Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

18-МӖШ СЫПӐК

Шыва кӗни тата Турӑпа туслӑ пуласси

Шыва кӗни тата Турӑпа туслӑ пуласси
  • Христианин пулас тесен, шыва мӗнле кӗмелле?

  • Шыва кӗме юрӑхлӑ пулмашкӑн мӗн тумалла?

  • Ҫын хӑйне Турра мӗнле халаллама пултарать?

  • Шыва кӗни мӗншӗн питӗ кирлӗ?

1. Мӗншӗн Эфиопири хӗрарӑм патшан мӗнпур пурлӑхне тытса тӑракан шыва кӗресшӗн пулнӑ?

 «АКӐ, шыв, тӗне [шыва] кӗме мана мӗн чарать?» — ыйтнӑ пӗрремӗш ӗмӗрте пурӑннӑ пӗр ҫын. Вӑл Эфиопири хӗрарӑм патшан мӗнпур пурлӑхне тытса тӑракан пулнӑ. Филипп ятлӑ христианин ӑна Иисус пама пулнӑ Мессия тесе ӑнлантарса панӑ. Турӑ Сӑмахӗ унӑн чӗрине витернӗ те, вӑл вара шыва кӗресшӗн пулнӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 8:26—36).

2. Мӗншӗн шыва кӗресси ҫинчен ҫӑмӑлттайла мар, тӗплӗн шухӑшламалла?

2 Иегова Свидетелӗсенчен пӗринпе ҫак кӗнекен малтанхи сыпӑкӗсене тимлӗ, тӑрӑшса вӗреннӗ пулсан, эсӗ те, тен, «шыва кӗме мана мӗн чарать?» тесе ыйтма хатӗр пуль. Библире ҫӗр ҫинче Рай пулать те унта ҫынсем ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа пурӑнӗҫ тесе сӑмах панине эсӗ халӗ пӗлетӗн (Лука 23:43; Ӳлӗмхи 21:3, 4). Ҫавӑн пекех вилнисемпе мӗн пулнине те, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрас шанчӑк пуррине те пӗлетӗн (Екклесиаст 9:5; Иоанн 5:28, 29). Эсӗ, тен, Иегова Свидетелӗсен пухӑвӗсене те ҫӳретӗн, вӗсем чӑн тӗне мӗнле тытса тӑнине хӑвах куратӑн пулӗ (Иоанн 13:35). Эсӗ Иегова Турӑпа паллашса унпа ҫывӑх хутшӑнусене те аталантарма пуҫларӑн — ҫакӑ вара чи кирли.

3. а) Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗн тума хушнӑ? ӑ) Мӗнле майпа шыва кӗртеҫҫӗ?

3 Санӑн Турӑшӑн ӗҫлес килет пулсан, ҫакна эсӗ мӗнле кӑтартма пултарӑн? Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Кайса пур халӑхсене те вӗрентӗр: вӗсене... тӗне [шыва] кӗртӗр» (Матфей 28:19). Иисус хӑй те шыва кӗнӗ, ҫапла пире валли тӗслӗх кӑтартса хӑварнӑ. Шыва кӗртнӗ чухне ӑна шывпа та сирпӗтмен, унӑн пуҫӗ тӑрӑх та шыв яман (Матфей 3:16). «Шыва кӗртни» тени грек чӗлхинче «шыва чиксе кӑларни» тенине пӗлтерет. Ҫавӑнпа та чӑн христиансем шыва кӗртнӗ чухне ҫынна пӗтӗмпех шыва чиксе кӑлараҫҫӗ.

4. Шыва кӗнипе мӗн кӑтартатпӑр?

4 Камсем Иегова Турӑпа туслӑ пуласшӑн, ҫавсен пурин те шыва кӗмелле. Шыва кӗнипе эсӗ Турӑшӑн ӗҫлесшӗн пулнине пурне те кӑтартатӑн. Шыва кӗни эсӗ Иеговӑн ирӗкне туса тӑрасшӑн пулнине пӗлтерет (Псалом 39:8, 9). Анчах та шыва кӗме юрӑхлӑ пулмашкӑн хӑш-пӗр утӑмсене тумалла.

ПӖЛӲ ТАТА ӖНЕНӲ

5. а) Шыва кӗме юрӑхлӑ пулмашкӑн мӗнле пӗрремӗш утӑм тумалла? ӑ) Мӗншӗн христиансен пухӑвӗсене ҫӳрени питӗ кирлӗ?

5 Пӗрремӗш утӑм тума пуҫланӑ ӗнтӗ эсӗ. Мӗнле майпа? Библи вӗреннине пула Иегова Турӑпа Иисус Христос ҫинчен пӗлсе пыма пуҫларӑн. (Иоанн 17:3 вуласа парӑр.) Анчах та пӗлмелли тата нумай-ха. Христиансем «Турӑ ирӗкне пӗлсе ҫитесшӗн» (Колоссӑ 1:9). Ҫав пӗлӳсене илме Иегова Свидетелӗсен пухӑвӗсене ҫӳрени питӗ пысӑк пулӑшу парать. Ҫакӑн пек пухусене ҫӳрени питӗ кирлӗ (Еврейсем 10:24, 25). Пухусене сиктермесӗр ҫӳрени сана Турӑ ҫинчен пӗлнӗҫемӗн пӗлсе пыма пулӑшӗ.

Шыва кӗме юрӑхлӑ пулмашкӑн Турӑ Сӑмахӗнчен тӗп-тӗрӗс пӗлӳ илмелле

6. Шыва кӗме юрӑхлӑ пулмашкӑн Библие мӗн таран пӗлмелле?

6 Библире мӗн ҫырнине пӗтӗмпех пӗлсе ҫитсен кӑна шыва кӗме юрӑхлӑ пулатӑп тесе калама кирлӗ мар. Эфиопири хӗрарӑм патшан мӗнпур пурлӑхне тытса тӑракан ҫыннӑн пӗлӗвӗ сахал пулнӑ, ҫавӑнпа та вӑл Турӑ Сӑмахӗн хӑш-пӗр пайӗсене ӑнлантӑр тесе ӑна пулӑшмалла пулнӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 8:30, 31). Санӑн та пӗлмелли нумай-ха. Чӑнах та, эпир Турӑ ҫинчен нихӑҫан та пӗтӗмпех пӗлсе ҫитерейместпӗр (Екклесиаст 3:11). Анчах шыва кӗрес умӗн санӑн Библин тӗп вӗрентӗвӗсем ҫинчен пӗлмелле, унтан вара вӗсене йышӑнмалла (Еврейсем 5:12). Сӑмахран, вилнисемпе мӗн пулнине пӗлмелле, Туррӑн ячӗпе унӑн Патшалӑхӗн пысӑк пӗлтерӗшне ӑнланмалла.

7. Библи вӗренни сан ҫине мӗнле витӗм кӳмелле?

7 Пӗлӳ анчах мар, Турра ӗненни те кирлӗ, мӗншӗн тесен «ӗненмесӗр Турра юрама ҫук» (Еврейсем 11:6). Библире авалхи Коринф хулинче пурӑнакан ҫынсем ҫинчен ҫырса панӑ. Вӗсем Христос ҫинчен калакан хыпара илтсен «ӗненнӗ те тӗне [шыва] кӗнӗ» (Апостолсен ӗҫӗсем 18:8). Ҫавӑн пекех Библие вӗренсе пыни сана Библи — Турӑ Сӑмахӗ пулнине ӗненме пулӑшӗ. Библи вӗренни сана Турӑ мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавсем пурте пурнӑҫланассине ҫирӗп шанса тӑма, ҫавӑн пекех Иисус хӑйӗн пурнӑҫне тӳлесе илме пани чӑннипех ҫӑлма пултарнине ӗненме пулӑшӗ (Иисус Навин 23:14; Апостолсен ӗҫӗсем 4:11, 12; 2 Тимофей 3:16, 17).

БИБЛИРИ ЧӐНЛӐХА ЫТТИСЕНЕ КАЛАСА ТӐР

8. Библири чӑнлӑха ыттисене каласа пама сана мӗн хистесе тӑрӗ?

8 Санӑн чӗрӳнте ӗненӳ ӳссе пынӑҫемӗн мӗн пӗлнине каламасӑр тӑма сана питӗ йывӑр пулӗ (Иеремия 20:9). Санӑн ыттисене Турӑ ҫинчен, вӑл мӗн тума шут тытни ҫинчен питӗ каласа парас килӗ. (2 Коринф 4:13 вуласа парӑр.)

Ӗненӳ сана Турӑ ҫинчен ыттисене каласа пама хистесе тӑрӗ

9, 10. а) Малтанлӑха эсӗ Библири чӑнлӑха кама каласа пама пултаратӑн? ӑ) Иегова Свидетелӗсемпе пӗрле ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнас килет пулсан, санӑн мӗн тумалла?

9 Малтанлӑха эсӗ Библири чӑнлӑха тӑван-хурӑнташсене, туссене, кӳршӗсене тата ӗҫре пӗрле ӗҫлекенсене каласа пама пултаратӑн. Анчах та вӗсемпе майне пӗлсе калаҫ, вӗсене хисепле. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн санӑн Иегова Свидетелӗсемпе пӗрле ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнас килӗ. Ҫакӑн ҫинчен хӑвна Библи вӗрентекенпе калаҫса пӑх. Ырӑ хыпар сарса ҫӳреме тивӗҫлӗ пулсан, санпа тата сана вӗрентекенпе пухури старейшинӑсем ҫак ыйтӑва сӳтсе явма тӗл пулӗҫ.

10 Ҫакӑн пек тӗлпулу пухури старейшинӑсемпе лайӑхрах паллашма май парать, вӗт вӗсем Туррӑн кӗтӗвне пӑхса тӑраҫҫӗ (Апостолсен ӗҫӗсем 20:28; 1 Петр 5:2, 3). Эсӗ Библин тӗп вӗрентӗвӗсене ӑнланатӑн тата ӗненетӗн пулсан, Туррӑн принципӗсемпе килӗшӳллӗ пурӑнатӑн пулсан тата чӑннипех Иегова Свидетелӗ пуласшӑн пулсан, эсӗ шыва кӗмен хыпарҫӑ пулма юрӑхлӑ пулнине старейшинӑсем сана пӗлтерӗҫ.

11. Ырӑ хыпар сарса ҫӳреме юрӑхлӑ пулас тесен мӗнле улшӑнусем тумалла?

11 Анчах та ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнма юрӑхлӑ пулмашкӑн санӑн хӑвӑн пурнӑҫунта улшӑнусем тума тивет. Сӑмахран, тен, ыттисенчен вӑрттӑн туса тӑракан ирсӗр ӗҫсене тума пӑрахмалла пулать. Ҫавӑнпа та шыва кӗмен хыпарҫӑ пулас килни ҫинчен пӗлтериччен санӑн йывӑр ҫылӑхсене тума чарӑнмалла. Тӗслӗхрен, ар хутшӑнӑвӗсене кӗрсе асса пурӑнма, ӗҫкӗпе тата наркотиксемпе иртӗхсе пурӑнма пӑрахмалла. (1 Коринф 6:9, 10; Галати 5:19—21 вуласа парӑр.)

ӲКӖННИ ТАТА ТУРӐ ЕННЕ ҪАВРӐННИ

12. Мӗншӗн ӳкӗнмелле?

12 Шыва кӗрес умӗн тата хӑш-пӗр утӑмсене тумалла. Петр апостол каланӑ: «Ӳкӗнӗр, мая килӗр [«Турӑ енне ҫаврӑнӑр», ҪТ],— сирӗн ҫылӑхӑрсем каҫарӑнччӑр» (Апостолсен ӗҫӗсем 3:19). Ӳкӗнни вӑл — тӗрӗс мар ӗҫсем тунӑшӑн чун-чӗререн хурланни. Аскӑн тата ирсӗр ӗҫсем туса пурӑннӑ ҫынсен кӑна мар, йывӑр ҫылӑхсем туманнисен те ӳкӗнмелле. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен пурте ҫылӑха кӗнӗ, ҫавӑнпа та Турӑ пирӗн ҫылӑхсене каҫарни кирлӗ (Рим 3:23; 5:12). Библи вӗренме пуҫличчен эсӗ Туррӑн ирӗкне пӗлмен. Ҫавӑнпа та эсӗ Турӑ ирӗкне пӗтӗмпех туса тӑма пултарнӑ теме пулать-и? Апла пулсан пурин те — йывӑр ҫылӑхсем туманнисен те — ӳкӗнмелле.

13. Турӑ енне ҫаврӑнмалла тени мӗне пӗлтерет?

13 Ӳкӗннӗ хыҫҫӑн Турӑ енне ҫаврӑнмалла. Тӗрӗс мар ӗҫсем тунӑшӑн чун-чӗререн хурланни кӑна ҫителӗксӗр. Тата ак ҫакна та тумалла: унччен эсӗ мӗнле пурӑннӑ, ун пек пурӑнма пӑрахмалла та малашне вара тӗрӗссине туса тӑма ҫирӗп шут тытмалла. Эппин, шыва кӗрес умӗн ӳкӗнмелле те Турӑ енне ҫаврӑнмалла.

ХӐВНА ТУРРА ХАЛАЛЛАНИ

14. Шыва кӗрес умӗн мӗнле питӗ кирлӗ утӑм тумалла?

14 Шыва кӗрес умӗн питӗ кирлӗ тепӗр утӑм тумалла. Санӑн хӑвна Иегова Турра халалламалла.

Кӗлӗре хӑвна Турра халалларӑн-и?

15, 16. Хамӑра Турра халаллани — мӗн вӑл тата ҫакна тума пире мӗн хистемелле?

15 Хамӑра Иегова Турра халаллани вӑл — эпир ӑна чунтан-вартан парӑнса пурӑнма сӑмах пани. Ҫакна эпир чун-чӗререн калакан кӗлӗре тӑватпӑр (Саккуна астутарни 6:15). Мӗншӗн хӑш-пӗрисем ҫакна тӑвасшӑн? Айтӑр пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Пӗр каччӑ хӗрпе ҫӳреме пуҫларӗ тейӗпӗр. Ҫывӑхрах паллашсан, вӑл лайӑх ҫын пулнине пӗлсе пынӑҫемӗн каччӑ хӗре юратма пуҫлать. Пурӑна киле вӑл хӗре качча тухма ыйтрӗ пулсан, кунтан тӗлӗнме кирлӗ мар. Авлансан унӑн хӑйӗншӗн анчах мар, арӑмӗшӗн те тӑрӑшма тивет, ачасем ҫуралсан — вӗсемшӗн те. Вӑл, паллах, ҫакна питӗ лайӑх ӑнланать. Анчах та ӗҫӗ хутшӑнать пулин те, вӑл ӑна качча илме хӑрамасть, мӗншӗн тесен хӗре питӗ юратать.

16 Иеговӑна пӗлсе пынӑ май, ӑна хытӑрах та хытӑрах юратма пуҫлӑн, вара санӑн унӑн ирӗкне пӗр турткаланмасӑр, чун-чӗререн тӑвас килсе тӑрӗ. Кам Турӑ Ывӑлӗ, Иисус Христос, хыҫҫӑн пырас тет, унӑн «хӑй ирӗкне» пӑрахмалла (Марк 8:34). Хӑй ирӗкне пӑрахмалла тени вӑл — Турра яланах итлесе пурӑнмаллине пӗлтерет. Эппин, хамӑр ума лартнӑ тӗллевсем те, пирӗн кӑмӑл-туйӑмсем те ҫакна тума чӑрмантармалла мар. Ҫавӑнпа та Иегова Туррӑн ирӗкне туса пурӑнасси саншӑн шыва кӗричченех тӗп тӗллев пулмалла. (1 Петр 4:2 вуласа парӑр.)

МАНРАН ПУЛМАСТЬ ТЕСЕ ХӐРАМАЛЛА МАР

17. Мӗншӗн хӑш-пӗрисем хӑйсене Турра халаллама иккӗленсе тӑраҫҫӗ?

17 Хӑш-пӗрисем хӑйсене Иеговӑна халаллама иккӗленсе тӑраҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫакна ячӗшӗн ҫеҫ тумалла мар-ҫке. Хӑйсене халалласан, вӗсен Турӑ умӗнче явап тытма тивет, ҫакӑ вара вӗсене шиклентерет пулас. Пирӗнтен нимӗн те пулмасть теҫҫӗ вӗсем, вара Иеговӑна кулянтарӑпӑр ҫеҫ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫавӑнпа вӗсем хӑйсене Турра халалланинчен халалламанни аванрах теме пултараҫҫӗ.

18. Мӗншӗн эсӗ хӑвна Иеговӑна халалласшӑн пулӑн?

18 Иеговӑна юрататӑн пулсан, эсӗ хӑвна ӑна халалласшӑн пулӑн, е унӑн ирӗкне туса тӑрас тесе сӑмах парасшӑн пулӑн. Унтан вара сӑмах панине тытса пыма тӑрӑшӑн (Екклесиаст 5:3). Хӑвна Турра халалланӑ хыҫҫӑн «пур тӗлӗшрен те Турра юраса... Турӑ ҫыннисем пек пурӑнма» тӑрӑшӑн (Колоссӑ 1:10). Эсӗ Турра юрататӑн пулсан, унӑн ирӗкне туса тӑрасси пирки йывӑр ӗҫ тесе шухӑшламӑн. Иоанн апостол ҫырнипе эсӗ килӗшетӗн пулӗ, вӑл ҫырнӑ: «Турӑ заповечӗсене туса тӑни Ӑна юратни пулать. Унӑн заповечӗсем йывӑр мар» (1 Иоанн 5:3).

19. Мӗншӗн хӑвна Турра халаллассинчен хӑрама кирлӗ мар?

19 Ҫылӑхсӑр пулсан кӑна эпӗ хама Турра халаллама пултаратӑп тесе ан кала. Иегова эсӗ мӗн тума пултарнипе пултарайманнине лайӑх пӗлет, ҫавӑн пекех вӑл нихӑҫан та санран эсӗ тума пултарайманнине тума ыйтмасть (Псалом 102:14). Вӑл сана ырӑ сунать тата сана пулӑшса тӑма сӑмах парать. (Исаия 41:10 вуласа парӑр.) Эсӗ Турра пӗтӗм чун-чӗререн шанса тӑратӑн пулсан, вӑл «санӑн сукмакна тӳрӗ» тӑвасси пирки пӗртте ан иккӗлен (Ытарӑшсем 3:5, 6).

ХӐВНА ТУРРА ХАЛАЛЛАНИНЕ ШЫВА КӖНИПЕ КӐТАРТ

20. Мӗншӗн хамӑра Турра халалланине пытарса тӑмалла мар?

20 Маларах пӑхса тухнисем ҫинчен шухӑшланӑҫемӗн эсӗ, тен, кӗлӗре хӑвна Иеговӑна халаллас тейӗн. Анчах Турра чӑннипех юратакансенчен кашнийӗн ҫӑлӑнӑҫ илмешкӗн хӑйӗн ӗненӗвӗ ҫинчен пурне те пӗлтермелле (Рим 10:10). Ҫакна мӗнле тумалла?

Шыва кӗни вӑл — ҫын Турра пӗличчен мӗнле пурӑннӑ, ҫавӑн пек пурӑнас тӗлӗшӗнчен вилнине тата Турӑ ирӗкне туса тӑма чӗрӗлсе тӑнине сӑнарласа парать

21, 22. Эсӗ хӑв ӗненнине пурне те мӗнле пӗлтерме пултаратӑн?

21 Эсӗ шыва кӗресшӗн пулсан, ҫакӑн ҫинчен хӑвӑн пухури старейшинӑсен координаторне пӗлтер. Библин тӗп вӗрентӗвӗсемпе ҫыхӑннӑ хӑш-пӗр ыйтусене санпа пӑхса тухмашкӑн вӑл пухури ытти старейшинӑсемпе калаҫса татӑлӗ. Ҫав старейшинӑсем эсӗ шыва кӗме юрӑхлӑ терӗҫ пулсан, вӗсем сана ҫитес конгресра шыва кӗме пултаратӑн тесе калӗҫ. Конгресра ялан тенӗ пекех шыва кӗрес ятпа сӑмах тухса калаҫҫӗ, ҫав докладра вара шыва кӗни мӗнле пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине ӑнлантарса параҫҫӗ. Сӑмах каласа пӗтернӗ хыҫҫӑн докладчик шыва кӗрекенсене пурне те икӗ ыйту ҫине хурав пама ыйтать. Ҫапла хурав панипе шыва кӗрекенсем хӑйсен ӗненӗвӗ ҫинчен пурне те пӗлтереҫҫӗ.

22 Шыва кӗнипе эпир хамӑра Турра халалланине тата халӗ Иегова Свидетелӗсем пулса тӑнине пурне те кӑтартатпӑр. Хӑйсене Иеговӑна халалланине пурте курччӑр тесе шыва кӗрекенсене пӗтӗмӗшпех шыва чиксе кӑлараҫҫӗ.

ШЫВА КӖНИН ПӖЛТЕРӖШӖ

23. «Ашшийӗн, Ывӑлийӗн, Святой Сывлӑшийӗн ячӗпе» шыва кӗни тени мӗне пӗлтерет?

23 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсем пирки «Ашшийӗн, Ывӑлийӗн, Святой Сывлӑшийӗн ячӗпе» шыва кӗрӗҫ тенӗ (Матфей 28:19). Апла пулсан шыва кӗрекен Иегова Турӑпа Иисус Христос мӗнле власть тытса тӑнине ӑнланать (Псалом 82:19; Матфей 28:18). Святой сывлӑш — Туррӑн ӗҫ туса тӑракан вӑйӗ — мӗнле ӗҫсем туса тӑнине те вӑл ӑнланать (Галати 5:22, 23; 2 Петр 1:21).

24, 25. а) Шыва кӗни мӗне пӗлтерет? ӑ) Мӗнле ыйту пирки пӗлмелле?

24 Анчах та шыва кӗни вӑл — шыва чиксе кӑларни ҫеҫ мар. Шыва кӗни вӑл питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Шыва кӗртнӗ чухне ҫынна шыв айне туни, сӑнарлӑ каласан, христианин Турра пӗличчен мӗнле пурӑннӑ, ҫавӑн пек пурӑнас тӗлӗшӗнчен вилнине пӗлтерет. Шывран кӑларни вара Турӑ ирӗкне туса тӑма чӗрӗлсе тӑнине кӑтартса парать. Ҫакна асра тытмалла: эсӗ хӑвна мӗнле те пулин ӗҫе, ҫынна е организацие мар, Иегова Турра халалланӑ. Эсӗ хӑвна Турра халаллани тата шыва кӗни вӑл — санпа Турӑ хушшинчи туслӑхӑн пуҫламӑшӗ — чӑн-чӑн, ҫирӗп туслӑхӑн пуҫламӑшӗ (Псалом 24:14).

25 Шыва кӗнипех ҫӑлӑнма май ҫук. Павел апостол ҫырнӑ: «Хӑраса, чӗтресе ҫӑлӑнасшӑн тата ытларах тӑрӑшӑр» (Филиппӑ 2:12). Шыва кӗни вӑл — ҫӑлӑнӑҫ патне илсе пыракан малтанхи утӑм кӑна-ха. Эпир Туррӑн юратӑвӗнче мӗнле тӑрса юлма пултаратпӑр? Ҫакӑн ҫинчен юлашки сыпӑкран пӗлӗпӗр.