Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

7-мӗш юрӑ

Турӑшӑн ӗҫлеме сӑмах пани

Турӑшӑн ӗҫлеме сӑмах пани

(Еврейсем 10:7, 9)

1. Тем пысӑкӑш ҫут тӗнчене

Иегова пултарнӑ.

Эппин ҫӗрпе тӳпе унӑн —

Ун аллин ӗҫӗсем.

Панӑ пурнӑҫ сывлӑшне вӑл,

Юрату кӑтартнӑ.

Илме тивӗҫлӗ вӑл ҫавӑнпа

Пӗтӗм мухтава, чыса.

2. Шыва кӗнӗ чухне Иисус

Ашшӗне каланӑ:

«Сан законна тума хатӗр,

Саншӑн ӗҫлес килет».

Тухсассӑн вӑл Иорданран

Святой сывлӑш илнӗ.

Хӑйне вӑл Турра халалласа

Тунӑ Ашшӗн ирӗкне.

3. Сан умӑнта Иегова

Эпир халь тӑратпӑр.

Хамӑртан тунса пурнӑҫа

Сана халаллатпӑр.

Хӑв Ывӑлна парса эсӗ

Пысӑк хак тӳлерӗн.

Хамӑршӑн халӗ пурӑнмастпӑр,

Пурнӑҫ е вилӗм — саншӑн.

(Ҫаксене те пӑх: Матф. 16:24; Марк 8:34; Лука 9:23.)