Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

14-МӖШ СЫПӐК

Пур тӗлӗшрен те улталамасӑр пурӑнӑр

Пур тӗлӗшрен те улталамасӑр пурӑнӑр

«Эпир... ялан тӳрӗ ӗҫ тума тӑрӑшатпӑр» (ЕВРЕЙСЕМ 13:18).

1, 2. Мӗншӗн эпир улталамасӑр пурӑнма тӑрӑшни Иеговӑна савӑнтарать? Тӗслӗх илсе кӑтарт.

АМӐШӖПЕ пӗчӗк ывӑлӗ лавккаран тухаҫҫӗ. Унччен те пулмарӗ, ача пӑшӑрханса кайнипе тӑп чарӑнса тӑрать. Вӑл лавккаран йӑтса тухнӑ пӗчӗк теттене хӑйӗн аллинче пулнине курах каять. Ӑна каялла вырӑнне хума е амӑшӗнчен ӑна туянма ыйтма манса кайнӑ. Вӑл амӑшӗнчен пулӑшу ыйтса йӗрет. Амӑшӗ ачине лӑплантарать те теттене вырӑнне хумашкӑн тата каҫару ыйтмашкӑн ӑна каялла лавккана илсе кӗрет. Ачи ҫакна тусан амӑшӗ хӑйӗн ывӑлӗшӗн мухтаннипе чун-чӗререн савӑнать. Мӗншӗн?

2 Ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисем улталамасӑр пурӑнма вӗренсе пынине курса яланах савӑнаҫҫӗ. Пирӗн ҫӳлти Аттемӗр, «чӑнлӑх Турри», пирки те ҫавнах калама пулать (Псалом 30:6, Мухтав юррисен кӗнеки, 1912 ҫулхи кӑларӑм). Хӑйӗнпе пирӗн хушӑри хутшӑнусене лайӑхлатас тӗлӗшрен тунӑ ҫитӗнӳсене сӑнанӑ чухне вӑл эпир улталамасӑр пурӑнма тӑрӑшнине курса савӑнать. Эпир Турра юрӑхлӑ пуласшӑн тата унӑн юратӑвӗнче тӑрса юласшӑн, ҫавӑнпа та Павел апостол пекех калатпӑр: «Эпир... ялан тӳрӗ ӗҫ тума тӑрӑшатпӑр» (Еврейсем 13:18). Айтӑр пурнӑҫӑн тӑватӑ тӗп енне — ӑҫта хӑш-пӗр чухне улталамасӑр пурӑнма уйрӑмах йывӑр, ҫавсене — пӑхса тухар. Унтан вара улталамасӑр пурӑнни мӗнле усӑ панине сӳтсе явӑпӑр.

ХӐВНА ХУ АН УЛТАЛА

3—5. а) Хамӑра хамӑр улталани мӗн тери хӑрушӑ пулнине Турӑ Сӑмахӗ мӗнле асӑрхаттарать? ӑ) Хамӑра хамӑр улталамасӑр пурӑнма пире мӗн пулӑшӗ?

3 Пӗрремӗш йывӑрлӑх вӑл — хамӑра хамӑр улталамасӑр пурӑнма вӗренни. Эпир, ҫылӑхлӑ ҫынсем пулнӑ пирки, хамӑра хамӑр ҫӑмӑллӑнах улталатпӑр. Сӑмахран, Иисус Лаодикири христиансене вӗсем хӑйсем пирки пуян тесе шутланипе хӑйсене хӑйсем улталаҫҫӗ тесе каланӑ, чӑннипе вара вӗсем Турӑ куҫӗ умӗнче «чухӑн, суккӑр, ҫаппа-ҫарамас» пулнӑ — мӗн тери мӗскӗннӗн курӑнса тӑнӑ (Ӳлӗмхине 3:17). Харпӑр хӑйне ҫапла улталанипе вӗсем хӑйсенех япӑх тунӑ.

4 Эсӗ Иаков асӑрхаттарса каланине те аса илме пултаратӑн, вӑл ҫырнӑ: «Сирӗнтен хӑшӗ те пулин хӑйне хӑй ырӑ пурӑнӑҫлӑ ҫын [«Турра пуҫҫапакан ҫын», ҪТ] вырӑнне хурать пулсан, анчах хӑй чӗлхине чармасть пулсан, унӑн ырӑ пурӑнӑҫӗ [«пуҫҫапни», ҪТ] ниме те тӑмасть, вӑл хӑйне улталать ҫеҫ» (Иаков 1:26). Эпир хамӑр чӗлхене чармасӑрах Иеговӑна юрӑхлӑ пуҫҫапса пурӑнма пултаратпӑр тесе шутлатпӑр пулсан, хамӑра ҫеҫ улталатпӑр. Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑни вара харам, е ним усӑсӑр пулать. Пирӗнпе те ҫавӑн пек япӑххи пулса ан тухтӑр тесен мӗн тумалла?

5 Иаков ҫав сыпӑкрах Турӑ сӑмахӗнчи чӑнлӑха куҫкӗскипе танлаштарнӑ. Вӑл пире Туррӑн чӑн аван законӗ ҫине тинкерсе пӑхма, унтан вара кирлӗ улшӑнусем тума сӗнет. (Иаков 1:23—25 вуласа пар.) Библи пире хамӑра хамӑр улталамасӑр пурӑнма тата лайӑхланса пымашкӑн мӗн тумаллине курма пулӑшать (Иеремия хӳхлевӗ 3:40; Аггей 1:5). Ҫавӑн пекех эпир, Иеговӑна кӗлтуса, вӑл пире тӗрӗслетӗр тесе тата хамӑрӑн пысӑк ҫитменлӗхсене курма, унтан вара вӗсене тӳрлетме пулӑштӑр тесе ыйтма пултаратпӑр (Псалом 138:23, 24). Ултав — чее ҫитменлӗх теме пулать, ҫавӑнпа та ун ҫине пирӗн ҫӳлти Аттемӗр пӑхнӑ пекех пӑхмалла. Ытарӑшсем 3:32-мӗшӗнче каланӑ: «Ҫӳлхуҫа аскӑнчӑк [«чее», ҪТ] ҫынран йӗрӗнет, Вӑл тӳрӗ ҫынсемпе хутшӑнать». Иегова пире хӑй мӗнле туйнӑ пек туйма тата вӑл пирӗн пирки мӗн шутлать, хамӑр ҫинчен ҫавӑн пек шутлама пулӑшать. Павел каланине асту: «Эпир... ялан тӳрӗ ӗҫ тума тӑрӑшатпӑр». Хальлӗхе эпир пӗр ҫитменлӗхсӗр пулма пултараймастпӑр, анчах та эпир ҫине тӑрсах улталамасӑр пурӑнасшӑн.

ҪЕМЬЕРЕ УЛТАЛАМАСӐР ПУРӐННИ

Улталас килменни пире вӑрттӑн ӗҫсем тӑвассинчен чарма пултарать

6. Мӗншӗн упӑшкипе арӑмӗн пӗр-пӗрне улталамалла мар тата вӗсен мӗнле хӑрушлӑхсенчен пӑрӑнмалла?

6 Христиансен ҫемйинче ултав пачах пулмалла мар. Ҫавӑнпа та упӑшкипе арӑмӗн пӗр-пӗринчен нимӗн те пытармалла мар, пӗр-пӗрне улталамалла мар. Христиансен ҫемйинче ҫакӑн пек сиенлӗ, таса мар ӗҫсем, сӑмахран, ыттисемпе якӑлтатса ҫӳресси е кампа та пулин Интернетра вӑрттӑн калаҫса ларасси пулмалла мар — ҫавӑн пекех нимле порнографи те. Авланнӑ е качча кайнӑ христиансенчен хӑш-пӗрисем хӑйсен мӑшӑрӗсене систермесӗр ҫав япӑх ӗҫсене тума пуҫланӑ. Анчах ҫаксене туни вӑл улталани пулать. Турӑран хӑракан Давид патшан сӑмахӗсене асӑрха: «Суеҫӗ ҫынсемпе лармарӑм, чее ҫынсемпе [е хӑйсем мӗнле ҫынсем пулнине пытаракансемпе] те каяссӑм ҫук» (Псалом 25:4). Эсӗ авланнӑ е качча кайнӑ пулсан, нихӑҫан та хӑвӑн мӑшӑрна кӑтартас килмен ӗҫе ан хутшӑн!

7, 8. Ачасене Библири мӗнле тӗслӗхсем улталамасӑр пурӑнассине хаклама вӗрентме пулӑшаҫҫӗ?

7 Хӑйсен ачисене улталамасӑр пурӑнни питӗ кирлине вӗрентес тесе ашшӗ-амӑшӗсем Библири тӗслӗхсемпе усӑ кураҫҫӗ пулсан, тӗрӗс тӑваҫҫӗ. Япӑх тӗслӗхсене илес пулсан, Ахан пирки калама пулать, вӑл япаласем вӑрланӑ та вӗсене пытарса хума хӑтланнӑ; Гиезий вара, пуяс тесе суя суйнӑ; Иуда укҫа вӑрланӑ тата Иисуса пӗтерес тесе хаяррӑн суйнӑ (Иисус Навин 6:17—19; 7:11—25; 4 Патшасен 5:14—16, 20—27; Матфей 26:14, 15; Иоанн 12:6).

8 Лайӑх тӗслӗхсене илес пулсан, Иакова аса илме пулать, вӑл хӑйӗн ывӑлӗсене михӗсенче тупнӑ укҫисене каялла тавӑрса пама хушнӑ, мӗншӗн тесен укҫине унта асӑрхамасӑр хурса янӑ пулӗ тенӗ; Иеффай тата унӑн хӗрӗ — Иеффай хӗрӗшӗн ашшӗ тупа туса каланине пурнӑҫласси питӗ хакла ларнӑ; Иисус вара, пророкла калани пурнӑҫлантӑр тата хӑйӗн тусӗсене хӳтӗлес тесе усал ҫынсен ушкӑнӗ умне тухса хӑй кам пулнине калама хӑраман (Пултарни 43:12; Тӳресен 11:30—40; Иоанн 18:3—11). Ҫак хӑш-пӗр тӗслӗхсем ашшӗ-амӑшне Турӑ Сӑмахӗнче мӗнле пуянлӑх пуррине курма параҫҫӗ тата хӑйсен ачисене улталамасӑр пурӑнассине юратма, хаклама вӗрентме пулӑшаҫҫӗ.

9. Хӑйсен ачисене улталамасӑр пурӑнма вӗрентес тесен ашшӗ-амӑшӗсен мӗнрен пӑрӑнмалла тата мӗншӗн ҫакӑ питӗ кирлӗ?

9 Анчах ҫавӑн пек вӗрентесси вӑл — ашшӗ-амӑшӗшӗн пысӑк яваплӑх. Павел апостол ыйтнӑ: «Мӗнле-ха эсӗ ҫынна вӗрентетӗн, хӑвна хӑв вӗрентместӗн? Ан вӑрла тесе вӗрентетӗн, хӑв вӑрлатӑн» (Рим 2:21, 22). Хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗсем улталамасӑр пурӑнмалла тесе вӗрентнӗ ҫӗртех, хӑйсене пачах урӑхла тытнипе ачисене аптӑратса ӳкереҫҫӗ. Тен, вӗсем пӗчӗк, йӳнӗ япалана вӑрланине тата суйса каланине «Пурте ҫавӑн пек тӑваҫҫӗ вӗт» е «Пӑртак суйни нимех те мар» тесе тӳрре кӑлараҫҫӗ. Чӑннипе вара, кирек мӗнле япала вӑрласан та, вӑрлани — вӑрланиех вӑл, кирек мӗн ҫинчен калаҫсан та, мӗн чухлӗ суйнине пӑхмасӑрах, суя — суях вӑл *. (Лука 16:10 вуласа пар.) Ачасем икӗпитлӗхе тӳрех кураҫҫӗ, ҫавна пула вӗсем ӳссе ҫитӗнсе пынӑ май ултавҫӑсем пулма пултараҫҫӗ (Эфес 6:4). Анчах та ачасем хӑйсен ашшӗ-амӑшне кура улталамасӑр пурӑнма вӗренсе пыраҫҫӗ пулсан, вӗсем ҫитӗнсе ҫитсен те ҫак ултавлӑ тӗнчере Иеговӑна мухтаса пурӑнасса шанма пулать (Ытарӑшсем 22:6).

ПУХУРА УЛТАЛАМАСӐР ПУРӐННИ

10. Пухури тӑвансемпе улталамасӑр калаҫас тесен, мӗнле асӑрхаттарусене пирӗн асра тытмалла?

10 Пухури христиансемпе хутшӑннине пула пирӗн улталамасӑр пурӑнма вӗренмелли майсем питӗ нумай. Чӗлхе-ҫӑварпа, уйрӑмах пухури тӑвансем хушшинче, тӗрӗс усӑ курма кирлине ҫак кӗнекен 12-мӗш сыпӑкӗнчен пӗлтӗмӗр ӗнтӗ. Кулленхи калаҫусем ҫӑмӑллӑнах сӑмах сарассине, суйса элеклессине куҫса кайма пултараҫҫӗ! Мӗн те пулин илтнине, ҫакӑ тӗрӗссипе тӗрӗс маррине пӗлмесӗрех, ыттисене каласа паратпӑр пулсан, эпир суяна саракансем пулса тӑма пултаратпӑр, ҫавӑнпа та чӗлхене чарни питӗ лайӑх пулнӑ пулӗччӗ (Ытарӑшсем 10:19). Тепӗр енчен илес пулсан, чӑн пулнине пӗлсен те ҫакӑ ӑна каласа пама кирлине пӗлтермест. Сӑмахран, тен, ҫакӑ пирӗн ӗҫ те мар е ҫакна каласа пани ырӑ туни те пулман пулӗччӗ (1 Фессалоника 4:11). Хӑш-пӗр ҫынсем тӳрккес калаҫнине тӳрре кӑларас тесе ун пирки чӑнлӑх, тӗрӗслӗх теҫҫӗ, анчах та пирӗн сӑмахсем ялан ӑшӑ та ырӑ пулмалла. (Колоссӑ 4:6 вуласа пар.)

11, 12. а) Хӑш-пӗр христиансем йывӑр ҫылӑх тунӑ хыҫҫӑн хӑйсенех мӗнле майпа япӑх тӑваҫҫӗ? ӑ) Йывӑр ҫылӑхсем пирки Сатана мӗн тесе суять тата эпир ҫавна хирӗҫ мӗн тума пултаратпӑр? б) Иеговӑн организацине улталаманнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

11 Пухура ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илекенсене улталаманни уйрӑмах кирлӗ. Хӑш-пӗр христиансем йывӑр ҫылӑх тунӑ хыҫҫӑн ӑна пытарма тата ҫавӑн пирки старейшинӑсем ыйтсан, суйса калама хӑтланнипе хӑйсенех япӑх тӑваҫҫӗ. Ҫавӑн пек христиансем икӗпитлӗ хӑтланма пуҫлаҫҫӗ, Иеговӑшӑн ӗҫленҫи кӑна тӑваҫҫӗ, чӑннипе вара вӗсем йывӑр ҫылӑх ҫулӗпе пыраҫҫӗ. Ҫавна пула ҫын суяпа кӑна пурӑнма пуҫлать (Псалом 11:3). Теприсем старейшинӑсене тӗрӗссине веҫех каласа памаҫҫӗ, каласа памаллине вара пытараҫҫӗ (Апостолсен ӗҫӗсем 5:1—11). Час-часах ҫынсем Сатана саракан суяна ӗненнине пула ҫавӑн пек хӑтланаҫҫӗ. (« Йывӑр ҫылӑхсем пирки Сатана мӗн тесе суять» рамкӑна пӑх, 164—165 страницӑсем.)

12 Ҫавӑн пекех Иеговӑн организацине, ыйтусем ҫине ҫырса хуравланӑ чухне, улталама кирлӗ мар. Сӑмахран, сӑваплӑ ӗҫе мӗн чухлӗ туни ҫинчен каланӑ чухне эпир тӗп-тӗрӗс ҫырса паратпӑр. Ҫавӑн пекех сӑваплӑ ӗҫӗн хӑш-пӗр хисеплӗ тивӗҫне тума анкета ҫырнӑ чухне, хамӑрӑн сывлӑх мӗнлерех пулни ҫинчен те, хамӑрӑн пурнӑҫри ытти енсем ҫинчен те тӗрӗс маррине ҫырса памалла мар. (Ытарӑшсем 6:16—19 вуласа пар.)

13. Ӗҫпе ҫыхӑннӑ ыйтусенче пухури тӑвансене улталаманнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

13 Ӗҫпе ҫыхӑннӑ ыйтусенче те пухури тӑвансене улталамалла мар. Хӑш-пӗр чухне пухури христиансем пӗр-пӗринпе ӗҫлеме пултараҫҫӗ. Анчах та Турӑ Патшалӑхӗн залӗнче е ырӑ хыпар каласа ҫӳренӗ чухне ӗҫпе ҫыхӑннӑ ыйтусене Турра пуҫҫапнипе хутӑштармалла мар. Ӗҫре пӗри ӗҫ паракан, тепри ӗҫлекенӗ пулма пултарать. Эпир пухури тӑвансене ӗҫе илетпӗр пулсан, пирӗн вӗсене улталамалла мар: ӗҫ укҫине вӑхӑтра, калаҫса татӑлнӑ пек тӳлемелле тата льготӑсене закон е килӗшсе татӑлнӑ тӑрӑх памалла (1 Тимофей 5:18; Иаков 5:1—4). Тепӗр енчен вара, эпир пухури тӑван патне ӗҫе кӗтӗмӗр пулсан, пире мӗншӗн укҫа тӳлеҫҫӗ, ҫав ӗҫе пӗтӗмпех тумалла (2 Фессалоника 3:10). Ӗҫ паракан пирӗн пухури тӑван пулнӑшӑн вӑл пире пуринчен те ытларах хисеплессине кӗтме кирлӗ мар, калӑпӑр, канмалли кунсене, льготӑсене тата ытти ҫӑмӑллӑхсене ытти ӗҫлекенӗсене мар, пире памалла тесе шутламастпӑр (Эфес 6:5—8).

14. Пӗр-пӗринпе пӗрлешсе пӗр-пӗр ӗҫ пуҫарса янӑ чухне христиансен мӗне шута илмелле тата мӗншӗн?

14 Христиансем пӗр-пӗринпе пӗрлешсе хӑйсен ӗҫне — тен, укҫа хывса е кивҫене кӗрсе — пуҫарса яраҫҫӗ пулсан, вара мӗн? Библи пире кирлӗ те усӑллӑ канаш парать: пурне те хут ҫине ҫырса хумалла! Сӑмахран, Иеремия ҫӗр лаптӑкӗ туяннӑ чухне, свидетельсем умӗнче пӗр документа икӗ экземпляр ҫырса хунӑ, унтан вара ҫав документсем пуласлӑхра та упранса юлччӑр тесе тӑрӑшнӑ (Иеремия 32:9—12; ҫавӑн пекех Пултарни 23:16—20 пӑх). Пухури тӑвансем пӗр-пӗр ӗҫе пӗрле тунӑ чухне пӗтӗм вак-тӗвеке шута илсе свидетельсем умӗнче документ ҫине ҫырса хурса алӑ пусни вӑл пӗр-пӗрне шанманнине пӗлтермест. Пачах урӑхла, ҫапла туни пӗр-пӗрне ӑнланманнинчен, шанма пӑрахнинчен тата ютшӑнтарса яма пултаракан хирӗҫӳсенчен упрать. Христиансен пӗр-пӗринпе пӗр-пӗр ӗҫ тунӑ чухне ҫакна асра тытмалла: ӗҫ тени пухури пӗрлӗхпе мире пӑсмаллине пӗлтермест (1 Коринф 6:1—8) *.

ҪАК ТӖНЧЕРЕ УЛТАЛАМАСӐР ПУРӐНАССИ

15. Ӗҫпе ҫыхӑннӑ ыйтусенчи ултав ҫине Иегова мӗнле пӑхать тата христиансен ҫак тӗнчере сарӑлнӑ ултав ҫине мӗнле пӑхмалла?

15 Христианинӑн пухура кӑна мар улталамасӑр пурӑнмалла. Павел каланӑ: «Эпир... ялан тӳрӗ ӗҫ тума тӑрӑшатпӑр» (Еврейсем 13:18). Ӗҫпе ҫыхӑннӑ ыйтусенче Пултаракан пире улталамасӑр пурӑнтарасшӑн. Ытарӑшсем кӗнекинче кӑна темиҫе хутчен виҫе е тараса тӗрӗс пулни питӗ кирлӗ тесе каланӑ (Ытарӑшсем 11:1; 20:10, 23). Авалхи вӑхӑтра, пӗр-пӗр ӗҫ тунӑ чухне, туяннӑ япалапа уншӑн тӳленӗ укҫана тарасапа тата виҫе пуканӗсемпе виҫнӗ. Ултавҫӑ сутуҫӑсем япала туянакансене улталас, сахалтарах виҫсе парас тесе икӗ йышши виҫе пуканӗпе тата тӗрӗс мар кӑтартакан тарасапа усӑ курнӑ *. Иегова ҫавнашкал ӗҫсене кураймасть! Унӑн юратӑвӗнче тӑрса юлас тесен, ӗҫпе ҫыхӑннӑ ыйтусенче пирӗн пӗртте улталамалла мар.

16, 17. Паянхи тӗнчере мӗнле улталаҫҫӗ тата чӑн христиансем мӗн тума ҫирӗп шут тытнӑ?

16 Ултав пур ҫӗрте те пулни пире тӗлӗнтермест, мӗншӗн тесен Сатана — ҫак тӗнче пуҫлӑхӗ. Кашни кун улталама, суйма хӗтӗртсе тӑракан ӗҫсем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Ӗҫе кӗрес тесе резюме ҫырнӑ чухне ҫынсем хӑйсем ҫинчен час-часах суяҫҫӗ, ӳстерсе калаҫҫӗ, мӗн те пулин шутласа кӑлараҫҫӗ тата хӑйсен ӑсталӑхӗ пирки те тӗрӗс маррине ҫырса параҫҫӗ. Иммиграци, налог, страховани тата ҫавнашкал ытти бланксене ҫырнӑ чухне, ҫынсем хӑйсене мӗн кирлине илес тесе тӑтӑшах улталаҫҫӗ. Студентсемпе шкул ачисенчен нумайӑшӗ тӗрӗслев ӗҫӗ тӑвас, реферат е сочинени ҫырас тесе тӗрлӗ чеелӗхпе усӑ кураҫҫӗ: сӑмахран, вӗсем Интернета кӗрсе камӑн та пулин ӗҫне тупса, ҫавна хӑйсем тунӑ пек кӑтартма пултараҫҫӗ. Ҫӑткӑн чиновниксемпе ӗҫ тума тивсен, ҫынсем хӑйсене мӗн кирлине илес тесе вӗсене сӗрев, е взятка, параҫҫӗ. Ҫак тӗнчери ҫынсем «хӑйсене юратакан, укҫана хапсӑнакан... ырра юратми» пулнӑран эпир тӗлӗнместпӗр (2 Тимофей 3:1—5).

17 Чӑн христиансем ҫавнашкал ӗҫсене хутшӑнас мар тесе ҫирӗп шут тытнӑ. Хӑш чухне улталамасӑр пурӑнма уйрӑмах йывӑр, мӗншӗн тесен ултав ҫулӗпе пыракансем ӑнӑҫлӑ пек курӑнма тата вӗсен пурте лайӑх пулса пырать пек туйӑнма пултарать (Псалом 72:1—8). Ҫав вӑхӑтрах, «ялан тӳрӗ ӗҫ тума» тӑрӑшнӑран, христиансен укҫа-тенкӗ ҫитменни пулма пултарать. Ҫавӑн пек ҫухатусем тӳсме кирлех-ши? Паллах! Мӗншӗн? Улталамасӑр пурӑнни мӗнле усӑ парать?

УЛТАЛАМАСӐР ПУРӐННИ МӖНЛЕ УСӐ ПАРАТЬ

18. Мӗншӗн улталаман ҫын ятне илнине тивӗҫлипе хаклаҫҫӗ?

18 Улталаман тата шанӑҫа тивӗҫлӗ ҫын ятне илессинчен пахи ҫукпа пӗрех теме пулать. (« Ман пирки улталаман ҫын теме пулать-и?» рамкӑна пӑх, 167-мӗш страница.) Шухӑшласа пӑх-ха: кашни хӑйӗн валли ҫакӑн пек ырӑ ят тума пултарать! Ҫакӑ санӑн пултарулӑхунтан, пуянлӑхунтан, ҫи-пуҫунтан, эсӗ мӗнле ҫемьерен пулнинчен е санран килмен ытти япаласенчен те килмест. Ҫапах та нумайӑшӗ ырӑ ят туянма пултараймаҫҫӗ. Ырӑ ят — сайра тӗл пулакан чӑн-чӑн пуянлӑх (Михей 7:2). Эсӗ улталаман ҫын пулнӑшӑн хӑш-пӗрисем, тен, санран мӑшкӑлласа кулӗҫ, теприсем вара ҫакна тивӗҫлипе хаклӗҫ те сана шанма тата хисеплеме пуҫлӗҫ. Иегова Свидетелӗсенчен нумайӑшӗ улталамасӑр пурӑнни хӑйсене укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен те усӑ панине асӑрханӑ. Ӗҫрен улталаса ӗҫлекенсене кӑларса янӑ чухне вӗсене хӑварнӑ, е ӗҫре улталаман ҫынсем питӗ кирлӗ чухне вӗсене ӗҫе илнӗ.

19. Пурнӑҫра пур тӗлӗшрен те улталамасӑр пурӑнни пирӗн совесть ҫине тата Иеговӑпа пирӗн хушӑри хутшӑнусем ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать?

19 Санпа ун пекки пулмасан та, улталамасӑр пурӑнни калама ҫук пысӑк усӑ панине эсӗ хӑвах курӑн. Санӑн таса совесть пулӗ. Павел ҫырнӑ: «Эпир хамӑр чунӑмӑра [«совеҫе», ҪТ] таса пулӗ тесе шанса тӑратпӑр» (Еврейсем 13:18). Унсӑр пуҫне пирӗн юратнӑ ҫӳлти Аттемӗр эсӗ улталамасӑр пурӑннине яланах курса тӑрать тата вӑл ҫавӑн пек ҫынсене юратать. (Псалом 14:1, 2; Ытарӑшсем 22:1 вуласа пар.) Ҫапла, улталамасӑр пурӑнни сана Туррӑн юратӑвӗнче тӑрса юлма пулӑшать, ҫакӑ вара хамӑра сунма пултаракан ырӑлӑхсенчен чи пахи. Ҫакӑнпа ҫыхӑннӑ тепӗр темӑна — Иегова ӗҫ ҫине мӗнле пӑхнине — сӳтсе явар.

^ 9 абз. Христианинӑн ыттисене сиен тӑвас тесе сӗмсӗр, путсӗр суя сарас йӑла пур пулсан, ҫакӑ старейшинӑсене ӑна Библи тӑрӑх явап тыттарма ирӗк парать.

^ 14 абз. Ӗҫпе ҫыхӑннӑ ыйтусенче йывӑрлӑхсем сиксе тухсан мӗн тумалли ҫинчен Хыҫсӑмаха пӑх, 222—223 страницӑсем.

^ 15 абз. Вӗсем япала туяннӑ чухне пӗр виҫе пуканӗсемпе усӑ курнӑ, сутнӑ чухне — теприсемпе. Ҫапла сутуҫӑсем яланах услам илсе тӑнӑ. Тен, вӗсем тараса кӗвентин пӗр енне вӑрӑмрах е йывӑртарах тунӑ, ҫапла вара вӗсем япала туянакана яланах улталама пултарнӑ.