑн христиансем суя тӗнпе мӗн ҫыхӑннӑ, ҫавсенчен пуринчен те пӑрӑнаҫҫӗ.

17, 18. Мӗн вӑл «аслӑ Вавилон» тата мӗншӗн ун патӗнчен тухма васкамалла?

17 Библире пур суя тӗн пирки те «аслӑ Вавилон» тесе каланӑ * (Ӳлӗмхи 17:5). Ҫак ят авалхи Вавилон хулине аса илтерет — Ной пурӑннӑ вӑхӑтра, пӗтӗм ҫӗре шыв илнӗ хыҫҫӑн, Вавилонра суя тӗн пуҫланса кайнӑ. Суя тӗнре анлӑ сарӑлнӑ вӗрентӳсемпе йӑла-йӗркесен пуҫламӑшӗ Вавилонран тытӑннӑ. Вавилон ҫыннисем, сӑмахран, виҫӗ сӑнлӑ пӗр турра пуҫҫапнӑ. Паян Троица ҫинчен калакан вӗрентӳ — нумай тӗнри тӗп вӗрентӳ. Анчах Библи пӗртен-пӗр чӑн Турӑ — Иегова — кӑна пур тесе вӗрентет, Иисус Христос вара — унӑн Ывӑлӗ (Иоанн 17:3). Вавилон ҫыннисем ҫавӑн пекех ҫыннӑн вилӗмсӗр чун пур тесе ӗненнӗ. Ҫак ӗненӳ тӑрӑх, чун вара ҫын вилсен те пурӑнать тата асапланмалли вырӑна лексе нушаланма пултарать иккен. Вилӗмсӗр чун ҫинчен тата ҫав чун тамӑк вут-ҫулӑмӗнче асапланни ҫинчен паян нумай тӗнре вӗрентеҫҫӗ.

18 Авалхи Вавилонра пуҫҫапни пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе сарӑлнине пула хальхи аслӑ Вавилон суя тӗнӗн пӗтӗм тӗнчери империне пӗлтерет. Ҫак суя тӗнӗн империйӗ сасартӑк пӗтессине Турӑ малтанах каласа хунӑ. Аслӑ Вавилонпа мӗн ҫыхӑннӑ, ҫавсенчен пуринчен те мӗншӗн пӑрӑнмаллине халӗ ӑнланатӑн-и? Иегова Турӑ сана хӑвӑртрах ун патӗнчен тухма чӗнет, вӗт халлӗхе ҫакна тума вӑхӑт пур. (Ӳлӗмхи 18:4, 8 вуласа парӑр.)

Эсӗ Иеговӑшӑн унӑн халӑхӗпе пӗрле ӗҫлесе тӑрсан ҫухатма пултарнинчен нумайрах туянӑн

19. Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑни сана мӗн парӗ?

19 Эсӗ суя тӗне хӑварма шут тытнине пӗлсен, хӑш-пӗрисем, тен, санпа хутшӑнма пӑрахӗҫ. Анчах эсӗ Иеговӑшӑн унӑн халӑхӗпе пӗрле ӗҫлесе тӑрсан ҫухатма пултарнинчен нумайрах туянӑн. Иисусӑн пӗрремӗш вӗренекенӗсем пекех — вӗсем Иисус хыҫҫӑн ҫӳрес тесе пурне те хӑварнӑ — санӑн та христиансен пухӑвӗнче нумай тӑвансем пулӗҫ. Эсӗ пӗтӗм тӗнчери чӑн христиансен ҫемйин йышне кӗме пултарӑн. Ҫак ҫемьере миллионшар чӑн христиан пӗр-пӗрне чун-чӗререн юратса пурӑнать. Унсӑр пуҫне тата санӑн «килес ӗмӗрте» ӗмӗрлӗх пурнӑҫа кӗме чаплӑ шанчӑк пулӗ. (Марк 10:28—30 вуласа парӑр.) Эсӗ ӗненме пуҫланӑшӑн санпа хутшӑнма пӑрахнӑ ҫынсем вӑхӑт иртнӗҫемӗн, тен, Библи вӗрентӗвӗсене йышӑнӗҫ те Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пулса тӑрӗҫ.

20. Чӑн тӗне тытса тӑракансене мӗнле пуласлӑх кӗтсе тӑрать?

20 Библи вӗрентнӗ тӑрӑх, Турӑ кӗҫех ҫак усал тӗнчене пӗтерет те ӑна хӑйӗн Патшалӑхӗ ертсе пыракан ҫӗнӗ тӗнчепе улӑштарать, унта пур ҫӗрте те тӳрӗлӗх пулать (2 Петр 3:9, 13). Мӗн тери чаплӑ пулать ун чухне пурнӑҫ! Ҫӗр ҫинче вара пӗр тӗн кӑна юлать — Турра юрӑхлӑ чӑн тӗн. Эппин, чӑн тӗне тытса тӑракансемпе халех пӗрлешес тесе вӑй хуни тӗрӗс пулмӗччӗ-ши?

^ Мӗншӗн аслӑ Вавилон суя тӗнӗн пӗтӗм тӗнчери империйӗ пулнине Хыҫсӑмахра, 219—220 страницӑсенче, вуласа пӗлме пулать.