Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

3-МӖШ СЫПӐК

Турӑ камсене юратать, ҫавсене юрат

Турӑ камсене юратать, ҫавсене юрат

«Ӑслӑ ҫынпа хутшӑнакан ӑслӑ пулать» (ЫТАРӐШСЕМ 13:21).

1—3. а) Библире нихҫан улшӑнми мӗнле чӑнлӑх ҫинчен каланӑ? ӑ) Хамӑра лайӑхланма пулӑшакан туссене мӗнле суйласа илме пулать?

ҪЫНСЕМ губка пекех тавралла мӗн пуррине пурне те сӑрӑхтарса илеҫҫӗ теме пулать. Эпир камсемпе ҫывӑх хутшӑнатпӑр, вӗсен шухӑшӗсене, йӑлисене, характер уйрӑмлӑхӗсене ҫӑмӑллӑнах — сиссе те юлаймастпӑр — йышӑнатпӑр.

2 Библире ҫак нихҫан улшӑнми чӑнлӑх ҫинчен ҫапла каланӑ: «Ӑслӑ ҫынпа хутшӑнакан ӑслӑ пулать; ухмахпа туслашакан пӑрахӑҫа тухать» (Ытарӑшсем 13:21). Библие ӑнлантарса паракан пӗр справочникра ҫак сӑвӑ йӗрки пирки ҫапла калани пур: «Ҫынпа хутшӑнни ӑна юратнине тата ун патне кӑмӑл туртнине пӗлтерет». Эпир камсене юрататпӑр, пирӗн вӗсем пек пулас килет, ҫапла мар-и? Чӑннипе каласан, юратнӑ ҫынсем патне кӑмӑл ҫав тери туртнине пула вӗсем пирӗн ҫине пысӑк витӗм кӳме пултараҫҫӗ: пире лайӑхланма пулӑшаҫҫӗ е пӑсса яраҫҫӗ.

3 Туррӑн юратӑвӗнче тӑрса юлас тесен пирӗн хамӑра лайӑхланма пулӑшакан туссене шырамалла. Ҫакна эпир мӗнле тума пултаратпӑр? Кӗскен каласан, Турӑ кама юратать, ҫавсене юратмалла тата Унӑн тусӗсемпе туслашмалла. Шухӑшласа пӑх-ха: Иеговӑн кӑмӑлне каякан лайӑх енсене кӑтартакан туссенчен аванрах туссем тупма пулать-и вара? Апла пулсан, Турӑ мӗнле ҫынсене юратнине пӑхса тухар. Иеговӑн шухӑшӗсене шута илетпӗр пулсан, лайӑх туссене суйласа илме пире ҫӑмӑлтарах пулӗ.

КАМСЕНЕ ТУРӐ ЮРАТАТЬ

4. Мӗншӗн туссене суйласси ҫине Иеговӑн тимлӗ пӑхма ирӗк пур тата мӗншӗн Иегова Авраам пирки «манӑн тусӑм» тенӗ?

4 Туссене суйласси ҫине Иегова питӗ тимлӗ пӑхать. Унӑн ҫапла тума ирӗк ҫук-и-мӗн? Вӑл Ҫут тӗнче Патши вӗт, ҫавӑнпа та унпа туслӑ пуласси — пысӑк чыс. Вӑл хӑйӗн тусӗсем пулма камсене суйласа илет? Иегова хӑйне пӗтӗмпех шанакансемпе тата хытӑ ӗненекенсемпе ҫывӑхланать. Сӑмахран, Авраама илер — питӗ хытӑ ӗненнипе паллӑ пулнӑ ҫынна. Ӗненӗве тӗрӗслес тесе ашшӗнчен ывӑлне парнене пама ыйтрӗҫ пулсан, ҫакна тума мӗн тери йывӑр пулни ҫинчен сӑмахпа та каласа пама ҫук *. Ҫапах та Авраам «Турӑ хӑватлӑ, Вӑл вилӗмрен те чӗртме пултарать» тесе хытӑ ӗненнӗрен хӑйӗн ывӑлне, Исаака, парнене пама хатӗр пулнӑ (Еврейсем 11:17—19). Авраам ҫавӑн пек ӗненнине тата пӑхӑнса тӑнине пула Иегова ун пирки ӑшшӑн «манӑн тусӑм» тенӗ (Исаия 41:8; Иаков 2:21—23).

5. Иегова хӑйне чун-чӗререн парӑнса, итлесе пурӑнакансем ҫине мӗнле пӑхать?

5 Чун-чӗререн парӑнса, итлесе пурӑннине Иегова питӗ хаклать. Ниме пӑхмасӑр ӑна чун-чӗререн парӑнса пурӑнакансене вӑл юратать. (2 Патшасен 22:26 вуласа пар.) Ҫак кӗнекен пӗрремӗш сыпӑкне пӑхса тухнӑ май, Иегова хӑйне юратакансене тата итлесе пурӑнакансене питӗ кӑмӑлланине пӗлтӗмӗр. «Вӑл [Иегова],— Ытарӑшсем 3:32-мӗш сӑвӑ йӗркинче каланӑ пек,— тӳрӗ ҫынсемпе хутшӑнать». Турӑ хушнӑ пек пурӑнакансене Иегова хӑйӗн «ҫуртне» хӑнана ӑшшӑн чӗнет, урӑхла каласан, вӑл вӗсене хӑйне пуҫҫапса пурӑнма тата кирек хӑҫан та кӗлтума чӗнет (Псалом 14:1—5).

6. Иисуса юратнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр тата Иегова хӑйӗн Ывӑлне юратакансем ҫине пӑхса мӗн туять?

6 Иисуса, хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне, юратакансене Иегова юратать. Иисус каланӑ: «Мана юратакана, Манӑн сӑмахӑма пурӑнӑҫласа тӑракана Аттем те юратӗ; Эпир вара ун патне пырӑпӑр та ун патӗнче пурӑнӑпӑр» (Иоанн 14:23). Иисуса юратнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? Паллах ӗнтӗ, унӑн ӳкӗчӗсене тытса тӑнипе, сӑмахран, ырӑ хыпара вӗрентсе ҫӳренипе тата вӗренекенсене хатӗрленипе (Матфей 28:19, 20; Иоанн 14:15, 21). Унсӑр пуҫне эпир Иисуса юратнине унӑн «йӗрӗпе [тӗп-тӗрӗс] пынипе» кӑтартатпӑр, урӑхла каласан, ҫитменлӗхсем пуррине пӑхмасӑрах сӑмахпа та, ӗҫпе те май ҫитнӗ таран ун евӗрлӗ пулма тӑрӑшатпӑр (1 Петр 2:21). Хӑйӗн Ывӑлне юратнӑран Христос йӗрӗпе пырас тесе вӑй хуракансем ҫине пӑхса Иегова питӗ савӑнать.

7. Мӗншӗн Иеговӑн тусӗсемпе туслӑ пулни тӗрӗс?

7 Ӗненни, чун-чӗререн парӑнни, итлесе пурӑнни, Иисуса тата унӑн ҫулӗсене юратни — ак ҫакӑн пек лайӑх енсене курса тӑрасшӑн Иегова хӑйӗн тусӗсенче. Пирӗнтен кашнин хӑйӗнчен ыйтмалла: «Манӑн ҫывӑх туссен ҫавӑн пек лайӑх енсем пур-и тата вӗсем Турӑ мӗн тума хушнине тытса пыраҫҫӗ-и? Иеговӑн тусӗсем те манӑн туссем-и?» Ку ҫапла пулсан, эсӗ тӗрӗс тӑватӑн. Турра юрӑхлӑ лайӑх енсене аталантаракан, Турӑ Патшалӑхӗн ырӑ хыпарне хастарлӑ вӗрентсе ҫӳрекен ҫынсем пирӗн ҫине усӑллӑ витӗм кӳме тата пире Турра юраса пурӑнма хавхалантарса тӑма пултараҫҫӗ. (« Кама лайӑх тус теме пулать?» текен рамкӑна пӑх, 29-мӗш страница.)

БИБЛИРИ ТӖСЛӖХСЕНЧЕН МӖНЕ ВӖРЕНМЕ ПУЛАТЬ

8. а) Ноеминьпе Руфь, ӑ) виҫӗ ҫамрӑк еврей, б) Павелпа Тимофей хушшинчи туслӑхра сана мӗн килӗшет?

8 Турӑ Ҫырӑвӗнче лайӑх туссем суйласа илни мӗнле усӑ пани ҫинчен каласа панӑ тӗслӗхсем пур. Ноеминьпе Руфь ятлӑ кинӗ, Вавилонра пӗр-пӗринпе ҫывӑхланнӑ виҫӗ ҫамрӑк еврей тата Павелпа Тимофей хушшинчи туслӑх ҫинчен вуласа тухма пултаратӑн (Руфь 1:16; Даниил 3:17, 18; 1 Коринф 4:17; Филиппӑ 2:20—22). Халӗ вара тепӗр чаплӑ тӗслӗхе пӑхса тухар: Давидпа Ионафан хушшинчи туслӑх.

9, 10. Мӗншӗн Давидпа Ионафан хушшинчи туслӑх ҫирӗп пулнӑ?

9 Давид Голиафа вӗлернӗ хыҫҫӑн «Ионафанӑн чунӗ Давид чунӗ ҫумне ҫыпҫӑннӑ, Ионафан ӑна хӑйӗн чунне юратнӑ пекех юратса пӑрахнӑ» тенӗ Библире (1 Патшасен 18:1). Ҫапла вара никам аркатайми туслӑх пуҫланнӑ. Ионафан Давидран чылай аслӑ пулнӑ пулин те, ҫак туслӑх Ионафан ҫапӑҫура вилсен кӑна татӑлнӑ (2 Патшасен 1:26) *. Мӗншӗн ҫак ик ҫын хушшинчи туслӑх ҫирӗп пулнӑ?

10 Давидпа Ионафана вӗсем Турра юратни тата ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма ҫирӗп шут тытни пӗрлештерсе тӑнӑ. Турра юраса пурӑнас кӑмӑл пурри вӗсене иккӗшне пӗр-пӗринпе ҫывӑхлантарнӑ. Пӗрне теприн лайӑх енӗсем килӗшнӗ. Туррӑн ятне пӗр хӑрамасӑр хӳтӗленӗ чухне ҫав ҫамрӑк кӑтартнӑ хӑюлӑхпа хастарлӑх, паллах ӗнтӗ, Ионафан чунне пырса тивнӗ. Давид Ионафана, хӑйӗнчен аслӑрах ҫынна, чӑннипех хисепленӗ теме пулать, мӗншӗн тесен Ионафан Иеговӑн влаҫне чунтан парӑнса тӑнӑ тата хӑйӗнчен ытларах Давидшӑн тӑрӑшнӑ. Сӑмахран, Ионафан ашшӗн, Саул патшан, ҫиллинчен хӑтӑлас тесе Давид пушхире тарсан, ҫав хӑйӗншӗн уйрӑмах йывӑр вӑхӑтра унпа мӗн пулнине пӑхса тухар. Ионафан «Давид патне... пынӑ, хӑйӗн тусне: „Ҫӳлхуҫана шан“ тесе, вӑй-хал кӳнӗ», ҫапла вӑл чун-чӗререн парӑннине кӑтартнӑ (1 Патшасен 23:16). Хӑйӗн хаклӑ тусӗ ӑна пулӑшма тата хавхалантарма пырсан, Давид мӗн туйни ҫинчен шухӑшласа пӑх-ха! *

11. Ионафанпа Давид тӗслӗхӗнчен эсӗ мӗне вӗренетӗн?

11 Ионафанпа Давид тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр? Пуринчен ытла эпир ҫакна асӑрхатпӑр: туссемшӗн чи кирли вӑл — Турра юраса пурӑнас тӗлӗшрен пӗр кӑмӑллӑ пулни. Турра ӗненес, ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлас, хамӑра мӗнле тытас енчен пӗр шухӑшлӑ ҫынсемпе ҫывӑхлансан, эпир пӗр-пӗрне хамӑр шухӑшсене, туйӑмсене тата курни-илтнине каласа парса хавхалантаратпӑр. (Рим 1:11, 12 вуласа пар.) Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма тӑрӑшакан туссене эпир пӗрле ӗненекенсем хушшинче тупма пултаратпӑр. Анчах Турӑ Патшалӑхӗн залӗнче иртекен тӗлпулусене килекен кирек кам та лайӑх тус пулма пултарать-и? Ҫук, яланах мар.

ТУССЕНЕ МӖНЛЕ СУЙЛАМАЛЛА

12, 13. а) Мӗншӗн христиансем хушшинче те туссене суйлама пӗлмелле? ӑ) Пӗрремӗш ӗмӗрте христиансен пухӑвӗсенче мӗнле йывӑрлӑхсем пулнӑ тата ҫавӑн пирки Павел мӗн тесе асӑрхаттарнӑ?

12 Турӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене аталантарма пулӑшакан туссене пирӗн пухура та суйлама пӗлмелле. Ҫакӑ пире тӗлӗнтермелле-и? Ҫук. Йывӑҫ ҫинчи хӑш-пӗр ҫимӗҫсене пиҫсе ҫитме нумайтарах вӑхӑт кирлӗ пекех, пухура та хӑш-пӗр христиансене Турӑпа хӑйсем хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетме нумайтарах вӑхӑт кирлӗ. Апла пулсан, кашни пухура христиансем Турӑпа ҫывӑхланас тӗлӗшрен тӗрлӗ шайра тӑраҫҫӗ (Еврейсем 5:12—6:3). Паллах ӗнтӗ, пухӑва килекен ҫӗнӗ ҫынсемпе тата ҫирӗп ӗненменнисемпе пирӗн тӳсӗмлӗ пулмалла, вӗсене юратмалла, мӗншӗн тесен вӗсене Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшас килет (Рим 14:1; 15:1).

13 Вӑхӑтран вӑхӑта пухура, хӑш-пӗр лару-тӑрӑва пула, пирӗн кампа хутшӑнасси ҫине асӑрханса пӑхмалла. Пӗрисем хӑйсене лайӑхах мар тытма пултараҫҫӗ. Теприсем, тен, тарӑхса е ӳпкелешсе ҫӳреҫҫӗ. Пӗрремӗш ӗмӗрте христиансен пухӑвӗсенче те ҫавӑн пек йывӑрлӑхсем пулнӑ. Христиансенчен нумайӑшӗ шанчӑклӑ пулнӑ пулин те, хӑйсене тӗрӗс мар тытакансем те пулнӑ. Коринфри пухура хӑш-пӗрисем христиансен уйрӑм вӗрентӗвӗсене тытса тӑман пирки Павел апостол ҫапла асӑрхаттарнӑ: «Ан улталанӑр: усал ушкӑнра мӗн ырри те пӑсӑлать» (1 Коринф 15:12, 33). Павел Тимофее христиансем хушшинче те хӑйсене йӗркесӗр тытакансем пулӗҫ тесе пӗлтернӗ. Вӑл Тимофее ҫавӑн пеккисенчен пӑрӑнма хушнӑ та вӗсемпе туслашма кирлӗ мар тенӗ. (2 Тимофей 2:20—22 вуласа пар.)

14. Павел асӑрхаттарса каланӑ сӑмахсенчи принципа эпир мӗнле тытса тӑма пултаратпӑр?

14 Павел асӑрхаттарса каланӑ сӑмахсенчи принципа мӗнле тытса тӑмалла-ши? Пире пӑсса яма пултаракан ҫынпа — пухӑва ҫӳрет-и вӑл е ҫук — эпир хутшӑнсах каймастпӑр (2 Фессалоника 3:6, 7, 14). Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене пирӗн упрамалла. Асту, пире губкӑпа танлаштарма пулать: эпир кампа ҫӳретпӗр, ҫав ҫын пек пулса пыратпӑр. Губкӑна уксуса чиксен вӑл шыв сӑрӑхтарса илессине кӗтме кирлӗ мар, ҫавӑн пекех пӑсӑлнӑ ҫынсемпе туслӑ пулни пирӗншӗн усӑллӑ пулассине кӗтме кирлӗ мар (1 Коринф 5:6).

Хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсем хушшинче лайӑх туссем тупма пулать

15. Иеговӑпа хӑйсен хушшинчи хутшӑнусене упрама тӑрӑшакан туссене пухура тупас тесен мӗн тумалла?

15 Телее, пӗрле ӗненекенсем хушшинче лайӑх туссем тупма пирӗн чылай май пур (Псалом 132:1). Иеговӑпа хӑйсен хушшинчи хутшӑнусене упрама тӑрӑшакан туссене мӗнле тупма пулать? Турра юрӑхлӑ енсене аталантарса пынӑ май, ыттисем те, ҫавнах тума тӑрӑшакансем, сан патна туртӑнма пуҫлӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах, тен, санӑн ҫӗнӗ туссем тупас тесе хӑш-пӗр утӑмсем тума тивӗ. (« Эпир лайӑх туссене мӗнле тупнӑ» текен рамкӑна пӑх, 30-мӗш страница.) Хӑвӑнта аталантарас килекен лайӑх енсем камра пур, ҫавсене сӑна. Библире: «Эсир те сарӑлӑр»,— текен канаша тимле те пӗрле ӗненекенсем хушшинче тӗрлӗ расӑри, халӑхри тата культурӑри ҫынсемпе туслашма тӑрӑш (2 Коринф 6:13, ҪС; 1 Петр 2:17 вуласа пар). Туссем пӗр ҫулхисем анчах ан пулччӑр. Ионафан та Давидран чылай аслӑ пулнӑ. Аслисем — пурнӑҫ курнӑ ҫынсем тата вӗсен ӑслӑлӑх та пур, ҫавӑнпа вӗсем туслӑха пуянлатма пултараҫҫӗ.

ЙЫВӐРЛӐХСЕМ СИКСЕ ТУХСАН

16, 17. Пӗр пек ӗненекен пире мӗнпе те пулин кӳрентерчӗ пулсан, мӗншӗн пирӗн пухӑва ҫӳреме пӑрахмалла мар?

16 Ҫынсем тӗрлӗ характерлӑ пулнӑ тата тӗрлӗ ҫемьере ӳснӗ пирки пухура вӑхӑтран вӑхӑта йывӑрлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне хамӑрпа пӗр пек ӗненекен мӗн те пулин каланипе е тунипе пире кӳрентерме пултарать (Ытарӑшсем 12:18). Ҫынсем пӗр-пӗринпе килӗшмен, пӗр-пӗрне ӑнланман е япала ҫине тӗрлӗ майлӑ пӑхнӑ пирки хушӑран йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Ҫак йывӑрлӑхсем пирӗншӗн такӑнса ӳкмелли чул пулса тӑрӗҫ-ши? Ҫавӑншӑн пухӑва ҫӳреме пӑрахӑпӑр-и? Ҫук, эпир Иеговӑна тата вӑл кама юратать, ҫавсене чун-чӗререн юрататпӑр пулсан, пирӗнпе ун пекки пулмӗ.

17 Иегова, пире Пултаракан тата пурнӑҫ парса тӑракан пулнӑ май, вӑл эпир ӑна юратнине тата чунтан парӑнса пурӑннине тивӗҫлӗ (Ӳлӗмхине 4:11). Унсӑр пуҫне, Турӑ савӑнсах усӑ куракан пуху та пирӗн пулӑшӑва тивӗҫлӗ (Еврейсем 13:17). Ҫавӑнпа та пӗрле ӗненекен пире мӗнпе те пулин кӳрентерчӗ е хурлантарчӗ пулсан, тавӑрас тӗллевпе пухӑва ҫӳреме пӑрахмӑпӑр. Апла тума юрать-и вара? Иегова пире кӳрентермен вӗт. Иеговӑна юратни пире нихӑҫан та унран тата унӑн халӑхӗнчен пӑрӑнма памӗ! (Псалом 118:165 вуласа пар.)

18. а) Пухура пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма пире мӗн пулӑшма пултарать? ӑ) Ҫынна каҫарма витӗмлӗ сӑлтав пур чухне ӑна каҫаратпӑр пулсан, эпир мӗнле пиллӗхсем илӗпӗр?

18 Хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсене юратни пире пухура пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма пулӑшӗ. Иегова камсене юратать, ҫавсенчен пурне те тӗп-тӗрӗс тӑвасса кӗтмест, пирӗн те кӗтмелле мар. Эпир пурте йӑнӑшсем тӑватпӑр тата пирӗн пурин те ҫитменлӗхсем пур. Ҫакна асра тытатпӑр пулсан, юрату пире ыттисен пӗчӗк йӑнӑшӗсене асӑрхама памӗ (Ытарӑшсем 17:9; 1 Петр 4:8). Юрату, ҫавӑн пекех, пире пӗр-пӗрне каҫарма пулӑшӗ (Колоссӑ 3:13). Анчах та ҫак канаша тытса тӑма яланах ҫӑмӑл мар. Хамӑра кӳрентерни ҫинчен вӗҫӗмсӗр шухӑшлатпӑр пулсан, эпир вара, тен, тарӑхса ҫӳреме пуҫлӑпӑр, ҫапла ҫилленнипе хамӑра кӳрентерекене тавӑратпӑр тесе шутлама пултаратпӑр. Чӑннипе каласан, тарӑхса ҫӳрени вара хамӑрах сиен кӳрет. Ҫынна каҫарма витӗмлӗ сӑлтав пур чухне ӑна каҫаратпӑр пулсан, вара эпир нумай пиллӗх илӗпӗр (Лука 17:3, 4). Ҫакӑ чуна канӑҫ парать, пухура килӗштерсе пурӑнма пулӑшать, пуринчен ытла вара, Иеговӑпа пирӗн хушӑри туслӑха упраса хӑварать (Матфей 6:14, 15; Рим 14:19).

ХӐҪАН ХУТШӐНМА ПӐРАХМАЛЛА

19. Хӑҫан пирӗн ыттисемпе хутшӑнма пӑрахмалла?

19 Хӑш-пӗр чухне христиансен пухӑвӗн ҫынни пулма пӑрахнӑскерпе пирӗн хутшӑнма кирлӗ мар. Турӑ законне пӑснӑшӑн ӳкӗнмен ҫынна пухуран кӑларса яраҫҫӗ пулсан, е ҫын суя вӗрентӳсене сарса ҫӳренипе тӗне пӑрахать пулсан, е пухуран хӑех тунать пулсан, унпа хутшӑнмастпӑр. Ҫавӑн пек ҫынсемпе урӑх «ан хутшӑнӑр» тесе Библире тӳррӗн каланӑ. (1 Коринф 5:11—13 вуласа пар; 2 Иоанн 9—11.) * Пухуран кӑларса янӑ ҫынпа хутшӑнмасӑр пурӑнма, уйрӑмах вӑл пирӗн тӑван-хурӑнташ пулсан е унччен эпир унпа туслӑ пулнӑ пулсан, чӑннипех йывӑр пулма пултарать. Иеговӑна чун-чӗререн парӑнса пурӑнасси тата унӑн тӳрӗлӗх законӗсене пӑхӑнса тӑрасси пирӗншӗн пуринчен те хаклӑ пулнине кӑтартса ҫирӗп тӑрӑпӑр-ши? Ҫынсем чунтан парӑнса тата итлесе пурӑнни Иеговӑшӑн питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине астуса тӑр.

20, 21. а) Мӗншӗн пухуран кӑларса яни юратнине кӑтартакан йӗрке теме пулать? ӑ) Мӗншӗн туссене ӑстӑнпа суйламалла?

20 Пухуран кӑларса яни — Иегова юратса панӑ йӗрке. Мӗншӗн ҫавӑн пек калама пулать? Ҫылӑха кӗнӗ хыҫҫӑн ӳкӗнмен ҫынна пухуран кӑларса яни Иеговӑна юратнине, унӑн ятне тата законӗсене хисепленине кӑтартать (1 Петр 1:15, 16). Ҫавна пула пуху таса тӑрса юлать. Шанчӑклӑ христиансене ҫылӑхлӑ ҫынсем пӑсса яма пултараймаҫҫӗ, ҫавӑнпа та ҫак йӗркесӗр тӗнчере пуху тарса пытанмалли хӳтлӗх пулнине пӗлсе вӗсем Турра савӑнса пуҫҫапса пурӑнма пултараҫҫӗ (1 Коринф 5:7; Еврейсем 12:15, 16). Ҫылӑх тунӑ ҫынна тӑна кӗртмешкӗн пухуран кӑларса яни ӑна юратнине кӑтартать. Тен, ҫакӑ ҫылӑх тунӑ ҫынна хӑй мӗн тунине тата улшӑнусем тумаллине ӑнланма пулӑшӗ те, вӑл вара Иегова патне таврӑнма кирлӗ утӑмсем тӑвӗ (Еврейсем 12:11).

21 Ҫывӑх туссем пирӗн ҫине витӗм кӳме пултараймаҫҫӗ тесе калама май ҫук. Ҫавӑнпа та туссене ӑстӑнпа суйламалла. Иеговӑн тусӗсемпе туслӑ пулсан тата вӑл юратакансене юрататпӑр пулсан, пирӗн тавра чи лайӑх туссем кӑна пулӗҫ. Вӗсенчен вӗренсе пыни пире Турра юраса пурӑнма вӑй-хал парса тӑрӗ.

^ 4 абз. Авраама ҫавна тума хушнипе Иегова хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне парнене панине сӑнласа панӑ (Иоанн 3:16). Авраама илес пулсан, Иегова хута кӗнӗ те Исаак вырӑнне парне кӳме така панӑ (Пултарни 22:1, 2, 9—13).

^ 9 абз. Давид Голиафа вӗлернӗ чухне ҫамрӑк пулнӑ, Ионафан вилнӗ чухне вара вӑл пӗр 30 ҫулта пулнӑ (1 Патшасен 17:33; 31:2; 2 Патшасен 5:4). Ионафан 60 ҫулсенче вилнӗ, апла пулсан вӑл Давидран 30 ҫула яхӑн аслӑ пулнӑ.

^ 10 абз. 1 Патшасен 23:17-мӗш сӑвӑ йӗркинче ҫырса хунӑ тӑрӑх, Ионафан Давида хавхалантарас тесе пилӗк япала ҫинчен каланӑ: 1) вӑл Давида хӑрама кирлӗ мар тенӗ; 2) Саулӑн ӗҫӗсем ӑнӑҫлӑ пулмӗҫ тесе ӑна шантарса каланӑ; 3) Турӑ сӑмах панӑ пек, Давида патшана ларӑн тесе аса илтернӗ; 4) Давида шанчӑклӑ тӑрса юласси пирки тупа тунӑ; 5) вӑл Давида шанчӑклӑ пулни ҫинчен Саул та пӗлет тесе Давида каланӑ.

^ 19 абз. Пухуран туннисемпе е кӑларса янисемпе хамӑра мӗнле тытмалли ҫинчен нумайрах Хыҫсӑмахра, 207—209 страницӑсенче, тупма пулать.