Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

16-МӖШ СЫПӐК

Чӑнлӑх ҫулӗ ҫине тӑр

Чӑнлӑх ҫулӗ ҫине тӑр
  • Турӑшсене пуҫҫапни ҫинчен Библи мӗн вӗрентет?

  • Христиансем тӗн уявӗсем ҫине мӗнле пӑхаҫҫӗ?

  • Хӑв мӗне ӗненнине ҫынсене, вӗсен шухӑш-туйӑмӗсене шута илсе, мӗнле ӑнлантарса пама пулать?

1, 2. Суя тӗне хӑварнӑ хыҫҫӑн пирӗн хамӑра мӗнле ыйту памалла тата мӗншӗн ҫакӑ питӗ кирлӗ?

 КАЛӐПӐР, эсӗ пурӑнакан вырӑна наркӑмӑшлӑ япаласемпе сиен кӳнӗ. Такам унта наркӑмӑшлӑ каяшсене вӑрттӑн тӑкса тӑнӑ иккен, ҫавӑнпа та унта пурӑнма халӗ сывлӑхшӑн хӑрушӑ. Эсӗ мӗн тунӑ пулӑттӑнччӗ-ши? Паллах ӗнтӗ, май пулсанах унтан тухса тарнӑ пулӑттӑн. Анчах тухса тарсан та санӑн хӑвӑн ӑшунта наркӑмӑшсем тӑрса юлнипе юлманнине тӗрӗслесе пӑхмалла.

2 Суя тӗн пирки те ҫакнах калама пулать. Суя тӗнӗн вӗрентӗвӗсемпе йӑла-йӗркисем, наркӑмӑшлӑ япаласем пекех, таса мар тесе вӗрентет Библи (2 Коринф 6:17). Акӑ мӗншӗн «аслӑ Вавилонран» — суя тӗнӗн пӗтӗм тӗнчери империйӗнчен — тухни питӗ кирлӗ (Ӳлӗмхи 18:2, 4). Ҫакна турӑн-и эсӗ? Апла-тӑк сана ҫакӑншӑн мухтаса илме юрать. Анчах суя тӗне хӑварас тесен ҫапла туни ҫителӗксӗр. Хӑвна ҫакӑн пек ыйту парса тӗрӗслени кирлӗ: суя тӗнпе мӗн ҫыхӑннӑ, ҫавсенчен пуринчен те эпӗ хӑтӑлтӑм-и? Хӑш-пӗр тӗслӗхсене пӑхса тухар.

ТУРӐШСЕНЕ ПУҪҪАПНИ ТАТА ВИЛНИСЕНЕ АСӐННИ

3. а) Библире турӑшсене пуҫҫапни ҫинчен мӗн каланӑ тата мӗншӗн хӑш-пӗрисене ҫакӑн пирки Турӑ мӗн тума хушнипе килӗшме йывӑр? ӑ) Суя тӗнпе ҫыхӑннӑ пур япалапа санӑн мӗн тумалла?

3 Нумайӑшӗн килӗсенче турӑшсем е Турра пуҫҫапмалли ытти япаласем пур. Санӑн та пур-и вӗсем? Эсӗ, тен, ҫав япаласемсӗр Турра кӗлӗ тума май ҫук тесе шутлатӑн пулӗ. Ҫав япаласене эсӗ питӗ кӑмӑллатӑн пулас. Анчах Турра мӗнле пуҫҫапмаллине Турӑсӑр пуҫне урӑх никам та калама пултараймасть. Библи вара Турра пуҫҫапнӑ чухне турӑшсене (турӑшсем пирки Библире йӗрӗхсем тесе каланӑ) чысламалла мар тесе вӗрентет (Тухни 20:4, 5 вуласа парӑр; Псалом 113:12—16; Исаия 42:8; 1 Иоанн 5:21). Ҫавӑнпа та чӑн тӗнӗн ҫулӗ ҫине тӑрас тесен суя тӗнпе ҫыхӑннӑ пур япалана та тӗп тумалла. Пирӗн ҫав япаласем ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхмалла, Иеговӑшӑн вӗсем — «йӗрӗнчӗк» япаласем (Саккуна астутарни 27:15).

4. а) Вилнисене чысласа асӑннинче ним усси те ҫуккине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? ӑ) Мӗншӗн Иегова хӑйӗн халӑхне юмӑҫ яма чарнӑ?

4 Суя тӗнсенчен нумайӑшӗнче вилнисене чысласа асӑнаҫҫӗ. Библири чӑнлӑха пӗличчен хӑш-пӗрисем, вилнисем леш тӗнчере пурӑнаҫҫӗ тесе ӗненнӗ. Вилнисем вара чӗррисене пулӑшма е сиен тума пултараҫҫӗ тесе шутланӑ. Тен, унччен эсӗ вилнисене ҫырлахтарас тесе нумай вӑй хунӑ пулӗ. Анчах вилсен ҫын ниҫта та пурӑнманнине эпир ҫак кӗнекен 6-мӗш сыпӑкӗнчен пӗлтӗмӗр ӗнтӗ. Ҫавӑнпа та вилнисемпе калаҫма хӑтланса пӑхнинче ним усси те ҫук. Мӗнле те пулин хыпар пирки вилнисенчен килнӗ хыпар теме пултарӗҫ, анчах, чӑннипе каласан, вӗсем пурте — демонсенчен. Ҫавӑнпа та Иегова Израиль халӑхне вилнисемпе калаҫма тата юмӑҫ яма чарнӑ. (Саккуна астутарни 18:10—12 вуласа парӑр.)

5. Эсӗ турӑшсене пуҫҫапмалла, вилнисене асӑнмалла тесе ӗненсе пурӑннӑ пулсан, халӗ вара эсӗ мӗн тума пултаратӑн?

5 Унччен эсӗ турӑшсене пуҫҫапмалла, вилнисене асӑнмалла тесе ӗненсе пурӑннӑ пулсан, халӗ вара эсӗ мӗн тума пултаратӑн? Библие вула, мӗн вулани ҫинчен шухӑшласа пӑх, вара эсӗ Турӑ ҫавӑн пек ӗненни ҫине мӗнле пӑхнине курӑн. Чӑн тӗнӗн ҫулӗ ҫине тӑма шут тытни ҫинчен Иеговӑна кашни кун кӗлӗ ту, ҫавӑн пекех унран хӑйӗнпе пӗр шухӑшлӑ пулма пулӑшу ыйт (Исаия 55:9).

РАШТАВА ПӖРРЕМӖШ ХРИСТИАНСЕМ УЯВЛАМАН

6, 7. а) Раштав уявне кама чысласа паллӑ тӑваҫҫӗ тата Иисусӑн пӗрремӗш вӗренекенӗсем ҫав куна уявланӑ-и? ӑ) Ҫуралнӑ куна паллӑ тӑвасси ӗлӗк-авал мӗнпе ҫыхӑннӑ пулнӑ?

6 Паян тӗнчере анлӑ сарӑлнӑ уявсенчен нумайӑшӗ суя тӗнпе ҫыхӑннӑ. Вӗсенчен пӗри — Раштав. Раштав уявне Иисус Христос ҫуралнӑ ятпа паллӑ тӑваҫҫӗ, христиан тӗнӗсенче пуринче тенӗ пекех ӑна уявлаҫҫӗ. Анчах пӗрремӗш христиансем ҫав уява паллӑ тунине ним те ҫирӗплетсе памасть. Тӗн йӑли-йӗркисем пуҫланса кайни ҫинчен калакан кӗнекере ҫапла ҫырнӑ: «Пӗрремӗш тата иккӗмӗш ӗмӗрте Христос ҫуралнӑ кунпа никамах та интересленмен; ҫынсем вӑл хӑш кунта ҫурални ҫинчен пӗлмен» (Sacred Origins of Profound Things).

7 Иисусӑн вӗренекенӗсем вӑл хӑш кунта ҫуралнине пӗлнӗ пулсан та вӗсем ӑна паллӑ туман пулӗччӗҫ. Мӗншӗн? Пӗрремӗш христиансем «кирек камӑн ҫуралнӑ кунне паллӑ тунине суя тӗнрен тухнӑ йӑла тесе шутланӑ» тенӗ «Уорлд бук» энциклопедире. Ҫуралнӑ куна паллӑ туни ҫинчен Библире икӗ хут кӑна каланӑ, анчах ҫав икӗ уява та Иеговӑна пуҫҫапман пуҫлӑхсене чысласа уявланӑ (Пултарни 40:20; Марк 6:21). Ҫуралнӑ кунсене уявлани суя тӗнри турӑсене чысланипе те ҫыхӑннӑ. Сӑмахран, майӑн 24-мӗшӗнче авалхи Рим ҫыннисем Дианӑн, хӗрарӑм-туррӑн, ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Майӑн 25-мӗшӗнче вара вӗсем Аполлонӑн, хӗвел туррин, ҫуралнӑ кунне уявланӑ. Апла пулсан ҫуралнӑ куна паллӑ туни чӑн христиансен тӗнӗпе мар, суя тӗнпе ҫыхӑннӑ.

8. Ҫуралнӑ куна уявлассипе тӗшмӗш пӗр-пӗринпе мӗнле ҫыхӑнса тӑнине ӑнлантарса пар.

8 Пӗрремӗш христиансем Иисус ҫуралнӑ куна мӗншӗн паллӑ туманнине кӑтартакан тепӗр сӑлтав пур. Унӑн вӗренекенӗсем ҫуралнӑ куна уявлани тӗшмӗшпе ҫыхӑннине, паллах, пӗлнӗ ӗнтӗ. Сӑмахран, грексемпе Рим ҫыннисем кашни ҫынпа пӗрлех ӑна сыхласа усракан ангел ҫуралать тесе ӗлӗк-авалах ӗненнӗ, ҫав ангел вара этеме пурнӑҫ тӑршшӗпе хӳтӗлесе пурӑнать тенӗ вӗсем. «Ҫуралнӑ кунсене уявлассин пуҫламӑшӗ» ятлӑ кӗнекере каланӑ: «Турӑ ҫуралнӑ кунра ҫуралнӑ ҫынна сыхлакан ангелӗпе ҫав турӑ хушшинче темле асамлӑ ҫыхӑнусем пур тесе ӗненнӗ» (The Lore of Birthdays). Уявсене паллӑ тунӑ чухне Иисуса чысланипе пӗрлех тӗшмӗше те ӗненни пур пулсан, паллах ӗнтӗ, ҫакна Иегова ырламан пулӗччӗ (Исаия 65:11, 12). Ҫапах та мӗншӗн-ха Раштав уявне нумай ҫын паллӑ тӑвать?

РАШТАВ УЯВӖ ПУҪЛАНСА КАЙНИ

9. Мӗншӗн Иисус ҫуралнӑ куна декабрӗн 25-мӗшӗнче уявлама пуҫланӑ?

9 Иисус Христос вилнӗ хыҫҫӑн тепӗр темиҫе ӗмӗр иртсен кӑна унӑн ҫуралнӑ кунне декабрӗн 25-мӗшӗнче, хӑш-пӗр ҫӗршывсенче январӗн 7-мӗшӗнче паллӑ тума пуҫланӑ. Анчах Иисус ҫав кунра ҫуралман, вӑл октябрь уйӑхӗнче ҫуралнӑ теме пулать *. Апла пулсан, мӗншӗн декабрӗн 25-мӗшне суйласа илнӗ? Хӑйсене христиансем тесе шутлакансем «ҫав куна, суя тӗне тытса тӑракан Рим ҫыннисем „никам ҫӗнтереймен Хӗвел туррин ҫуралнӑ кунне“ асӑнса тунӑ уявпа пӗрлештересшӗн» пулнӑ пулас (The New Encyclopædia Britannica). Хӗлле, хӗвел начар хӗртнӗ чухне, суя тӗне тытса тӑракансем ӑшӑпа ҫутӑ парса тӑракан хӗвеле хӑйӗн аякри ҫулҫӳревӗнчен таврӑнтарас шутпа, хӑйне евӗрлӗ йӑла-йӗркесене тытса пырса уяв тунӑ. Хӗвелӗн таврӑнас вӑхӑчӗ декабрӗн 25-мӗшӗнче пуҫланать тесе шутланӑ вӗсем. Суя тӗне тытса тӑракансене хӑйсен тӗнне ҫавӑрас тесе тӗн пуҫлӑхӗсем ҫав уява паллӑ тӑвассине законпа ҫирӗплетнӗ те ӑна христиансен уявӗ пек кӑтартма тӑрӑшнӑ *.

10. Мӗншӗн хӑш-пӗр ҫынсем Раштав уявне унччен паллӑ туман?

10 Раштав уявӗ суя тӗнрен тухнине тахҫанах пӗлеҫҫӗ. Библири чӑнлӑхпа килӗшӳллӗ пулман пирки XVII ӗмӗрте Англире тата унӑн Америкӑри колонисенче Раштава паллӑ тума чарнӑ пулнӑ. Ун чухне кам та пулин Раштав уявӗ кунӗнче ӗҫе тухман пулсан, ӑна штраф тӳлеттернӗ. Анчах кӑшт вӑхӑт иртсен, ӗлӗкхи йӑла-йӗркесене каллех тытса тӑма пуҫланӑ тата вӗсем ҫумне ҫӗннисене хушнӑ. Раштава нумай ҫын уявлама пуҫланӑ, хальхи вӑхӑтра та чылай ҫӗршывра ҫак уяв — чи паллӑ уяв. Кам Турра юрӑхлӑ пуласшӑн, ҫавӑ Раштава та, суя тӗнрен тухнӑ ытти уявсене те паллӑ тумасть *.

УЯВ МӖНЛЕ ПУҪЛАНСА КАЙНИ ҪИНЧЕН ПӖЛНИ КИРЛЕХ-ШИ?

11. Мӗншӗн хӑш-пӗрисем уявсене паллӑ тӑваҫҫӗ, анчах пирӗн мӗн ҫинчен ытларах шутламалла?

11 Раштав уявӗ суя тӗнрен тухнӑ тенипе хӑш-пӗрисем килӗшеҫҫӗ, ҫапах та ҫавна уявланинче ним япӑххи те ҫук теҫҫӗ. Чӑнах та, ҫынсенчен нумайӑшӗ уявсене паллӑ тунӑ чухне ҫав уявсем суя тӗнрен тухни пирки пӗртте шухӑшламаҫҫӗ. Вӗсем шутланӑ тӑрӑх, уяв туни пӗтӗм ҫемьене пӗрле пухӑнса ларма май парать кӑна. Эсӗ те ҫакӑн пекех шухӑшлатӑн-и? Ҫапла пулсан, суя тӗне юратни мар, тӑван-хурӑнташсене кӳрентерес килменни, тен, сана чӑнлӑх ҫулӗ ҫине тӑма чӑрмантарать. Ак ҫакна шанса тӑр: Иегова, ҫемье Никӗслевҫи, сана хӑвӑн тӑван-хурӑнташусемпе туслӑ пурӑнтарасшӑн. Анчах Турӑ законӗсене пӑсмасӑрах тӑван-хурӑнташсемпе килӗштерсе пурӑнма пулать. Пирӗн мӗн ҫинчен ытларах шутламалли пирки Павел апостол ҫырнӑ: «Турра мӗн юрӑхлине сӑнаса пырӑр» (Эфес 5:10).

Каяш юхса выртакан лачакари канфета эсӗ ҫисе пӑхнӑ пулӑттӑнччӗ-ши?

12. Тӗслӗхпе усӑ курса суя тӗнрен тухнӑ йӑла-йӗркесемпе уявсене мӗншӗн тытса тӑмалла маррине кӑтартса пар.

12 Уявсем мӗнле пуҫланса кайни ҫине пӑхма кирлӗ мар тесе, тен, калӑн эсӗ. Уявсене паллӑ тӑвасси мӗнле пуҫланса кайнине пӗлни чӑнах та кирлӗ-ши? Кирлӗ! Сӑмахран, эсӗ каяш юхса выртакан лачакара канфет выртнине куртӑн тейӗпӗр. Эсӗ ӑна илсе ҫинӗ пулӑттӑнччӗ-и? Паллах, ҫук! Вӑл таса мар вӗт. Ҫав канфет пекех, уявсем илӗртӳллӗ пулма пултараҫҫӗ, анчах вӗсем таса марринчен пуҫланса кайнӑ. Чӑн тӗнӗн ҫулӗ ҫине тӑрас тесен пирӗн Исаия пророк пекех шут тытмалла — вӑл чӑн Туррӑн ӗҫлекенӗсене чӗнсе каланӑ: «Таса мара ан сӗртӗнӗр» (2 Коринф 6:17; Исаия 52:11).

ЫТТИСЕМПЕ МАЙНЕ ПӖЛСЕ ТЫТ

13. Эсӗ уявсене паллӑ тума пӑрахрӑн пулсан, мӗнле йывӑрлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ?

13 Уявсене паллӑ тума пӑрахма шут тытрӑн пулсан, эсӗ йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма пултарӑн. Сӑмахран, пӗрле ӗҫлекенсем эсӗ вӗсемпе уявсене хутшӑнманнине курсан санран тӗлӗнме пултарӗҫ. Сана Раштав уявӗ ячӗпе парне пама тӑрсан, вара мӗн тӑвӑн-ши? Ӑна илме юрать-и? Санӑн упӑшку е арӑму Иегова Турра ӗненмест пулсан, вӗсемпе хамӑра мӗнле тытмалла-ши? Уявсене паллӑ туман пирки, санӑн ачусем хӑйсене мӗскӗннӗн ан туйччӑр тесен, вӗсене мӗнле пулӑшма пулать-ши?

14, 15. Сана уяв ячӗпе саламлаҫҫӗ е парнесем параҫҫӗ пулсан, эсӗ мӗн тӑвӑн?

14 Кашни лару-тӑрура хамӑра мӗнле тытмаллине пӗлсе тӑмалла. Сана кам та пулин сӑмах майӑн уяв ячӗпе саламларӗ пулсан, эсӗ ӑна тимлӗ пулнӑшӑн тав тума пултаратӑн. Анчах сана час-часах куракан е пӗрле ӗҫлекен ҫын уяв ячӗпе саламларӗ пулсан, вара мӗн тумалла-ши? Ҫавӑн пек чухне, тен, эсӗ ҫынна хӑв мӗне ӗненни ҫинчен ӑнлантарса пама шут тытӑн. Кирек хӑҫан та ҫынна ӑнланма тӑрӑш, унӑн шухӑш-туйӑмӗсене шута ил. Библи канаш парать: «Сирӗн сӑмахӑр ялан ӑшӑ пултӑр, тӑварлӑ (витӗмлӗ) пултӑр, кама мӗн калассине пӗлсе тӑрӑр» (Колоссӑ 4:6). Ҫынна хисепле. Хӑв мӗне ӗненнине ӑнлантарса панӑ чухне виҫине пӗлсе калаҫ. Ҫав уявсене паллӑ тумастӑп тесе кала эсӗ, анчах парнесем парасси пирки тата пӗрле пухӑнса ларасси пирки эсӗ пӗртте хирӗҫ мар тесе ҫынна шантар.

15 Кам та пулин сана парне парасшӑн пулсан, вара мӗн тумалла-ши? Кунта лару-тӑрӑва шута илмелле. Парне паракан сана ҫапла калама пултарать: «Эсӗ уявсене паллӑ туманнине пӗлетӗп. Ҫапах та манӑн сана парне парас килет». Ҫакӑн пек чухне парне илни уява хутшӑнни пулмасть тесе шутлама пултарӑн эсӗ. Парне паракан эсӗ мӗне ӗненни ҫинчен пӗлмест пулсан, эпӗ ҫав уява паллӑ тумастӑп теме пултаратӑн. Ҫакӑ вара сана мӗншӗн эсӗ уяв ячӗпе парнесем паманнине ӑнлантарса пама пулӑшӗ. Тепӗр енчен пӑхсан, эсӗ уява паллӑ туманнине пӗлсе тӑрсах ҫынсем сана парнесем параҫҫӗ пулсан е парне илесшӗн хапсӑнатӑн пулсан, парнене илменни тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ.

ХӐВНА ҪЕМЬЕРЕ МӖНЛЕ ТЫТӐН?

16. Уявсемпе ҫыхӑннӑ ӗҫсенче ҫынсене ӑнланса вӗсен шухӑш-кӑмӑлӗсене мӗнле шута илме пултаратӑн?

16 Санӑн тӑван-хурӑнташусем Иегова Турра ӗненмеҫҫӗ пулсан, вара мӗн тумалла-ши? Хуравӗ малтанхи пекех: вӗсене ӑнланма тӑрӑш, вӗсен шухӑш-туйӑмӗсене шута ил. Тӑван-хурӑнташсем тытса тӑракан кашни йӑла-йӗрке пирки е вӗсем паллӑ тӑвакан кашни уяв пирки тавлашма кирлӗ мар. Тӑван-хурӑнташусем сана хисеплеччӗр тесен, санӑн та вӗсене хисеплемелле. (Матфей 7:12 вуласа парӑр.) Уяв ирттерессине нимле майпа та ан хутшӑн. Мӗнле те пулин ӗҫ уявпа тӳррӗн ҫыхӑнман пулсан та, хӑвна ӑслӑ-тӑнлӑ тыт. Кирек мӗн тӑвас пулсан та, яланах ҫавна ырӑ кӑмӑлпа, урӑхла каласан, таса совеҫпе ту. (1 Тимофей 1:18, 19 вуласа парӑр.)

17. Ыттисем уявсене паллӑ тунине кура хамӑр ачасем хӑйсене мӗскӗннӗн ан туйччӑр тесе эпир вӗсене мӗнле пулӑшма пултаратпӑр?

17 Библири чӑнлӑха хирӗҫлекен уявсене паллӑ туман пирки ачасем хӑйсене мӗскӗннӗн ан туйччӑр тесе эсӗ мӗн тума пултаратӑн? Эсӗ ҫулталӑкӗпе мӗн тунинчен нумай килет. Хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене ытти кунсенче парне пама тӑрӑшаҫҫӗ. Эсӗ ачасене пама пултаракан чи лайӑх парне вӑл — вӗсемпе ырӑ кӑмӑллӑ пулни тата пӗрле пулма вӑхӑт уйӑрни.

ЧӐНЛӐХ ҪУЛӖПЕ ПЫР

Чӑнлӑх ҫулӗпе ҫӳрени чӑн-чӑн телей кӳрет

18. Христиансен пухӑвӗсене ҫӳрени сана чӑнлӑх ҫулӗ ҫине тӑма мӗнле пулӑшӗ?

18 Турра юрӑхлӑ пулас тесен санӑн суя тӗне сирсе ярса чӑнлӑх ҫулӗ ҫине тӑмалла. Ҫав ҫул ҫине тӑмашкӑн мӗн тумалла-ши? Библире каланӑ: «Пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшар, пӗр-пӗрне юратма, ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарса пырар. Хӑш-хӑш ҫынсенӗн йӑлине кура, пирӗн пӗр ҫӗре [пухӑва] пуҫтарӑнма пӑрахас мар; сут кунӗ ҫывӑхарса килнӗҫемӗн пӗр-пӗрне хытӑран хытӑ ӳкӗтлесе пурӑнар» (Еврейсем 10:24, 25). Христиансен пухӑвӗсем Турра юрӑхлӑ пуҫҫапса пурӑнма питӗ лайӑх май параҫҫӗ (Псалом 21:23; 121:1). Ҫавӑн пек тӗлпулусенче христиансем пӗр-пӗрне хавхалантараҫҫӗ (Рим 1:11, 12).

19. Мӗншӗн Библи вӗренсе илнӗ пӗлӳсене ыттисене каласа кӑтартни питӗ кирлӗ?

19 Чӑнлӑх ҫулӗ ҫине тӑма паракан тепӗр май вӑл — Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗренсе илнӗ пӗлӳсене ыттисене каласа кӑтартни. Ҫӗр ҫинче тӑвакан усал ӗҫсемшӗн хуйхӑракан, пӑшӑрханакан ҫынсем паян питӗ нумай. Ҫавӑн пек хуйхӑракан хӑш-пӗр ҫынсене эсӗ те, тен, пӗлетӗн. Мӗншӗн-ха вӗсене Библири шанчӑк ҫинчен каласа парас мар? Чӑн христиансемпе пӗрле хутшӑнса пурӑнсан, Библири чаплӑ хыпара ытти ҫынсене каласа парса тӑрсан, эсӗ хӑвӑншӑн хаклӑ пулнӑ суя тӗнӗн йӑли-йӗркисенчен майӗпен хӑтӑлма пултарӑн. Ҫакна шанса тӑр: эсӗ чӑнлӑх ҫулӗпе ҫӳретӗн пулсан, питӗ телейлӗ пулӑн тата иксӗлми пиллӗх илӗн (Малахия 3:10).

^ Хыҫсӑмахри 221—222 страницӑсене пӑх.

^ Декабрӗн 25-мӗшне суйласа илесси ҫине сатурналий уявӗ те витӗм кӳнӗ. Ҫак уява ҫӗр ӗҫӗн туррине — Рим ҫыннисем пуҫҫапакан турра — чысласа декабрӗн 17—24-мӗшӗсенче паллӑ тунӑ. Ҫав уява вӑйӑ-кулӑпа, ӗҫкӗ-ҫикӗпе тата пӗр-пӗрне парнесем парассипе ирттернӗ.

^ Чӑн христиансем ытти анлӑ сарӑлнӑ уявсем ҫине мӗнле пӑхни ҫинчен Хыҫсӑмахра, 222—223 страницӑсенче, вуласа пӗлме пулать.