Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

13-МӖШ СЫПӐК

Турра юрӑхсӑр уявсем

Турра юрӑхсӑр уявсем

«Турра мӗн юрӑхлине пӗлме тӑрӑшӑр» (ЭФЕС 5:10).

1. Мӗнле ҫынсене Иегова хӑйӗнпе ҫывӑхлантарать тата мӗншӗн вӗсен Турра юрӑхлӑ пулас тӗлӗшрен сыхӑ тӑмалла?

«ТӖРӖС пуҫҫапакансем,— тенӗ Иисус,— Аттене сывлӑшпа, чӑнлӑхпа пуҫҫапӗҫ: Атте Хӑйне ҫавӑн пек пуҫҫапакансене шырать» (Иоанн 4:23). Иегова ҫавӑн пек ҫынсене — сана шыраса тупнӑ пекех — шыраса тупсан, вӗсене хӑйӗнпе тата хӑйӗн Ывӑлӗпе ҫывӑхланма парать (Иоанн 6:44). Мӗн тери пысӑк чыс! Библи чӑнлӑхне юратакансен «Турра мӗн юрӑхлине пӗлме тӑрӑшмалла», мӗншӗн тесен Сатана ӑста ултавҫӑ (Эфес 5:10; Ӳлӗмхине 12:9).

2. Чӑн тӗнпе суя тӗне пӗрле хутӑштарма хӑтланакансем ҫине Иегова мӗнле пӑхни ҫинчен ӑнлантарса пар.

2 Синай тӑвӗ ҫумӗнче Израиль ҫыннисем Ааронран турӑ туса пама ыйтсан мӗн пулса тухни ҫинчен шухӑшласа пӑх. Аарон тӑвас килмесӗрех ылтӑн пӑрӑва тунӑ, анчах ҫак пӑру Иеговӑна пӗлтерет тенӗ. «Ыран Ҫӳлхуҫа уявӗ»,— каланӑ вӑл. Чӑн тӗнпе суя тӗне пӗрле хутӑштарни Иеговӑшӑн пурпӗрех пулнӑ-ши? Ҫук. Вӑл йӗрӗхсене пуҫҫапакан 3 000-е яхӑн ҫынна вӗлернӗ (Тухни 32:1—6, 10, 28). Ҫакӑнтан мӗне вӗренме пултаратпӑр? Хамӑра Туррӑн юратӑвӗнче сыхласа усрас тесен, пирӗн таса мара сӗртӗнмелле мар тата чӑнлӑха — ӑна мӗн пӑсса яма пултарать, ҫавсенчен пуринчен те — чунтан тӑрӑшса хӳтӗлемелле (Исаия 52:11; Иезекииль 44:23; Галати 5:9).

3, 4. Анлӑ сарӑлнӑ уявсемпе йӑла-йӗркесене тӗпченӗ чухне мӗншӗн Библири принципсене шута илмелле?

3 Шел пулин те, чӑнлӑхран пӑрӑнса каяссинчен чарса тӑракан апостолсем вилсен, чӑнлӑха юратман, хӑйсене христиансем текенсем суя тӗнӗн йӑли-йӗркисемпе уявӗсене йышӑнса вӗсене христиансен уявӗсем теме пуҫланӑ (2 Фессалоника 2:7, 10). Ҫав хӑш-пӗр уявсене пӑхса тухнӑ май вӗсенче Туррӑн сывлӑшӗ мар, тӗнче сывлӑшӗ палӑрса тӑнине курӑн. Тӗпрен илсен, тӗнчери уявсенче пӗрпеклӗх пур: вӗсем ҫылӑх тума хӗтӗртеҫҫӗ, суя тӗн вӗрентӗвӗсене тата юмӑҫ янине сараҫҫӗ — ҫаксем пурте «аслӑ Вавилона» палӑртакан уйрӑмлӑхсем (Ӳлӗмхине 18:2—4, 23) *. Ҫакна та асра тыт: суя тӗнӗн ирсӗр ӗҫӗсенчен нумай йӑла-йӗркесем пуҫланса кайса анлӑ сарӑлнине Иегова хӑй сӑнаса тӑнӑ. Паллах ӗнтӗ, вӑл паян та ҫавӑн пек уявсене йӗрӗнчӗк тесе шутлать. Иегова ҫавнашкал уявсем ҫине мӗнле пӑхать, пирӗн те ҫавӑн пекех пӑхмалла мар-и? (2 Иоанн 6, 7.)

4 Христиансем пулнӑ май эпир хӑш-пӗр уявсем Иеговӑна юрӑхсӑр пулнине пӗлетпӗр. Вӗсене пӗртте хутшӑнас мар тесен пирӗн хамӑр чӗрере ҫирӗп шухӑш тытмалла. Ҫавӑн пек уявсем мӗншӗн Иеговӑна юрӑхсӑр пулнине пӑхса тухни Туррӑн юратӑвӗнче тӑрса юлма мӗн чӑрмантарать, ҫавсенчен пуринчен те пӑрӑнма пулӑшӗ.

РАШТАВ — ХӖВЕЛЕ ПУҪҪАПНИНЕ УРӐХ ЯТ ПАНИ

5. Мӗншӗн Иисус декабрӗн 25-мӗшӗнче те, январӗн 7-мӗшӗнче те ҫуралман тесе пӗр иккӗленмесӗр калама пултаратпӑр?

5 Библире Иисусӑн ҫуралнӑ кунне уявлани ҫинчен асӑнман. Тӗрӗссипе каласан, вӑл хӑш кун ҫурални паллӑ мар. Вӑл декабрӗн 25-мӗшӗнче те, январӗн 7-мӗшӗнче те, ҫав таврари хӗллехи сивӗ уйӑхсенче, ҫуралман тесе эпир пӗр иккӗленмесӗр калама пултаратпӑр *. Сӑмахран, Лука ҫырса хунӑ тӑрӑх, Иисус ҫуралнӑ чухне «ҫав таврара хирте кӗтӳҫӗсем пулнӑ, вӗсем ҫӗрле хӑйсен кӗтӗвӗсене хуралланӑ» (Лука 2:8—11). Вифлеемра декабрь вӗҫӗнче сивӗ ҫумӑрпа юр ҫунӑран кӗтӳсене витере усраҫҫӗ, ҫавӑнпа та кӗтӳҫӗсем хӑйсен кӗтӗвӗсемпе пӗрле хирте ҫӗрле хурал тӑман пулӗччӗҫ. Унсӑр пуҫне, Август кесарь халӑха ҫырса тухма, урӑхла каласан, перепись тума, хушнӑ пирки Иосифпа Мария Вифлеема кайнӑ (Лука 2:1—7). Кесарь ҫынсене, Рим влаҫӗпе кӑмӑлсӑр пулнӑскерсене, хӑйсен мӑн аслашшӗсен хулисене хӗл варринче кайма хушнине ӗненме йывӑр.

6, 7. а) Раштав йӑли-йӗркисем ӑҫтан пуҫланса кайнӑ? ӑ) Раштав уявӗнче парне панипе христиансем парне пани хушшинче мӗнле уйрӑмлӑх курма пулать?

6 Раштава уявласси Библирен мар, авалхи суя тӗн уявӗсенчен, сӑмахран, Рим ҫыннисем паллӑ тӑвакан сатурналирен, Сатурн текен ҫӗр ӗҫӗн туррине халалласа ирттернӗ уявран, пуҫланса кайнӑ. «Мир русской культуры» энциклопедире каланӑ: «Пӗр IV ӗмӗрте кӑна Христос ҫуралнине [Раштава] декабрӗн 25-мӗшӗнче паллӑ тума пуҫланӑ, ҫакна христиансен чиркӗвӗ Рим империйӗнче Митрӑна — авалхи Иранра пуҫҫапма йышӑннӑ хӗвел туррине — пуҫҫапма пӑрахтарас тӗллевпе тунӑ пулас. Ҫак туррӑн ҫуралнӑ кунне те декабрӗн 25-мӗшӗнче паллӑ тунӑ».

Чӑн христиансем юратнӑран парнесем параҫҫӗ

7 Ҫав уявсем вӑхӑтӗнче — хальхи Раштав уявӗнчи пекех — суя тӗне тытса тӑракансем пӗр-пӗрне парнесем панӑ тата ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ. Анчах ун чухне те, халӗ те Раштав уявӗнче нумай парнесем пани 2 Коринф 9:7-мӗшӗнчи шухӑшпа килӗшсе тӑмасть, унта каланӑ: «Пурсӑр та кӑмӑл курса, кӳренмесӗр, хӑвӑр ирӗкӗрпе парӑр: хӑй ирӗкӗпе паракана Турӑ юратать». Чӑн христиансем пӗр-пӗрне юратнӑран парнесем парнелеҫҫӗ, парнене пӗр-пӗр кун ячӗпе памалла тесе шутламаҫҫӗ тата парне панӑшӑн каялла парне парассине кӗтсе тӑмаҫҫӗ (Лука 14:12—14; Апостолсен ӗҫӗсем 20:35 вуласа пар). Унсӑр пуҫне тата, Раштав вӑхӑтӗнче нумайӑшӗ кивҫен укҫа илсе хӑйӗн пурнӑҫне йывӑрлатса ярать; чӑн христиансем вара хӗвӗшсе, чӑрманса ҫӳремесӗр тата кивҫене кӗмесӗр канлӗн пурӑнаҫҫӗ, вӗсем ҫакна питӗ хаклаҫҫӗ (Матфей 11:28—30; Иоанн 8:32).

8. Астрологсем Иисуса ҫуралнӑ кун ячӗпе парнесем панӑ-и? Ӑнлантарса пар.

8 Анчах кам та пулин, тен, хирӗҫ калӗ: ҫӑлтӑрҫӑсем, урӑхла каласан, астрологсем, Иисуса ҫуралнӑ кун ячӗпе парне паман-и-ха? Ҫук. Вӑл вӑхӑтра Библире каланӑ ҫӗршывсенче паллӑ ҫынна хисепленине парнесем панипе кӑтартнӑ (3 Патшасен 10:1, 2, 10, 13; Матфей 2:2, 11). Анчах та вӗсем Иисус ҫуралнӑ каҫ пыман. Вӗсем пынӑ чухне Иисус сырӑш ҫинче выртакан кӑкӑр ачи пулман, мӗншӗн тесен ҫуралнӑранпа темиҫе уйӑх иртнӗ ӗнтӗ, ун чухне вӑл пӳртре пурӑннӑ.

БИБЛИ ҪУРАЛНӐ КУНСЕМ ПИРКИ МӖН КАЛАТЬ

9. Библире каланӑ ҫуралнӑ кунсем мӗнпе палӑрса тӑраҫҫӗ?

9 Ача ҫурални пысӑк савӑнӑҫ кӳрет пулин те, Туррӑн ӗҫлекенӗсем ҫуралнӑ куна уявланӑ тесе Библире пӗртте каламан (Псалом 126:3). Тен, ун пирки калама манса кайнӑ? Ҫук, мӗншӗн тесен ҫуралнӑ куна уявлани ҫинчен унта икӗ хут каланӑ: пӗри Египет фараонӗн ҫуралнӑ кунӗ, тепри — Ирод Антипӑн. (Пултарни 40:20—22; Марк 6:21—29 вуласа пар.) Анчах иккӗшне те япӑх енчен кӑтартнӑ — уйрӑмах иккӗмӗшне, унта Шыва кӗртекен Иоанӑн пуҫне каснӑ.

10, 11. Пӗрремӗш христиансем ҫуралнӑ куна паллӑ туни ҫине мӗнле пӑхнӑ тата мӗншӗн?

10 «Пӗрремӗш христиансем... — тенӗ «Уорлд бук» энциклопедире,— кашни ҫыннӑн ҫуралнӑ кунне паллӑ тунине суя тӗнӗн йӑли-йӗрки тесе шутланӑ». Авалхи грексем, сӑмахран, кашни ҫыннӑн хӑйне сыхласа усракан, ҫуралнӑранпа мӗн виличчен сӑнаса тӑракан ангел пур тесе ӗненнӗ. Ҫав ангел «темле асамлӑ майпа турӑпа ҫыхӑннӑ, турри ҫуралнӑ кунӗнче вара ҫав ҫын ҫуралнӑ»,— тенӗ «Ҫуралнӑ кунсене уявлассин пуҫламӑшӗ» ятлӑ кӗнекере (The Lore of Birthdays). Ҫуралнӑ кунсем астрологипе тата гороскоппа чылайранпа тачӑ ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ.

11 Ӗлӗкхи вӑхӑтра Туррӑн ӗҫлекенӗсем ҫуралнӑ кунсене вӗсем суя тӗнрен пуҫланса кайнӑшӑн тата юмӑҫ янипе ҫыхӑннӑшӑн ҫеҫ мар, ҫавӑн пекех хӑйсем ҫуралнипе пурнӑҫ ҫине мӗнле пӑхни пирки те паллӑ туман. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Ҫав йӑваш та хӑйсене кӗҫӗне хуракан арҫынсемпе хӗрарӑмсем хӑйсем ҫуралнине ҫав тери пысӑк пӗлтерӗшлӗ тесе шутламан, ҫавӑнпа та ӑна паллӑ тума кирлӗ мар тенӗ (Михей 6:8; Лука 9:48) *. Ун вырӑнне вӗсем Иеговӑна мухтаса пурӑннӑ тата ӑна пурнӑҫ парнеленӗшӗн тав туса тӑнӑ (Псалом 8:4, 5; 35:10; Ӳлӗмхине 4:11) *.

12. Мӗнле майпа вилӗм кунӗ ҫуралнӑ кунран лайӑхрах пулма пултарать?

12 Турӑ хӑйне чунтан парӑнса пурӑннӑ ҫынсене, вилсен те, асра тытать, вӗсем вара пуласлӑхра пурӑнӗҫ тесе сӑмах парать (Иов 14:14, 15). Екклесиаст 7:1-мӗшӗнче каланӑ: «Ырӑ ят хаклӑ сӗрӗшрен лайӑхрах, вилӗм кунӗ ҫуралнӑ кунран лайӑхрах». Пирӗн «ырӑ ят» вӑл — эпир Турӑ умӗнче шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑнипе ырӑ ят туяннине пӗлтерет. Ҫакна палӑртмалла: христиансене уявлама хушнӑ пӗртен-пӗр кун ҫуралнипе мар, вилӗмпе ҫыхӑннӑ — Иисус вилӗмӗпе, унӑн чаплӑ «ятне» пула эпир ҫӑлӑнӑҫ илме пултаратпӑр (Еврейсем 1:3, 4; Лука 22:17—20).

МӐНКУН — ТУХӐҪЛӐХПА ӖРЧЕВЛӖХӖН ТУРРИНЕ ПУҪҪАПНИ

13, 14. Мӑнкун йӑли-йӗркисем ӑҫтан пуҫланса кайнӑ?

13 Мӑнкун пирки Христос вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ ятпа ирттерекен уяв тесе шутлаҫҫӗ пулин те, чӑннипе вӑл суя тӗнрен пуҫланса кайнӑ. Ҫӑмартасемпе кроликсем Мӑнкунпа мӗнле ҫыхӑннӑ? «Британи энциклопединче» ҫӑмарта пирки «ҫӗнӗ пурнӑҫӑн тата ҫӗнӗрен чӗрӗлнин символӗ» тенӗ, кроликсем вара мӗн ӗлӗкренпех тухӑҫлӑхпа ӗрчевлӗхӗн символӗ. Апла пулсан, чӑннипе Мӑнкун вӑл — тухӑҫлӑхпа ӗрчевлӗхе турӑ вырӑнне хурса пуҫҫапнине Христос вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнин уявӗ пек туса питӗ ӑста кӑтартни *.

14 Хӑйӗн Ывӑлӗ вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнине уявлас тесе тухӑҫлӑхпа ӗрчевлӗхе турӑ вырӑнне хурса пуҫҫапнипе ҫыхӑннӑ ирсӗр йӑласемпе усӑ курнине Иегова ырланӑ пулӗччӗ-ши? Нихӑҫан та! (2 Коринф 6:17, 18.) Турӑ Сӑмахӗ Иисус вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнине паллӑ тума хушмасть те, ирӗк те памасть. Ҫакна тухӑҫлӑхпа ӗрчевлӗх турри ячӗпе туни вара — шутсӑр усал ӗҫ.

ХЕЛЛОУИН МӖНЛЕ ПУҪЛАНСА КАЙНӐ

15. Хеллоуин мӗнле пуҫланса кайнӑ тата ҫав уява паллӑ тума суйласа хунӑ кун пирки мӗн калама пулать?

15 Хеллоуина, хӑйӗн тухатмӑш карчӑкӗсемпе, гоблинӗсемпе (е арҫурийӗсемпе), гротескла капӑрӗсемпе тата ытти йышши япаласемпе палӑрса тӑракан уява, октябрӗн 31-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Хеллоуин Великобританипе Ирландире пурӑнакан авалхи кельтсен вӑхӑтӗнче пуҫланса кайнӑ. Ноябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне, тулли уйӑх чухне, кельтсем Самайн (ҫакӑ «ҫу вӗҫӗ» тенине пӗлтерет) уявне ирттернӗ. Вӗсем ӗненнӗ тӑрӑх, Самайн вӑхӑтӗнче леш тӗнчепе ҫак тӗнче хушшинчи чаршав уҫӑлать те сывлӑшсем: ыррисем те, усаллисем те — ҫӗр тӑрӑх ҫӳреме пуҫлаҫҫӗ. Вилнисен чунӗсем каялла килӗсене таврӑнаҫҫӗ тесе шутланӑ, ҫавӑнпа та ҫак «хӑнасен» кӑмӑлне ҫавӑрас тесе вӗсем валли ӗҫмеллипе ҫимелли лартнӑ. Паян та ачасем тухатмӑш карчӑксен е усал сывлӑшсен тумӗсене тӑхӑнса, килтен киле апат-ҫимӗҫ ыйтса, памасан вара сӑтӑр тӑватпӑр тесе хӑратса ҫӳренӗ чухне вӗсем, хӑйсем ҫавна ӑнланмасӑрах, Самайн йӑли-йӗркине манӑҫа тухма памаҫҫӗ.

СИРӖН ТУЙ ТАСА ПУЛТӐР

16, 17. а) Мӗншӗн мӑшӑрланас текен христиансен хӑйсен таврашӗнчи туй йӑли-йӗркисене Библи принципӗсем тӑрӑх тӗпчемелле? ӑ) Христиансен ҫакнашкал йӑла-йӗркесем, калӑпӑр, рис тата ун пекки мӗн те пулин сапасси, тӗлӗшӗнчен мӗн асра тытмалла?

16 Кӗҫех аслӑ Вавилонра «каччӑпа хӗр сассине те... илтес ҫук» (Ӳлӗмхине 18:23). Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен кӗҫех аслӑ Вавилона — унра юмӑҫ ярас йӑласем пулнӑшӑн та — тӗп тӑвӗҫ, вӗт ҫав йӑласем мӑшӑрлӑ пурнӑҫа туй кунӗнчех таса мар тума пултараҫҫӗ (Марк 10:6—9).

17 Кашни ҫӗршывра тӗрлӗ йӑла-йӗрке пур. Хӑш-пӗр йӑласенче ним япӑххи те ҫук пек туйӑнсан та вӗсем Вавилон йӑли-йӗркисенчен — ҫамрӑк мӑшӑра та, вӗсен хӑнисене те, телейлӗ шӑпа кӳме пултарать текен йӑла-йӗркесенчен — пуҫланса кайнӑ. Ҫавнашкал йӑласенчен пӗри — рис е ун пекки мӗн те пулин сапасси. Ҫавӑн пек туса апат-ҫимӗҫпе усал сывлӑшсен кӑмӑлне ҫавӑрма пулать, вара вӗсем хӗрпе каччӑна нимле сиен те тумӗҫ тесе ӗненнинчен пуҫланса кайнӑ пулас. Унсӑр пуҫне тата, мӗн ӗлӗкренпех ҫынсем тухӑҫлӑх, телей тата вӑрӑм кунҫул темле асамлӑ майпа риспа ҫыхӑннӑ тесе шутлаҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, Туррӑн юратӑвӗнче тӑрса юлас текенсен пурин те ҫавнашкал ирсӗр йӑла-йӗркесенчен пӑрӑнмалла. (2 Коринф 6:14—18 вуласа пар.)

18. Туй тӑвас текен мӑшӑрсен тата вӗсен хӑнисен Библири мӗнле принципсене шута илмелле?

18 Иеговӑн ӗҫлекенӗсем туйра христианин чысне яма е ҫынна намӑслантарма пултаракан тӗнчери йӑла-йӗркесенчен пӑрӑнаҫҫӗ. Сӑмахран, вӗсем туйра сӑмах тухса каланӑ чухне мӑшкӑлласа-тӑрӑхласа калаҫассинчен е секс пирки сӑмах майӗн асӑнассинчен пӑрӑнаҫҫӗ тата ҫамрӑк мӑшӑрпа хӑнисене сӑмахпа тӗртсе е шӳтлесе илсе аванмарлатассинчен хӑйсене чараҫҫӗ (Ытарӑшсем 26:18, 19; Лука 6:31; 10:27). Вӗсем шутсӑр чаплӑ туйсем тӑвассинчен те пӑрӑнаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫавӑн пек туйсенче сӑпайлӑх мар, «пуянлӑхпа мӑнаҫланни» курӑнса тӑрать (1 Иоанн 2:16). Эсӗ туй тӑвасшӑн пулсан, ҫакна нихӑҫан та манса ан кай: ҫав ятарлӑ куна санӑн кулянса мар, яланах савӑнса аса илмелле пултӑр тет Иегова *.

ТАВ КУРКИ ҪӖКЛЕНИ ТӖРӖС-ШИ?

19, 20. Тав курки ҫӗклес йӑла мӗнле пуҫланса кайни ҫинчен пӗр кӗнекере мӗн каланӑ тата мӗншӗн ҫак йӑла христиансемшӗн юрӑхлӑ мар?

19 Туйра е туссемпе пӗрле пухӑнсан тав курки ҫӗклес йӑла пур. Халӑхсен культуринчи эрех-сӑра тавраш пирки калакан кӗнекере, 1995 ҫулта тухнӑскерӗнче, палӑртнӑ: «Тав курки ҫӗклесси... ырӑ суннине илес тесе, урӑхла каласан, „Вӑрӑм кунҫул пултӑр!“ е „Сывлӑха пултӑр!“ тесе кӗлтуса сӑваплӑ шӗвеке, юна е эрехе, турӑсене парнене парас авалхи йӑларан тӑрса юлнӑ пулас».

20 Тӗрӗссипе каласан, ҫынсенчен нумайӑшӗ тав курки ҫӗклес пирки тӗн е тӗшмӗш йӑли-йӗрки тесе шутламасть. Ҫапах та эрех куркине ҫӳлелле ҫӗклес йӑлана «тӳперен» — асамлӑ вӑйран — пиллӗх ыйтнипе танлаштарма пулать, ҫакӑ вара Турӑ Ҫырӑвӗ вӗрентнипе килӗшсе тӑмасть (Иоанн 14:6; 16:23) *.

«ҪӲЛХУҪАНА ЮРАТАКАНСЕМ, УСАЛА КУРАЙМИ ПУЛӐР!»

21. Анлӑ сарӑлнӑ мӗнле уявсенчен, вӗсем тӗн вӗрентӗвӗсемпе ҫыхӑнман пулин те, христиансем пӑрӑнаҫҫӗ тата мӗншӗн?

21 Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче кашни ҫул ирттерекен карнавалсенче — намӑссӑр ташӑсемпе ирттерекен, час-часах гомосексуалистсемпе лесбиянкӑсен пурнӑҫне мухтаса тӑракан уявсенче — хальхи ҫынсем пӑсӑлсах-пӑсӑлсах пыни курӑнса тӑрать. Ҫакӑн пек пулма аслӑ Вавилон тӳррӗн те, тӳррӗн те мар витӗм кӳрсе тӑрать. Иеговӑна юратакансемшӗн ҫавнашкал уявсене ҫӳрени е пӑхса ларни вырӑнлӑ пулнӑ пулӗччӗ-ши? Вӗсем усала чӑннипех курайми пулнине кӑтартӗҫ-ши? (Псалом 1:1, 2; 96:10.) Псалом юрлакан: «Куҫӑма ниме тӑман япала енне ан пӑхтар»,— тесе кӗлтунӑ пек, эпир те ҫавӑн пек шухӑш тытни мӗн тери лайӑх пулнӑ пулӗччӗ (Псалом 118:37).

22. Уява хутшӑнмаллипе хутшӑнмалла марри пирки хӑҫан христианин хӑйӗн совеҫӗ тӑрӑх шутласа хума пултарать?

22 Тӗнчери уяв кунӗсенче христианин хӑйне мӗнле тытнипе ҫав уявсене хутшӑнманнине кӑтартма тӑрӑшӗ. «Ӗҫетӗр-и, ҫиетӗр-и е мӗн те пулин урӑх япала тӑватӑр-и — пурне те Турӑ мухтава тухмалла тӑвӑр» (1 Коринф 10:31, ҪС; « Тӗрӗс тӑвас тесен мӗн тумалла» текен рамкӑна пӑх, 158—159 страницӑсем). Уява паллӑ тунинче, йӑла-йӗркене тытса пынинче суя тӗнпе ҫыхӑнни курӑнмасть пулсан, политикӑпа патриотизм ӗҫӗсемпе явӑҫни тата Библири принципсене пӑсни ҫук пулсан, хутшӑнмаллипе хутшӑнмалла маррине кашни христианинӑн хӑй тӗллӗн шутласа хумалла. Ҫав вӑхӑтрах унӑн ыттисене такӑнтарас мар тесе вӗсен туйӑмӗсене те шута илмелле.

СӐМАХПА ТА, ӖҪПЕ ТЕ ТУРРА МУХТАВА КӐЛАР

23, 24. Иеговӑн тӳрӗлӗх нормисем усӑллӑ пулнине кӑтартмашкӑн эпир мӗн тума пултаратпӑр?

23 Нумай ҫыншӑн анлӑ сарӑлнӑ уяв кунӗсем — ҫемьепе, туссемпе пӗрле пухӑнса ларма май паракан сӑлтав кӑна. Ҫавӑнпа хӑш-пӗрисем Библи тӑрӑх пурӑнни пире ӑна та, куна та тума чарса тӑрать тесе тӗрӗс мар шутлаҫҫӗ пулсан, Иегова Свидетелӗсем ҫемьепе, туссемпе пӗрле пухӑнса ырӑ сӑмахсемпе калаҫса ларнине питӗ хаклаҫҫӗ тесе эпир кӑмӑллӑн ӑнлантарса пама пултаратпӑр (Ытарӑшсем 11:25; Екклесиаст 3:12, 13; 2 Коринф 9:7). Ҫывӑх та юратнӑ ҫынсемпе ҫулталӑкӗпе хутшӑнма май пуррине эпир хаклатпӑр, анчах Турра тата унӑн тӳрӗлӗх нормисене юратнӑран эпир ҫавӑн пек савӑнӑҫлӑ вӑхӑта Турра кӳрентерекен йӑла-йӗркесемпе ирсӗрлетесшӗн мар. (« Чӑн Турра пуҫҫапса пурӑнни чӑн-чӑн савӑнӑҫ кӳрет» текен рамкӑна пӑх, 156-мӗш страница.)

24 Хӑш-пӗр Иегова Свидетелӗсем тӳркӑмӑллӑ ҫынсем паракан ыйтусем ҫине хуравланӑ чухне Библи вӗренмелли тӗп пособири шухӑшсемпе ӑнӑҫлӑн усӑ курнӑ. Астуса тӑр, пирӗн тӗллев — ҫынна тавлашса ҫӗнтересси мар, унӑн чӗрине чӑн Турӑ енне ҫавӑрасси. Ҫавӑнпа та ҫынна хисеп ту, унпа йӑваш пул тата санӑн сӑмаху «ялан ӑшӑ пултӑр, витӗмлӗ пултӑр» (Колоссӑ 4:6).

25, 26. Иеговӑна ӗненсе юратса пурӑнччӑр тесе ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

25 Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пулнӑ пирки эпир лайӑх пӗлӳ илнӗ. Эпир мӗне ӗненнине, ӑна-кӑна мӗншӗн тумаллипе тумалла маррине пӗлетпӗр (Еврейсем 5:14). Ҫавӑнпа та ашшӗ-амӑшӗсем, хӑвӑр ачӑрсене Библи принципӗсем ҫинчен шухӑшлама вӗрентӗр. Ҫапла тунипе эсир вӗсен ӗненӗвне ҫирӗплететӗр, вӗсене Турра ӗненес тӗлӗшрен иккӗлентерме тӑрӑшакансене Библи тӑрӑх хурав пама вӗрентетӗр тата Иегова вӗсене юратать тесе шантарса тӑратӑр (Исаия 48:17, 18; 1 Петр 3:15).

26 Турра «сывлӑшпа, чӑнлӑхпа пуҫҫапса» пурӑнакансем Библи ырламан уявсене хутшӑнмаҫҫӗ кӑна мар, хӑйсен пурӑнӑҫӗнче суймасӑр, улталамасӑр пурӑнасшӑн (Иоанн 4:23). Паян нумайӑшӗ суймасӑр, улталамасӑр пурӑнма май ҫук теҫҫӗ. Анчах та тепӗр сыпӑкра Туррӑн ҫулӗпе пыни яланах усӑ панине курӑпӑр.

^ 3 абз. « Уява манӑн хутшӑнма кирлӗ-ши?» рамкӑна пӑх, 148—149 страницӑсем. Иегова Свидетелӗсем пичетлесе кӑларнӑ «Индекс публикаций Сторожевой Башни» (выр.) кӑларӑмӗнче хӑш-пӗр уявсем ҫинчен каласа тухнӑ.

^ 5 абз. Библи хронологийӗ тата тӗнче историйӗ тӑрӑх, Иисус пирӗн эрӑчченхи 2 ҫулта иудейсен этаним (пирӗн календарь тӑрӑх сентябрь—октябрь) уйӑхӗнче ҫуралнӑ пулас. (Иегова Свидетелӗсем пичетлесе кӑларнӑ «Понимание Писания» энциклопедири «Иисус Христос» статьяри «Время рождения и длительность служения» подзаголовока пӑх.)

^ 11 абз. « Уявсем тата сатанизм» текен рамкӑна пӑх, 150-мӗш страница.

^ 11 абз. Саккун килӗшӗвӗ тӑрӑх хӗрарӑмӑн, ача ҫуратнӑ хыҫҫӑн, Турра ҫылӑх парни кӳмелле пулнӑ (Левит 12:1—8). Саккун ҫавӑн пек тума хушни ҫынсем хӑйсен ҫылӑхне ачисене панине аса илтерсе тӑнӑ; ҫакӑ ача ҫурални ҫине тӗрӗс пӑхма пулӑшнӑ тата, тен, суя тӗнри ҫуралнӑ кунпа ҫыхӑннӑ йӑла-йӗркесене сирсе яма хавхалантарнӑ (Псалом 50:7).

^ 13 абз. «Мӑнкун» текен акӑлчан сӑмахӗ акӑлчансемпе саксен Эастра, е Эостра, хӗрарӑм туррин, ҫутӑпа ҫуркунне туррин, ятӗнчен пулса кайнӑ. Вӑл ҫавӑн пекех тухӑҫлӑхпа ӗрчевлӗх турри пулнӑ. «Мифологи словарӗ» тӑрӑх, «уйӑх ҫинче унӑн ҫӑмарта юратакан кролик пулнӑ. Ӑна хӑйне те хӑш-пӗр чухне кролик пуҫлӑ ӳкернӗ» (The Dictionary of Mythology).

^ 18 абз. Туйсем тата туссемпе пӗрле пухӑнса ларасси ҫинчен калакан виҫӗ статьяна пӑх: 2006 ҫулхи октябрӗн 15-мӗшӗнчи «Хурал башни» (выр.) журнал, 18—31 страницӑсем.

^ 20 абз. 2007 ҫулхи февралӗн 15-мӗшӗнчи «Хурал башни» (выр.) журнала пӑх, 30—31 страницӑсем.