Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХЫҪСӐМАХ

Ашшӗ, Ывӑлӗ тата святой сывлӑш ҫинчен калакан чӑнлӑх

Ашшӗ, Ывӑлӗ тата святой сывлӑш ҫинчен калакан чӑнлӑх

ВИҪӖ сӑнлӑ пӗр Турра (вырӑссем ҫакна Троица тесе калаҫҫӗ) ӗненекенсем Турӑ виҫӗ сӑнран — Ашшӗнчен, Ывӑлӗнчен тата святой сывлӑшран — тӑрать теҫҫӗ. Ҫаксем виҫҫӗшӗ те пӗр-пӗринпе вӑй-хӑват тӗлӗшӗнчен пӗр тан, ҫавӑн пекех вӗсен пуҫламӑшӗ те ҫук теҫҫӗ. Ҫак Виҫӗ сӑнлӑ пӗр Турӑ ҫинчен калакан вӗрентӳ тӑрӑх, Ашшӗ те Турӑ, Ывӑлӗ те Турӑ, святой сывлӑш та Турӑ, ҫав вӑхӑтрах виҫӗ Турӑ мар, пӗр Турӑ кӑна.

Виҫӗ сӑнлӑ пӗр Турра ӗненекенсенчен нумайӑшӗ ҫак вӗрентӗве ӑнлантарса пама пултараймастпӑр теҫҫӗ. Ҫавах вӗсем ҫакӑн ҫинчен Библи вӗрентет тесе шутлаҫҫӗ. Ҫакна асра тытӑр: Библире Виҫӗ сӑнлӑ пӗр Турӑ тени пӗртте тӗл пулмасть. Анчах Виҫӗ сӑнлӑ пӗр Турӑ ҫинчен Библире мӗнле те пулин ӑнлантарса панӑ-ши? Ҫак ыйту ҫине хурав памашкӑн Виҫӗ сӑнлӑ пӗр Турӑ ҫинчен калакан вӗрентӗве хӳтӗлекенсем час-часах усӑ куракан Библири сӑвӑ йӗркине пӑхса тухар.

«СӐМАХ ТУРӐ ПУЛНӐ»

Иоанн 1:1-мӗшӗнче каланӑ: «Сӑмах чӑн малтанах пулнӑ, Вӑл Сӑмах Турӑра пулнӑ, Ҫав Сӑмах Турӑ пулнӑ». Ҫак сыпӑкрах Иоанн апостол ҫак «Сӑмах» — Иисус тесе уҫӑмлӑ кӑтартса парать (Иоанн 1:14). Ҫакӑнта Сӑмах Турӑ пулнӑ тенӗ, ҫавӑнпа та хӑш-пӗрисем Ывӑлӗпе Ашшӗ иккӗшӗ пӗр Турӑ тесе шутлаҫҫӗ.

Ҫакна шута илмелле: Иоанн ҫырнӑ Евангелине чи малтан грек чӗлхипе ҫырнӑ. Каярахпа вара грек чӗлхинчен ытти чӗлхесем ҫине куҫарнӑ. Анчах хӑш-пӗр Библи куҫарӑвӗсенче «Сӑмах Турӑ пулнӑ» тесе ҫырни ҫук. Мӗншӗн ҫук? Авалхи грек чӗлхине пӗлсе пынӑ май Библие куҫаракансем ҫак сӑвӑ йӗркине урӑхла куҫармалла тесе шутланӑ. Мӗнле куҫарнӑ-ши вӗсем? Темиҫе тӗслӗх пӑхса тухар: «Сӑмах турӑ пулнӑ» (The New Testament in an Improved Version); «Сӑмах Турӑпа пӗрле пулнӑ тата ун евӗрлӗ пулнӑ (The Translator’s New Testament). Ҫак Библи куҫарӑвӗсем тӑрӑх, Сӑмах — Пурне те Тума Пултаракан Турӑ мар *. Ҫапах та Сӑмах пирки «турӑ» тенӗ, мӗншӗн тесен Иегова пултарнийӗсем (ангелсемпе ҫынсем) хушшинче вӑл пысӑк вырӑн йышӑнса тӑрать. Ҫакӑнта «турӑ» текен сӑмах «хӑватлӑскер» тенине пӗлтерет.

ТӖРЛӖ ЕНЧЕН ПӐХНИ

Ҫынсенчен нумайӑшӗ грек чӗлхине пӗлмеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та Иоанн апостол мӗн ҫинчен каланине мӗнле пӗлме пултаратпӑр? Ҫак тӗслӗх ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Калӑпӑр учитель шкул ачисене пӗр-пӗр темӑна ӑнлантарса парать. Анчах шкул ачисем учитель сӑмахӗсене тӗрлӗ майлӑ ӑнланаҫҫӗ. Вара шкул ачисен мӗн тумалла-ши? Вӗсен учительтен нумайрах ӑнлантарса пама ыйтмалла. Паллах ӗнтӗ, ҫак темӑна тӗрлӗ енчен пӑхса тухни лайӑхрах ӑнланма пулӑшӗ. Ҫавӑн пекех Иоанн 1:1-мӗшӗнче мӗн ҫинчен каланине ӑнланмашкӑн, Иоанн ҫырнӑ Евангелине пӑхса тухса Иисус мӗнле вырӑн йышӑнни ҫинчен нумайрах пӗлме пултаратпӑр. Ҫак темӑна тӗрлӗ енчен тӗпчесе пӗлни тӗрӗс ӑнланма пулӑшать.

Сӑмахран, Иоанн хӑй ҫырнӑ Евангелинче 1-мӗш сыпӑкри 18-мӗш сӑвӑ йӗркинче: «Турра [Пурне те Тума Пултаракан Турра] никам та нихӑҫан та курман»,— тесе ҫырнӑ. Анчах ҫынсем Иисуса, е Ывӑлне, курнӑ, мӗншӗн тесен Иоанн калать: «Сӑмах [Иисус] ӳтленчӗ те... пирӗнпе пӗрле пурӑнчӗ: эпир Ун мухтавне... куртӑмӑр» (Иоанн 1:14). Ҫавӑнпа та Ывӑлӗ Пурне те Тума Пултаракан Туррӑн пайӗ пулма пултарать-ши? Иоанн ҫавӑн пекех Сӑмах «Турӑра» пулнӑ тенӗ. Кам та пулин Турӑра пулма, ҫав вӑхӑтрах вӑл ҫав Турӑ пулма мӗнле майпа пултарать? Унсӑр пуҫне, Иоанн 17:3-мӗшӗнче ҫырса хунӑ сӑмахсем тӑрӑх, Иисус хӑйӗнпе хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗ хушшинчи уйрӑмлӑха питӗ лайӑх кӑтартса парать. Вӑл хӑйӗн Ашшӗ пирки «пӗр чӑн Турӑ» тет. Хӑйӗн Евангели вӗҫӗнче Иоанн ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тӑвать: «Ҫаксене сире Иисус Турӑ Ывӑлӗ Христос иккенне ӗнентересшӗн... ҫырнӑ» (Иоанн 20:31). Асӑрхарӑр-и: Иисус пирки кунта Турӑ тесе мар, Турӑ Ывӑлӗ тесе каланӑ. Иоанн ҫырнӑ Евангелинчи ытти сӑвӑ йӗркисене пӑхса тухни Иоанн 1:1-мӗшӗнче сӑмах мӗн ҫинчен пынине ӑнланма пулӑшать. Иисуса, Сӑмаха, «турӑ» тени — вӑл пысӑк вырӑн йышӑннине, анчах вӑл Пурне те Тума Пултаракан Турӑпа пӗр тан маррине пӗлтерет.

ТАТА МӖН ШУТА ИЛМЕЛЛЕ?

Учительпе шкул ачисем ҫинчен калакан тӗслӗх пирки тепӗр хут шухӑшласа пӑхар. Учитель тӗрлӗ енчен ӑнлантарса панӑ хыҫҫӑн та хӑш-пӗрисем пурпӗрех иккӗленеҫҫӗ тейӗпӗр. Тата мӗн тума пулать-ши? Вӗсем ҫак темӑна ӑнлантарса пама тепӗр учительтен пулӑшу ыйтма пултараҫҫӗ. Иккӗмӗш учителӗ пӗрремӗш учитель тӗрӗс ӑнлантарса панӑ тесе калать пулсан, шкул ачисенчен нумайӑшӗ иккӗленме пӑрахнӑ пулӗччӗ. Эсӗ те ҫавӑн пекех тума пултаратӑн. Иоанн апостол Иисус ҫинчен тата Пурне те Тума Пултаракан Турӑ ҫинчен мӗн каласшӑн пулнине пӗтӗмпех ӑнланаймастӑн пулсан, эсӗ Евангели ҫыракансенчен тепри, сӑмахран Марк, ҫакӑн пирки мӗн ҫырнине пӑхса тухма пултаратӑн. Марк ҫырнӑ Евангели тӑрӑх, Иисус Христос ҫак усал тӗнче пӗтесси ҫинчен ҫапла каланӑ: «Вӑл кун ҫинчен е вӑл сехет ҫинчен никам та пӗлмест, ҫӳлти Ангелсем те пӗлмеҫҫӗ. Ывӑлӗ те пӗлмест, Аттем анчах пӗлет» (Марк 13:32). Ҫак сӑмахсем Иисус Пурне те Тума Пултаракан Турӑ пулманнине мӗнле кӑтартса параҫҫӗ?

Ашшӗ Ывӑлӗнчен нумайрах пӗлет тесе каланӑ Иисус. Иисус Пурне те Тума Пултаракан Туррӑн пайӗ пулнӑ пулсан, вӑл хӑйӗн Ашшӗ пӗлнӗ чухлех пӗлнӗ пулӗччӗ. Апла пулсан Ывӑлӗ Ашшӗпе тан мар. Ҫав-ҫавах кам та пулин калама пултарӗ: «Иисус Христос Турӑ та, Ҫын та пулнӑ. Вӑл ҫак сӑмахсене ҫын пулнӑ чухне каланӑ». Анчах ку ҫапла пулсан та, святой сывлӑш ҫинчен вара мӗн калама пулать? Святой сывлӑш Виҫӗ сӑнлӑ пӗр Туррӑн пайӗ пулса Ашшӗпе пӗр тан пулсан, мӗншӗн Иисус святой сывлӑш Ашшӗ пӗлнӗ чухлех пӗлет тесе каламан?

Библие вӗренсе пынӑ май ҫак темӑпа ҫыхӑннӑ нумай сӑвӑ йӗркисене лайӑхрах ӑнланма пуҫлӑн. Ҫак сӑвӑ йӗркисем Ашшӗ, Ывӑлӗ тата святой сывлӑш ҫинчен калакан чӑнлӑха уҫса парӗҫ (Псалом 89:2; Апостолсен ӗҫӗсем 7:55; Колоссӑ 1:15).

^ Иоанн 1:1-мӗш сӑвӑ йӗрки пирки нумайрах пӗлме пичетлесе кӑларнӑ «Сторожевая башня» журнала, 2008 ҫулхи ноябрь уйӑхӗнчи кӑларӑма, 24—25 страницӑсене, пӑх.