Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХЫҪСӐМАХ

Мӗн вӑл «аслӑ Вавилон»?

Мӗн вӑл «аслӑ Вавилон»?

ӲЛӖМХИ кӗнекинче хӑш-пӗр сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене тӳррӗн ӑнланма кирлӗ мар. Сӑмахран, унта пӗр хӗрарӑм ҫинчен каланӑ, унӑн ҫамки ҫине «аслӑ Вавилон» текен ят ҫырса хунӑ пулнӑ. Ҫак хӗрарӑм пирки «халӑхсем, йӑхсем» ҫинче ларать тенӗ (Ӳлӗмхи 17:1, 5, 15). Ахаль хӗрарӑм ҫакна тума пултараймасть, ҫавӑнпа аслӑ Вавилон тени вӑл — символласа каланине пӗлтерет. Апла пулсан ҫак аскӑн хӗрарӑм кама сӑнласа парать-ши?

Ӳлӗмхи 17:18-мӗш сӑвӑ йӗркинче ҫак хӗрарӑм пирки «ҫӗр ҫинчи патшасенӗн патши пулса тӑракан аслӑ хула» тенӗ. «Хула» тени ҫынсен организацине кӑтартса тӑрать. Ҫав «аслӑ хула» «ҫӗр ҫинчи патшасенӗн патши пулса тӑрать» пулсан, аслӑ Вавилон ятлӑ хӗрарӑм вара пӗтӗм тӗнчене витӗм кӳрсе тӑракан организацие пӗлтерет. Ун пирки тӗнче империйӗ теме пулать. Мӗн ҫине вӑл витӗм кӳрсе тӑрать? Тӗнсем ҫине. Ӳлӗмхи кӗнеке ҫак шухӑша мӗнле уҫса панине пӑхса тухар.

Империсем тӗрлӗрен пулаҫҫӗ: политикӑлла, суту-илӳ тата тӗн империйӗсем. Аслӑ Вавилон ятлӑ хӗрарӑм политикӑлла импери пулма пултараймасть, мӗншӗн тесен «унпа ҫӗр ҫинчи патшасем», урӑхла каласан, ҫак тӗнчери политиксемпе влаҫа тытса тӑракансем, «аскӑнланса пурӑнчӗҫ» тенӗ Библире. Ҫав хӗрарӑмӑн аскӑн ӗҫӗ вӑл — ҫӗр ҫинчи пуҫлӑхсемпе килӗшӳсем тунине пӗлтерет. Вӑл ҫав пуҫлӑхсемпе хуҫаланас тата вӗсем ҫине витӗм кӳрес тесе пурне те тӑвать. Акӑ мӗншӗн ун пирки «ытла та аскӑн арӑм» тенӗ (Ӳлӗмхи 17:1, 2; Иаков 4:4).

Аслӑ Вавилон суту-илӳ империйӗ те пулма пултараймасть, мӗншӗн тесен «сутса тӑракансем», урӑхла каласан, суту-илӳ организацийӗсем, ҫак аслӑ хулана тӗп тунӑ чухне уласа йӗрӗҫ тенӗ. Библире, унсӑр пуҫне, патшасем те, сутуҫӑсем те «аякра тӑрса» аслӑ Вавилон ҫине пӑхса тӑни ҫинчен каланӑ (Ӳлӗмхи 18:3, 9, 10, 15—17). Апла пулсан аслӑ Вавилон вӑл — политикӑлла е суту-илӳ империйӗ мар, тӗн империйӗ.

Аслӑ Вавилон тӗнсене пӗлтернине тата тепӗр япала кӑтартса парать. Ӳлӗмхи кӗнекере ҫак аслӑ хула пур халӑха та «ӑрӑмланипе», е юмӑҫ янипе, аташтарса улталать тенӗ (Ӳлӗмхи 18:23). Юмӑҫ яни яланах тӗнпе ҫыхӑннӑ тата вӗсем демонсенчен тухса тӑраҫҫӗ, ҫавӑнпа та Библи аслӑ Вавилона «шуйттансем [демонсем] пурӑнмалли... вырӑн» тенинчен тӗлӗнме кирлӗ мар (Ӳлӗмхи 18:2; Саккуна астутарни 18:10—12). Ҫак импери чӑн тӗне хирӗҫ тӑрать, вӑл «пророксене, святойсене» хӗсӗрлет (Ӳлӗмхи 18:24). Чӑнах та, аслӑ Вавилон чӑн тӗне ҫав тери кураймасть, ҫавӑнпа та вӑл «Иисус ҫинчен каласа пӗлтерекен ҫынсене» тискеррӗн хӗсӗрлет, ҫитменнине тата вӗсене вӗлерет те (Ӳлӗмхи 17:6). Апла пулсан аслӑ Вавилон ятлӑ хӗрарӑм суя тӗнӗн пӗтӗм тӗнчери империне пӗлтерет — Иегова Турра хирӗҫ тӑракан пур тӗне те.