Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

17-мӗш юрӑ

Малалла эсир, Свидетельсем!

Малалла эсир, Свидетельсем!

(Лука 16:16)

1. Ҫак юлашки кунсенче ҫине тӑрса

Сарать Туррӑн халӑхӗ ырӑ хыпара.

Шуйттан пире хирӗҫ тӑрсан та,

Туррӑн вӑйӗ парать пире хӑюлӑх.

(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)

Эппин, халь Свидетельсем, айтӑр малалла!

Иеговӑн ӗҫне туса туллин савӑнар!

Пурне те кӗҫех рай пулать тесе калӑр,

Унта пиллӗх нумай пулать тейӗр.

2. Туррӑн ҫар ҫынни ҫӑмӑл ҫул шырамасть,

Вӑл ҫак тӗнчене юрама та тӑрӑшмасть.

Таса пурнать пур тӗлӗшрен те,

Айӑпсӑр ҫӳрет вӑл пур вӑхӑтра та.

(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)

Эппин, халь Свидетельсем, айтӑр малалла!

Иеговӑн ӗҫне туса туллин савӑнар!

Пурне те кӗҫех рай пулать тесе калӑр,

Унта пиллӗх нумай пулать тейӗр.

3. Туррӑн ятне халь хумаҫҫӗ хисепе,

Ҫынсем итлесшӗн мар Патшалӑх хыпарне.

Иеговӑн ятне чыс кӳретпӗр,

Халӑхсене ырӑ хыпар калатпӑр.

(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)

Эппин, халь Свидетельсем, айтӑр малалла!

Иеговӑн ӗҫне туса туллин савӑнар!

Пурне те кӗҫех рай пулать тесе калӑр,

Унта пиллӗх нумай пулать тейӗр.

(Ҫаксене те пӑх: Флп. 1:7; 2 Тим. 2:3, 4; Иак. 1:27.)