15-мӗш юрӑ
Пултарни Иеговӑна мухтаса тӑрать
(18-мӗш Псалом)
1. Иегова Турӑ, чунӑм ӑнланать:
Тӳпе мухтаву ҫинчен пӗлтерет.
Ир те, каҫ та йӑваш ҫынна калать,
Пӗлӳ сӑмах чӗнмесӗрех парать.
Ир те, каҫ та йӑваш ҫынна калать,
Пӗлӳ сӑмах чӗнмесӗрех парать.
2. Эс ҫӑлтӑрсем, уйӑх, хӗвел тунӑ,
Океансем валли чикӗ хунӑ.
Тӳпе ҫине пӑхсан — мӗнех вӑл ҫын?
Ҫавах ӑна ямастӑн асӑнтан.
Тӳпе ҫине пӑхсан — мӗнех вӑл ҫын?
Ҫавах ӑна ямастӑн асӑнтан.
3. Санӑн законусем таса та чӑн,
Эсӗ аса илтернисем тӗрӗс.
Вӗсем таса ылтӑнран та паха —
Пире ӑса вӗрентеҫҫӗ вӗсем.
Вӗсем таса ылтӑнран та паха —
Пире ӑса вӗрентеҫҫӗ вӗсем.
(Ҫаксене те пӑх: Пс. 11:7; 88:8; 143:3; Рим 1:20)