Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

9-мӗш юрӑ

Мухтӑр Иеговӑна, хамӑр Турра!

Мухтӑр Иеговӑна, хамӑр Турра!

(Псалом 144:11, 12)

1. Мухтав кӳр Иеговӑна!

Пурте пӗлччӗр унӑн ятне!

Пурне те асӑрхаттарар,

Туррӑн аслӑ кунӗ ҫывӑх вӗт!

Манӑн Ывӑлӑн вӑхӑт ҫитнӗ халь

Патшана ларма тет Турӑ.

Халь ҫав хыпара пурне те калар,

Пӗлтерер пиллӗхсем ҫинчен.

(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)

Мухтав кӳр Иеговӑна!

Ун чапӗ ҫинчен пӗлччӗр пурте!

2. Мухтаса юрлар чӑн Турра!

Чунтан аслӑлар ун ятне!

Чӗререн тав тӑвар Турра,

Ӑна пултӑр пӗтӗм чыс-хисеп.

Пирӗн Турӑ хӑватлӑ пулин те,

Вӑл хӑйне кӗҫӗне хурать.

Вӑл ырӑ тата чунтан юратать —

Вӑл итлет мухтав юррине.

(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)

Мухтав кӳр Иеговӑна!

Ун чапӗ ҫинчен пӗлччӗр пурте!

(Ҫаксене те пӑх: Пс. 88:27; 104:1; Иер. 33:11.)