Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

12-МӖШ СЫПӐК

«Ырӑ сӑмах анчах» калӑр

«Ырӑ сӑмах анчах» калӑр

«Сирӗн чӗлхе-ҫӑвартан пӗр юрӑхсӑр сӑмах та ан тухтӑр, ӗненме ӳкӗтлекен ырӑ сӑмах анчах тухтӑр» (ЭФЕС 4:29).

1—3. а) Иегова пире мӗнле парне парнеленӗ тата унпа мӗнле майпа тӗрӗс мар усӑ курма пулать? ӑ) Туррӑн юратӑвӗнче тӑрса юлас тесен, чӗлхе-ҫӑварпа мӗнле усӑ курмалла?

ЮРАТНӐ ҫынна парне панӑ хыҫҫӑн вӑл унпа тӗрӗс мар усӑ курчӗ пулсан, эсӗ хӑвна мӗнле туйнӑ пулӑттӑн? Калӑпӑр, эсӗ ӑна машина парнелерӗн, вӑл вара асӑрханусӑр ҫӳренипе ыттисене сиен туни ҫинчен каярахпа пӗлтӗн. Ҫакӑ сана хурлантарнӑ пулӗччӗ-и?

2 Калаҫма пултарни — Иегова, «мӗн аванни те, чӑн ырӑлӑх та» парнелекен Турӑ, панӑ парне (Иаков 1:17). Ҫак парнене пула — ҫынсене чӗрчунсенчен уйӑрса тӑракан пултарулӑха пула — эпир хамӑр шухӑшсене ҫеҫ мар, туйӑмсене те ыттисене каласа пама пултаратпӑр. Машинӑпа тӗрӗс мар усӑ курнӑ пекех, чӗлхе-ҫӑварпа та тӗрӗс мар усӑ курма пултараҫҫӗ. Кам та пулин чӗлхе-ҫӑварпа асӑрханусӑр усӑ курнипе ыттисен чунне ыраттарни мӗн тери хурлантарать пуль Иеговӑна!

3 Туррӑн юратӑвӗнче тӑрса юлас тесен, чӗлхе-ҫӑварпа Пултаракан палӑртса хунӑ пек усӑ курмалла пирӗн. Мӗнле калаҫӑва кӑмӑлланине Иегова уҫҫӑн кӑтартать. Унӑн Сӑмахӗнче каланӑ: «Сирӗн чӗлхе-ҫӑвартан пӗр юрӑхсӑр сӑмах та ан тухтӑр, ӗненме ӳкӗтлекен ырӑ сӑмах анчах тухтӑр: итлесе тӑракансене вӑл ырӑлӑх кӳтӗр» (Эфес 4:29). Мӗншӗн пирӗн хамӑр чӗлхе-ҫӑвара чарма кирлине, мӗнле сӑмахсемпе калаҫма кирлӗ маррине тата тӗреклӗ пулма пулӑшакан «ырӑ сӑмах» калас тесен мӗн тумаллине сӳтсе явар.

МӖНШӖН ЧӖЛХЕ-ҪӐВАРА ЧАРМА КИРЛӖ

4, 5. Сӑмахсен витӗм кӳме вӑй пуррине Библири хӑш-пӗр ытарӑшсенче мӗнле сӑнласа панӑ?

4 Чӗлхе-ҫӑвара чарма кирлине кӑтартакан пӗрремӗш сӑлтав — сӑмахсен витӗм кӳме вӑй пурри. Ытарӑшсем 15:4-мӗшӗнче каланӑ: «Йӑваш чӗлхе — пурӑнӑҫ йывӑҫӗ, чараксӑр чӗлхе вара чуна пӗтерет» *. Хӑракан йывӑҫа шыв чӗртнӗ пекех, йӑваш чӗлхе те итлекенсен кӑмӑлне ҫӗклеме пултарать. Чараксӑр чӗлхене илес пулсан, вӑл чуна хурлантарать. Чӑнах та эпир калакан сӑмахсен амантма е сиплеме вӑй пур (Ытарӑшсем 18:21).

5 Сӑмахсен витӗм кӳме вӑй пуррине тепӗр ытарӑшра акӑ мӗнле сӑнласа панӑ: «Чараксӑр чӗлхеллӗ ҫын хӗҫпе каснӑ пек амантать» (Ытарӑшсем 12:18). Васканӑ чухне шутласа тӑмасӑр каланӑ сӑмахсем чуна амантма тата туслӑха аркатма пултараҫҫӗ. Кам та пулин сӑмахпа санӑн чӗрӳне, хӗҫпе каснӑ пек, амантни пулнӑ-и? Анчах ҫав ытарӑшрах каланӑ: «Ӑслӑ ҫыннӑн чӗлхи — сиплет». Туррӑн ӑслӑлӑхне тытса тӑракан ҫыннӑн шутласа каланӑ сӑмахӗсем аманнӑ чӗрене сиплеме, арканнӑ туслӑха ҫӗнӗрен майлаштарса яма пултараҫҫӗ. Ырӑ сӑмахсен сиплеме пултаракан вӑйне хӑҫан хӑвӑн ҫинче туйнине аса илме пултаратӑн-и? (Ытарӑшсем 16:24 вуласа пар.) Каланӑ сӑмахсем ыттисем ҫине витӗм кӳнине ӑнланнӑ май, эпир, паллах ӗнтӗ, хамӑр чӗлхе-ҫӑварпа ыттисене амантас тесе мар, сиплес тесе усӑ курасшӑн.

Йӑваш чӗлхе кӑмӑла ҫӗклет

6. Мӗншӗн хамӑр чӗлхе-ҫӑвара тытса чарма чӑннипех йывӑр?

6 Тем пек тӑрӑшсан та эпир хамӑр чӗлхе-ҫӑвара пӗтӗмпех чарма пултараймастпӑр. Хамӑр чӗлхе-ҫӑвара мӗншӗн чарма кирлине кӑтартакан иккӗмӗш сӑлтав — ҫылӑх тата ҫитменлӗх пире чӗлхе-ҫӑварпа тӗрӗс мар усӑ курма хӗтӗртсе тӑраҫҫӗ. Сӑмахсем чӗререн тухаҫҫӗ, чӗре вара усал енне туртӑнать (Пултарни 8:21; Лука 6:45). Ҫавӑнпа та чӗлхе-ҫӑвара чарма чӑннипех йывӑр. (Иаков 3:2—4 вуласа пар.) Хамӑр чӗлхе-ҫӑвара пӗтӗмпех чарма пултараймастпӑр пулин те, унпа мӗнле усӑ курас тӗлӗшрен лайӑхланма пулать. Тӑвалла ишекен ҫын юхӑмпа кӗрешнӗ пекех, пирӗн те чӗлхе-ҫӑварпа тӗрӗс мар усӑ курас ҫылӑхлӑ йӑлапа кӗрешме тивет.

7, 8. Хамӑр каланӑ сӑмахсемшӗн эпир Иегова умӗнче мӗнле явап тытатпӑр?

7 Хамӑрӑн чӗлхе-ҫӑвара чарма кирлине кӑтартакан виҫҫӗмӗш сӑлтав — Иегова пире хамӑр сӑмахсемшӗн явап тыттарӗ. Эпир хамӑр чӗлхе-ҫӑварпа мӗнле усӑ курни ҫынсемпе пирӗн хушӑри хутшӑнусем ҫине ҫеҫ мар, Иегова пирӗн ҫинчен мӗн шутлани ҫине те витӗм кӳрет. Иаков 1:26-мӗшӗнче каланӑ: «Сирӗнтен хӑшӗ те пулин хӑйне хӑй ырӑ пурӑнӑҫлӑ ҫын [«Турра пуҫҫапакан ҫын», ҪТ] вырӑнне хурать пулсан, анчах хӑй чӗлхине чармасть пулсан, унӑн ырӑ пурӑнӑҫӗ [«пуҫҫапни», ҪТ] ниме те тӑмасть, вӑл хӑйне улталать ҫеҫ» *. Эпир мӗнле калаҫни чӑн Турра пуҫҫапнипе тачӑ ҫыхӑнса тӑни ҫинчен унчченхи сыпӑкра пӑхса тухнӑччӗ. Хамӑр чӗлхе-ҫӑвара чармастпӑр пулсан, урӑхла каласан, кӳрентерекен йӗплӗ чӗлхеллӗ пулсан, эпир Турӑшӑн туса тӑракан пур ӗҫ те Турӑ куҫӗ умӗнче юрӑхсӑр пулма пултарать. Чӑнах та чӗлхе-ҫӑвара чарни питӗ кирлӗ! (Иаков 3:8 —10.)

8 Хамӑр чӗлхе-ҫӑварпа тӗрӗс усӑ курмаллине кӑтартакан витӗмлӗ сӑлтавсем пирӗн чӑннипех пур. Тӗреклӗ пулма пулӑшакан сиплӗ сӑмахсен шутне мӗн-мӗн кӗнине сӳтсе явиччен, чӑн христиансен пурнӑҫӗнче мӗнле сӑмахсем пӗртте пулмалла маррине пӑхса тухар.

КӲРЕНТЕРЕКЕН СӐМАХСЕМ

9, 10. а) Хальхи вӑхӑтра мӗнле калаҫнине кашни кунах илтме пулать? ӑ) Мӗншӗн пирӗн ирсӗр сӑмахсемпе калаҫмалла мар? (Ҫавӑн пекех сноскӑна пӑх.)

9 Ирсӗр сӑмахсемпе калаҫасси. Намӑссӑр, усал сӑмахпа ятлаҫнине тата ытти ирсӗр сӑмахсемпе калаҫнине кашни кунах илтме пулать. Калаҫу кичем ан пултӑр тесе е калас сӑмах ҫитмен пирки нумайӑшӗ усал сӑмахсем калаҫҫӗ. Комикссемпе сатириксем ҫынсене култарас тесе час-часах нӗрсӗр япаласем, секспа ҫыхӑннӑ пӳтсӗр ӗҫсем ҫинчен каласа параҫҫӗ. Анчах та ирсӗр сӑмахсемпе калаҫасси вӑл — кулӑш мар. Пӗр 2 000 ҫул каялла Павел апостол Колоссӑ хулинчи пухӑва «ирсӗр сӑмахсемпе» калаҫма пӑрахӑр тесе канаш панӑ (Колоссӑ 3:8). Эфес хулинчи пухӑва вара Павел «кӑнттамла шӳтлени», урӑхла каласан, ирсӗр шӳтсем каласа пани, чӑн христиансен хушшинче ан илтӗнтӗр тенӗ (Эфес 5:3, 4).

10 Ирсӗр сӑмахсемпе калаҫни Иеговӑна кӳрентерет. Ҫакӑ Турра юратакансене те кӳрентерет. Эпир вара Иеговӑна юратнӑ пирки ирсӗр сӑмахсемпе калаҫмастпӑр. «Ӳт ӗҫӗсем» ҫинчен каласа тухнӑ чухне Павел «ирсӗрленни» пирки те каланӑ. Ҫав ӗҫ шутне ирсӗр сӑмахсемпе калаҫни те кӗме пултарать (Галати 5:19—21). Ку вӑл шӳт мар. Христианин пӗрре анчах мар канаш панӑ хыҫҫӑн та ӳкӗнмест тата ҫав тери намӑссӑр, вырӑнсӑр, пӑсӑк сӑмахсемпе калаҫма чарӑнмасть пулсан, ӑна пухуран кӑларса яма пултараҫҫӗ *.

11, 12. а) Сӑмах сарни мӗн вӑл тата хӑҫан ҫакӑ сиенлӗ пулма пултарать? ӑ) Мӗншӗн Иеговӑна пуҫҫапса пурӑнакансен элек сармалла мар?

11 Сиен тӑвас тесе сӑмах сарни, элек. Сӑмах сарни вӑл — ҫынсем ҫинчен, вӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен калаҫса ҫӳрени. Ыттисем ҫинчен калаҫса ҫӳрени яланах япӑх-и? Калаҫу кӳрентермест пулсан, унта эпир пӗр-пӗрне усӑ паракан, лайӑх хыпарсем, сӑмахран, нумаях пулмасть шыва кӗнӗ ҫын е кама ырӑ сӑмах каласа хавхалантарни кирли ҫинчен, каласа паратпӑр пулсан, ҫавӑн пек калаҫнинче япӑххи ҫук. Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем вӗсен пурте лайӑх-и тесе пӗр-пӗринпе интересленнӗ тата пӗрле ӗненекенсем ҫинчен пӗр-пӗрне вырӑнлӑ хыпарсем каласа пӗлтернӗ (Эфес 6:21, 22; Колоссӑ 4:8, 9). Енчен те пулса иртни ҫинчен урӑхлатса калатпӑр е ҫыннӑн калама юраман вӑрттӑнлӑхӗсене уҫса паратпӑр пулсан, сӑмах сарни сиенлӗ те пулма пултарать. Ҫитменнине тата ҫакӑ элек патне илсе ҫитерме пултарать, ку вара яланах сиен тӑвать. Элек вӑл — ҫын ятне ярас тесе ун ҫинчен суйса айӑпласа калани. Фарисейсем, сӑмахран, Иисус ятне ярас тесе ун ҫинчен путсӗр элек сарнӑ (Матфей 9:32—34; 12:22—24). Элек час-часах хирӗҫтерсе ярать (Ытарӑшсем 26:20).

12 Чӗлхи-ҫӑварӗпе ҫынсене хурлакансене, пӗр-пӗринпе хирӗҫтерсе яракансене Иегова наказани памасӑр хӑвармӗ. Вӑл «тӑвансене хирӗҫме хӗтӗртекенсене» кураймасть (Ытарӑшсем 6:16—19). «Элекҫӗ» тесе куҫарнӑ диа́болос текен грек сӑмахӗ Сатанан ятне те пӗлтерет. Вӑл — «Шуйттан», ҫакӑ «элекҫӗ» тенине пӗлтерет. Вӑл Турӑ ҫинчен путсӗр элек сарса тӑрать (Ӳлӗмхине 12:9, 10). Пире Шуйттан евӗрлӗ тума пултаракан сӑмахсемпе, паллах, эпир калаҫасшӑн мар. Ӳт ӗҫӗсене тума, сӑмахран, хирӗҫтерсе-пӑтратса яма тата килӗштермесӗр пурӑнма хӗтӗртекен элек пухура пулмалла мар (Галати 5:19—21). Апла пулсан, кам ҫинчен те пулин хыпар илтнӗ хыҫҫӑн кама та пулин каласа парас умӗн хӑвӑнтан ыйт: «Унпа ун пекки чӑнах та пулнӑ-ши? Кама та пулин ҫав хыпара каласа панипе ырӑ тунӑ пулӑттӑм-и? Ҫак хыпара ыттисене каласа пама кирлех-ши?» (1 Фессалоника 4:11 вуласа пар.)

13, 14. а) Сӑмахпа хӑртни итлекенсем ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать? ӑ) Мӗн вӑл ыттисем пирки усал калаҫни тата мӗншӗн усал калаҫакан хӑйне хӑех япӑх тӑвать?

13 Сӑмахпа хӑртни. Сӑмахпа амантма пултарни ҫинчен маларах каланӑччӗ ӗнтӗ. Ҫитменлӗхсем пур пирки эпир хушӑран мӗн те пулин каланӑ хыҫҫӑн, мӗншӗн ҫакна каларӑм-ши тесе кулянатпӑр. Анчах та Библи ҫавӑн пек калаҫасси христиансен килӗнче те, пухура та пулмалла мар тесе асӑрхаттарать. Павел христиансене ӳкӗтлесе каланӑ: «Тӗрлӗрен кӳренесси, хаярланасси, ҫилленесси, кӑшкӑрашасси, хӑртасси... сирӗнтен аякра тӑтӑр» (Эфес 4:31). Ытти Библи куҫарӑвӗсенче «хӑртасси» сӑмаха «усал сӑмахпа калаҫни», «хурласа калаҫни» тата «усал чӗлхеллӗ» тесе куҫарнӑ. Сӑмахпа хӑртнине — ҫынна мӑшкӑлланине тата ӑна пӗр вӗҫӗмсӗр хыттӑн ятланине — пула ыттисем этем тивӗҫне ҫухатма, хӑйсем пирки ниме юрӑхсӑр тесе шутлама пултараҫҫӗ. Сӑмахпа хӑртса ачасен ҫепӗҫ те айван чӗрисене амантма уйрӑмах ҫӑмӑл (Колоссӑ 3:21).

14 Ҫын пирки усал калаҫакансене — ыттисене мӑшкӑл тӑвас тесе хурлакан е кӳрентерекен сӑмахсем калакансене — Библи сивлет. Ҫавӑн пек калаҫакан ҫын хӑйне хӑех япӑх тӑвать, мӗншӗн тесен тӳрленме темиҫе хут пулӑшсан та итлемест пулсан, ыттисем пирки усал калаҫакана пухуран кӑларса яма пултараҫҫӗ. Вӑл тӳрленме шутламасть пулсан, Турӑ Патшалӑхӗн пиллӗхӗсемсӗр те тӑрса юлма пултарӗ (1 Коринф 5:11—13; 6:9, 10). Эпир усӑ паман, суя тата ырӑ мар сӑмахсемпе калаҫатпӑр пулсан, Туррӑн юратӑвӗнче, паллах, тӑрса юлаймӑпӑр. Ҫавӑн пек сӑмахсем кӳрентереҫҫӗ ҫеҫ.

ТӖРЕКЛӖ ПУЛМА ПУЛӐШАКАН «ЫРӐ СӐМАХСЕМ»

15. Мӗнле сӑмахсем пирки тӗреклӗ пулма пулӑшаҫҫӗ теме пулать?

15 Хамӑр чӗлхе-ҫӑварпа Пултаракан палӑртса хунӑ пек мӗнле усӑ курма пултаратпӑр? Аса ил-ха, Турӑ Сӑмахӗ пире «ӗненме ӳкӗтлекен [е тӗреклӗ пулма пулӑшакан] ырӑ сӑмах анчах» калама чӗнет (Эфес 4:29). Эпир ыттисене тӗреклӗ пулма пулӑшакан, хавхалантаракан тата вӑй кӗртекен сӑмахсем каланӑ чухне Иегова савӑнать. Ҫавӑн пек сӑмахсем калас тесе лайӑх шухӑшламалла. Библире апла е капла калаҫмалла тесе ниҫта та каламан; сиплекен сӑмахсем шутне мӗнле сӑмахсем кӗнине те ҫырса хуман унта (Тит 2:8). Тӗреклӗ пулма пулӑшакан «ырӑ сӑмах» калас тесен, кӑмӑла ҫӗклекен сӑмахсен ансат та питӗ кирлӗ виҫӗ уйрӑмлӑхне асра тытмалла: ҫав сӑмахсен усӑллӑ, чӑн тата ырӑ пулмалла. Ҫавӑнпа та тӗреклӗ пулма пулӑшакан сӑмахсен хӑш-пӗр тӗслӗхӗсене пӑхса тухар. (« Манӑн сӑмахсем тӗреклӗ пулма пулӑшаҫҫӗ-и?» текен рамкӑна пӑх, 140-мӗш страница.)

16, 17. а) Мӗншӗн пирӗн ыттисене мухтаса илмелле? ӑ) Пухура тата ҫемьере ыттисене мухтаса илме мӗнле майсем пур?

16 Чун-чӗререн мухтаса илни. Иегова та, Иисус та мухтаса, ырласа илни кирлине ӑнланаҫҫӗ (Матфей 3:17; 25:19—23; Иоанн 1:47). Христиансем пулнӑ май пирӗн те ыттисене чун-чӗререн мухтаса илмелле. Мӗншӗн? «Вӑхӑтра каланӑ сӑмах мӗн тери лайӑх!» — тенӗ Ытарӑшсем 15:23-мӗшӗнче. Хӑвӑнтан ыйт: «Мана чун-чӗререн мухтаса илсен эпӗ мӗн туятӑп? Мухтаса илни манӑн кӑмӑла ҫӗклет-и, чуна ӑшӑтать-и?» Чӑннипе вара, чун-чӗререн мухтаса илни ыттисем сана асӑрхани ҫинчен, санпа интересленни тата эсӗ вӑй хунине вӗсем тивӗҫлипе хаклани ҫинчен калать. Ҫавӑн пек шантарса калани сана хӑюллӑрах тӑвать тата малалла та нумайрах вӑй хурса ӗҫлеме хавхалантарать. Хӑвна мухтаса илни, паллах, сана килӗшет ӗнтӗ, апла пулсан санӑн та ыттисене мухтаса илмелле мар-и? (Матфей 7:12 вуласа пар.)

17 Ыттисенче лайӑххине курма тӑрӑш, унтан вара ҫавӑншӑн мухтаса ил. Эсӗ пухура лайӑх хатӗрленӗ доклада итлеме, Турӑшӑн нумайрах ӗҫлес тесе лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫласа тӑракан ҫамрӑка асӑрхама е ватлӑх ҫулӗсене пӑхмасӑрах пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене яланах ҫӳрекен ват ҫынна курма пултаратӑн. Чун-чӗререн мухтаса каланӑ сӑмахсем ҫав ҫынсен чӗрисене савӑнтарма тата вӗсене Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑрас шухӑша ҫирӗплетме пултараҫҫӗ. Ҫемьере упӑшкипе арӑмӗн пӗр-пӗринчен ырласа, тав туса каланӑ сӑмахсем илтес килет (Ытарӑшсем 31:10, 28). Уйрӑмах ачасем хӑйсене хакланине, ырланине курсан, ешерме пуҫлаҫҫӗ теме пулать. Ачасемшӗн мухтанипе ырлани — ӳсентӑран валли хӗвел ҫутипе шыв пекех. Ашшӗ-амӑшӗсем, хӑвӑр ачӑрсене лайӑх тытнӑшӑн, вӑй хунӑшӑн мухтаса илме май шырӑр. Мухтаса илни сирӗн ачӑрсене хӑюллӑ, ҫирӗп шухӑшлӑ тӑвӗ, вӗсене тӗрӗссине туса тӑма тата вӑйлӑрах хавхалантарса тӑрӗ.

18, 19. Мӗншӗн хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсене йӑпатас тесе вӑя шеллесе тӑмалла мар тата ҫакна мӗнле тумалла?

18 Чуна йӑпатни тата пусарни. Иегова «хурлӑхлӑ чӗреллисемшӗн» питӗ тӑрӑшать (Псалом 33:19). Унӑн Сӑмахӗ пире «хуйха ӳкнисене лӑплантарӑр» тесе чӗнсе калать (1 Фессалоника 5:11, 14). Хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсене, хурлӑхлӑ чӗреллисене, лӑплантарас, йӑпатас тесе эпир вӑй хунине Турӑ асӑрхаса, хакласа тӑнине шанма пултаратпӑр.

Эпир ыттисене тӗреклӗ пулма пулӑшакан сӑмахсем каланӑ чухне Иегова савӑнать

19 Хуйха ӳкнӗ, пусӑрӑнчӑк кӑмӑллӑ христианина йӑпатас тесе эпир мӗн калама пултаратпӑр? Санӑн унӑн йывӑрлӑхне татса памалла тесе ан шутла. Ытларах чухне ахаль сӑмахсемех питӗ пулӑшаҫҫӗ. Хуйха ӳкнӗ ҫынна пулӑшӑп тесе шантарса кала. Пусӑрӑнчӑк кӑмӑллӑ ҫынна пӗрле сасӑпа кӗлтума сӗн; ӑна ыттисем те, Турӑ та питӗ вӑйлӑ юратнине ӑнланса илме пулӑшас тесе Иеговӑна кӗлтума пултаратӑн (Иаков 5:14, 15). Вӑл питӗ кирлӗ ҫын тата ӑна пухура хаклаҫҫӗ тесе кала (1 Коринф 12:12—26). Иегова уншӑн тӑрӑшать тесе шантармашкӑн Библирен хавхалантаракан сӑвӑ йӗркине вуласа пар (Псалом 33:19; Матфей 10:29—31). Хуйха ӳкнӗ ҫынна «ырӑ сӑмах» калама вӑхӑт ҫителӗклӗ уйӑрни тата унпа чун-чӗререн калаҫса ларни, паллах, ӑна хӑйне юратнипе хакланине туйма пулӑшӗ. (Ытарӑшсем 12:25 вуласа пар.)

20, 21. Мӗнле уйрӑмлӑхсене пула канаш усӑллӑ пулма пултарать?

20 Усӑллӑ канаш. Ҫитменлӗхсем пур пирки пире вӑхӑтран вӑхӑта канаш пани кирлӗ. Библи чӗнсе калать: «Ӳлӗмрен ӑслӑ-тӑнлӑ пулас тесессӗн, канаш панине итле, питленине хапӑл пул» (Ытарӑшсем 19:20). Старейшинӑсем кӑна мар канаш пама пултараҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗсем ачисене канаш параҫҫӗ (Эфес 6:4). Библие лайӑх пӗлекен хӗрарӑм тӑвансенчен аслӑраххисем ҫамрӑк христианкӑсене канаш пама пултараҫҫӗ (Тит 2:3—5). Ҫын канаша йывӑра илмесӗр йышӑнма пултартӑр тесе ыттисене юратни пире шӑп ҫавнашкал канаш пама хистесе тӑрӗ. Ҫавӑн пек канашсем пама пире мӗн пулӑшӗ? Канаша усӑллӑ тӑвакан виҫӗ уйрӑмлӑха пӑхса тухар: канаш параканӑн кӑмӑл-туйӑмӗ, канаша ӑҫтан илни тата ӑна мӗнле майпа пани.

21 Канаш усӑллӑ пуласси канаш паракантан килет. Хӑвӑнтан ыйт: «Паракан канаша мана хӑҫан йышӑнма ҫӑмӑлтарах?» Канаш паракан ҫынна эсӗ саншӑн тӑрӑшакан, мӑкӑртатма юратман тата вӑрттӑн шухӑш тытман ҫын пек пӗлетӗн пулсан, канаша йышӑнма ҫӑмӑлтарах. Ҫавӑнпа эсӗ кама та пулин канаш панӑ чухне санӑн та ҫавӑн пек кӑмӑл-туйӑм пулмалла мар-и? Канаш усӑ патӑр тесен, ӑна Турӑ Сӑмахӗнчен илмелле (2 Тимофей 3:16). Библирен вуласа паратпӑр-и е ҫук, эпир паракан канаш Турӑ Сӑмахӗпе килӗшӳллӗ пулмалла. Ҫавӑнпа та старейшинӑсем хӑйсен шухӑшӗсене ыттисене йышӑнтарас тесе тӑрӑшмаҫҫӗ, пӗр-пӗр ҫыннӑн шухӑшне Библипе килӗшӳллӗ пек курӑнтарас тесе те Турӑ Сӑмахне пӑсса вӗрентмеҫҫӗ. Канаша тӗрӗс майпа панӑ пулсан, вӑл нумайтарах усӑ парать. Ырӑ кӑмӑлпа панӑ канаша йышӑнма ҫӑмӑлтарах тата ҫавӑн пек канаш ҫынна этем тивӗҫне ҫухатма памӗ (Колоссӑ 4:6).

22. Калаҫма панӑ пултарулӑхпа эсӗ мӗнле усӑ курасшӑн?

22 Паллах ӗнтӗ, калаҫма пултарни — Турӑ панӑ хаклӑ парне. Иеговӑна юратни пире ҫав парнепе тӗрӗс, вырӑнлӑ усӑ курма хавхалантарса тӑрать. Эпир калакан сӑмахсен ыттисем ҫине витӗм кӳме — ҫынсене тӗреклетме е кӳрентерме — вӑй пуррине асра тытар. Айтӑр ҫав парнепе Пултаракан палӑртса хунӑ пек — ыттисене тӗреклӗ пулма пулӑшас тесе усӑ курар. Чӗлхе-ҫӑварпа ҫавӑн пек усӑ курни ыттисене хавхалантарса тӑрӗ тата хамӑра Туррӑн юратӑвӗнче тӑрса юлма пулӑшӗ.

^ 4 абз. Ытарӑшсем 15:4-мӗшӗнчи «чараксӑр» тесе куҫарнӑ еврей сӑмахӗ «чалӑш, пӑсӑк» тенине те пӗлтерме пултарать.

^ 7 абз. «Ниме те тӑмасть» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ «усӑсӑр» тенине те пӗлтерет.

^ 10 абз. Турӑ Сӑмахӗнче «ирсӗрленни», урӑхла каласан, «тасамарлӑх» тени анлӑ пӗлтерӗшлӗ. Ҫав ӗҫ шутне тӗрлӗ йышши ҫылӑхсем кӗреҫҫӗ. Кашни таса мар ӗҫ тунӑшӑн наказани памаҫҫӗ пулин те, ҫын пӗр ӳкӗнмесӗр таса мар ӗҫе чӑрсӑррӑн тӑвать пулсан, ӑна пухуран кӑларса яма пултараҫҫӗ (2 Коринф 12:21; Эфес 4:19; 2006 ҫулхи июлӗн 15-мӗшӗнчи «Хурал башни» (выр.) журналти «Вопросы читателей» статьяна пӑх).