Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

8-мӗш юрӑ

Ҫӳлхуҫан каҫхи апачӗ

Ҫӳлхуҫан каҫхи апачӗ

(Матфей 26:26 —30)

1. Ҫӳлти Аттемӗр, Иегова,

Сӑваплӑ каҫ ҫитрӗ ӗнтӗ!

Нисан уйӑхӗнче кӑтартрӑн мухтавна,

Хӑвӑн лайӑх енӳсене.

Пасха путекне ҫисе янӑ,

Израиль тухнӑ ирӗке.

Малтанах каласа хунӑ пек юн тӑкнӑ

Христос темиҫе ӗмӗр иртсен.

2. Эпир, санӑн сурӑхусем пек,

Пуҫтарӑнтӑмӑр сан умна,

Юратса Ывӑлна панӑшӑн мухтама,

Сӑваплӑ ятна чыслама.

Ҫак паллӑ куна асра тытса

Чӗре ӑшӗнче упратпӑр.

Куллен кун Христос хыҫҫӑн пыратпӑр пулсан,

Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ туянӑпӑр.

(Ҫаксене те пӑх: Лука 22:14 —20; 1 Кор. 11:23 —26.)