14-мӗш юрӑ
Пурне те ҫӗнӗ тӑватӑп
1. Пире «вӑхӑт палли» калать ак ҫакна:
Пӗлӗтре Христос ларнӑ патшана.
Вӑл пӗлӗтри вӑрҫӑра ҫӗнтерчӗ,
Ҫӗре Туррӑн ирӗкне пӗлтерчӗ.
(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)
Ҫынсемпе Туррӑн чатӑрӗ,
Вӑл вӗсемпе хӑй пурӑнӗ.
Кӗҫ пӗтӗм чир-чӗр иртсе кайӗ,
Нимле хӗн-хур та вилӗм пулмӗ.
«Ҫӗнни тӑватӑп,— Турӑ каланӑ,—
Ҫак сӑмахсем чӑн, тӗрӗс».
2. Пурте курччӑр Путек хӗрӗн илемне,
Таса Ҫӗнӗ Иерусалима.
Ун илемӗ — хаклӑ йышши чулсем,
Иегова кӑна пулӗ ун ҫутти.
(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)
Ҫынсемпе Туррӑн чатӑрӗ,
Вӑл вӗсемпе хӑй пурӑнӗ.
Кӗҫ пӗтӗм чир-чӗр иртсе кайӗ,
Нимле хӗн-хур та вилӗм пулмӗ.
«Ҫӗнни тӑватӑп,— Турӑ каланӑ,—
Ҫак сӑмахсем чӑн, тӗрӗс».
3. Пур ҫыншӑн та ҫак хула чӑн савӑнӑҫ,
Унӑн хапхисем уҫӑ ир те каҫ.
Пур халӑх та ҫӳрӗ ун ҫуттинче,
Тӑрар ҫутатса халӗ ҫав ҫутта.
(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)
Ҫынсемпе Туррӑн чатӑрӗ,
Вӑл вӗсемпе хӑй пурӑнӗ.
Кӗҫ пӗтӗм чир-чӗр иртсе кайӗ,
Нимле хӗн-хур та вилӗм пулмӗ.
«Ҫӗнни тӑватӑп,— Турӑ каланӑ,—
Ҫак сӑмахсем чӑн, тӗрӗс».
(Ҫаксене те пӑх: Матф. 16:3; Апок. 12:7— 9; 21:23—25.)