Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

17-МӖШ СЫПӐК

Чи сӑваплӑ ӗненӗвӗн никӗсӗ ҫинче хӑвӑра тӗреклетӗр

Чи сӑваплӑ ӗненӗвӗн никӗсӗ ҫинче хӑвӑра тӗреклетӗр

«Чи сӑваплӑ ӗненӗвӗн никӗсӗ ҫинче хӑвӑра тӗреклетнипе... хӑвӑра Туррӑн юратӑвӗнче сыхласа усрӑр» (ИУДА 20, 21, ҪТ).

1, 2. Сан пирки эсӗ мӗнле ҫурт хӑпартатӑн теме пулать тата эсӗ мӗнле ӗҫлени мӗншӗн питӗ кирлӗ?

ЭСӖ канма пӗлмесӗр ҫурт хӑпартатӑн. Ҫурт-йӗр тӑвасси пӗр вӑхӑт хушши пырать ӗнтӗ, анчах ӗҫ вӗҫленмен-ха, малаллах пырать. Ӗҫ йывӑр пулин те, ҫав-ҫавах кӑмӑла каять. Тем пулсан та эсӗ ална усма та, кахалланма та шутламастӑн, мӗншӗн тесен санӑн пурнӑҫу кӑна мар, пуласлӑху та эсӗ мӗнле ӗҫленинчен килет. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен тӑвакан ҫурт вӑл — эсӗ!

2 Иуда, Иисусӑн вӗренекенӗ, пирӗн хамӑрпа мӗн тумаллине палӑртнӑ чухне, ҫакна ҫурт хӑпартассипе танлаштарнӑ. Вӑл христиансене «хӑвӑра Туррӑн юратӑвӗнче сыхласа усрӑр» тесе чӗнсе каланӑ чухне хӑйӗн ҫырӑвӗнчех ҫавна мӗнле тумаллине кӑтартнӑ: «Чи сӑваплӑ ӗненӗвӗн никӗсӗ ҫинче хӑвӑра тӗреклетӗр» (Иуда 20, 21, ҪТ). Туррӑн юратӑвӗнче тӑрса юлас тесен, хӑвна тата хӑвӑн ӗненӗве тӗреклетме мӗнле пултаратӑн? Хамӑр ӗненӗве виҫ енчен мӗнле тӗреклетмеллине пӑхса тухар.

ИЕГОВА ХУНӐ ТӲРӖЛӖХ ЙӖРКИНЕ ӖНЕНЕССИНЕ ТӖРЕКЛЕТ

3—5. а) Иегова хунӑ йӗркесем пирки Сатана сана мӗн тесе улталасшӑн? ӑ) Турӑ хунӑ йӗркесем ҫине мӗнле пӑхмалла тата ҫавӑн пек пӑхни пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳмелле? Тӗслӗх илсе кӑтарт.

3 Чи малтан пирӗн Туррӑн законне ӗненесси ҫирӗп пултӑр тесе тӑрӑшмалла. Иегова хунӑ тӳрӗлӗх йӗркисенчен хӑш-пӗрисене, ҫынсен хӑйсене мӗнле тытмалли ҫинчен калаканнисене, эсӗ ҫак кӗнекене вӗреннӗ май пӑхса тухрӑн. Эсӗ вӗсем пирки мӗн шутлатӑн? Иеговӑн законӗсем, принципӗсем тата нормисем ним тума та ирӗк памаҫҫӗ пек, питӗ хаяр пек кӑтартса Сатана сана улталасшӑн. Ҫав меслетпе вӑл, Эдемри пекех, паян кун та ӑнӑҫлӑ усӑ курать (Пултарни 3:1—6). Унӑн сана та улталама май килӗ-ши? Нумайӑшӗ эсӗ мӗнле пӑхнинчен, шухӑшланинчен килет.

4 Калӑпӑр, эсӗ илемлӗ паркра уҫӑлса ҫӳретӗн, унччен те пулмарӗ паркӑн пӗр пайне уйӑрса тӑракан ҫирӗп те ҫӳллӗ хӳме курах кайрӑн. Хӳме леш енче питӗ илемлӗ, чун туртать унталла. Чи малтанах ҫак хӳме пурне те тума ирӗк памасть пек туйӑнма пултарать сана. Анчах тимлӗрех пӑхсан, хӳме леш енче хӑйӗн тупӑшӗ патне йӑпшӑнса пыракан хаяр арӑслана курах каятӑн! Халӗ вара ӑнланатӑн ӗнтӗ: ҫав хӳме саншӑн — хӳтлӗх. Халӗ сан пата хӑрушӑ тискер чӗрчун йӑпшӑнса пырать-ши? Турӑ Сӑмахӗнче асӑрхаттарса каланӑ: «Чаруллӑ пурӑнӑр, сыхӑ тӑрӑр; сире хирӗҫ пыракан шуйттан, ахӑрса ҫӳрекен арӑслан пек, кама та пулин ҫӑтасшӑн ҫӳрет» (1 Петр 5:8).

5 Сатана пирки хаяр тискер чӗрчун теме пулать. Иегова пире Сатанан тупӑшӗ тӑвасшӑн мар, ҫавӑнпа та Вӑл пире ҫав Усалӑн нумай «чеелӗхӗнчен» хӳтӗлес тесе законсем панӑ (Эфес 6:11). Апла пулсан, Туррӑн законӗсем ҫинчен шухӑшланӑ чухне, кашнинчех, вӗсенче пирӗн ҫӳлти Аттемӗрӗн юратӑвне курма тӑрӑшмалла. Турӑ законӗсем ҫине эпир ҫавнашкал пӑхатпӑр пулсан, вӗсем пире хӳтлӗхпе савӑнӑҫ парса тӑрӗҫ. Иаков ҫырнӑ: «Чӑн аван саккуна, ирӗке кӑларакан саккуна, ӑнласа илсе унпа пурӑнакан вара хӑй ӗҫӗпе телейлӗ пулӗ: вӑл... ӑна [саккуна] туса тӑраканӗ пулать» (Иаков 1:25).

6. Туррӑн тӳрӗ законӗсемпе принципӗсене хытӑрах та хытӑрах ӗненме пулӑшакан мӗнле мел пур? Тӗслӗх илсе кӑтарт.

6 Туррӑн ӳкӗчӗсем тӑрӑх пурӑнни — Закон Паракана тата унӑн законӗсен ӑслӑлӑхне хытӑ ӗненме пулӑшакан чи лайӑх мел. Сӑмахран, «Христос саккунне» илес пулсан, унта Иисус мӗн хушнине пурне те тытса тӑма ыттисене вӗрентӗр текен ӳкӗт пур (Галати 6:2; Матфей 28:19, 20). Христиансем Турра пуҫҫапмашкӑн тата пӗр-пӗрне хавхалантармашкӑн пӗрле пухӑнма хушнӑ ӳкӗте те ҫирӗп тытса тӑраҫҫӗ (Еврейсем 10:24, 25). Туррӑн ӳкӗчӗсем шутне, ҫавӑн пекех, Иеговӑна куллен, час-часах тата чун-чӗререн кӗлтуни те кӗрет (Матфей 6:5—8; 1 Фессалоника 5:17). Ҫав ӳкӗтсем тӑрӑх пурӑнатпӑр пулсан, вӗсенче пире юратса ӑса вӗрентнине эпир лайӑхрах та лайӑхрах курма пуҫлӑпӑр. Вӗсене итлесе-пӑхӑнса тӑни ҫак пӑтранса тӑракан тӗнчере тупма май ҫук тулли пурнӑҫпа савӑнса пурӑнма парать. Турӑ законӗсем тӑрӑх пурӑнни сана мӗнле усӑ пани ҫинчен шухӑшланӑ май, эсӗ хытӑрах та хытӑрах ӗненме пуҫламарӑн-и?

7, 8. Ӗмӗр тӑршшӗпе тӳрӗлӗх ҫулӗпе пыма питӗ йывӑр пулать тесе пӑшӑрханакансене Турӑ Сӑмахӗ мӗн каласа шантарать?

7 Хӑш чухне хӑш-пӗрисем Иеговӑн законӗсене ӗмӗр тӑршшӗпе тытса пурӑнма питӗ йывӑр пулать тесе пӑшӑрханаҫҫӗ. Пирӗнтен пулмасть ку тесе хӑраҫҫӗ вӗсем. Эсӗ те хӑвна ҫавнашкал туятӑн пулсан, ҫак сӑмахсене асра тыт: «Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, сана ырра вӗрентекенӗ, сана каймалли ҫулупа ертсе пыраканӗ. Ах, эсӗ Манӑн ӳкӗтсене ӑша хывас пулсассӑн! вара санӑн тӑнӑҫлӑху юханшыв пек пулӗччӗ, тӳрӗлӗхӳ тинӗс хумӗсем пек пулӗччӗ» (Исаия 48:17, 18). Ҫак сӑмахсем мӗнле хавхалантарма пултарни ҫинчен эсӗ шухӑшласа пӑхнӑ-и?

8 Иегова кунта ӑна итлесе пурӑнни пире усӑ пани ҫинчен аса илтерет. Эпир хамӑра ҫавӑн пек тытсан, вӑл пире икӗ пиллӗх парӑп тесе сӑмах парать. Пӗрремӗшӗнчен, пирӗн канӑҫлӑх лӑпкӑ, тарӑн та тулли, вӗҫӗ-хӗрри курӑнман юханшыв пек пулать тенӗ. Иккӗмӗшӗнчен, пирӗн тӳрӗлӗх — тинӗс хумӗсем пек. Ҫыран хӗрринче тинӗс ҫине пӑхса тӑнӑ чухне, хумсем пӗр-пӗрин ҫине йӑванса пынине асӑрханӑ май, ҫак пулӑм вӑхӑтлӑха маррине эсӗ ӑнланатӑн паллах. Хумсем пӗр вӗҫӗмсӗр ҫырана пыра-пыра ҫапса тӑрассине эсӗ пӗлетӗн. Санӑн тӳрӗлӗхӳ те — эсӗ тӗрӗс тума тӑрӑшни — ҫавӑн пек пулма пултарать тесе шантарать Иегова. Эсӗ ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма вӑй хунӑ чухне вӑл сана яланах пулӑшса тӑрӗ. (Псалом 54:23 вуласа пар.) Ҫавӑн пек хавхалантарса сӑмах панисем Иеговӑна тата унӑн тӳрӗлӗх нормисене хытӑ ӗненме пулӑшса тӑраҫҫӗ мар-и?

«ҪИТӖНСЕ ПЫМА ВАСКАР»

9, 10. а) Мӗншӗн кашни христианиншӑн ҫитӗнсе пырасси вӑл — лартнӑ тӗллевсенчен чи пахи? ӑ) Турӑ шухӑшланӑ пек шухӑшлани мӗнле майпа савӑнӑҫ парать?

9 Эсӗ тӑвакан сӑнарлӑ ҫурта мӗнле хӑпартмаллин иккӗмӗш майне ҫак сӑмахсенче уҫса панӑ: «Ҫитӗнсе пыма васкар» (Еврейсем 6:1, ҪТ). Кашни христианиншӑн ҫитӗнсе пырасси вӑл — лартнӑ тӗллевсенчен чи пахи. Ҫынсем хальлӗхе пӗр ҫитменлӗхсӗр пулма пултараймаҫҫӗ, анчах ҫитӗнсе ҫитес тӗллеве вӗсем пурнӑҫлама пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, ҫитӗнсе пынӑ май, Иеговӑшӑн ӗҫлени вӗсене питӗ пысӑк савӑнӑҫ парать. Мӗншӗн?

10 Ҫитӗннӗ христианин — Иеговӑпа ҫывӑхланнӑ ҫын. Вӑл пурин ҫине те, пур япала ҫине те Иегова пӑхнӑ пек пӑхать (Иоанн 4:23). Павел ҫырнӑ: «Ӳтпе пурӑнакансем — ӳтӗнни ҫинчен, Сывлӑшпа пурӑнакансем Сывлӑшӑнни ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ» (Рим 8:5). Ӳтпе пурӑнакансен савӑнӑҫ сахал, мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсем ҫинчен кӑна шутлаҫҫӗ, малашлӑх ҫинчен шухӑшламаҫҫӗ тата вӗсен пуҫӗнче укҫа-тенкӗ те пурлӑх пухасси кӑна. Сывлӑшпа пурӑнакансем, урӑхла каласан, Турӑ шухӑшланӑ пек шухӑшлакансем, савӑнӑҫлӑ, мӗншӗн тесен вӗсен пӗтӗм шухӑшӗ Иегова, телейлӗ Турӑ, ҫинче. Турӑпа хӑйӗн хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетнӗ ҫын Иеговӑна юрама тӑрӑшать тата йывӑр самантра та савӑнӑҫа ҫухатмасть. Мӗншӗн? Йывӑрлӑхсем Сатана ултавҫӑ пулнине кӑтартма тата айӑпсӑр пурӑнас тӗлӗшрен (ҫакӑ вара пирӗн ҫӳлти Аттемӗре савӑнтарать) лайӑхланма май параҫҫӗ (Ытарӑшсем 27:11; Иаков 1:2, 3 вуласа пар).

11, 12. а) Павел ырӑпа усала уйӑрма пӗлни ҫинчен мӗн каланӑ тата «хӑнӑхса» тесе куҫарнӑ сӑмах мӗне пӗлтерет? ӑ) Кӗлетке ҫитӗнсе ҫиттӗр тата итлекен пултӑр тесен ӑна мӗнле хӑнӑхтарса тӑмалла?

11 Турӑ шухӑшланӑ пек шухӑшласси тата ҫитӗнсе пырасси хӑнӑхтарса пынипе пулаҫҫӗ теме пулать. Пӗр сӑвӑ йӗркине пӑхса тухар: «Хытӑ ҫимӗҫ вӑл ҫитӗннисене тивӗҫлӗ: вӗсенӗн чӗри ырӑпа усала уйӑрма хӑнӑхса ҫитнӗ» (Еврейсем 5:14). Ҫитӗннӗ христиансем ырӑпа усала уйӑрма «хӑнӑхса» ҫитнӗ тенӗ чухне, Павел пирӗн эрӑри I ӗмӗрте Грецири спортзалсенче анлӑ усӑ курнӑ сӑмаха илнӗ пулас. Ҫав сӑмаха «гимнаст пек хӑнӑхтарса ҫитернӗ» тесе куҫарма та пулать. Халӗ вара хӑнӑхтарса ҫитерни шутне мӗн кӗни ҫинчен шухӑшласа пӑхар.

Кӗлеткине хӑнӑхтарса ҫитернине пула гимнаст ҫыпӑҫуллӑ хусканусем тӑвать

12 Ҫуралсанах эпир хамӑр кӗлеткене хӑнӑхтарса ҫитермен. Сӑмахран, пӗчӗк ача хӑйӗн алли-урине лайӑх тытма пултараймасть. Ҫавӑнпа та вӑл аллипе сулкалашнӑ чухне, хӑйнех питрен ҫапма пултарать, ҫакӑ вӑл уншӑн тӗлӗнтермӗш те, кулянтармӑш та. Анчах та пӗчӗк ача майӗпен хӑйӗн кӗлеткине тытма хӑнӑхса ҫитет. Чи малтан вӑл упаленет, унтан утма, юлашкинчен вара чупма та пуҫлать *. Гимнаст пирки вара мӗн калама пулать? Гимнаст ҫӳлелле сиксе сывлӑшра ҫӑмӑллӑнах илемлӗ ҫавӑрӑнса илнине курсан, унӑн кӗлетки тӗп-тӗрӗс йӗркелесе янӑ механизмпа пӗрех пулнине эсӗ, паллах, ӑнланатӑн. Ҫавӑн пек ӑсталӑх хӑй тӗллӗн пулмасть. Ҫавна тӑвас тесе кӗлеткене нумай вӑхӑт хушши хӑнӑхтарни кирлӗ. Анчах та Библире кӗлеткене хӑнӑхтарнинчен «усси нумаях мар» тенӗ. Хамӑра ырӑпа усала уйӑрма хӑнӑхтарса ҫитерни вара питӗ паха! (1 Тимофей 4:8.)

13. Хамӑра ырӑпа усала уйӑрма эпир мӗнле вӗрентме пултаратпӑр?

13 Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене упраса хӑварса Турра шанчӑклӑ тӑрса юлмашкӑн сана ырӑпа усала уйӑрма вӗренме мӗн пулӑшать, ҫавсенчен нумайӑшне эпир ҫак кӗнекере сӳтсе яврӑмӑр. Куллен-кун мӗн те пулин тӑвас умӗн Туррӑн принципӗсемпе законӗсем ҫинчен тарӑннӑн шухӑшласа кӗлту. Кашнинчех хӑвӑнтан ыйт: «Библири мӗнле законсем е принципсем ҫак ыйтупа ҫыхӑннӑ? Мӗнле вӗсене тытса тӑмалла? Мӗн тума шут тытнисенчен хӑшӗ манӑн ҫӳлти Аттемӗре савӑнтарма пултарать?» (Ытарӑшсем 3:5, 6; Иаков 1:5 вуласа пар.) Мӗн те пулин тӑвас умӗн Библири законсене е принципсене шута илетӗн пулсан, эсӗ ырӑпа усала уйӑрма лайӑхрах та лайӑхрах вӗренсе пырӑн. Ҫавӑн пек вӗренсе пыни сана Турӑпа ҫывӑх хутшӑнусенче тӑракан ҫын пулма та, ҫав хутшӑнусене упраса хӑварма та пулӑшӗ.

14. Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене аталантарас тесен пирӗн мӗне юратмалла, анчах мӗн асра тытмалла?

14 Ҫитӗнсе ҫитме пултаратпӑр пулин те, Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене аталантарма яланах май пур. Ҫитӗнсе аталанса пырасси апат ҫининчен килет. Ҫавӑнпа та Павел палӑртнӑ: «Хытӑ ҫимӗҫ вӑл ҫитӗннисене тивӗҫлӗ». Ӗненӗве ҫирӗплетмелли чи лайӑх май — Библири чӑнлӑха пӗлсе пыни, ҫакна хытӑ ҫимӗҫ ҫинипе танлаштарма пулать. Мӗн вӗреннипе тӗрӗс усӑ куратӑн пулсан, ҫакна ӑслӑлӑх теме пулать, Библире вара: «Чи кирли — ӑслӑлӑх»,— тенӗ. Ҫавӑнпа та хамӑрӑн ҫӳлти Аттемӗр паракан хаклӑ чӑнлӑхсене пирӗн чӑннипех юратмалла (Ытарӑшсем 4:5—7; 1 Петр 2:2). Паллах ӗнтӗ, пӗлӳпе Туррӑн ӑслӑлӑхне илни эпир ыттисенчен — вӗсенчен нумайрах пӗлнӗрен — лайӑхрах тесе шутлама тата вӗсем ҫине мӑнкӑмӑллӑн пӑхма сӑлтав памасть. Мӑнкӑмӑллӑх е урӑх япӑх ен пирӗн чӗре ӑшне тымар ан ятӑр тесен пирӗн хамӑра яланах тӗрӗслесе тӑмалла. Павел ҫырнӑ: «Эсир хӑвӑра хӑвӑр сӑнаса пӑхӑр — ӗненетӗр-и эсир? хӑвӑра хӑвӑр тӗрӗслӗр» (2 Коринф 13:5).

15. Мӗншӗн Турӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене аталантарма юрату кирлӗ?

15 Ҫурта туса пӗтерсен те ӗҫ вӗҫленмест. Унта тирпей тытмалла, мӗн те пулин юсамалла, кирлӗ пулсан, пӳртре, тен, тепӗр пӳлӗм те тума тивет. Ҫитӗнсе ҫитес тата Турӑпа ҫывӑх хутшӑнусенче тӑрса юлас тесен, пире мӗн кирлӗ? Пуринчен ытла — юрату. Пирӗн Иеговӑна тата пӗрле ӗненекенсене юратнӑҫемӗн юратса тӑмалла. Пирӗн пӗтӗм пӗлӳ те, эпир тӑвакан ӗҫсем те юратусӑр ниме те тӑмаҫҫӗ — пуш сӑмах кӑна (1 Коринф 13:1—3). Юратӑва пула эпир христиансем пек ҫитӗнсе тата Турӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене аталантарса пыратпӑр.

ИЕГОВА ПАРАКАН ШАНЧӐКА КУҪРАН АН ВӖҪЕРТ

16. Пирӗн пуҫра мӗнле шухӑшсем пулччӑр тет Сатана тата Иегова пире мӗнле хӳтлӗх парать?

16 Виҫҫӗмӗшӗнчен, пирӗн Иегова паракан шанчӑка куҫран вӗҫертмелле мар. Ҫакна тӑвас тесен пирӗн тӗрӗс шухӑшлама пӗлмелле. Сатана, ҫак тӗнче пуҫлӑхӗ, ҫынсене хуйха ӳкерекен шухӑшсем ҫинчен шухӑшлаттарас, пуринче те япӑххине куртарас, пӗр-пӗрне шанма пӑрахтарас, пурин ҫине те ал султарас енчен ӑнӑҫлӑ пулнӑ (Эфес 2:2). Йывӑҫ пӳртшӗн ҫӗрӗк мӗнле хӑрушӑ, христианиншӑн та ҫавӑн пек шухӑшсем хӑрушӑ пулма пултараҫҫӗ. Телее, Иегова пире хӳтӗлекен хатӗр парать — шанчӑк.

17. Шанчӑк кирлӗ пулнине Турӑ Сӑмахӗ мӗнле кӑтартса парать?

17 Пире Сатанапа тата ҫак тӗнчепе ҫапӑҫма кирлӗ тӗрлӗ хатӗрсем шутне мӗн-мӗн кӗни ҫинчен Библире каласа тухнӑ. Ҫав кирлӗ хатӗрсенчен пӗри — шлем, «ҫӑлӑнас шанчӑк» (1 Фессалоника 5:8, ҪХ). Пирӗн эрӑри I ӗмӗрти салтак ҫапӑҫура шлемсӗр чылайччен ҫапӑҫма пултарайманнине пӗлнӗ. Час-часах шлема тимӗртен тунӑ, ун айне вара кӗҫҫе е сӑран калпак тӑхӑннӑ. Пуҫран нумай ҫапсан та вӗсем шлема пула пысӑк сиен тума пултарайман. Шлем пуҫа хӳтӗленӗ пекех, шанчӑк та пирӗн ӑстӑнпа шухӑшсене хӳтӗлеме пултарать.

18, 19. Шанчӑка упрас енчен Иисус мӗнле лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ тата пирӗн ун евӗрлӗ пулас тесен мӗн тумалла?

18 Шанчӑка упрас енчен Иисус питӗ лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Ҫӗр ҫинче, юлашки каҫ унӑн мӗн чӑтса ирттерме тивнине аса ил-ха. Ҫывӑх тусӗ ӑна укҫалла сутнӑ. Тепри вара эпӗ ӑна пӗлместӗп тесе Иисусран туннӑ. Ыттисем ӑна пӑрахса тарнӑ. Унӑн ентешӗсем ӑна хирӗҫ тӑнӑ та Рим салтакӗсем ӑна юпа ҫумне пӑталаса вӗлерччӗр тесе ыйтнӑ. Тӗрӗссипе каласан, Иисус курнӑ йывӑрлӑхсене пирӗн хамӑр пурнӑҫра курасси те пулмӗ. Ӑна мӗн пулӑшнӑ? Еврейсем 12:1, 2-мӗшӗнче хурав панӑ: «Иисус Хӑй валли хатӗрленӗ савӑнӑҫа курмашкӑн хӗрес асапне тӳснӗ, мӑшкӑл курнӑ, халӗ вара Туррӑн аслӑ пуканӗнчен сылтӑм енче ларать». Иисус «Хӑй валли хатӗрленӗ савӑнӑҫ» ҫинчен нихӑҫан та манман.

19 Иисус валли мӗнле савӑнӑҫ хатӗрлесе хунӑ пулнӑ? Тӳссе ирттернипе вӑл Туррӑн святой ятне сӑваплӑ тӑвассине пӗлнӗ тата Сатана суеҫӗ пулнине кӑтартма питӗ пысӑк май парассине ӑнланнӑ. Урӑх нимле шанчӑк та Иисуса ҫавӑн пек пысӑк савӑнӑҫ пама пултарайман! Шанчӑклӑ тӑрса юлнӑшӑн Иегова ӑна иксӗлми ырӑлӑх кӑтартса тавӑрса парассине те, кӗҫех ӑна хӑйӗн Ашшӗпе каллех пӗрле пулас лайӑх вӑхӑт кӗтнине те пӗлнӗ. Иисус йывӑр самантра та ҫав савӑнӑҫлӑ шанчӑка асра тытнӑ. Пирӗн те ҫавнах тумалла. Пире те савӑнӑҫ кӗтсе тӑрать. Иегова хӑйӗн аслӑ ятне сӑваплӑ тӑвас ӗҫе шанса парса пире кашнине чыс тунӑ. Нимле йывӑрлӑхсемпе илӗртӳсене пӑхмасӑрах Иеговӑна хамӑрӑн чи аслӑ Патша вырӑнне хунипе тата хамӑра пирӗн Аттемӗрӗн юратӑвӗнче упранипе Сатана суеҫӗ пулнине кӑтартма пултаратпӑр.

20. Лайӑххи ҫинчен шухӑшлама тата шанчӑка упраса тӑма мӗн пулӑшӗ?

20 Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене ырӑлӑхсем питӗ парасшӑн (Исаия 30:18; Малахия 3:10 вуласа пар). Вӑл хӑйӗн ӗҫлекенӗсен чӗринчи тӳрӗ ӗмӗчӗсене кӑмӑл тусах пурнӑҫласшӑн (Псалом 36:4). Ҫавӑнпа та сана кӗтсе тӑракан шанчӑка куҫран ан вӗҫерт. Сатанан кивӗ тӗнчинче шухӑшланӑ пек, хуйха кӗртекен, ирсӗр тата пӑсӑлнӑ шухӑшсене пуҫра ан тыт. Ҫак тӗнчен сывлӑшӗ санӑн ӑстӑнупа чӗрӳне ярса илме пуҫланине туятӑн пулсан, Иегова сана «нимӗнле ӑс та пӗлейми канӑҫлӑх» патӑр тесе ӑна йӑлӑнса кӗлту. Вара Турӑ панӑ канӑҫлӑх санӑн чӗрӳпе ӑстӑнна сыхласа усрӗ (Филиппӑ 4:6, 7).

21, 22. а) Мӗнле чаплӑ шанчӑка «имсӗр-сумсӑр ҫын» савӑнса кӗтсе тӑрать? ӑ) Христиансем кӗтсе тӑракан шанчӑкра пуринчен ытла сана мӗн килӗшет тата ӑшра эсӗ мӗн тума шут тытрӑн?

21 Санӑн мӗн тери паха шанчӑк пур! Эсӗ «пысӑк асапа» пурӑнса ирттерекен «имсӗр-сумсӑр ҫын» шутне кӗретӗн пулсан, санӑн кӗҫех мӗнле пурнӑҫ пуласси ҫинчен шухӑшласа пӑх-ха (Ӳлӗмхине 7:9, 14). Сатанапа унӑн демонӗсене пӗтерсен, нихҫан пулман ҫӑмӑллӑха туйӑн. Пирӗнтен кам та пулин Сатана усал тума хӗтӗртсе тӑнине курмасӑр пурӑнса курнӑ-и? Ҫавӑн пек хӗтӗртсе тӑни пӗтсен, Иисус тата пӗлӗтре унпа пӗрле патшара ларакан 144 000 патша ертсе пынипе эпир мӗн тери савӑнса ҫӗре рай тӑвас ӗҫе хутшӑнӑпӑр! Пӗтӗм чир-чӗр пӗтес, вилӗмрен чӗрӗлнӗ ҫывӑх ҫынсене кӗтсе илес тата Турӑ чи малтанах шутласа хунӑ пурнӑҫпа пурӑнас вӑхӑта эпир чӑтма ҫук кӗтетпӗр! Пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса пынӑ май, эпир тата лайӑхрах ырӑлӑх илесси патне ҫывхарӑпӑр. Ҫав ырӑлӑх ҫинчен Рим 8:21-мӗшӗнче «Турӑ ачисен ирӗклӗхӗ» тенӗ.

22 Иегова сана халиччен те пулман ирӗклӗх парасшӑн. Итлесе-пӑхӑнса пурӑнсан кӑна ҫав ирӗклӗхе илме пулать. Ҫавна илес тесе Иеговӑна кунсерен итлесе пурӑнма вӑй хумалла мар-и вара? Эппин, ӗмӗр-ӗмӗрӗпе Туррӑн юратӑвӗнче тӑрса юлас тесе хӑвна чи сӑваплӑ ӗненӗвӗн никӗсӗ ҫинче малалла та тӗреклентер!

^ 12 абз. Пирӗнте проприоцепци текен хӑйне евӗрлӗ туйӑм, урӑхла каласан, хамӑр ӑшра кӗлеткен хусканӑвӗсене тата ал-ура мӗнле тӑнине туйса тӑракан туйӑм, аталанать тесе калаҫҫӗ ученӑйсем. Сӑмахран, ҫав туйӑма пула эпир куҫа хупса алӑ ҫупма пултаратпӑр. Пӗр ҫитӗнсе ҫитнӗ чирлӗ хӗрарӑм, ҫав туйӑма ҫухатнӑскер, тӑма та, утма та, ларма та пултарайман.