Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

17-МӖШ СЫПӐК

Кӗлӗ туса Турӑпа ҫывӑхлан

Кӗлӗ туса Турӑпа ҫывӑхлан
  • Мӗншӗн пирӗн Турра кӗлӗ тумалла?

  • Турӑ пирӗн кӗлӗсене илттӗр тесен, пирӗн мӗн тумалла?

  • Турӑ пирӗн кӗлӗсем ҫине мӗнле хуравлать?

«Тӳпепе ҫӗре пултарнӑ» Иегова пирӗн кӗлӗсене итлеме хатӗр

1, 2. Мӗншӗн кӗлӗ туни вӑл — ҫав тери пысӑк чыс тата Библи кӗлӗ ҫинчен мӗн вӗрентнине пӗлни мӗншӗн питӗ кирлӗ?

 ҪУТ тӗнчен вӗҫӗ-хӗррисӗр уҫлӑхӗпе танлаштарсан ҫӗр чӑмӑрӗ хӑйӑр пӗрчи пек ҫеҫ курӑнса тӑрать. Чӑнах та, «тӳпепе ҫӗре пултарнӑ» Иегова Турӑшӑн пур халӑх та витрери шыв тумламӗ пекех (Псалом 113:23; Исаия 40:15). Ҫапах та Библире каланӑ: «Хӑйне чӗнекенсемшӗн, Хӑйне таса чӗререн [«чӑнлӑхпа», ҪТ] чӗнекенсемшӗн Ҫӳлхуҫа пуриншӗн те ҫывӑх. Вӑл Хӑйӗнчен хӑракансенӗн ӗмӗтне ҫитерет, вӗсем йӗрсе йӑлӑннине илтет те — ҫӑлать вӗсене» (Псалом 144:18, 19). Ҫакӑ мӗне пӗлтерни ҫинчен шухӑшласа пӑх-ха: пурне тума пултаракан Турӑ пирӗншӗн ҫывӑх, унсӑр пуҫне тата эпир ӑна таса чӗререн, чӑнлӑхпа чӗнетпӗр пулсан вӑл пире илтет. Турра кӗлӗ тума май пурри — мӗн тери пысӑк чыс!

2 Иегова пире илттӗр тесен, пирӗн ӑна юрӑхлӑ кӗлӗ тумалла. Библи кӗлӗ ҫинчен мӗн вӗрентнине пӗлмесӗр Турра юрӑхлӑ кӗлӗ тума пулать-и вара? Ҫак ыйту ҫине Турӑ Сӑмахӗ мӗнле хуравланине пӗлни питӗ кирлӗ, мӗншӗн тесен кӗлӗ туни пире Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшать.

МӖНШӖН ИЕГОВӐНА КӖЛӖ ТУМАЛЛА?

3. Мӗнле тӗп сӑлтава пула пирӗн Иеговӑна кӗлӗ тумалла?

3 Мӗншӗн кӗлӗ тума кирлине кӑтартакан тӗп сӑлтав вӑл — Иегова хӑй пире кӗлӗ тума ыйтать. Унӑн Сӑмахӗнче чӗнсе каланӑ: «Нимӗншӗн те ан чӑрманӑр; кӗлтунӑ чух та, ыйтнӑ чух та кӑмӑлӑр туртнине яланах Турра тав туса каласа парӑр, вара Турӑ сире нимӗнле ӑс та пӗлейми канӑҫлӑхне, Христос Иисус урлӑ парса, сирӗн кӑмӑлӑрсене, сирӗн шухӑшӑрсене сыхласа усрӗ» (Филиппӑ 4:6, 7). Кӗлӗ пирӗншӗн Ҫут тӗнчен чи Аслӑ Пуҫлӑхӗ панӑ парне пекех пулсан, эпир нихӑҫан та кӗлӗ тума пӑрахмӑпӑр.

4. Иеговӑна пӗрмай кӗлӗ туни пирӗнпе ун хушшинчи туслӑха мӗнле ҫирӗплетет?

4 Иеговӑна пӗрмай кӗлӗ туни пирӗнпе ун хушшинчи туслӑха ҫирӗплетме май парать — ку вара иккӗмӗш сӑлтав. Чӑн-чӑн туссем хӑйсене мӗн те пулин кирлӗ чухне кӑна мар, яланах пӗр-пӗринпе калаҫаҫҫӗ. Ҫывӑх туссем пӗр-пӗринпе интересленеҫҫӗ, пӗр-пӗрне хӑйсен шухӑш-туйӑмӗсене уҫса параҫҫӗ, хӑйсене мӗн канӑҫ паманни ҫинчен ним пытармасӑр каласа параҫҫӗ. Ҫавна пула вара вӗсен хушшинчи туслӑх ҫирӗпленсе пырать. Пирӗнпе Иегова Турӑ хушшинчи туслӑх пирки те ҫакнах калама пулать. Иегова ҫинчен, вӑл мӗнле Турӑ пулни ҫинчен, вӑл мӗн тума шут тытни ҫинчен Библи мӗн вӗрентнине ҫак кӗнеке тӑрӑх эсӗ нумай пӗлтӗн ӗнтӗ. Турӑ чӑнах та пуррине тата унпа туслӑ пулма май пуррине халӗ эсӗ пӗлсе ҫитрӗн. Кӗлӗ туни вара сана шухӑш-туйӑмусене хӑвӑн ҫӳлти Аҫуна каласа пама май парать. Ҫакна туни Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшать (Иаков 4:8).

ТӖРӖС КӖЛӖ ТӐВАС ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?

5. Иегова пур кӗлле те итлеменнине мӗн кӑтартса парать?

5 Иегова пур кӗлле те итлет-и? Исаия пророк пурӑннӑ вӑхӑтра Израильти пӑлхавҫӑсене Турӑ ак ҫапла каланӑ: «Эсир нумай кӗлӗ тӑватӑр пулин те, эпӗ илтместӗп. Сирӗн аллусем юнпа тулнӑ» (Исаия 1:15, ҪТ). Ҫавӑнпа та хӑш-пӗр ӗҫсене тунине пула Турӑ пирӗн кӗлӗсене итлемесен те пултарать. Пирӗн кӗлӗсене итлеме Турра кӑмӑллӑ пултӑр тесен, вӑл мӗн тума ыйтнине тумалла.

6. Турӑ пирӗн кӗлӗсене итлетӗр тесен мӗн кирлӗ тата ҫакна мӗнле тумалла?

6 Кӗлӗ тунӑ чухне ӗненсе ыйтни питӗ кирлӗ, мӗншӗн тесен Турӑ ҫакна тума ыйтать. (Марк 11:24 вуласа парӑр.) Павел апостол ҫырнӑ: «Ӗненмесӗр Турра юрама ҫук; Турӑ патне пыраканӑн Турӑ пуррине, Хӑйне шыракансене Вӑл ырӑлӑх кӑтартса тавӑрнине ӗненсе тӑмалла» (Еврейсем 11:6). Чӑн-чӑн ӗненӳ вӑл — Турӑ пуррине тата вӑл кӗлӗсене илтет те вӗсем ҫине хурав панине пӗлни кӑна мар. Ӗненӳ пирӗн ӗҫсенче курӑнса тӑрать. Пирӗн кулленхи ӗҫсенче эпир Турра ӗненни палӑрса тӑмалла (Иаков 2:26).

7. а) Иеговӑна кӗлӗ тунӑ чухне мӗншӗн пирӗн ӑна хисеплемелле? ӑ) Эпир Турра кӗлӗ тунӑ чухне хамӑра кӗҫӗне хунине тата чун-чӗререн кӗлӗ тунине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

7 Ҫавӑн пекех, Иегова хамӑра кӗҫӗне хурса, чун-чӗререн кӗлӗ тума ыйтать. Турӑпа калаҫнӑ чухне хамӑра кӗҫӗне хума пирӗн чылай сӑлтав пур, ҫапла мар-и? Президентпа курса калаҫма тӳр килчӗ пулсан, ҫынсем ялан тенӗ пекех ӑна хисеплесе калаҫаҫҫӗ, мӗншӗн тесен президент пысӑк вырӑн йышӑнса тӑнине, е вӑл патшалӑх пуҫлӑхӗ пулнине, асра тытаҫҫӗ. Апла пулсан Иеговӑпа калаҫнӑ чухне ӑна тата ытларах хисеплемелле! (Псалом 137:6). Вӑл «Пурне те Пултаракан Турӑ» вӗт (Пултарни 17:1). Ҫавӑнпа та кӗлӗ тунӑ чухне эпир, Турӑпа пӗр тан пулманнине ӑнланатпӑр пулсан, хамӑра кӗҫӗне хурса унпа калаҫӑпӑр. Эпир ҫавӑн пек хамӑра кӗҫӗне хуни пире чун-чӗререн кӗлӗ тума хавхалантарӗ, кӗлӗсене пӑхмасӑр вӗренсе вӗҫӗмсӗр каласа тӑрассинчен пӑрӑнма пулӑшӗ (Матфей 6:7, 8).

8. Мӗн ҫинчен кӗлӗ тӑватпӑр, ҫавӑнпа килӗшӳллӗ пурӑнмалла тени мӗне пӗлтерет?

8 Унсӑр пуҫне тата Турӑ кӗлӗсене итлетӗр тесен, мӗн ҫинчен кӗлӗ тӑватпӑр, ҫавӑнпа килӗшӳллӗ пурӑнмалла пирӗн. Ҫакна тума пӗтӗм вӑя хурассине кӗтет пирӗнтен Иегова. Сӑмахран, эпир Турӑран «паян пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пар пире» тесе ыйтатпӑр пулсан, ӗҫре пирӗн тӑрӑшса ӗҫлемелле (Матфей 6:11; 2 Фессалоника 3:10). Тӗрӗс мар ӗҫсене тӑвас шухӑшсене тытса чарма йывӑр пулсан, вӗсене ҫӗнтерме кӗлӗ туса пулӑшу ыйтма пултаратпӑр. Ун хыҫҫӑн вара ҫав ирсӗр ӗҫсене тума мӗн илӗртме пултарать, ҫавсенчен пуринчен те пӑрӑнма тӑрӑшмалла (Колоссӑ 3:5). Турра тӗрӗс кӗлӗ тумашкӑн тата мӗн ҫинчен пӗлмелле?

КӖЛӖ ҪИНЧЕН ТАТА МӖН ПӖЛМЕЛЛЕ?

9. Кама пирӗн кӗлӗ тумалла тата кам урлӑ?

9 Пирӗн кама кӗлӗ тумалла? Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене «Ҫӳлти Аттемӗре» кӗлӗ тумалла тесе вӗрентнӗ (Матфей 6:9). Апла пулсан Иегова Турра кӑна кӗлӗ тумалла. Анчах та вӑл пире хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлӗ, Иисус Христос, ячӗпе кӗлӗ тума ыйтать. Мӗншӗн? Иисус пире ҫылӑхпа вилӗмрен тӳлесе илмешкӗн ҫӗр ҫине килнине эпир 5-мӗш сыпӑка вӗреннӗ чухне пӗлтӗмӗр (Иоанн 3:16; Рим 5:12). Турӑ ӑна чи Аслӑ Священник тата Судья пулма лартнӑ (Иоанн 5:22; Еврейсем 6:20). Ҫавӑнпа та Турӑ Сӑмахӗ пире Иисус урлӑ кӗлӗ тума вӗрентет. Иисус хӑйӗн пирки ҫапла каланӑ: «Ҫул та, чӑнлӑх та, чӗрӗлӗх те Эпӗ; Ман урлӑ каймасан, Ман Аттем патне никам та пыраймӗ» (Иоанн 14:6). Кӗлӗсене Турӑ итлетӗр тесен, пирӗн Иисус Христос урлӑ Иеговӑна кӑна кӗлӗ тумалла.

10. Мӗншӗн кӗлӗ тунӑ чухне пуҫа, ал-урана тата кӗлеткене мӗнле те пулин ятарласа тытни кирлӗ мар?

10 Кӗлӗ тунӑ чухне пуҫа, ал-урана тата кӗлеткене мӗнле те пулин ятарласа тытмалла-и? Ҫук. Иегова ҫакна тума ыйтмасть. Библи вӗрентнӗ тӑрӑх, тӗрлӗ майпа кӗлӗ тума пулать: ларса, тӑрса, пуҫа тайса, чӗркуҫленсе (1 Ҫулсеренхи 17:16; Неемия 8:6; Даниил 6:10; Марк 11:25). Чи кирли вӑл — ыттисем курччӑр тесе кӗлӗ туни мар, чӗрери шухӑш-туйӑмсем тӗрӗс пулни. Кулленхи ӗҫсене тунӑ чухне е хӑрушӑ самантра, эпир кирек ӑҫта пулсан та хамӑр ӑшра кӗлӗ тума пултаратпӑр. Ҫавӑн чухне эпир кӗлӗ тунине ыттисем асӑрхамасан та пултараҫҫӗ, анчах Иегова вӗсене те итлет (Неемия 2:1—6).

11. Эпир кӗлӗре хамӑр пирки мӗн ыйтма пултаратпӑр?

11 Мӗн ҫинчен кӗлӗ тума пултаратпӑр? Библире каланӑ: «Ӑна [Иеговӑна] юрӑхлине кирек мӗн ыйтсан та Вӑл пире итлет» (1 Иоанн 5:14). Ҫавӑнпа та Турра мӗн юрӑхлӑ, ҫавӑн ҫинчен кӗлӗ тума пултаратпӑр. Пире канӑҫ паман япаласем ҫинчен кӗлӗ туни ӑна юрӑхлӑ-ши? Паллах, юрӑхлӑ! Иеговӑна кӗлӗ туни чылай чухне ҫывӑх туспа калаҫнипе пӗрех. Эпир «чӗрере мӗн пуррине Унӑн умӗнче уҫса пама» пултаратпӑр (Псалом 61:9). Унран святой сывлӑш пама ыйтни питӗ лайӑх пулнӑ пулӗччӗ, мӗншӗн тесен ҫав вӑй пире тӗрӗссине тума пулӑшать (Лука 11:13). Мӗн те пулин тӑвас умӗн, ҫавна тӗрӗс тума ӑс патӑр тесе тата йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме вӑй патӑр тесе ыйтма пултаратпӑр (Иаков 1:5). Ҫылӑха кӗтӗмӗр пулсан, Христос хӑйӗн пурнӑҫне тӳлесе илме панине ӗненнӗ тӑрӑх Турӑран каҫару ыйтмалла (Эфес 1:3, 7). Анчах та пирӗн хамӑра мӗн кирли ҫинчен кӑна ыйтмалла мар, ыттисемшӗн те кӗлӗ тумалла: тӑван-хурӑнташсемшӗн, пухури христиансемшӗн (Апостолсен ӗҫӗсем 12:5; Колоссӑ 4:12).

12. Кӗлӗ тунӑ чухне мӗне пуринчен те мала хумалла?

12 Иегова Турӑпа мӗн ҫыхӑннӑ, ҫавсене хамӑр кӗлӗсенче пуринчен те мала хумалла. Турра, вӑл тунӑ пур ырӑлӑхшӑн, чун-чӗререн мухтама тата тав тума чылай сӑлтав пур (1 Ҫулсеренхи 29:10—13). Христос хӑйӗн вӗренекенӗсене кӗлӗ тума вӗрентес тесе тӗслӗхшӗн кӗлӗ илсе панӑ, ҫав кӗлле Матфей 6:9—13 сӑвӑ йӗркисенче ҫырса хунӑ. (Вуласа парӑр.) Унта Турӑ ячӗ хисеплентӗр, урӑхла каласан, ҫав ята святой япала вырӑнне хурса хисеплеччӗр тесе кӗлӗ тума вӗрентнӗ Иисус. Ун хыҫҫӑн Турӑ Патшалӑхӗ килтӗр тата Унӑн ирӗкӗ ҫӗр ҫинче те пӗлӗтри пекех пултӑр тесе ыйтнӑ ҫав кӗлӗре. Иеговӑпа ҫыхӑннӑ япаласем ҫинчен ыйтнӑ хыҫҫӑн кӑна Иисус хамӑра мӗн кирли ҫинчен кӗлӗ тумаллине палӑртнӑ. Турра пуринчен мала хурса кӗлӗ тӑватпӑр пулсан, вара эпир хамӑршӑн кӑна тӑрӑшманнине кӑтартатпӑр.

13. Турра юрӑхлӑ кӗлӗсене мӗн чухлӗ вӑхӑт хушши каламалли ҫинчен Библире мӗн каланӑ?

13 Мӗн чухлӗ вӑхӑт хушши кӗлӗ тумалла? Хӑв тӗллӗн е халӑхпа пӗрле мӗн чухлӗ вӑхӑт хушши кӗлӗ тумалли ҫинчен Библире ним те каламан. Апат ҫиес умӗн каланӑ кӗлӗсем кӗске пулма пултараҫҫӗ, анчах Иеговӑна хамӑр чӗрере мӗн пуррине каласа панӑ чухне вара — вӑрӑм (1 Патшасен 1:12, 15). Ҫапах та ҫынна кӑтартасшӑн нумайччен кӗлӗ тӑвакан ҫынсене, хӑйсене кӑна тӳрӗ ҫынсем текенсене, Иисус сивленӗ (Лука 20:46, 47). Иеговӑшӑн, ҫакӑн пек кӗлӗсене калани каламаннипе пӗрех. Эпир чун-чӗререн кӗлӗ туни — акӑ мӗне хаклать вӑл. Эппин, Турра юрӑхлӑ кӗлӗсем вӑрӑм та, кӗске те пулма пултараҫҫӗ. Мӗн вӑхӑт хушши кӗлӗ тӑвасси пире мӗн кирлинчен тата пирӗн лару-тӑруран килет.

Кирек ӑҫта пулсан та, Турӑ эсӗ кӗлӗ тунине илтет

14. Ялан кӗлӗ тумалла тени мӗне пӗлтерет тата ҫакӑ пире мӗнле йӑпатать?

14 Час-часах кӗлӗ тумалла-и? Библи пире «кунӗн-ҫӗрӗн... кӗлтуса» пурӑнма, «ялан» кӗлтума, «чарӑнмасӑр» кӗлтума чӗнсе калать (1 Тимофей 5:5; Рим 12:12; 1 Фессалоника 5:17). Ҫакӑ, паллах, кашни минутра кӗлӗ туса тӑмаллине пӗлтермест. Ялан кӗлӗ тума чӗнсе каланипе Библи пире май ҫитнӗ таран час-часах кӗлӗ тума — ырӑ тунӑшӑн Иеговӑна тӑтӑшах тав тума, тата унран, тӗрӗссине мӗнле тумаллине кӑтартса пытӑр, тӗрек патӑр тесе ҫине-ҫинех ыйтма — хавхалантарать. Иеговӑна эпир кирек хӑш вӑхӑтра та, кирек мӗн чухлӗ те кӗлӗ тума пултаратпӑр, ҫакна пӗлни чуна йӑпатать. Кӗлӗ тума май пурришӗн пархатарлӑ пулсан, эпир хамӑрӑн ҫӳлти Аттемӗрпе калаҫма яланах вӑхӑт тупма тӑрӑшӑпӑр.

15. Мӗншӗн хамӑр тӗллӗн е халӑхпа пӗрле кӗлӗ тунӑ хыҫҫӑн «аминь» темелле?

15 Мӗншӗн кӗлӗ тунӑ хыҫҫӑн «аминь» темелле? «Аминь» текен сӑмах «чӑнах ҫапла» е «ҫапла пултӑр» тенине пӗлтерет. Библире илсе панӑ тӗслӗхсенче Туррӑн ӗҫлекенӗсем кӗлӗсене ялан тенӗ пекех «аминь» тесе вӗҫленӗ (1 Ҫулсеренхи 16:36; Псалом 40:14). Кӗлле «аминь» тесе вӗҫленипе пирӗн сӑмахсем чун-чӗререн тухнине эпир кӑтартатпӑр. Халӑхпа пӗрле кӗлӗ тунӑ хыҫҫӑн «аминь» — сасӑпа е хамӑр ӑшра — каланипе эпир ҫав кӗлӗри шухӑшсемпе килӗшнине палӑртатпӑр (1 Коринф 14:16).

ТУРӐ ПИРӖН КӖЛӖСЕМ ҪИНЕ МӖНЛЕ ХУРАВЛАТЬ?

16. Кӗлӗ тунӑ чухне эпир мӗне шанса тӑма пултаратпӑр?

16 Иегова кӗлӗсем ҫине чӑнах та хуравлать-и? Паллах, хуравлать! Иегова, кӗлӗ тунине Илтекен, миллионшар ҫын чун-чӗререн йӑлӑнса ыйтни ҫине хуравлать тесе эпир ҫирӗп шанса тӑма пултаратпӑр (Псалом 64:3). Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине тӗрлӗ майлӑ хуравлама пултарать.

17. Турӑ пирӗн кӗлӗсем ҫине хурав памашкӑн ангелсемпе тата хӑйӗн ҫӗр ҫинчи ӗҫлекенӗсемпе усӑ курать тесе мӗншӗн калама пулать?

17 Иегова кӗлӗсем ҫине хурав памашкӑн ангелсемпе тата хӑйӗн ҫӗр ҫинчи ӗҫлекенӗсемпе усӑ курать (Еврейсем 1:13, 14). Ҫынсемпе пулса иртнисем ҫакна ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Сӑмахран, вӗсем Библие ӑнланасшӑн Турра кӗлӗ тунӑ. Ун хыҫҫӑн вара, кӑшт вӑхӑт иртсен, вӗсем Иеговӑн ӗҫлекенӗсемпе тӗл пулнӑ. Ҫак пулса иртнӗ тӗслӗхсем Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентсе ҫӳрес ӗҫе ангелсем ертсе пынине кӑтартса параҫҫӗ (Ӳлӗмхи 14:6). Пирӗн кӗлӗ ҫине хурав парас тесе Иегова тепӗр христианина пире пулӑшма яма пултарать (Ытарӑшсем 12:25; Иаков 2:16).

Пирӗн кӗлӗ ҫине хурав парас тесе Иегова тепӗр христианина пире пулӑшма яма пултарать

18. Хӑйӗн ӗҫлекенӗсен кӗллисем ҫине Иегова святой сывлӑш урлӑ тата Библи урлӑ мӗнле хуравлать?

18 Унсӑр пуҫне тата Иегова Турӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсен кӗллисем ҫине святой сывлӑш урлӑ тата Библи урлӑ хуравлать. Йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшу патӑр тесе кӗлӗ турӑмӑр пулсан, вӑл святой сывлӑш урлӑ мӗн тумаллине кӑтартнипе тата вӑй панипе хуравлама пултарать (2 Коринф 4:7). Час-часах Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине Библи урлӑ хуравлать, унти принципсем вара тӗрӗс тума пулӑшаҫҫӗ. Хамӑр тӗллӗн Турӑ Сӑмахне тӗпченӗ чухне е христиансен литературине, сӑмахран, ҫак кӗнекене, вуланӑ чухне Библири сӑвӑ йӗркисенче усӑллӑ шухӑшсене тупма пултаратпӑр. Сана Библири канашсем кирлӗ пулсан, эсӗ вӗсене христиансен пухӑвӗнче е пухури старейшинӑсемпе калаҫнӑ чухне илтме пултарӑн (Галати 6:1).

19. Турӑ пирӗн кӗлӗсем ҫине хуравламасть пек туйӑнсан, мӗне асра тытмалла?

19 Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине хурав пама васкамасть пек туйӑнсан, ҫакӑ Турӑ хуравлама пултарайманнине пӗлтермест. Ҫакна асра тытмалла: Иегова кӗлӗсем ҫине хӑй вӑхӑтӗнче, хӑйне кирлӗ пек хуравлать. Вӑл пире мӗн кирлине, мӗнле пулӑшмаллине пирӗнтен те лайӑхрах пӗлет. Час-часах вӑл пире ҫине тӑрса ыйтма, шырама, шаккама май парать (Лука 11:5—10). Ҫакӑн пек тархасласа эпир чун-чӗререн ӗненнине тата мӗн ҫинчен ыйтатпӑр, ҫавӑ пирӗншӗн питӗ кирлӗ пулнине кӑтартатпӑр. Хӑш-пӗр чухне пирӗн кӗлӗсем ҫине Иегова эпир кӗтнӗ пек мар, пачах урӑхла хуравлама пултарать. Сӑмахран, инкек-синкеклӗ вӑхӑтра Иегова пире йывӑрлӑхсенчен хӑтарнипе мар, вӗсене тӳссе ирттерме вӑй панипе кӗлӗсем ҫине хуравлама пултарать. (Филиппӑ 4:13 вуласа парӑр.)

20. Мӗншӗн кӗлӗ тума май пурри вӑл — пысӑк чыс?

20 Вӗҫӗ-хӗррисӗр Ҫут тӗнчене Пултаракан таса чӗререн тата чӑнлӑхпа кӗлӗ тӑвакансемшӗн пуриншӗн те ҫывӑх пулни калама ҫук савӑнтарать. (Псалом 144:18 вуласа парӑр.) Кӗлӗ тума май пурри вӑл — пысӑк чыс, ҫавӑнпа та яланах Иеговӑна кӗлӗ тӑвар. Ҫапла эпир Иеговӑпа, пирӗн кӗлӗсене Илтекенпе, тата вӑйлӑрах ҫывӑхланӑпӑр.